Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ЧПУ

Харпӑр шухӑш Персона

Усал хыпар, тискер хыпар пӗлтерчӗҫ:

Лев Кураков чӗри тапмасть текех.

Кӗтменчче эп, кун пеккине кӗтменччӗ!..

Ҫук, юрамасть суймашкӑн кун пекех!..

 

Тин ҫеҫ-ха вӑл Тӗп хуларан сас пачӗ,

Тин ҫеҫ-ха вӑл ҫул тытрӗ Ишеке...

Тӑван ялне чунтан вӑл юрататчӗ...

Ҫак Улӑпӑн чӗри тапмасть текех...

 

Ниме пӑхмасӑр малаллах вӑл утрӗ,

Ӗҫлерӗ, тен, ҫӗр ҫыншӑн та хӑш чух.

Чӑваш Ятне ҫӳлтен-ҫӳле ҫӗклерӗ...

Чӗррисемпе пӗрле вӑл текех ҫук...

 

Халь ҫуртасем пит васкаса сӳнеҫҫӗ...

Ҫапла вӑл — пурнӑҫ, — инкекпе тулсан...

Чӑн-чӑн Арсем вилмеҫҫӗ, ҫук, вилмеҫҫӗ, —

Вӗсем ҫиҫеҫҫӗ ҫӑлтӑрсем пулса.

 

22.12.2020

04 сехет те 39 минут

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.
 

Персона
journ.chuvsu.ru сӑнӳкерчӗкӗ
journ.chuvsu.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер Чӑваш Енри паллӑ ӑсчах, экономист, политик Лев Кураков пурнӑҫран уйрӑлса кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑскерӗн куҫӗ пульницӑра хупӑннӑ. МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Кураков та кӑшӑлвируспа чирленӗ.

Лев Пантелеймонович 1943 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗнче ҫуралнӑ. Канашри финанс техникумӗнче (1961), Хусанти патшалӑх финанспа экономика институтӗнче (1966) пӗлӳ илнӗ. Аспирантурӑпа доктортантурӑна Мускаври Г.В. Плеханов ячӗллӗ халӑх хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ, стажировкӑна Берлинра (Аслӑ экономика шкулӗнче) ирттернӗ. 1990 ҫулта ӑна ЧПУ ректорӗн пуканне шанса панӑ. 1997 ҫулта чӑваш Республикин вице-президентне суйланӑ. 1998 ҫулхи кӑрлачпа ҫӗртме уйӑхӗсенче Чӑваш Республикин Правительство председателӗ пулнӑ.

Лев Кураковпа ыран, раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ЧПУн спорткомплексӗнче (вӑл Университет урамӗнчи 38-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) 10 сехет хыҫҫӑн сывпуллашӗҫ.

 

Персона

Паян политика тӗлӗшӗпе самай вӑй хунӑ Лев Пантелеймонович Кураков пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Пире пӗлтернӗ тӑрӑх, чылай ҫул И. Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗн вырӑнне йышӑннӑскер паян клиникӑра вилнӗ. ИВЛ-па выртнӑ тесе каларӗҫ.

Лев Пантелеймонович 1943 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишек ялӗнче ҫуралнӑ. Канашри финанс техникумӗнче (1961), Хусанти патшалӑх финанспа экономика институтӗнче (1966) пӗлӳ илнӗ. Аспирантурӑпа доктортантурӑна Мускаври Г.В. Плеханов ячӗллӗ халӑх хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ, стажировкӑна Берлинра (Аслӑ экономика шкулӗнче) ирттернӗ.

1990 ҫулта ӑна ЧПУ ректорӗн пуканне шанса панӑ. 1997 ҫулта чӑваш Республикин вице-президентне суйланӑ. 1998 ҫулхи кӑрлачпа ҫӗртме уйӑхӗсенче Чӑваш Республикин Правительство председателӗ пулнӑ.

Ӑна чылай наградӑпа тата сумлӑ ятсемпе чысланӑ. Авланнӑ, икӗ ывӑл.

Аса илтеретпӗр, паян тепӗр паллӑ политика деятелӗпе — Валентин Шурчановпа — сывпуллашнӑ.

 

Персона

Ӗнер Любовь Мартьянова сӑвӑҫ 70 ҫул тултарнӑ.

«Ҫӗр ҫинчех ҫуралса та ҫӗре кӗнисем

Паян кун та — эпир — ҫут тӗнче куҫӗнче.

Ҫӗр ҫинчех ҫуралса та ҫӗре кӗнисем

Паян кун парӑмра сар хӗвел умӗнче». Ку йӗркесем — «Асатте-ши вара ассӑн-ассӑн сывлать...» сӑвӑран.

Любовь Мартьянова 1950 ҫулхи раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче ҫуралнӑ. Шкултан вӗренсе тухсан пир-авӑр комбинатӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Каярах Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1974-1977 ҫулсенче Патӑрьел районӗнчи Турханти вӑтам шкулта вӗрентнӗ. 1977 ҫултан пуҫласа «Тӑван Атӑл» журналта поэзи пайне ертсе пынӑ.

Любовь Мартьянова — 1986 ҫултанпа Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ, Митта Ваҫлей ячӗллӗ преми лауреачӗ.

 

Персона

Республикӑн кардиологи диспансерӗнче ӗҫленӗ Владислав Кашин кардиохирургӑн чӗри тапма чарӑннӑ. Ку усал хыпара Александр Белов журналист Фейсбукра паян каҫхине пӗлтернӗ.

«Пултаруллӑ Владислав Кашин хирург-кардиолог миҫе чӗрене ҫӑлса хӑварнине шутласа пыман пулӗ. Анчах хӑйӗнне упрайман. Вӑл 60 урлӑ каҫнӑ ҫеҫ. Вӗреннӗскер, ӑслӑскер, ирониллӗ», — тесе ҫырнӑ журналист.

Владислав Юрьевич 1960 ҫулхи юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. 1984 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Кардиодиспансерта студент ҫулӗсенчех, 1981 ҫулта, ӗҫлеме тытӑннӑ. Санитартан пуҫласа пульницӑн тӗп врачӗн хирурги енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ таран ҫитнӗ. Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин чӗрепе юн тымарӗсен штатра тӑман тӗп хирургӗ шутланнӑ.

 

Сывлӑх
mk-tuva.ru сайтри сӑн
mk-tuva.ru сайтри сӑн

Пульницӑсенче практика тухакан студентсене 7-10 пин тенкӗ тӳлӗҫ. Кун пирки хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Ку, паллах, кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ. Чирлекенсем нумайран тухтӑрсем ӗлкӗреймеҫҫӗ, ҫитмеҫҫӗ. Ҫавна май ку ӗҫе медицина факультетӗнче вӗренекен студентсене явӑҫтарма шутланӑ. Чӳк-раштав уйӑхӗсенче пульницӑсенче практика тухакан студентсене укҫа тӳлӗҫ.

Професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ учрежденийӗнчи ҫамрӑксене – 7 пин тенкӗ, аслӑ шкулта ӑс пухакан студентсене 10 пин тенкӗ пама йышӑннӑ. Палӑртмалла: пульницӑсене 668 студента практикӑна янӑ, вӗсенчен 359-шӗ – И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетӗнче вӗренекенсем. 309 студент – Шупашкарти медицина колледжӗнчен.

 

Персона
hypar.ru сӑнӳкерчӗкӗ
hypar.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи хастар чӑваш арӗ Олег Мустаев 55 ҫул тултарнӑ.

Юбиляр 1965 ҫулхи раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Ейпеҫре ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ. 1990 ҫулта вӑл Чӑваш наци чӗрӗлӗвӗн партине кӗнӗ. 1992 ҫулта ӑна Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ Канашӗн пайташне, 1995 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшнче ӑна Турцири Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк халӑхӗсен ассамблейин пайташне суйланӑ.

Олег Мустаев ҫамрӑкранпах чӑвашлӑхшӑн хыпса-ҫунса тӑрать. Хальхи вӑхӑтра вӑл чӑвашлӑх юхӑмне Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче аталантарать. 1993 ҫулта ӑна Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята панӑ. Халӗ вӑл — Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи.

 

Вӗренӳ

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ промышленность валли роботсем тата автоматизациленӗ тытӑмсем кӑларакан «KUKA» компанипе килӗштерсе ӗҫлӗ.

Ӗҫе темиҫе енӗпе йӗркелӗҫ, ҫав шутра вӗренӳре ҫӗнӗ йышши оборудованисемпе усӑ курассине те палӑртса хунӑ. KUKA технологийӗсемпе усӑ курса кӑларакан роботсене сӑнавлӑ мелпе ӗҫлеттерсе пӑхӗҫ. Ҫавӑ промышленноҫри робот техники валли пысӑк шайри специалистсене хатӗрлеме пулӑшӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Ҫамрӑксем роботпа ӗҫлеме кӑна мар, ун валли программӑсем ҫырма та хӑнӑхӗҫ. Ун валли ятарлӑ лаборатори уҫӗҫ.

 

Сывлӑх
kuzbassmayak.ru сайтри сӑн
kuzbassmayak.ru сайтри сӑн

Пандеми вӑхӑтӗнче тухтӑрсем ҫитменрен пульницӑсенче студентсем, пулас медиксем, пулӑшаҫҫӗ. Республикӑра 300 ытла студент кӑшӑлвируспа чирлисене пулӑшаҫҫӗ.

Чылайӑшӗ, 172 ҫын, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсем. 85 ҫамрӑк – Шупашкарти медицина колледжӗнчен, 61 ҫын – тухтӑрсене вӗрентекен институтран. Студентсем тухтӑр-стажерта, пӗрремӗш звено тухтӑрӗнче, вӑтам медперсоналта тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗри васкавлӑ медпулӑшу фельдшерӗ пулнӑ.

Аса илтерер: юлшки талӑкра 11 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ.

 

Республикӑра
krasota.pskovlive.ru сайтри сӑн
krasota.pskovlive.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ ӳссех пырать. Ҫавна май тухтӑрсен ӗҫӗ кунра-кун йывӑрланать. Йывӑр лару-тӑрура вӗсене пулас медиксем, студентсем, пулӑшӗҫ.

Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑрсене аслӑ шкулта е колледжра аслӑ курссенче вӗренекен студент-медиксем пулӑшӗҫ. Халӗ республикӑра нимеҫӗсен штабӗсене те йӗркеленӗ. Нимеҫӗсем тухтӑрсем валли транспорт хатӑрлеҫҫӗ, пациентсем патне шӑнкӑравлаҫҫӗ, эмелсем илсе ҫитереҫҫӗ.

И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра ӑс пухакан 70-е яхӑн студент тухтӑрсене «хӗрлӗ зонӑра» пулӑшма пуҫланӑ ӗнтӗ. Вӗсем васкавлӑ медпулӑшу бригадисенче те ӗҫлеҫҫӗ. Шупашкарти медицина колледжӗн 50-а яхӑн студенчӗ поликлиникӑсенче медсестрасене пулӑшаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/67744
 

Страницӑсем: 1 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, ... 49
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере кӑштах хӑвартлӑха чакарса пӗччен пулас, тӗллевсем пирки шутлас килӗ. Шлати сасса итлесе тӗрӗс йышӑну тӑвӑр — кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр. Пулӑмсене ан васкатӑр — кашнин хайӗн вӑхӑчӗ.

Пуш, 27

1877
149
Улатӑрти общество банкӗ уҫӑлнӑ.
1907
119
Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Герасимов Василий Герасимович, гоелоги-минереалоги ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ.
1928
98
Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
1931
95
Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1943
83
Кармалитова Роза Николаевна, РСФСР тава тивӗҫлӗ физкультура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Чӑваш Республикин журналистсен союзне йӗркеленӗ.
1965
61
Петӗр Петти, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1967
59
Ют Николай Яковлевич, чӑваш критикӗ, халӑх пултарулӑхне пухакан, публицист вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть