Чӑваш пӗрремӗш хаҫатне, «Хыпара», кун ҫути кӑтартнӑранпа 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 115 ҫул ҫитет. Ӑна чӑвашсен пӗрремӗш профессорӗ, сумлӑ ӑсчах, Николай Никольский Хусан хулинче кӑларма тытӑннӑ. Паллӑ кун умӗн «Хыпар» издательство ҫурчӗ «Аудиохаҫат» сасӑ проекчӗ пуҫарнӑ.
Наци медиахолдингӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Хыпар» издательство ҫурчӗн ҫӗнӗ проектне самана таппин юхӑмне шута илсе хатӗрленӗ. Хальхи саманара вӑхӑт нихҫанхинчен хаклӑ. Юратнӑ хаҫатсемпе тӗплӗн паллашма ӗлкӗреймесен те тӗнче тетелне ватти-вӗтти таран кӗрет.
Наци медиахолдингӗ «Хыпар» издательство ҫурчӗн кӑларӑмӗсенче пичетленнӗ чи лайӑх материалсене суйласа илсе аудиоверси формата куҫарма палӑртать.
Ҫӗрпӳрен Чӗмпӗре каякан федераци пӗлтерӗшлӗ ҫулӑн пӗр пайне тӗпрен юсанӑ. Юсав ӗҫне А-151 ҫулӑн 5 ҫухрӑмӗ ҫинче пурнӑҫланӑ.
«Волго-Вятскуправтодор» федерацин хысна учрежденийӗн халӑхпа ҫыхану тытакан специалисчӗ Лира Нурсаитова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫине 4 сантиметр хулӑнӑш асфальтпа бетон хутӑшӗ сарнӑ, ҫул айккисене ҫирӗплетнӗ.
Асӑннӑ учреждени пирӗн республика территорийӗпе иртекен ҫулсем ҫинчи 65,5 километр тӑршшӗ трассӑна кӑсал юсама палӑртнӑ, ҫав шутран 53 километр тӑршшӗне тӗплӗн юсӗҫ.
Мускавран Хусана ҫитме «М-12» ҫул сарассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫула 2024 ҫулта туса пӗтересшӗн. Унпа кайнӑшӑн ҫӑмӑл машинӑсен 1600 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Ҫул ҫинче вӗсен 6 сехет те 30 минут иртӗ.
Шупашкарти пӗр урама Габдулла Тукай ятне парасшӑн. Ку шухӑша ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ырланӑ.
Ку ыйтӑва Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче иртнӗ мероприятире сӳтсе явнӑ. Ку шухӑша Шупашкарти тутарсен наци культурин автономийӗн пуҫлӑхӗ Хайдяр Сафиуллин сӗннӗ.
Тутар наци конгресӗ те Хусанти пӗр урама чӑвашсен паллӑ ҫыннин ятне пама хатӗр. Палӑка тата асӑну хӑмине вырнаҫтарас ыйтӑва та вӑл хӑйӗн ҫине илӗ. «Шухӑша ырлатӑп. Чӑваш Ен тата Тутарстан 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ ҫул ку уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ, икӗ халӑха тата пӗрлештерӗ», - тенӗ Олег Николаев.
Раҫҫее Хӗвеланӑҫ Африкӑри Сенегал каччи 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнче килнӗ. Мамаду Фалл вӑл вӑхӑтра бакалавр дипломӗллӗ пулнӑ ӗнтӗ. Каччӑ ӑна тӑван ҫӗршывӗнче илнӗ. Раҫҫее килсен Хусанта вырӑс чӗлхине ӑша хывнӑ, кайран Шупашкара куҫнӑ, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче (халӗ — аграри университечӗ) вӗренме тытӑннӑ.
Магистрант вӗренӳре те ӗлкӗрсе пынӑ, спортра та. Тӗрлӗ конкурса, ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӑмӑртусене хутшӑннӑ, кире пуканӗ йӑтнӑ. Аслӑ шкулти ӑслӑлӑхпа производство центрӗнче практикӑра пулнӑ.
Агроном специальноҫне алла илнӗскер диплома амӑшне, Амината Бойене, халалланӑ. «Вӑл мар пулсан вӗренеймен пулӑттӑм. Хамӑн тантӑшӑмсем пекех шкулта вӗренме пӑрахса ӗҫлеме пуҫлӑттӑм», — каласа кӑтартнӑ каччӑ. Яшӑн ашшӗ 2015 ҫулта вилнӗ. Вӑл фермер пулса ӗҫленӗ. Амӑшӗ — граждан служащийӗ. Ҫемьере пилӗк ача. Мамаду Фалл — чи асли. Тӑван ҫӗршывра каччӑ 2 ҫул та 8 уйӑх пулман.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 15 ҫулти пикене ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе шыранине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Вӑл ҫӗтсен йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ.
Аса илтерер: Софья Бараева килтен тухса кайнӑ хыҫҫӑн Шупашкара ҫитнӗччӗ. Унтан Хусана тухса кайнӑччӗ. Унта вӑл тусӗсем патӗнче пурӑннӑччӗ.
Халӗ хӗр татах ҫухална. Паян Ҫӗмӗрле районӗнчи «Вперед» хаҫат йӗрке хуралҫисем ҫак хӗре шыранине пӗлтернӗ.
Хальхинче пике килтен утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 13 сехетрен пуҫласа 19 сехетчен тухса кайма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Хӗр ҫутӑ хӑмӑр хулӑн кофта, хура кроссовки тӑхӑннӑ, тӗксӗм симӗс тӗслӗ рюкзакпа. Хӗр паспорт тата 800 тенкӗ укҫа чиксе тухса кайнӑ.
Пикене курнисене йӗрке хуралҫисене пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Мускавран Хусана «М-12» трассӑпа кайнӑшӑн ҫӑмӑл машинӑсен 1600 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Ҫул ҫинче вӗсен 6 сехет те 30 минут иртӗ. Ҫапла пӗлтернӗ «Автодор» предприяти ертӳҫи Вячеслав Петушенко «Россия 1» телеканала.
Тӳлевлӗ ҫулсем ҫинче «Автодор» машинӑсене сехетре 150 километр таран хӑвалама ирӗк парасшӑн. «Ҫӑмӑл автомобильсен 1 километр ҫулшӑн вӑтамран 2,5 тенкӗ тӳлемелле. Трасса 800 километр тӑршшӗ пулассине шута илсен мӗнпур маршрутшӑн 1600 тенкӗ тӳлемелле», – тенӗ Вячеслав Петушенко.
Транспондерсен хуҫисене 20 процент йӳнӗрех тӳлеттерессине пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ автоҫула малтан шухӑшланӑ пек 2027 ҫулта мар, 2024-мӗшӗнчех туса пӗтересшӗн. Ҫакӑн пек тӗллев лартнӑ РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Раҫҫее чикӗ леш енче тӑрса юлнӑ ентешсене ятарлӑ рейспа илсе килнӗ. Хальхинче самолет Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсенчен Хусана килсе ҫитнӗ. Йышра Чӑваш Енри ҫичӗ ҫын пулнӑ.
Дубай хулинчен Тутарстана вӗҫсе килнӗ самолетра Раҫҫей ҫыннисем 158-ӑн пулнӑ. Чӑваш Ен ҫыннисем пирки маларах каларӑмӑр та, вӗсен йышӗнче икӗ ача таврӑннӑ. Ентешӗмӗрсене Муркаш районӗнчи обсерватора ӑсатнӑ.
Паянхи куна чикӗ леш енче Чӑваш Ен ҫыннисем тата 233-ӗн тӑрса юлнӑ, ҫав шутра ҫул ҫитменнисем – 31. Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн 179 ҫынна тӑван тӑрӑха таврӑнма пулӑшнӑ. АПШран, сӑмахран, 35 ҫын килсе ҫитнӗ, Индирен – 29, Таиландран – 16, Китайран – 9.
Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн Канашран Хусана, Хусантан Канаша электричка ҫӳреме пуҫлӗ. Асӑннӑ маршрута кӑшӑлвирус сарӑлнине пула йышӑннӑ чарусем вӑхӑтӗнче хупнӑччӗ. Халӗ лару-тӑру йӗркеленсе пырать тесе ӗнентереҫҫӗ, ҫавна май пӗр регионтан тепӗр региона ирӗклӗнех (Раҫҫей тӑрӑх ҫула тухма унччен те чарман-ха, анчах тепӗр ҫӗре ҫитсен икӗ эрне карантинта лартатчӗҫ) ҫӳреме ирӗк параҫҫӗ.
«Хусан-Канаш-Хусан» маршрутпа электричкӑсем ҫӳреме пуҫласси пирки «Содружество» пассажир компанийӗн пресс-служби пӗлтернӗ.
6351-мӗш номерлӗ пуйӑс Хусантан 4 сехет 7 минутра хускалӗ, Канаша 6 сехет те 63 минутра ҫитӗ. Канашран вӑл 17 сехет те 57 минутра тапранӗ, Хусана 21 сехетре ҫитсе чарӑнӗ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 15 ҫулти хӗре ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе шыраҫҫӗ. Софья Бараева килтен тухса кайнӑ та таврӑнман.
Хӗре тупнӑ. Вӑл чӗрӗ-сывах. Вӑл килтен тухса кайнӑ хыҫҫӑн Шупашкара ҫитнӗ. Унтан Хусана тухса кайнӑ. Софья унта тусӗсем патӗнче пураннӑ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, хӗре хур кӑтартнӑ паллӑсем ҫук. Ӑна киле ашшӗ-амӑшӗ патне илсе ҫитернӗ.
Аса илтерер: 15-ри хӗр ҫухалнӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Ӑна чарса лартнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Раҫҫей ҫыннисене Узбекистанран Раҫҫее илсе килнӗ. Хусанта анса ларнӑ самолетра пирӗн республикӑри ҫын та пулнӑ.
Чӑваш Ен Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин, массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑри 265 ҫын чикӗ леш енне тӑрса юлнӑ. Ҫав шутра — ҫул ҫитмен 35 ача.
Виҫӗ ҫӗршывра уйрӑмах йышлӑ: 35 ҫын — Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче, 34-ӑн — Таиландра, 14-ӑн — Италире. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн федераци тата регион ертӳҫисем пулӑшнипе 131 ҫын тӑван тӑрӑха таврӑннӑ: 26-ӑн — Индирен, 24-ӑн — АПШран, 15-ӗн — Таиландран, 6-шер ҫын — Испанирен, Индонезирен, Узбекистанран,5-шер ҫын — Турцирен, Вьетнамран, Германирен тата Китайран, 4-ӑн – Италирен, 3-ӗн – Францирен, 2-шер ҫын – Мексикӑран, Кӑнтӑр Африкӑран, Грецирен, Кипртан, Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсенчен, Великобританирен, Аргентинӑран, 1-ер ҫын – Кӑнтӑр Корейӑран, Латвирен, Португалирен, Таджикистанран, Шри-Ланкӑран, Иорданирен, Израильтен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |