Ку эрнере васкавлӑ медпулӑшу бригадисем республикӑри наркӑмӑшланнӑ 12 ачана пулӑшу кӳнӗ.
Шупашкар районӗнче 2 уйӑхри ачана ашшӗ-амӑшӗ асӑрхамасӑр лимон йӳҫекӗн шывне ӗҫтернӗ. Ӑна аслисем чейнике тасатма хатӗрленӗ пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ хӑраса ӳкнӗ, васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Елчӗкре 5 ҫулти ача дезинфекцилемелли шӗвек ӗҫсе ҫӑварне пӗҫертсе янӑ. Асламӑшӗ ӑна хӑйех пульницӑна илсе ҫитернӗ, унтан ӑна Шупашкара илсе кайнӑ.
Улатӑрти 9-ти арҫын ача тата Куславкка районӗнчи 1 ҫулти хӗрача ҫиме юраман ҫырласемпе наркӑмӑшланнӑ. Шупашкарта 4-ри ача витамин ӗҫсе наркӑмӑшланнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче «Улатӑр – Шӑмӑршӑ – Алтышево» ҫулӑн 30-мӗш ҫухрӑмӗнче «Лада Гранта» малта пыракан трактор прицепӗ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Прицеп ҫинче вара пӗренесем пулнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари 19 сехет те 35 минутра пулнӑ. «Лада Гранта» рулӗ умӗнче 64 ҫулти арҫын ларнӑ. Вӑл урӑ пулнӑ. Ҫавӑн пекех унпа салонра 74 ҫулти пассажирка пулнӑ.
Прицеп ҫине пырса тӑрӑнсан пӗрене салона шӑтарса кӗнӗ. Аварире 74-ри хӗрарӑм аманнӑ. Шел те, вӑл пульницӑра суранӗсене пула вилнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Гранта» водителӗ дистанцие пӑхӑнман.
Ҫунана ҫулла, урапана хӗлле хатӗрлемелле. Паян ҫакӑн пирки «Газпром межрегионгаз Чебоксары» организаци ертӳҫи Кияметдин Мифтахутдинов аса илтернӗ. Вӑл журналистсене пресс-конференцие пхнӑ. Унта газ укҫипе парӑмлисем пирки сӑмах хускатнӑ.
Ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисен компани умӗнче парӑмлӑ тесе пӗлтерет пресс-конференцие хутшӑннӑ Валентина Багадерова журналист. Элӗк, Вӑрнар, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне районӗсен тата Улатӑр, Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенче парӑм виҫи уйрӑмах пысӑк иккен.
Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Улатӑр хулинче Ҫветтуй Троица мӑнастирӗ тӑрринчен хӗрарӑм ӳкнӗ. Шел те, вӑл ҫавӑнтах вилнӗ.
Чиркӳ тӑрри 8-мӗш хутпа танлашать. Ҫав хӗрарӑм 47 ҫулта пулнӑ. Вӑл кунтан мар, Казахстанран. Инкек пулсан вырӑна следовательсем, йӗрке хуралҫисем килнӗ.
Халӗ следовательсем ку мӗнле пулса иртнине тӗпчеҫҫӗ. Хӗрарӑм чиркӳ тӑрринче мӗн тунине, вӑл мӗнле ӳкнине уҫӑмлатма тивӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарти Граждан урамӗнче 4-мӗш хутран, балкон ҫинчен, 7 ҫулти хӗрача ӳксе вилнӗ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Улатӑрти хут хапрӑкӗнче пушар пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ унӑн сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ӗнер 12 сехет те 50 минутра хапрӑкра ҫулӑм тухнине асӑрханӑ. Пушар пӗр хутлӑ ҫуртра алхаснӑ, унта хатӗр продукци упраннӑ. Ҫулӑм складран 2-мӗш производство цехне куҫнӑ. Юрать, пушарнӑйсем ӑна сыхласа хӑварма пултарнӑ.
Пушара виҫӗ сехет сӳнтернӗ. Ку ӗҫе ултӑ техника хутшӑннӑ. Ҫулӑм 1 пин тӑвтакал метр лаптӑка сиенлетме ӗлкӗрнӗ. Хапрӑкри ӗҫченсем аманман.
Чӑваш Енре пӗр талӑкра ҫичӗ хутчен пушар алхаснӑ. Улатӑр хулинче, Вӑрнар тата Елчӗк районӗсенче ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ чух инкек тухнӑ.
Пӳрт-ҫурт ҫуннӑ тӗслӗхсем те пур. Канаш районӗнчи Матькасси ялӗнчи Ҫӗнтерӳ урамӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехет ҫурӑра пушар алхасма тытӑннӑ. Мунча, пурӑнмалли ҫурт, хуралтӑсем кӗлленнӗ, кӳршӗсен ҫурчӗ сиенленнӗ.
Шупашкар районӗнчи Шешкенер ялӗнче пушарта мунча ҫивиттийӗ ҫуннӑ. Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Ирхи 5 сехет тӗлӗнче Шупашкарти коллективлӑ пахчасенчен пӗринче дача ҫурчӗ хыпса илнӗ.
Ӗнерех Ҫӗрпӳ хулинче пушар тухнӑ. Каҫхи 6 сехетре унти Чапаев урамӗнче гараж ҫунма тытӑннӑ.
19 ҫулти каччӑна унччен правасӑр хӑварнӑ. Вӑл вара руль умне ларнӑ. Ҫитменнине, ӳсӗр пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Улатӑрти полици уйрӑмне 25 ҫулти хӗрарӑм пынӑ. Унӑн «Лада Калина» машинине вӑрланӑ-мӗн. Ҫак ӗҫе кам тума пултарнине те чухланӑ вӑл: тусӗн 19 ҫулти пӗлӗшӗ. Лешӗ уҫҫине ыйтмасӑрах илнӗ.
Руль умне правасӑр, ӳсӗр ларнӑ каччӑна ҫийӗнчех тупнӑ. Куншӑн ӑна уголовлӑ майпа явап тыттарма пултараҫҫӗ. Вӑл руль умне унччен те ӳсер ларни пулнӑ.
Каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. «Лада Калина» машинӑна вара ятарлӑ стоянкӑна ӑсатнӑ.
Вӑрмар районӗнче ҫӗнӗ пуҫлӑха ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫри ҫынна палӑртмалли пуху паян, ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, иртнӗ. Пухӑва районти тӳре-шарапа пӗрлех республикӑри пуҫлӑхсем те пырса ҫитнӗ.
Депутатсем паянхи ларура пӑхса тухнӑ ыйтусем пуҫлӑх суйлассипе ҫеҫ ҫыхӑннӑ. Конкурсра Дмитрий Иванов тата Леонид Степанов ҫӗнтернӗ.
Пухура иккӗшӗнчен пӗрне суйлама тивнӗ. Депутатсем Дмитрий Иванов кандидатурине ырланӑ.
Паянтан, сӑмах май, Улатӑр хулин администрацийӗнче ҫӗнӗ пуҫлӑх ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫак должноҫре Сергей Лукишин тӑрӑшӗ. Ӑна тилхепене тыттарассипе ҫыхӑннӑ пуху ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ.
ҪУР | 17 |
Иртнӗ канмалли кун тӗлӗнче пирӗн республикӑра виҫӗ машина тата пӗр трактор ҫуннӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Малиновка ялӗнче ирхи 6 сехетре «МТЗ-82.1» урапаллӑ трактор хыпса илнӗ. Вӑл уйрӑм ҫыннҫалӑх предприятийӗн пулнӑ. Ҫулӑм урапана тата кабинӑна сиенлетнӗ. Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
Ҫав кунах 11 сехетре Улатӑрта «Geely-Emgrand EC7» ҫӑмӑл машина ҫунма тытӑннӑ. Вӑл гаражра ларнӑ. Транспорт юсавсӑр пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Гаражри пурлӑх та сиенленнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Роза Люксембург урамӗнчи ача пахчин территорийӗнче «LADA-Granta» хыпса илнӗ. Вӑл ача пахчинче ӗҫлекен ҫыннӑн пулнӑ.
Ӗнер 10 сехет тӗлӗнче Кӳкеҫри автосервисра «Mitsubishi-Lancer» ҫунма тытӑннӑ. Машинӑна юсама илсе пынӑ.
Улатӑрта хула администрацийӗн пуҫлӑхне суйланӑ. Ӑна Депутатсен пухӑвӗн 49-мӗш ларӑвӗнче ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ сити-менеджер пулма «Алатырская спецавтоматика» (чӑв. Улатӑрти спецавтоматика) тулли мар яваплӑ обществӑн пуҫлӑхне Сергей Лукишина шаннӑ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлеме виҫӗ ҫын ӗмӗтленнӗ. Конкурс комиссийӗ Депутатсен пухӑвӗнче пӑхса тухма икӗ кандидата сӗннӗ. Хулари «халӑх тарҫисем» Лукишиншӑн саспланӑ. Вӑл хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫлама ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче тытӑннӑ.
Сергей Лукишин – юлашки пилӗк ҫулта ылмашнӑ пиллӗкмӗш пуҫлӑх. Ҫав вӑхӑтра Владимир Степанов, Александр Седов, Александр Герасимов тата Юрий Боголюбов пуҫлӑхра ӗҫлесе ӗлкӗрчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |