Кӳкеҫре пурӑнакан 39 ҫулти арҫын патне «инвестици консультанчӗ» шӑнкӑравланӑ. Вӑл ӑна ӗненнӗ. Ултавҫӑ пулнине кайран тин ӑнланнӑ.
Хайхи палламан ҫын Кӳкеҫ арҫыннине укҫа хывма сӗннӗ. Вӑл электрон суту-илӳ лапамӗнче хушӑнса тӑрӗ-мӗн.
Арҫын ӑна ӗненсе хӑйӗн пухӑннӑ 243 пин тенкине куҫарса панӑ. Кун хыҫҫӑн «инвестици консультанчӗ» телефона тытма пӑрахнӑ.
Арҫын хӑйне улталанине ӑнлансан полицие кайнӑ. Леш «консультант» вара укҫана каялла тавӑрма сӗнсе те шӑнкӑравланӑ. Анчах куншӑн каллех укҫа куҫармалла-мӗн. Халӗ ҫав ҫын кам пулнине палӑртаҫҫӗ.
Шупашкарти 76 ҫулти хӗрарӑм чутах ултавҫӑсене 2 пин доллар куҫарса паман. Юрать, ырӑ ҫын тӗлне лекнӗ вӑл.
Хӗрарӑмпа хӑйӗнпе Тӗп банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ ҫын калаҫнӑ. Хайхискер ӗненмелле пултӑр тесе удостоверенине те ӳкерсе ярса панӑ.
Хӗрарӑма 2 пин доллар куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Ун валли илсе ҫитерекен служба ӗҫченне те чӗнсе панӑ, «банк ӗҫченӗ» ӑна кинемее укҫа куҫарса памашкӑн пулӑшма ыйтнӑ. Олег Михайлов хӗрарамӑн аллинчи укҫа пачкисене, хут ҫине ҫырнӑ счет номерне курсан тӳрех ӑнланнӑ: кинемее такамсем улталасшӑн. Вӑл полици чӗннӗ.
ЧР шалти ӗҫсен министрӗ Виктор Шметков Олег Михайлова кинемее утавҫӑсенчен хӑтарнӑшӑн тав тунӑ.
Юлашки вӑхӑтра ултавҫӑсем суд приставӗсем тесе ҫынсенчен укҫа сӑптӑрма тытӑннӑ. Вӗсем электрон рассылкӑсем яраҫҫӗ. Унта ҫыннӑн ҪҪХПИ, патшалӑх пошлини, кредит, ЖКХ штрафӗсем пурри пирки пӗлтереҫҫӗ. Ӑна часрах тӳлесе татмалла-мӗн. Унсӑрӑн счетсене е пурлӑха арестлессипе хӑратаҫҫӗ.
Штрафа тӳлемелли каҫӑ та яраҫҫӗ. Ун ҫине пуссан банк карттин реквизичӗсене ҫырмалла. Укҫа вара штраф тӳлеме мар, ултавҫӑсем патне каять.
Ҫакна астӑвӑр: суд приставӗсем электронлӑ почта, мессенджерсем урлӑ штраф тӳлемелли пирки нимӗн те ямаҫҫӗ.
Канашра пурӑнакан 36 ҫулти хӗрарӑм полицие пынӑ. Унӑн 600 пин тенкӗ ҫухалнӑ-мӗн. Укҫине вара пӗлӗшӗсен гаражӗнче упранӑ.
Пӗлӗшӗсен гаражӗнче вӑл ӑна пӗлтӗрхи кӗркуннеренпе упранӑ. Пӗр пайӗ, 600 пин тенки, ҫухалнине халь тин асӑрханӑ.
Полицейскисем укҫана вӑрлакан ҫынна тупнӑ. Вӑл - гараж хуҫи, унччен те судпа айӑпланнӑ 33 ҫулти арҫын.
Гараж хуҫи айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарма шантарнӑ. Ҫапах ку явап тытасран хӑтармасть. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӑвайра Ленин урамӗнче фермер пасарӗ кӗҫех уҫӑлӗ. Контрактпа килӗшӳллӗн, подрядчикӑн ӑна раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
Вырӑнти фермерсем унта хӑйсен продукцине сутӗҫ. Фермер пасарне икӗ тапхӑрпа пурнӑҫлаҫҫӗ. Пӗрремӗшӗ - территорие хӑтлӑлатасси тата парковка тӑвасси. Кун валли 1,36 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Ӑна вӗҫленӗ ӗнтӗ. Хӑтлӑх кӗртессин икӗмӗш тапхӑрне Мускав облаҫӗнчи подрядчик пурнӑҫлӗ. Унпа 3,37 млн тенкӗлӗх контракт тунӑ.
Кӑҫал пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Кашмаш шкулӗн территоринче ҫӗр ишӗлсе аннӑ. Ӑна халӗ те юсаман-ха. Ун чухне асфальт тата тимӗр карта сиенленнӗ.
Шкул территорине йӗркене кӗртекен подрядчике тупас тӗллевпе аукцион ирттерессине икӗ хутчен пӗлтернӗ. Пӗрремӗшне юпа уйӑхӗнче тин ирттерме палӑртнӑ. Анчах иккӗшне те никам та хутшӑнман. Малтанхи хак 9,8 млн тенкӗ пулнӑ.
Халӗ каллех аукцион ирттереҫҫӗ. Хакӗ унчченхи пекех.
Элӗк тӑрӑхӗнчи 40 ҫулти арҫын патне мессенджерта видеоҫыхӑну урлӑ «ФСБ капитанӗ» шӑнкӑравланӑ. Вӑл чаплӑ кастюм тӑхӑннӑ пулнӑ, хыҫалта РФ Президенчӗн сӑнӳкерчӗкӗ ҫакӑнса тӑнӑ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, унӑн счечӗпе ют ҫӗршыв ҫынни хуҫаланасшӑн. Ҫавӑнпа «ФСБ капитанӗ» «банк ӗҫченӗн» шӑнкӑравне йышӑнма хушнӑ.
Лешӗ чӑнах та шӑнкӑравланӑ. Вӑл Элӗк арҫыннине укҫана «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма ыйтнӑ. Укҫа каялла таврӑнӗ-мӗн.
Арҫын банкран 4 млн тенкине илнӗ. Ку ӑна комбайн туянма кирлӗ тесе суйнӑ. Укҫана куҫарса панӑ. Ултавҫӑсен аллине лекни пирки кайран тин пӗлнӗ вӑл.
Малтанах республика хыснинчен ҫитес ҫул 11 клуба юсаса ҫӗнетме 100 млн тенкӗ пӑхса хунӑ. Анчах кайран ку виҫене пысӑклатма йышӑннӑ. Тепӗр 200 миллион тенкӗ хушнӑ. Ҫапла 2024 ҫулта клубсене юсама 300 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ.
Сӑмах май, кӑҫал 156,8 миллион тенкӗпе 12 клуба юсаҫҫӗ. Кӑҫал 8 автоклуб туяннӑ. Ҫитес ҫул 5 автоклуб илме 45 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ.
2024 ҫултан Раҫҫейре ӗҫшӗн тӳлемелли чи пӗчӗк виҫе 19 пин те 242 тенкӗпе танлашӗ. Ҫапла йышӑннӑ РФ Патшалӑх Думи. Ку, кӑҫалхипе танлаштарсан, 18,5 процент пысӑкрах.
Патшалӑх Думин спикерӗ Вячеслав Володин пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫынсен прависемпе интересӗсене хӳтӗлеме, тупӑшне ӳстерме пулӑшӗ.
2024 ҫулта ӗҫшӗн тӳлемелли чи пӗчӗк виҫе пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫерен пысӑкрах пулӗ. Кунашкалли - пӗрремӗш хут.
Шупашкарта пурӑнакан 72 ҫулти арҫынна ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса ярасшӑн пулнӑ. Вӑл вӗсем ыйтнипе «хӑрушсӑр счет» ҫине 150 пин ытла тенкӗ куҫарма тӑнӑ. Укҫине вӑл банкра илнӗ. Шӑпах унта вӑл палламан хӗрарӑмран пулӑшу ыйтнӑ. Лешӗ вара ӑна кусем ултавҫӑсем пулма пултарни пирки каланӑ. Ҫапла вӑл старике укҫине упраса хӑварма пулӑшнӑ.
Шупашкарти тепӗр ватӑ арҫын ултавҫа чутах 1 миллион тенкӗ куҫарса паман. Укҫана куҫарма салона кайнӑ, анчах ӗлкӗреймен – лешӗ хупӑ пулнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл унпа ултавҫӑ калаҫнине ӑнланнӑ, полицие кайса кун пирки пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |