
Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче чӑваш литературин паллӑ романисчӗпе Николай Максимов ҫыравҫӑпа тӗл пулу иртнӗ. Кун пирки институт халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.
Калаҫӑва институт директорӗ Юрий Исаев, литература пӗлӗвӗн пай ӗҫтешӗсем, «Тӑван Атӑл» журналӑн редакторӗ тата паллӑ чӑваш прозаикӗ Людмила Сачкова хутшӑннӑ.
Унта Н. Максимовӑн 2024 ҫулта Саранск хулин кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ «Спасение Европы» тата унӑн маларах пичетленнӗ «Шур акӑш ҫулӗ», «Майра патша парни» историлле романӗсем тавра йӗркеленнӗ. Автор ҫак хайлавсене ҫырнӑ май мӗнле материалсемпе паллашни, хӑйӗн пултарулӑх вӑрттӑнлӑхӗсем пирки каласа панӑ. Писатель ҫавӑн пекех хӑйӗн нумаях пулмасть вырӑсла пичетленсе тухнӑ «Дар императрицы» кӗнекипе тата малалла ҫырма шутласа хунӑ романсен кӗске сюжечӗсемпе паллаштарнӑ.

Нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Ачасен чи ҫывӑх тусӗ» ятлӑ куҫса ҫӳрекен куравне йркеленӗ. Экспозицие Николай Ытарай ача-пӑча ҫыравҫин пурнӑҫӗпе тата пултарулахӗпе паллаштарас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Мероприяти вӑхӑтӗнче тухса калаҫакансем хушшинче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Надежда Ефремова-Ильина та пулнӑ. Вӑл Н.В. Васильев (Ытарай) пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа панӑ. Николай Ытарай пултаруллӑ ача-пӑча ҫыравҫи кӑна мар, тӑван халӑх сӑмахлӑхне ырми-канми пуҫтаракан пулни, Ытарай Тӗпчев институчӗн штатра тӑман ӗҫченӗ пулнӑ май комплекслӑ фольклор экспедицийӗсене тулай чӑвашӗсем патне тухса ҫӳрени ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Кун пирки институтра пӗлтернӗ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем Алтайра «Алтай – прародина тюрков. К истории зарождения тюркской цивилизации» (чӑв. Алтай — тӗрӗксен тӑван ҫӗршывӗ. Тӗрӗк цивилизацийӗ пуҫланса кайнин историйӗ) ятпа иртекен II Пӗтӗм тӗнчери конференцие хутшӑннӑ.
Мероприяти авӑн уйӑхӗн 16-18-мӗшӗсенче иртнӗ. Ӑна славянсемпе тӗрӗксен тӗнчине, этносӗ пуҫланса кайнине халалланӑ. Унта Раҫҫейри, Беларуҫри, Венгринчи, Казахстанри, Кӑркӑстанри, Узбекистанри, Туркменистанри, Азербайджанри патшалӑх ӗҫченӗсем, историксем, тюркологсем, алтаистсем, археологсем, лингвистсем пырса ҫитнӗ. Чӑваш Енрен форума гуманитари ӑслӑлӑхӗн директорӗ, филологи наукисен докторӗ Юрий Исаев тата ӑслӑлах ӗҫченӗ, филологи наукисен кандидачӗ Эдуард Лебедев хутшӑннӑ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗ кӗслепе паллаштаракан кӗнеке хатӗрлесе кӑларнӑ.
«Кӗсле – музыкальный инструмент чувашского народа в истории и современной культуре» кӑларӑм авторӗ — искусствоведени докторӗ Михаил Кондратьев.
Ҫӗнӗ кӑларӑма 500 экземплярпа кун ҫути кӑтартнӑ. Кӗнекене социаллӑ пӗлтерӗшлӗ литературӑна пичетлеме федераци хыснинчен паракан субсиди укҫипе Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленӗ.

Юнкун, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ 95 ҫул тултарнине паллӑ тӑвӗ.
Ларура институт директорӗ Юрий Исаев заведени утса тухнӑ кун-ҫулпа паллаштарӗ. Юбилейпа саламлама республика Элтеперӗ Олег Николаев, Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков тата Алла Салаева; чӑваш парламенчӗн спикерӗ Леонид Черкесов, Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров, культура министрӗ Светлана Каликова; И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ ректорӗ Андрей Александров пырса ҫитӗҫ.
Савӑнӑҫлӑ лару 14 сехетре пуҫланӗ. Мероприяти Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн Никольский залӗнче иртӗ.

Паян, ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, 95 ҫул тултарнӑ.
Вӑл — Раҫҫейри хӑйне евӗр академи учрежденийӗсенчен пӗри. Унта литературӑна, чӗлхе пӗлӗвне, ӳнере тата чӑваш халӑхӗн историйӗпе этнологине тӗпчеҫҫӗ. Археологи енӗпе те нумай ӗҫлет.
Институт пуян наука архивӗпе тата библиотекӑпа мӑнаҫланама пултарать. Фондра 152 пин ытла единица пуянлӑх.

Ҫитес эрнере, утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Мӗтри Кипекӗн кӗнекине хаклама пуҫтарӑнӗҫ. Унта чӑваш литературине юратакан кашни ҫынах кайма пултарать.
Хатлава пухӑннисем «Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ» кӗнекене хаклӗҫ.
Хӑтлав Чӑваш Республикин Наци библиотекин конференц-залӗнче (119 каб.) иртӗ. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем вӑтам ӗмӗрте хула пулнӑ вырӑнта шырав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ.
Археологи эткерлӗхӗллӗ ҫав вырӑн Шупашкарти Ҫеҫпӗл урамӗнчи 14-мӗш сурт адреспа вырнаҫнӑ.
Тӗпчев ӗҫӗпе тӑрӑшаканӗсем - Н.С. Мясников, Е.П. Михайлов, Л.В. Сивова ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем. Вӗсемпе пӗрле И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн тата И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗсем те ӗҫлеҫҫӗ.
Археологи эткерлӗхӗллӗ ҫав вырӑн тӗлӗнче XVI-XVII ӗмӗрсенче йывӑс Кремль пулнӑ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн историпе енӗпе ӗҫлекен ӑслӑлӑх ӗҫченӗн Е.В. Сергееван «Чувашское сельское сообщество во второй половине XIX – начале XX века в половозрастном измерении» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Унта XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчи - XX ӗмӗрен пуҫламӑшӗнчи чӑваш ялӗсенчи пурнӑҫ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Этнографие тата ял ҫемйинчи социаллӑ тытӑма уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ.

Ҫӗрпу тӑрӑхӗнче археологсем ӗҫлеҫҫӗ. Калӑпӑшлӑ ӗҫсем унти «Звездный» ача-пӑча уйлӑхӗнчен инҫе мар вырӑнта пыраҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ученӑйӗсем педагогика университечӗн историк-студенчӗсемпе тата нимеҫӗсемпе пӗрле авал пурӑннӑ ҫынсем чарӑнса тӑнӑ вырӑна тӗпчеҫҫӗ. Унта ӗҫ мастерскойӗ пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тупса палӑртнӑ артефактсем ҫав вырӑнти ҫынсем чултан япала ӑсталама пӗлнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ иккен. Палӑк территорийӗ – 7 пин ытла тӑваткал метр. Ҫынсем унта палеолит саманин вӗҫӗнче, пирӗн ӗмӗрчченхи 11-12 ӗмӗрсенче пурӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
