Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Уявсем

Раҫҫейре Шупашкар районӗнчи «Шордан» ансамбль
Шупашкар районӗнчи «Шордан» ансамбль

Мускавра ыран, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Халӑхсен пӗрлӗхӗн уявне ирттереҫҫӗ. Унта пирӗн ентешсем те хутшӑнаҫҫӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи Хӗрлӗ лапам тӑрӑх ытти халӑх ывӑл-хӗрӗпе пӗрле чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ 200 ытла пултаруллӑ ҫын юрласа та ташласа, карталанса иртесси пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтерет.

Мускаври уява хутшӑнма Етӗрне районӗнчи «Вирьял», «Латус», Шупашкар районӗнчи «Ҫеҫпӗл», «Шемшер Ен», «Туслӑх», «Шурӑмпуҫ», «Шортан», «Толикасинские бабки», Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Кунер», «Кӑмӑл», Муркаш районӗнчи «Муркаш» тата Шупашкарти «Юрай», «Уяв» пултарулӑх ушкӑнсем тухса кайнӑ. Артистсен юрри-ташшине ҫутатма Чӑваш Енрен Мускава каякан делегаципе пӗрле Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн журналисчӗсем те ҫула тухнӑ.

 

Чӑвашлӑх Малтанхи ларури сӑн / Тимӗр Акташ тунӑскер
Малтанхи ларури сӑн / Тимӗр Акташ тунӑскер

Ҫак кунсенче Наци вулавӑшӗнче Тӗп ваттисен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Тимӗр Акташ журналист каласа панӑ тӑрӑх унта тӗрлӗ ыйтусем ҫӗкленӗ.

Чи малтанах шурсухалсем ҫитес ҫулхи плана мӗн кӗртмеллине сӳтсе явнӑ. Кӑҫал «Кӗр сӑри» лайӑх иртнине шута илсе чӑвашсен уявӗсене малалла та аталантарма шутларӗҫ.

Тӗп ваттисен канашне ҫырусемпе сӗнӳсем килсе тӑраҫҫӗ. Ларура вӗсене пӑхса тухнӑ. Тӗслӗхрен, Муркаш районӗнче ҫуралнӑ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗ ятне тивӗҫнӗ Алексеевсен пӗртӑванӗсене мӗнле те пулин асӑмра хӑварасси пирки. Ҫыру авторӗ Г. Михайлов вӗсен ячӗпе пӗр-пӗр шкула ят пама е Шупашкарта палӑк лартма сӗннӗ. Ку ыйтупа патшалӑх влаҫӗ патне тухма шутларӗҫ.

Тепӗр ҫыру якутсенчен килнӗ — икӗ халӑх хушшинчи ҫыхӑнӑва аталантарма сӗннӗ. Ваттисен канашӗ автора хурав панӑ пулин те ҫак ыйтупа Культура министерствипе калаҫма йышӑнчӗҫ. Ваттисен канашӗ ячӗпе килнӗ ытти ҫырусем те пулнӑ пулине те вӗсене тепӗр лурура пӑхса тухма шутларӗҫ.

Ларура Чӑваш Республикин Элтеперӗ ҫумӗнче тепӗр ваттисен канашне туса хунине те сӳтсе явнӑ. Аса илтеретпӗр, ҫӗнӗ пӗрлешӗве юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче йӗркелерӗҫ.

Малалла...

 

Республикӑра

Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Хушу алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, 2016 ҫулта Республика кунне Элӗк районӗнче паллӑ тӑвӗҫ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Республика кунне Шупашкарта тата пӗр районта ирттереҫҫӗ. Ҫитес ҫулхи уява паллӑ тума Элӗк районӗ тивӗҫнӗ.

Михаил Игнатьев Элӗк районӗ хӑнасене йышӑнма хатӗррине ҫирӗппӗн пӗлтернӗ. Ҫавна май ЧР Министрсен Кабинетне вӑл мероприятисен планне хатӗрлеме, ӑна ҫирӗплетме хушнӑ.

Вырӑнти хӑйтытӑмлӑхсене Элтепер чӑвашсен наци уявне «Акатуя» тата культурӑпа спорт мероприятийӗсене йӗркелеме сӗннӗ.

Аса илтерер: Республика кунне ирттермешкӗн районсене конкурс ирттерсе суйлаҫҫӗ. Ҫак хисеплӗ уява ирттерме тивӗҫнисене ЧР Элтеперӗн грантне те параҫҫӗ. Ӑна ялсенчи инфратытӑма аталантарас ҫӗре яраҫҫӗ. Михаил Игнатьев 2013 ҫулта алӑ пуснӑ Хушупа килӗшӳллӗн, грант 10 миллион тенкӗпе танлашать.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Ҫак кунсенче ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявне паллӑ тӑвӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, уяв умӗн чи лайӑххисене чыслаҫҫӗ. Паян Правительство ҫуртӗнче 18 ҫын Хисеп хутне тата ЧР Ял хуҫалӑх министерствин грамотине тивӗҫнӗ.

Паян наградӑна тивӗҫнисен йышӗнче «Шупашкарти элеватор» цех пуҫлӑхӗ Валерий Емельянов та пулнӑ. Вӑл ӗҫлекен предприятири цех тулӑ авӑртать. Арман талӑкне 500 тонна таран ҫӑнӑх тума пултарать. Кунта ҫын нумаях ӗҫлемест. Чылай ӗҫе диспетчер йӗркелесе пырать.

Валерий Емельянов «Чӑвашҫӑкӑрпродукт» предприятие 1988 ҫултах ӗҫлеме килнӗ. Малтанах рабочи пулнӑ вӑл. Халӗ вӑл 80 ҫынна ертсе пырать.

Валерий Емельянов палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӑнӑх тата тырӑ тӑвас технологи 27 ҫулта улшӑнман. Оборудовани ҫеҫ ылмашӑннӑ. Ҫавна май продукци пахалӑхӗ те ӳснӗ.

Валерий Емельянов хӑйӗн ӗҫне ахальлисен йышне кӗртет. Анчах ӗҫтешӗсем урӑхла шутлаҫҫӗ: награда хӑйӗн хуҫине тупнӑ.

 

Республикӑра

Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн Хӗрлӗ Чутай уйрӑмӗн хастарӗсем Юлия Мареева ертсе пынипе Шупашкарти конгресс ҫуртне тӗлпулӑва пынӑ. Хӑнасене ЧНК Президенчӗн пӗрремӗш ҫyмӗ Валерий Клементьев йышӑннӑ.

Чутайри уйрӑмӑн «чи хастар пайташӗсен» тӗп тӗллевӗ — конгресс ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашасси, усӑллӑ канашсем илесси тата, паллах, хӑйсем туса ирттернӗ ӗҫ-хӗлпе паллаштарасси пулни пирки Чӑваш наци конгресӗн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева пӗлтерет.

Хӗрлӗ Чутай уйрӑмӗн хастарӗсене Валерий Клементьев чӑваш наци музейне йыхравланӑ, унти пуян экспонатсемпе паллашма туса май панӑ. Каҫхине хӑнасем вара чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн сезонне уҫакан концертне васканӑ. Унччен вӗсем хӑйсен тӑрӑхӗнчи ӗҫ-хӗлпе те паллаштарса ӗлкӗрнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/492.html
 

Хулара Шупашкарӑн елки питӗ капӑр
Шупашкарӑн елки питӗ капӑр

Шупашкар хули кӑҫалхи ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ чӑрӑшпа кӗтсе илӗ. Кун пирки тӗп хуламӑрӑн администрацийӗ хӑйӗн сайтӗнче пӗлтерет. Унчченхипе 9 ҫул усӑ курнӑ. Тӗрӗсрех, шӑп та лӑп ҫавӑн чухлӗ ҫул вӑл хула ҫыннисемпе хула хӑнисене «капӑр-капӑр теттесемпе» капӑрланса черетлӗ ҫӗнӗ ҫул пуҫланасси тата пуҫланни пирки аса илтерсе тӑнӑ.

Кӑҫал вара Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшне ҫӗнетес тенӗ. Ҫӗнӗрен илес текенни ҫӳллӗшӗпе 20 метртан кая пулмалла мар. Ӑна тӗрлӗ майпа ҫутатасшӑн, тем тӗрлӗ теттепе илемлетесшӗн. Ёлка тӑрринче ҫӑлтӑр вырнаҫтарӗҫ.

Республикӑн тӗп хулинчи тӗп ёлкӑна Республика лапамне вырнаҫтарӗҫ. Ытти чухнехиллех. Яланхиллех. Ҫапах та ҫӗннине курассишӗнех унта кайса курма тӑрӗ. Ачасемшӗн вӑл уйрӑмах кӑсӑк пулмалла.

 

Чӑвашлӑх

Чӑваш наци культурин «Сӑвар» фончӗпе пӗрле чӑвашла календарь кӑларасси пирӗн йӑлана кӗчӗ теме пулать. Чи пирвайхи хут 2012 ҫул валли кӑларнӑ хыҫҫӑн кашни ҫулах ҫак ӗҫе тӑватпӑр.

Кӑҫал та ҫак йӑларан хӑпас темерӗмӗр, пиллӗкмӗш хут пичетлерӗмӗр. 2016 ҫулхи кунталӑка (календаре, эппин) эпир икӗ вариантпа хатӗрлерӗмӗр: пӗри пӗлтӗрхи пекех, тепри вара — «Паянхи улӑпсем» ятлӑ.

«Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкӗ» ятлӑскерӗ малтанхи ҫултисенчен ытлашшиех уйрӑлса тӑмасть — унта чӑваш уявӗсене палӑртнӑ, официаллисене те манман. Ҫавӑн пекех тепӗр пайӗнче чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗнчи XIX-XXI ӗмӗрсенчи паллӑ кунӗсене кӑтартнӑ.

«Паянхи улӑпсем» календарьте вара паян пурӑнакан чи сумлӑ чӑваш халӑхӗн ывӑлӗсен портречӗсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсен ячӗсем самай паллӑ пулин те пӗлменнисем те ҫук мар. Ҫапла май ҫакӑн йышши календаре «Сӑвар» фонд кӑларас терӗ те. Чӑваш халӑх сайчӗ вара ҫак ӗҫе йӗркелесе пачӗ. Ку календарьте вырнаҫнӑ: Иван Христофоров, Юхма Мишши, Праски Витти, Анатолий Кипеч, Виталий Станьял, Фёдор Мадуров, Николай Егоров (ҫуралнӑ кунсем тӑрӑх йӗркеленӗ).

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.i-sum.su/cat/7.html
 

Персона Николай Терентьев мӑшӑрӗ ывӑлӗпе тата хӗрӗпе
Николай Терентьев мӑшӑрӗ ывӑлӗпе тата хӗрӗпе

Ҫакӑн пек каланӑ Чӑваш халӑх ҫыравҫин Николай Терентьевӑн 90 ҫулхине халалласа К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче ирттернӗ каҫра Чӑваш Республикинчи Профессионал писательсен союзӗн ертӳҫи Сергей Павлов. Ара, ҫуркунне ҫут тӗнчене килнӗскерӗн ячӗпе халӗ, кӗркунне кӑна пуҫтарӑннӑ-ҫке.

«Ырӑ ӗҫ тума, ырӑ сӑмах калама, тӗрӗссипе, нихӑҫан та кая мар», — тет кун пикри уявра пулнӑ Римма Прокопьева журналист.

Литература каҫӗнче СССР халӑх артистки Вера Кузьмина Николай Терентьев ҫинчен аса илнӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ Иван Христофоров тата драматургӑн ҫывӑх тӑванӗ Полина Константинова юрӑ шӑрантарнӑ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма тата Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗсен артисчӗсем «Ыйхӑ ҫухатнисем», «Ҫӗпӗр дивизийӗ» спектакльсенчи сыпӑксене вылянӑ.

Драматург мӑшӑрӗ Мария Ивановна: «Ҫыннӑн чӑн-чӑн пӗлтерӗшне унпа ӗмӗрлӗхе уйрӑлсан кӑна ӑнланса илетпӗр», — тенӗ. Вӑл хӑйӗн упӑшкин пьесисене, ал ҫырӑвӗсене тепӗр хут вуласа унӑн тӗлӗнмелле таланчӗпе киленнине палӑртнӑ. «Вӑл хӑй — пӑр ҫапса тухнӑ ҫеҫпӗл», — хак панӑ упӑшкине.

Малалла...

 

Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

Чӑваш тавраплӳҫисен союзӗн председателӗ Сергей Сорокин вӑй хунипе Станъял ялӗнче 2015 ҫулхи юпан 10-мӗшӗнче кӗрхи сӑра уявӗ пулса иртрӗ. Шурӑ юр ҫинчи ку Кӗрсӑри йӑлтах ҫӗнӗлле кӗрлерӗ. Кун пекки халиччен тата ӑҫта пулнине эпӗ курман та, илтмен те. Пӗтӗм ял хутлӑхӗн халӑхӗ харӑслатса пухӑнчӗ. Чӑнах та, Н.И. Ашмарин ҫырнӑлла «ҫакӑ пирӗн халӑхсем пӗр сӑмахпа кӗр тӑвать» тени пулчӗ-тӑр вӑл.

Малтанах Мускав Мӑнҫулӗ хӗрринчи тӑватӑ башньӑллӑ Чемен карти текен хулаш йӗри-тавра ялҫ-ялӑн йывӑҫсем лартрӗҫ, стан пӳрчӗсене капӑрлатрӗҫ, кӑвайтсем чӗртсе, 16 хуран ҫакса яшка та шӳрпе пӗҫерчӗҫ. Унтан хулаш варринчи ҫавра шилӗк ҫине хӑпарса Ҫӑкӑр касрӗҫ, Пичке пуҫларӗҫ, ҫичӗ метр ҫӳллӗш Асӑну юпи лартрӗҫ, вара халӑх юрларӗ-ташларӗ, кашни стан кӗреки умне пухӑнса кӗр-кӗрлесе сӑйланчӗ.

Кунти халӑх хирти ӗҫсене пӗтерсен авалтанпах юпа е чӳк уйӑхӗнче Кӗрсӑри ирттернӗ. Кӗр мӑнтӑрӗпе сӑра туса, икерчӗ пӗҫерсе, автан е чӑхӑ пусса, тӑвансене пӗрле пухса канашланнӑ, хӑналаннӑ. Эпӗ ӳснӗ вӑхӑтра кӗрсӑрине «колхоз ӗҫки» тетчӗҫ.

Малалла...

 

Культура

Хӗрлӗ Чутайӗнчи тӗп вулавӑшра Николай Ашмарина асӑнса паян литературӑпа тематика каҫӗ иртнӗ.

Мероприятие чутайсем Николай Иванович ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Аса илтеретпӗр, Николай Ашмарин — тюрколог, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи, профессор, хальхи чӑваш чӗлхе пӗлӗвне никӗслекенӗ, СССР Наукӑсен академийӗн член-корреспонденчӗ.

Николай Ашмарин тӑван халӑхӑмӑр культурине тата ҫутта кӑларассине тӗлӗнмелле пысӑк тӳпе хывнӑ. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче вӑл мӗн чухлӗ чӑваш халӑх сӑмахлӑхне пухман-ши! Чӑваш халӑх культурин тӗн никӗсне те тӗпченӗ, чӑваш диалекчӗсемпе калаҫӑвне тишкернӗ. Унӑн пурте пӗлекен паллӑ ӗҫӗ — 17 томлӑ словарь.

Николай Ашмарин ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитнӗ ятпа Хӗрлӗ Чутайӗнчи вулавӑш маларах «Чӑваш ӑслӑлӑхӗн ашшӗ» курав йӗркеленӗ, паян вара — литература каҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 99, 100, 101, 102, 103, 104, 105, 106, 107, 108, [109], 110, 111, 112, 113, 114, 115, 116, 117, 118, 119, ... 164
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере вак-тӗвекшӗн те савӑнмалла, мӗншӗн тесен хальлӗхе пысӑкки курӑнмасть ха. Шел те, ӳкӗнме тивӗ. Юнкунпа эрнекун ҫынпа паллашас шанчӑка ан вӗҫертӗр. Ӗҫлӗ хутшӑнусене анлӑлатма тӑрӑшӑр. Эрне вӗҫӗнче пӗлӗшсем хӑйсен ӗҫӗсемпе аппалантарасшӑн тӑк ан килӗшӗр, унсӑрӑн хӑвӑрӑн ӗҫӗрсем валли вӑхӑт юлмӗ.

Раштав, 30

1940
84
Михаил Сениэль, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1989
35
Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗ тухма пуҫланӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та