Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑваш культура обществине малашне Владимир Соколов ертсе пырӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 01.06.2026 17:52 | 54 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
"Урал сасси" хаҫат пабликӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
"Урал сасси" хаҫат пабликӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Пушкӑртстанри Чекмагуш районӗнчи Чӑваш культура обществине малашне Владимир Соколов ертсе пырать. Ҫӗнӗ ертӳҫӗпе май уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Пушкӑртстанри чӑваш культура обществин канашлӑвӗнче паллаштарнӑ.

Владимир Соколовпа «Урал сасси» хаҫатра тӗплӗн паллаштарнӑ. Акӑ еплерех ҫырса кӑтартнӑ унта: «Вӑл 1965 ҫулта Чекмагуш районӗнчи Макаровка ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти пуҫламӑш, Юмашри вӑтам шкулсенче вӗреннӗ, Туймазӑри ятарлӑ професси пӗлӗвӗ паракан училищӗре газоэлектросварщик профессине алла илнӗ. 1983-1985 ҫулсенче Украинӑра ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Демобилизаци хыҫҫӑн ҫулталӑк хушши Кустанай облаҫӗнче автотранспорт предприятийӗнче ӗҫленӗ. Ҫулталӑкран Пушкӑртстана таврӑннӑ, авланнӑ, мӑшӑрӗпе Тюмень облаҫӗнчи Ханты Манси автономи округне пурӑнма куҫнӑ.

Владимир Леонидович яланах общество пурнӑҫне хастар хутшӑннӑ, спортпа туслӑ пулнӑ, «Профессире чи лайӑххи» конкурса хутшӑнса пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Ҫемйипе пӗрле те хӑй ӗҫлекен организаци, хула чысне хӳтӗленӗ. Пилӗк ҫул ытла Нефтеюганск хулинчи «Раздолье» тӗслӗхлӗ казак халӑх ансамбльне ҫӳренӗ. Ертӳҫӗ пултарулӑхӗпе общество ӗҫ-хӗлӗ ытларах «Юханшыв» обществӑлла пӗрлӗх ӗҫӗнче палӑрнӑ. 2007 ҫулта ӑна Нефтеюганск хулинчи ЧНКА председательне суйланӑ. Вунӑ ҫул ытла чӑваш халӑх культурине аталантарас, упраса хӑварас, ҫитӗнекен ӑрӑва хамӑр халӑх еткерне юратма вӗрентес тӗллевпе питӗ нумай ӗҫ пурнӑҫланӑ. Ҫав шута музей уҫни те, «Юханшыв» пултарулӑх ушкӑнӗ пуҫарса яни те, хула тата Раҫҫей шайӗнчи мероприятисене хутшӑнни тата ытти те кӗреҫҫӗ».

#Пушкӑртстан, #Чекмагуш, #чӑвашсем, #чӑвашлӑх, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем