Чӑваш Ене 23,5 миллион тенкӗ килӗ. Ку укҫа халӑха эмелпе тивӗҫтермешкӗн кайӗ.
Укҫа-тенке сусӑрсене эмелпе, сиплӗ апат-ҫимӗҫпе тата ыттипе тивӗҫтермешкӗн уйӑраҫҫӗ. Раҫҫейре пӗтӗмпе ку тӗллевпе хыснаран 3,8 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. Ку хушӑва Дмитрий Медведев премьер-министр алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Укҫа-тенке регионсен хушшинче пайлӗҫ.
Чӗмпӗр облаҫне — 28,4, Тутарстана — 114,2, Чулхула облаҫне 57,1, Мӑкшӑ Республикине — 14,3, Мари Республикине 11,3 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ.
Сӑмах май, Чӑваш Енре 85,4 пин сусӑр ҫын пурӑнать. Вӗсенчен 26,5 пинӗшӗ эмел илмешкӗн ҫӑмӑллӑхсене тивӗҫӗ.
Ӗҫлетӗн-ӗҫлетӗн — ӗҫ укҫине вара тӳлемеҫҫӗ. Республикӑра шалу парӑмӗ темиҫе миллион тенкӗ пухӑннӑ. Кун пирки Чӑвашстат пӗлтерет.
Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗ тӗлне парӑм 26 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Авӑн уйӑхӗнчипе танлаштарсан, ку хисеп 14 миллион тенкӗ чакнӑ.
Организацисем мӗншӗн шалу тӳлеймеҫҫӗ-ха? Ытларах чухне ку укҫа ҫуккипе ҫыхӑннӑ. Парӑмӑн ытларах пайӗ — ял хуҫалӑх предприятийӗсен. Ытларах Шупашкар ҫыннисем укҫасӑр лараҫҫӗ (16 миллион тенкӗ). Шупашкар районӗнче те парӑм виҫи пӗчӗк мар: 4,6 миллион тенкӗ.
Республикӑри 17 районпа 3 хулара ӗҫ укҫин парӑмӗ пачах ҫук.
Шупашкар депутачӗсем хула пуҫлӑхне укҫа тӳлесшӗн мар. Ку шухӑша ӗнер иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн черетсӗр 11-мӗш ларӑвӗнче палӑртнӑ.
Аса илтеретпӗр, унта пухӑннӑ «халӑх тарҫисем» хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Леонид Черкесов ӗҫрен каяссишӗн, ҫав тивӗҫе Ирина Клементьевӑна шанассишӗн сасӑланӑ. Леонид Черкесов текех хула пуҫлӑхӗ мар, вӑл РФ Патшалӑх Думин депутатне суйланнӑ.
Шупашкрати Депутатсен пухӑвӗн ӗнерхи черетсӗр ларӑвӗнче Депутатсен пухӑвӗн председательне — хула пуҫлӑхне укҫа тӳлемесӗр тытса тӑрас ыйтӑва хускатнӑ. Анчах апла йышӑниччен Устава улшӑну кӗртмелле. Унччен ку сӗнӗве халӑхпа пухӑнса сӳтсе явасшӑн. Ку тӗллевпе кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пухӑнма йышӑннӑ.
Вӑрмар районӗнчи ҫул вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи пекех. Машина водителӗсем ӑна юсама ыйтаҫҫӗ. 17 ҫухрӑм ҫулпа кайма ҫук.
Мӑнҫырма ялӗнчен пуҫласа Шӑхаль тата Тикеш ялӗсем таран 17 ҫухрӑм ҫул шӑтӑк-путӑклӑ. Хӑш-пӗр вырӑнта саплакаланӑ-ха, анчах ӗҫе ҫиелтен ҫеҫ тунӑ. Ку ҫулпа сехетре 15-20 ҫухрӑмпа ҫеҫ пыма пулать. Ҫапла пӗлтернӗ «Про Город» хаҫата пӗр ҫын.
ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулшӑн Вӑрмар районӗн адимнистрацийӗ яваплӑ. Вӗсем вара ку лару-тӑру пирки пӗлеҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗнче ку ҫулшӑн яваплӑ подрядчик улшӑннӑ-мӗн. Вӑл авӑн уйӑхӗнчех ӑна юсама пикеннӗ, анчах ку ӗҫе кӑҫалах пӗтереймеҫҫӗ — укҫа ҫук. Апла водительсен ҫав ҫул ҫинче ҫитес ҫулччен нушаланма тивет.
Йӗпреҫ районӗнче вӗрентекене халалласа палӑк лартасшӑн. Ӑна тепӗр ҫул вырнаҫтарасшӑн. 3 эскиз хатӗрленӗ ӗнтӗ. Скульптор хӑшне суйлӗ — ҫавна вырнаҫтарӗҫ. Хальлӗхе ӑна тупайман-ха.
Палӑка 1-мӗш шкул умӗнче лартасшӑн. Унти ӗҫченсен шухӑшӗпе, вӑл хӗрарӑм пулмалла. Аллине кӗнеке тата глобус тытмалла. Мӗншӗн хӗрарӑм? Мӗншӗн тесен хальхи шкул унӑн хулпуҫҫи ҫине тиеннӗ.
Кунашкал монумент вырнаҫтарас шухӑш пӗлтӗрех ҫуралнӑ. 2015 ҫулхи юпан 3-мӗшӗнче, шкул 90 ҫул тултарнӑ чухне, пулас палӑк вырӑнне кирпӗч хунӑ.
Скульптора ҫитес вӑхӑтра тупасшӑн. Анчах вӑл мӗн чухлӗ укҫа ыйтӗ? Хыснара укҫа ҫук. Кӗмӗле шкултан вӗренсе тухнисем пухаҫҫӗ. Хальлӗхе 78 пин тенкӗ пур. Анчах вӑл ҫитмест-ха.
Ачасем валли чӑвашла ҫырнӑ хайлавсенчен виҫҫӗшӗ премие тивӗҫнӗ. Кун пирки республикӑн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви йышӑннӑ. Ачасемпе ҫамрӑксем валли шӑрҫалакан чи лайӑх ӗҫсене палӑртакан ӑмӑртӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ 2011 ҫулта ҫирӗплетнӗ йышӑнупа йӗркелеҫҫӗ.
Кӑҫалхинчен 10 авторӑн 14 ӗҫне хакланӑ. Конкурс комиссийӗ (республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи кӗске хыпарта йышра камсем пулнине палӑртман) виҫӗ номинацире ҫӗнтерӳҫӗсене уйӑрнӑ. «Шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли» ятлинче М.Ф. Степановӑн (Карягинан) «Паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра» хайлавӗшӗн 50 пин тенкӗлӗх грант уйӑрма йышӑннӑ. «Вӑтам классенче вӗренекенсем валли ҫырнӑ хайлав» номинаципе Н.П. Петрова (Ишентее) «Ачаш кулӑш вӑрттӑнлӑхӗшӗн» 75 пин тенкӗ парӗҫ. «Аслӑ классенче вӗренекенсем валли ҫырнӑ хайлав» номинацире В.Д. Николаевӑн «Юптарусем» ӗҫне палӑртнӑ — ӑна та 75 пин тенкӗ уйӑрӗҫ.
Конкурсра ҫӗнтернӗ алҫырусене килес ҫул пичетлемелли социаллӑ пӗлтерӗшлӗ хайлавсен списокне кӗртнӗ.
Унччен амӑшӗн капиталӗ ҫулсерен ӳссе пынӑ. Ҫитес ҫул ӑна индексацилемӗҫ.
«Ҫук, амӑшӗн капиталне индексацилемӗҫ», — ҫапла пӗлтернӗ РФ ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Максим Топилин. Федераци ведомствин пуҫлӑхӗ ку йышӑнӑва ҫирӗплетнине те каланӑ.
РИА Новости портал ҫапла ҫырнӑ: «Унччен правительствто вице-премьерӗ Ольга Голодец 2017 ҫулта амӑшӗн капиталне индексацилес ыйту пирки калаҫса татӑлайманни пирки хыпарланӑччӗ».
Сӑмах май, амӑшӗн капиталне кӑҫал та индексацилемен. Вӑл 2015 ҫулти пекех тӑрса юлнӑ: 453 пин те 26 тенкӗ.
Чӑваш Енӗн экс-сенаторне шырани пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Вӑл ют ҫӗршыва тухса кайнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следовательсем экс-сенаторӑн темиҫе миллиард тенкӗлӗх пурлӑх пуррине тӗпчесе пӗлнӗ.
Аса илтерер: Леонид Лебедев тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл 220 миллион доллара хӑйӗн кӗсйине чикнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Паянхи кунта ӑна федераци шайӗнче шыраҫҫӗ.
Пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑран экс-сенатор килӗнче шырав ирттернӗ. Унӑн 5 миллиард тенкӗлӗх пурлӑх пур-мӗн. Ҫав шута Мускаври, ун ҫывӑхӗнчи 13 элитлӑ хваттер, 10 ҫӗр лаптӑкӗ кӗреҫҫӗ. Следовательсем шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл ӑна афера укҫипе туяннӑ.
Тӗслӗхрен, унӑн Таса тӑкӑрлӑкра нумай сийлӗ, 15 пӳлӗмлӗ хваттер пур. Пӗтӗмпе — 760 тӑваткал метр. Унта вӑл пӗр подъезда туяннӑ та хваттерсене пӗрлештернӗ.
Лебедевӑн адвокачӗ шухӑшӗпе, шырава саккуна пӑсса ирттернӗ, вӑл нимӗнле документ те курман. Тата вӑл Лебедев ют ҫӗршыва тӗпчев пуҫланичченех кайнине ӗнентерет.
Уйрӑмах хӑрушӑ преступнике 4 ҫул шыраҫҫӗ. Ку таранччен вӑл Атӑлҫи тӑрӑхӗнче 30 ытла хӗрарӑма вӗлернӗ. Пурте — 75–90 ҫулсенчисем.
Преступник пӗччен пурӑнакан хӗрарӑмсен алӑкӗнчен шаккаса хӑй ТСЖ ӗҫченӗ пулнине пӗлтернӗ. Унтан хваттере кӗрсе хӗрарӑма пӑвса вӗлернӗ, укҫи-тенкине вӑрласа тухнӑ. Кунашкал икӗ тӗслӗх Шупашкарта та пулнӑ.
Ҫав хурах ведеокамера ҫине те лекнӗ. Анчах унӑн ятне-шывне никам та пӗлмест. Ун пирки пӗлтерекене 3 миллион тенкӗ пама шантараҫҫӗ. Унччен ку хыпаршӑн 1 миллион тенкӗ пама шантарнӑччӗ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хурах пирки хыпарлаканӑн ятне-шывне никама та каламӗҫ. Унӑн сӑнӗн фоторобочӗ пур.
Чӑваш Енӗн экс-сенаторне Леонид Лебедева федераци шайӗнчех шыраҫҫӗ. Вӑл 220 миллион доллар вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ун тӗлӗшпе авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Тверь облаҫӗнчи полицейскисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсем шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл «Синтез» пуҫлӑхӗ пулнӑ чухне «ТГК-2» энергетика компанийӗн генеральнӑй директорӗпе каварлашса унӑн хыснинчен 220 миллион доллар тенкӗ вӑрланӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, экс-сенатор следовательсем патне тӗпчеве килмен хыҫҫӑн ӑна шырама тытӑннӑ. Ку унӑн адвокачӗшӗн те кӗтменлӗх пулнӑ.
Аса илтерер: 2002 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен Леонид Лебедев Федераци Канашӗнче пирӗн республика сенаторӗ пулнӑ. Вӑл пуҫарнипе 2003 ҫулта «Чӑваш Ен» фонд йӗркеленнӗ. 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Лебедев ку должноҫран кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |