Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Пӗтӗм чӑваш диктантне кӑҫал та ирттересси пирки пӗлтернине эпир хыпарланӑччӗ. Ӑна ӗнер ҫырчӗҫ.
Елчӗк районӗнчи вулавӑшсен пӗрлештернӗ тытӑмӗн тӗп вулавӑшӗн ӗҫченӗсемпе вулаканӗсем те диктант ҫырнӑ.
Кӑҫал, аса илтеретпӗр, тӑван чӗлхе пӗлевне А. Артемьевӑн «Ҫӑкӑр хакӗ» тӑрӑх тӗрӗсленӗ. Унччен ирттернӗ Пӗтӗм чӑваш диктанчӗсем валли текста Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, Чӑваш патшалӑх премийӗн лауреачӗ Марина Карягина хатӗрленӗччӗ. Пӗлтӗрхине чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи Леонид Маяксем ҫырнӑ «Асран кайми кун» хайлавӗ тӑрӑх йӗркеленӗччӗ.
Елчӗк районӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсем ӗҫсене сканер витӗр кӑларса электронлӑ пуштӑпа ярса панӑ.
Ҫитес эрнекун Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ виҫӗ кӗнеке хӑтлӗ: «Чуваши Присвияжья: история и культура» (чӑв. Сӗве тӑрӑхӗнчи чӑвашсем: истори тата культура), «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ. Тупмалли юмахсем» тата «Социокультурная эволюция регионов России: Чувашская Республика» (чӑв. Раҫҫей тӑрӑхӗсен социокультурлӑ улшӑнӑвӗ: Чӑваш Республики). Кӗнекесен хӑтлавне наци кӗнекин «Кӗнеке халӑхсене ҫураҫулӑх кӳрет» регионсен фестивалӗн ӑслӑлӑх кунне халалланӑ. Тухса калаҫакансен йышӗнче наци вулавӑшӗн директорӗ С.М. Старикова, гуманитари институчӗн директорӗ Ю.Н. Исаев, ҫавӑн пекех институтри ӑслӑлӑх ӗҫтешӗсем В.П. Иванов, Г.Б. Матвеев, И.И. Бойко, В.Г. Харитонова, Е.В. Федотова, О.Н. Терентьева тата ыттисем пулӗҫ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн кӗнекисемпе паллашма сире пурне те ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче наци вулавӑшӗн конференц-залне 14 сехете йыхравлаҫҫӗ. Кӗнекесене хӑтланӑ май наци вулавӑшӗнче гуманитари институчӗ кӑларнӑ кӗнекесен суту-илӗвӗ пырӗ. Унта эсир ытти кӑларӑмсене те туянма пултаратӑр.
Чӑваш халӑх сайчӗ Чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ наци корпусӗн хӑтлавне йыхравлать. Вӑл студентсене, чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланакан пур ҫамрӑка та интереслӗ пулма тивӗҫ.
Сайт хӑтлавӗ 2016 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, юнкун Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче иртмелле. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре.
Хӑтлавра сайт йӗркелекенӗ Николай (Аҫтахар) Плотников сайтӑн тӗллевӗсене уҫса парӗ, унпа мӗнле ӗҫлемеллине, мӗнле усӑ курмаллине каласа парӗ. Хӑтлавӑн тӗп тӗллевӗ: сайта чӑвашла-вырӑсла куҫарусемпе пуянлатакан ҫынсене тупса палӑртасси. Ҫавна май хӑтлавра ытларах сайтпа мӗнле майпа ӗҫлемелли ҫинче чарӑнса тӑрӗҫ. Кашни ҫын ҫак ӗҫре мӗнпе пулӑшу кӳме пултарни пирки каласа парӗҫ.
Хӑтлава пынисем икӗ чӗлхеллӗ корпусра усӑллӑ сӗнӳсем те пама пултарӗҫ — мӗнле функционал кӗртмелле, мӗнле ӗҫе лайӑхлатмалла тата ытти те (хӑтлав йӗркелекенсем сирӗн сӗнӳсене чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ). Икӗ чӗлхеллӗ корпуспа маларах паллашас кӑмӑллисем http://corpus.chv.su адреспа кӗрсе курма пултараҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян «Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи: 100 ҫул» ятпа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Институтпа пӗрле ӑна Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗ йӗркеленӗччӗ, Тӑван ене тӗпчекенсен кунне халалланӑччӗ (пушӑн 28-мӗшӗ).
Конференцире пурӗ 30 ытла ҫын тухса калаҫнӑ — Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче пуҫ хунисене аса илнӗ, вӗсен паттӑрлӑхне хакланӑ, ҫав вӑхӑтри влаҫ тытӑмӗн ӗҫне сӳтсе явнӑ. Хӗрӳ сӳтсе яву Николай Егорович Лукианов доклачӗ хыҫҫӑн иртнӗ. Тухса калаҫакансен хушшинче таврапӗлӳҫӗсем икӗ ушкӑна пайланни хитре маррине палӑртакансем те пулнӑ. Асаилтеретпӗр, конференци вӑхӑтӗнчех наци вулавӑшӗнче Чӑваш таврапӗлӳҫисен XII пухӑвӗ иртнӗ. Малашне ҫак икӗ сумлӑ пӗрлӗх хӑйсен мероприятийӗсене пӗр кунра ирттереҫҫӗ пулсан та вӑхӑтне те пулин раснарах лартма ыйтнӑ.
Ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине ҫав ҫулхи салтак тумӗсем («Русский егерь» клуб) тата салтака ӑсатнине лартса панӑ сцена илем кӳнӗ. Ҫавӑн пекех пухӑннисем умӗнче салтак юррисене те юрласа панӑ.
Аса илтеретпӗр, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи 1914 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пуҫланнӑ та 1918 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗнче вӗҫленнӗ.
«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» конкурс вӗҫленесси 3 эрнене яхӑн юлчӗ. Паянхи кун тӗлне вара 100 ытла ӗҫ йышӑннӑ та ӗнтӗ сӑвӑ вулакансен видео конкурсне. Ҫавна май конкурса вӗҫлемелли, ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртмалли кунсем те часах ҫитӗҫ.
Видеосӑвӑсен куонкурсне йӗркелекенсем ӗҫсене хаклакан сумлӑ комиссине йӗркелени пирки пӗлтерет. Ҫапла май паян эпир вӗт-шакӑр ачасен тата педагогсемпе ашшӗ-амӑшӗн, аслашшӗсемпе асламӑшсен, кукашшӗсемпе кукамӑшсен пултарулӑхне хаклакан комисси йышӗпе паллаштаратпӑр.
Комисси председателӗ — Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ертӳҫи, «Шкулта» интернет журнал редакторӗ Андреев Владимир Юрьевич. Унӑн ҫумӗсем: Чӑваш наци конгресӗн Президумӗн пайташӗ Никифоров Геронтий Лукьянович, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Плотников Николай Алексеевич. Комисси ҫыруҫи — Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкул-интернатӑн аслӑ категориллӗ воспитателӗ Андреева Антонина Петровна.
Комисси пайташӗсен йышӗнче пулӗҫ: Александрова Татьяна Ивановна (Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗн ӗҫченӗ, тӑван ен культурине вӗрентекенӗ), Герасимова Алина Васильевна (Чӑваш наци радиовӗн ача-пӑча передачисен пай редакторӗ), Иванова Надежда Григорьевна (Чӑваш вӗренӳ институчӗн доценчӗ), Николай Ишентей (ача-пӑча ҫыравҫи), Осипов Николай Николаевич (ача-пӑча литературин тӗпчевҫи), Петрова Татьяна Николаевна (Ҫӗрпӳ районӗнчи чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи), Прокопьев Олег Иванович (Чӑваш наци радиовӗн продюсер центрӗн пуҫлӑхӗ), Софоронова Ирина Владимировна (филологи наукисен кандидачӗ, ача-пӑча сӑмахлӑхӗн тӗпчевҫи), Федоров Григорий Геннадьевич (Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ), Елен Нарпи (филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ҫыравҫӑ).
Ҫак эрнере кӳршӗллӗ Чӗмпӗр облаҫӗнче унта пурӑнакан халӑхсен тӑван чӗлхине вӗрентессипе канашлу иртнӗ.
Мероприятин пӗлтерӗшне уҫса панӑ май Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви пухӑннисем Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи чӗлхесен социаллӑ тата культура фукнцийӗсене сарас, вӗсен статусне вӗренӳ тата культура инҫӗшӗнче анлӑлатас ыйтусене хускатнине пӗлтерет.
Форум вӑхӑтӗнче Чӗмпӗр хулинче тӗрлӗ ҫӗрте муниципалитетсен хушшинчи конференци йӗркеленӗ. Тӑван чӗлхе вӗрентекен педагогсем уҫӑ куроксем, шкул хыҫҫӑнхи мероприятисем, мастер-классем, ҫавра сӗтелсем ирттернӗ. Прикладной ӳнер, вӗренӳпе методика литературин куравӗсем те ӗҫленӗ, ача-пӑча ушкӑнӗсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Форума хутшӑнакансен умӗнче Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Морозов тата ытти тӳре-шара тухса калаҫнӑ. Чӑваш Енрен унта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен иниститучӗн директорӗ Юрий Исаев хутшӑннӑ.
Чӑваш халӑх ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗ пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче пуҫ хунӑ чӑвашсене халалласа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх (практика) конференцийӗ ирттерет. Вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче 10 сехетре пуҫланмалла.
Пленарлӑ лару хыҫҫӑн конференци темиҫе секторта ӗҫлемелле: вӑрҫӑ ҫапӑҫӑвӗсене хутшӑннӑ ентешсем; вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи чӑваш ялӗ; вӑл вӑхӑтри общество пӗрлӗхӗсемпе влаҫ тытӑмӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ; историллӗ литературӑри тата ӳнерти вӑрҫӑ сӑнарӗ.
Конференцин тӗллевӗ — Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи тӑрӑх ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗсене анлӑлатасси, таврапӗлӳ тӗпчевӗсене сарасси. Чи лайӑх ӗҫсене кайран кӗнекен те пичетлесе кӑларма шухӑшлаҫҫӗ.
Хутшӑнма кӑмӑллисем хӑйсен ӗҫӗсене duban55@mail.ru адреспа ярса пама пултараҫҫӗ. Ҫыхӑнмалли карас номерӗсем: 8-952-025-00-84, 8-903-065-00-14, 8-905-02702-02-97, 8-905-199-48-31.
Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе чӑвашла саламлани сахал тесе Чӑваш Енри наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ Шупашкар хула администрацине ҫыру янине эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, «Ирӗклӗхе» Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ М.Л. Семёнов ҫынсен шухӑшне тӗпе хурса чӑвашла май килнӗ ытларах саламлама тӑрӑшнине пӗлтернӗччӗ. Малашне ҫак енӗпе тата та ҫине тӑрас шухӑшлине асӑннӑччӗ ҫав ҫырура хулари ҫав тӳре-шара.
Шупашкар хула администрацийӗнче тӑрӑшакансем хӑйсен сӑмахне тытаҫҫӗ теме те юрать пулӗ. Иртнӗ шӑматкун Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе чӑвашла саламлакан афишӑсем тухнӑ. Кун пирки Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫлекен Эктор Алос-И-Фонт ҫулталӑк каялла ун пеккисем пулман тесе ӗнентерет.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Пӗтӗм чӑваш диктантне кӑҫал та ирттересси пирки пӗлтерет. Хальхи вӑхӑтра диктант валли текст шыраҫҫӗ — вӑл Чӑваш Енри ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланӑскер пулмалла. Текст тата мӗне тивӗҫтермеллине пӗлтермен, конкурса пурте хутшӑнма пултарни ҫинчен ҫеҫ каланӑ. Хатӗр текстсене гуманитари институтне ҫитерме ыйтаҫҫӗ.
Унччен ирттернӗ Пӗтӗм чӑваш диктанчӗсем валли текста Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, Чӑваш патшалӑх премийӗн лауреачӗ Марина Карягина хатӗрленӗччӗ. Пӗлтӗрхине чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи Леонид Маяксем ҫырнӑ «Асран кайми кун» хайлавӗ тӑрӑх йӗркеленӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, диктант Чӑваш чӗлхи кунӗнче, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртмелле. Тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сум-хисепне ӳстересси. Ӑна йӗркелекенсен йышӗнче гуманитари институчӗ, вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ, педагогика университечӗ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче кино пӑхни пирки унта ӗҫлекенсем иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче кӑна пӗлтерчӗҫ-ха. Шӑп та лӑп пӗр уйӑх каялла пулса иртнине паян кӑна аса илнишӗн вулакансем хытах тӗлӗнмеҫҫӗ пулӗ тетпӗр. Пӗрремӗшӗнчен, хыпарне каярах юлса илтрӗмӗр. Иккӗмӗшӗнчен, ӑслӑлӑх институтӗнче вӑхӑт сутмалла кино пӑхса ларман-ҫке. Вӗсем архиври фильмсене аса илнӗ. Ҫитменнине, ӗлӗкхилле пленка ҫинче мар халӗ вӗсем. Вӗсене Чӑваш Енӗн электронлӑ тата кинодокументаци патшалӑх архивӗ цифрӑлати пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах хыпарланӑччӗ.
Аса илтерер, хальхи аппаратурӑпа пӑхма май тунӑскерӗсемпе гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ халӑха паллаштарма та ӗлкӗрнӗ. Чи малтанах институт каналӗнче «Иван Яковлевич Яковлев» кинолента вырнаҫтарнӑ. 1928 ҫулта ӳкернӗ «Иван Яковлевич Яковлев» фильм вӑрӑмах мар, икӗ ҫеккунт та тӑсӑлмасть. Ҫавах та ҫак кӗске вӑхӑт хушшинче куракан Иван Яковлевича тата XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Кӑнна Кушки ялӗн сӑнне курма пултарать.
Ҫывӑх вӑхӑтра институт каналӗнче ытти фильмсене те вырнаҫтарма палӑртнине, пурин те пахалӑхӗ чаплах маррине пула хӑш-пӗрине ҫеҫ куракан патне ҫитерессине те эпир унччен асӑнса хӑварнӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |