Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Чӑваш Енре пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн пуҫланнӑ чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва кӗртни пирки пӗлтернӗччӗ. Анчах специалистсем ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫакна васкаса вӗҫленине палӑртаҫҫӗ. Аса илтерер: инкеклӗ режим юпан 24-мӗшӗнче вӗҫленнӗ.
Шупашкарти хӑш-пӗр районта та электроэнерги йӗркеллӗ ӗҫлемест-мӗн. Чӑваш Енри районсем пирки каламалли те ҫук. Ача-пӑча лапамӗ, пралуксем ҫывӑхне ӳкнӗ йывӑҫсем ҫаплах хӑрушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ-мӗн.
Шар курнисен йышӗнче фермӑсем, аграри предприятийӗсем те пур. Вӗсем пысӑк тӑкак курнӑ хыҫҫӑн ертӳҫӗрен пулӑшу кӗтнӗ, анчах йывӑрлӑха хӑйсенех парӑнтарма тивнӗ.
Сӑнавҫӑсем чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва кая юлса кӗртнине те палӑртаҫҫӗ. Ӑна юпан 19-мӗшӗнче йышӑннӑ. Пӑрлӑ ҫумӑр вара юпан 17-мӗшӗнче ҫунӑ. Республикӑри 500 ытла ял, 150 пин ытла ҫын ҫутӑсӑр пӗр эрне ларнӑ.
Сӑмах май, Владимир Михайлов пӑрлӑ ҫумӑр тепре ҫума пултарасса асӑрхаттарать. Чӳк уйӑхӗ ӑшӑ кунсенчен пуҫланать, анчах 9-мӗшӗнчен каллех сивӗтет-мӗн. Ҫавӑнпа саппас генераторсем кирлех пулаҫҫӗ-тӑр. Анчах тӳре-шара хальлӗхе кун пирки шарламасть-мӗн. Чӳк уйӑхӗн юлашки эрнинче сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ.
