Чӑваш Енре усламҫӑсен шучӗ ӳссе пырать. Ҫакна кӑҫалхи ҫул пуҫламӑшӗнче пирӗн тӑрӑхӑмӑрта пурӗ миҫе ҫын регистрациленнине тишкернӗ май аван курӑнать. Цифра ҫине куҫарсан пӗчӗк тата вӑтам бизнеспа аппаланакансем — 51 пин ытла.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура ҫулталӑк каялла усламҫӑсен хисепӗ 50 пинтен сахалтарах пулнине аса илнӗ. «Лайӑх динамика савӑнтарать. Ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ, хӑйсене тата хӑйсен ҫемйине тӑрантараҫҫӗ, тара илнӗ ӗҫченсене ӗҫпе тивӗҫтереҫҫӗ. Пирӗн тӗллев — вӗсене хӑтлӑ услови туса парасси», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче усламҫӑсене укҫа-тенкӗ тата укҫа-тенкӗ мар пулӑшу кӳнине те палӑртнӑ май вӗсем налук тӳлесси ҫулталӑкра вӑтамран 10 процент хушӑннине пӗлтернӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ ӗнер Шупашкарти Питуккасси ҫӳп-ҫапне пӗтермешкӗн старт панӑ. Ӑна тӗп тумашкӑн 354,5 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӳп-ҫап купине икӗ тапхӑрпа пӗтерӗҫ. Ку ҫӳп-ҫап купи хула ҫыннисемшӗн 50 ҫул ытла ӗҫленӗ. Малтан рельеф, дренаж сапас планировка тӗлӗшпе техника ыйтӑвӗсене татса парӗҫ.
Иккӗмӗш тапхӑрта полигона тӑмпа, тӑпрапа витӗҫ, нумай ҫул ӳсекен курӑк акӗҫ.
Сӑмах май, ҫӳп-ҫап купине 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хупнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗнӗ полигон ӗҫлеме пуҫланӑ. Ку Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансене витӗм кӳнӗ: ҫӳп-ҫапа илсе тухнӑшӑн укҫа ытларах тӳлеттерме тытӑннӑ. Нарӑс уйӑхӗнче те ку тӳлев ӳсӗ.
Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров тӗлӗшпе (ӑна пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче арестленӗ хыҫҫӑн килте тытса усрамалла тунӑччӗ) алӑ пусманшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратури хыпарланӑ тӑрӑх, Георгий Егоров хӑй килӗштермен строительство фирмин пуҫлӑхне ҫурта хута яма ура хунӑ. Кивӗ ҫуртран куҫарма тесе ҫав стройорганизаци муниципалитет саккасӗпе нумай хваттерлӗ ҫурт хӑпартнӑ. Анчах район администрацийӗн пуҫлӑхӗ актсене пусмасӑр тӑнӑ. Хута тытса чарнине пула застройщикӑн хыснаран илмелли 5 миллион тенкӗ ытла укҫана тархаслама тивнӗ.
Тарӑхнипе подряд организацийӗ суда тавӑҫпа ҫитнӗ. Унта тӗп парӑмсӑр пуҫне вӑхӑтра тӳлеменнишӗн район администрацийӗнчен ҫур миллиона яхӑн укҫа шыраса илмелле тунӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть «Праздники, обряды и верования чувашского народа» ятпа кӗнеке пичетленнӗ. Унӑн тиражӗ — 1500 экземпляр. Издательствӑн аслӑ редакторӗ Ольга Федорова ку ӗҫе ытти ҫавӑн йышшисенчен туллирех тата никӗс ӗҫ тесе хаклать. Кӗнеке авторӗ — истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Раҫҫей наукӑсен академийӗн Антропологипе этнографи музейӗн пайӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Антон Салмин.
Антон Салмин хӑй ӗҫӗнче чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗ, йӑли-йӗрки тата хӑйне евӗрлӗхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Кӗнеке ултӑ сыпӑкран тӑрать. Йӑла-йӗркене, ҫи-пуҫа тата пӗлтерӗшлӗ ытти хӑш-пӗр ене уйрӑммӑн халалланипе пӗрлех ҫутҫанталӑкпа та туллин паллаштарнӑ. Кӗнекене илемлӗ ӳкерчӗксем пуянлатнӑ.
Кӑларӑма кун ҫути кӑтартма РФ Пичет тата массӑллӑ коммуникацисен агентстви укҫа уйӑрса пулӑшнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн стипендине пулас журналистсем те тивӗҫнӗ. Аса илтеретпӗр, кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче республика ертӳҫи Михаил Игнатьев стипенди пирки алӑ пуснине пӗлтернӗ. Кӑҫал стипендие яланхи пек 1000 ҫамрӑк мар, 994 яш-хӗр тивӗҫнӗ. Стипенди виҫи улшӑнман. Вӑл унчченхи пекех 1830 тенкӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн стипендине пулас журналистсене те парӗҫ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра пӗлтернӗ тӑрӑх, стипендиат-студентсем хушшинче «Журналистика» енӗпе пӗлӗве туптакансем: Екатерина Абрамова, Анастасия Олангина тата Рифат Фаткуллин — пур.
Екатерина Абрамова 4-мӗш курсра вӗренет, «ЮТВ» телеканалпа «Движение – это жизнь» спорт программине иккӗмӗш семестрта вӗреннӗ чухнех ертсе пыма пуҫланӑ. 2014 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗнче штатра тӑман корреспондент пулса «Республика» хыпарсен кӑларӑмӗ валли сюжетсем хатӗрленӗ. Вӑл — уйӑхсерен тухса тӑракан «Спорт для всех» кӑларӑм авторӗ. Виҫҫӗмӗш курсранпа вӑл ЧР Физкультурӑпа спорт министерствинче пресс-службӑра ӗҫлет.
4-мӗш курс студентки Анастасия Олангина 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе НТРКра телекурав редакторӗнче тӑрӑшать, «Яш чух, ҫамрӑк чух!
Ҫур литр шурӑ эрех хакӗ мӗн чухлӗ пулмалла? Ҫак ыйтӑва Раҫҫейре хӳрӗ сӳтсе яваҫҫӗ. Кун пирки «Раҫҫей хаҫачӗ» пӗлтерет.
Унччен РФ Финанс министерстви ҫур литрлӑ эрехӗн чи пӗчӗк хакне 190 тенкӗрен 219 тенкӗ таран хӑпартма сӗннӗ. Урӑхла каласан, 15 процент хаклатма сӗннӗ. Анчах министерство кайран урӑхларах шухӑшлама тытӑннӑ. Ведомство эрех хакне 204-205 тенкӗ таран хӑпартма сӗннӗ.
Эрех хакӗ кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче ӳсӗ. Вӑл мӗн чухлӗ хӑпарассине Финанс министерстви 1-2 эрнере татса пама шантарнӑ.
Кӑҫал электричествӑшӑн мӗн чухлӗ тӳлесси паллӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен хулара пурӑнакансем электроплитасемпе ҫук пулсан 1 киловатшӑн 2,98 тенкӗ тӳлӗҫ. Электроплита лартнӑ ҫуртра кун кунлакансем вара 2,09 тенкӗ тӳлӗҫ. Ялта пурӑнакансен те ҫавӑн чухлех укҫа кӑларса хума тивӗ.
Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вара электрплита лартман пулсан 3,11 тенкӗ тӳлемелле. Электроплитапа усӑ куракансем вара 1 киловатшӑн 2,18 тенкӗ кӑларса хурӗҫ. Ялта пурӑнакансем вара 2,18 тенкӗ тӳлӗҫ.
«За рулем» автопортал редакцине «Дорэкс» ӗҫченӗсем пулӑшу ыйтма килнӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, предприяти ертӳҫи вӗсене ҫул-йӗр правлисене пӑснӑшӑн хунӑ штрафа хӑйсене тӳлеттересшӗн.
Штраф вара пӗчӗкех мар. Пӗтӗмпе — 123 пин тенкӗ. Хӑш-пӗр водителӗн 16 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивет-мӗн. Вӗсем вара 20 пин тенке яхӑн ӗҫ укҫи ҫеҫ илеҫҫӗ.
Ҫул-йӗр правилисене пӑснӑ вӑхӑта тишкерес-тӗк, камера тӗлне тӳрех юр хыракан автоколонна лекнӗ. Камера светофор хӗрлӗ тӗс ҫутатнӑ вӑхӑтра кайнине, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнине ӳкерсе илнӗ. Машинӑсем пӗчӗк хӑвӑртлӑхпа пыраҫҫӗ, малтисем симӗс тӗс чухне каҫса каяҫҫӗ, теприсем вара хӗрли тӗлне лекеҫҫӗ.
Транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнине вара ҫула уйӑракан пая юртан тасатнӑ чухне ӳкерсе илнӗ. Водительсем каланӑ тӑрӑх, унччен ҪҪХПИпе кун пеккисемшӗн штрафсем килмесси пирки калаҫса татӑлнӑ. Ертӳлӗх ку ӗҫе кӑҫал та татса пама шантарнӑ та…
Патшалӑхӑн тата муниципалитетӑн пулӑшӑвӗн пӗрлехи порталӗ gosuslugi.ru урлӑ пулӑшу илсен сахалтарах тӳлеттереҫҫӗ. Ун пек йӗрке 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен вӑйра тӑрӗ.
Ҫӑмӑллӑхпа усӑ курас тесен патшалӑх пошлинине илме gosuslugi.ru порталта заявка памалла. Пулӑшушӑн аллӑн укҫа кӑларса тыттармалла мар: банк карттипе, электрон енчӗкпе е карас телефонӗпе усӑ курмалла.
Ҫӑмӑллӑхлӑ тӳлев пирки водитель удостоверенийӗ, мӑшӑрланнине е уйрӑлнине ӗнентерекен свидетельство, транспорт регистрацилени ҫинчен хут илнӗ чух манса ан кайӑр. Водитель удостоверенийӗшӗн, сӑмахран, 2 пин вырӑнне 1400 тенкӗ тӳлемелле.
Патшалӑхӑн тата муниципалитетӑн пулӑшӑвӗн пӗрлехи порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, йӳнӗрех хакпа кӳрекен пулӑшу списокӗ малашне тата анлӑланмалла.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӑслӑлӑха аталантарнӑшӑн паллӑ хирурга Владимир Волкова уйӑхсерен 3 пин тенкӗ парасси пирки хушӑва ала пуснӑ.
Владимир Егорович – 550 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ. Ҫав шутра – 11 монографи, 17 вӗренӳ пособийӗ. Вӑл – медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ. Владимир Егорович И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн хирурги чирӗсен кафедрине халӗ те ертсе пырать.
Владимир Егорович – Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ. Хирурга пирӗн республикӑра кӑна мар, ун тулашӗнче те паллаҫҫӗ.
Паянхи кун Владимир Егорович операци хыҫҫӑнхи йывӑрлӑх хыҫҫӑн лазер терапине аталантарас енӗпе тӑрӑшӑть.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |