Паян каҫхине тин кӑна, 20 сехетре, Улатӑр хулинче масар ҫинче ҫулӑм алхасма тытӑннӑ. Кун пирки халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ.
Ҫулӑм алхаснӑран тавралӑхра тӗтӗм сарӑлнӑ. «Пушар тухнине курнӑ ҫын пушарнӑйсене чӗннӗ. Ҫулӑм питӗ хӑвӑрт сарӑлать. Темиҫе вилтӑпри ҫунса кайрӗ ӗнтӗ. Хӑрушӑ. Пушарнӑйсем халӗ те ҫитмен», - каласа кӑтартнӑ халӑх корреспонденчӗ.
Ҫӳлерех асӑннӑ хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, 20 сехет те 45 минутра ҫунакан масар ҫине пушарнӑйсем ҫитеймен-ха. Ҫак вӑхӑт тӗлне ахаль ҫынсем кӑна унта пулнӑ. Хальлӗхе масар мӗншӗн ҫунма пуҫлани паллӑ мар.
Улатӑр ҫыннине, вӑл уйрӑм усламҫӑ шутланать, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторне сӗтев парас тенӗшӗн явап тыттарасшӑн.
41 ҫулти арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 30-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе тата 291,2 статйин 1-мӗш пайӗпе ӗҫсем пуҫарнӑ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ ӗнтӗ.
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем «ГАЗ-А32R35» автомобиле тӗрӗслеме ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче кӑнтӑрла чарнӑ. Инспекторсем машина хуҫи транспорт тытӑмне ылмаштарнине асӑрханӑ. Тӗрӗсрех каласан, пассажирсем валли хушма вырӑнсем йӗркеленӗ.
Савут кӑларнинчен ылмаштарнӑ транспорта ҫӳреме юрамасть. Уншӑн административлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ. Явап тытас килмен енне транспорт хуҫи инспектора 5 пин тыттарма пӑхнӑ.
Улатӑр хулинче пурӑнакан 26 ҫулти хӗрарӑм суд приставӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хайхискере коллекторсем йӑлӑхтарса ҫитернӗ-мӗн.
Хӗрарӑм микрозаймсем илнӗ, анчах укҫана вӑхӑтра тӳлесе пырайман. Парӑм пухӑнсан ун патне коллекторсем шӑнкӑравлама тытӑннӑ. Агентство ӗҫченӗсем парӑма тавӑрмалли пирки каланӑ, хӑратма, киревсӗр сӑмахсемпе перкелешме те именмен. Ҫитменнине, хӗрарӑмӑн тӑванӗсене те тапӑннӑ.
Коллекторсем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсене судра явап тыттарнӑ. «Парӑмсене пӗтерекен агенство» тӗлӗшпе приговор вуланӑ, 250 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Улатӑр хулинчи училище ҫуртне революциччен хӑпартнӑ. Халӗ ӑна ҫӗнетесшӗн, унта музей тӑвасшӑн.
Комсомол урамӗнчи 47-мӗш ҫурт икӗ хутлӑ, йывӑҫран тунӑскер. Ӑна реставрацилемешкӗн 16 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Улатӑрти таврапӗлӳ музейӗ электронлӑ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗн ӗҫе икӗ тапхӑрпа ирттермелле. Малтанхине кӑҫал чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вӗҫлемелле, иккӗмӗшне – 2020 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗнче. Ҫӗнетнӗ ҫуртра таврапӗлӳ музейӗ уҫасшӑн.
Каласа хӑвармалла: аукцион ирттересси пирки кӑҫал ака уйӑхӗнче те пӗлтернӗ. Анчах вӑл пулман.
Сӑмах май, ҫурта 1911 ҫулта хӑпартнӑ. 1990 ҫулхи юпан 23-мӗшӗнче ӑна регион пӗлтерӗшлӗ историпе культура палӑкӗсен списокне кӗртнӗ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре санитари авиацийӗн вертолечӗсем вӗҫме пуҫлӗҫ. Ку 2020 ҫулӑн иккӗмӗш ҫур ҫулӗнче пурнӑҫланмалла.
Санитари авиацийӗн вертолечӗсем Чӑваш Енри кӗрсе ҫӳреме йывӑр ялсене ҫитӗҫ, тухтӑрсем пациента пулӑшу парӗҫ. Сӑмах май, кунашкалли республикӑра унччен те пулнӑ: СССР вӑхӑтӗнче ҫак тӗллевпе пысӑках мар Ан-2 самолетсемпе усӑ курнӑ. Вӗсем ытларах чухне «Шупашкар – Улатӑр» маршрутпа вӗҫнӗ. Халӗ вара Чӑваш Енре санитари авиацийӗ ҫук.
Владимир Викторов министр пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ вертолетсем туянас, вӗсем валли анса лармалли 6 лапам тӑвас енӗпе калаҫусем иртеҫҫӗ.
Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ улатӑрсем Хаяр Иван палӑкне лартма хирӗҫ мар тесе хыпарланӑччӗ. Ҫавӑн пирки «Ҫыхӑнура» форум пӗлтерни тӑрӑх ҫырнӑччӗ. Аса илтерер, Улатӑр хула администрацийӗн сайтӗнче ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче сасӑлав ирттессине пӗлтернӗччӗ. Хула администрацийӗн культура, национальность ӗҫӗсен, туризм тата архив ӗҫӗсен пайӗ унта хутшӑнакансене Хаяр Иван палӑкне лартас шухӑша епле йышӑннине хуравлама ыйтнӑччӗ.
Онлайн-сасӑлава хутшӑннисенчен ытларах пайӗ палӑка ларттарасшӑн мар иккен. Майлисен йышӗ — 47 процент, хирӗҫҫисен — 53 процент. Сасӑлава 2386 ҫын хутшӑннӑ.
Хаяр Йӑван палӑкне Шупашкарта лартас тенӗччӗ. Кун пирки хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Захаров Фейсбукра ҫырнӑччӗ. Ҫав вӑхӑтрах чӑвашлӑхшӑн ҫунакансем, ҫав шутра архитектурӑпа декораци пластикин скульпторӗ, искусствоведени кандидачӗ, Шупашкарти историк Дмитрий Мадуров Хаяр Йӑван палӑкне хапӑлламаннине палӑртнӑччӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче Чӑваш Енре халӑх йышӗ 951 ҫын чакнӑ. Ача ҫураласси — 11,7 процент, ҫын вилесси 3,9 процент сахалланнӑ. Кун пирки Чӑвашстат кӑтартӑвӗсене тӗпе хурса «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарланӑ.
Ҫулталӑкӑн пирвайхи виҫӗ уйӑхӗнче ҫуралакансен шучӗ вилекенсенчен 34 процент ытларах пулнӑ-ха. Апла пулин те ача ҫураласси, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе пӑхсан, самай чакнӑ. Унчченхи ҫулсенчи пекех, чӗре тата юн тымарӗсен чирӗсенчен вилекен ытларах (пӗтӗмӗшле йышӑн 39 проценчӗ).
Каларӑмӑр ӗнтӗ: республикӑра пурӑнакансен йышӗ 951 ҫын чакнӑ. Ку та, иртнӗ ҫулхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсемпе пӑхсан, 218 ҫын ытларах. Ҫын чакнин енӗпе Улатӑр хулипе районӗ, Ҫӗмӗрле хули палӑрнӑ. Шупашкарта вара ку енӗпе лару-тӑру ҫуллен лайӑхланать, кӑҫал та ҫаплах.
Улатӑрти халӑх ташӑ ансамблӗ 45 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ. Паян коллектива Ирина Хромченко ертсе пырать. Ушкӑн хулари тӗрлӗ мероприятие ҫеҫ мар, республикӑри тата Раҫҫейри конкурссене пӗр вӗҫӗм хутшӑнать. Улатӑрти культура ҫуртӗнчи ытти ушкӑнпа та туслӑ ҫыхӑну тытать.
Улатӑр хулин администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑх ташӑ ушкӑнӗн 45 ҫулхине вырӑнта пурӑнакансем йышлӑн пухӑннӑ. Унтисем ку ушкӑна пӗлмен ҫын та ҫук тесе ӗнентереҫҫӗ.
Коллектива саламлама хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Боголюбов та ҫитнӗ. Вӑл ушкӑна пысӑка хурса хакланӑ, ӑшӑ сӑмахсемпе хавхалантарнӑ. Пуҫлӑх ансамбль ертӳҫисене ҫамрӑксене ташӑ ӳнерӗпе туслаштарнӑшӑн тав тунӑ. Ушкӑна Юрий Боголюбов ташӑ тумӗ парнеленӗ.
Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Улатӑр хула администрацийӗн сайтӗнче сасӑлав ирттерме тытӑннӑ. Ыйтӑвӗ ҫапларах: Улатӑрта Хаяр Иван палӑкне лартнипе килӗшетӗр-и эсир? Ҫапла, улатӑрсем ҫак палӑка лартасшӑн ахӑртнех.
Унччен ӑна Шупашкарта вырнаҫтарасшӑнччӗ. Анчах ку пурнӑҫа кӗмерӗ. Чылай хула ку палӑка лартма хирӗҫ-мӗн. «Ҫыхӑнура» форумра пӗри ҫапларах комментари ҫырнӑ: «Ку Грозный хуласем тӑрӑх вирус пекех ҫӳрет».
Сасӑлава тишкерес тӗк, Улатӑрсем вара палӑка вырнаҫтарассине хирӗҫ мар. Паянхи кун тӗлне унта 48 ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен 44-шӗ палӑка хулара курасшӑн.
Палӑртмалла: сасӑлава хула администрацийӗн культура, национальноҫ ӗҫӗсен, туризм тата архив ӗҫӗсен пайӗ пуҫарнӑ.
Ҫӳп-ҫап тиесе тухнӑшӑн укҫа тӳлеме чӑрмавлӑччӗ: комисси те илетчӗҫ. Халӗ Чӑваш Енре кашни районта ку тӳлеве йышӑнмалли пунктсем уҫӑлнӑ. Вӗсенчен комисси илмеҫҫӗ. Офиссем ҫак адрессмпе вырнаҫнӑ:
Шупашкар, Мускав проспекчӗ 19-мӗш ҫурт, 11-мӗш корпус;
Ҫӗнӗ Шупашкар, Винокуров урамӗ, 10-мӗш ҫурт;
Улатӑр, Комсомол урамӗ, 17-мӗш ҫурт;
Элӗк, Совет урамӗ, 25-мӗш «А» ҫурт;
Патӑрьел, Ленин проспекчӗ, 16-мӗш ҫурт;
Вӑрнар, Чукунҫул урамӗ, 20-мӗш ҫурт;
Йӗпреҫ, Кооператив урамӗ, 5-мӗш ҫурт;
Канаш, Пушкин урамӗ, 14-мӗш ҫурт;
Куславкка, Ленин урамӗ, 55-мӗш ҫурт;
Комсомольски, Куйбышев урамӗ, 15-мӗш ҫурт;
Красноармейски, Ленин урамӗ, 26\1-мӗш ҫурт;
Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗнтерӳ лапамӗ, 9-мӗш ҫурт;
Сӗнтӗрвӑрри, Июль урамӗ, 27-мӗш ҫурт;
Муркаш, Гагарин урамӗ, 2-мӗш ҫурт;
Пӑрачкав, Колхоз урамӗ, 11-мӗш ҫурт;
Вӑрмар, Ленин урамӗ, 6-мӗш «А» ҫурт;
Ҫӗрпӳ, Куйбышев урамӗ, 41-мӗш ҫурт;
Шӑмӑршӑ, Карл Маркс урамӗ, 54-мӗш «А» ҫурт;
Ҫӗмӗрле, Октябрь урамӗ, 25-мӗш ҫурт;
Етӗрне, Октябрь: 50 ҫул урамӗ, 71-мӗш «А» ҫурт;
Елчӗк, Иванов урамӗ, 9-мӗш ҫурт;
Тӑвай, Ленин проспекчӗ, 40-мӗш ҫурт.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |