Лавккасенче ӗҫлекенсене пӗри улталаса ҫӳренӗ. Вӑл Канаш тата Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗсенче улталама ӗлкӗрнӗ.
Ҫамрӑк мар арҫын суту-илӳ точкисене кӗрсе хаклӑ мар япала туяннӑ. Уншӑн вӑл 5 пин тенкӗлӗх укҫапа татӑлнӑ. Кайран тавара тӗрлӗ сӑлтав тупса каялла пырса панӑ, ҫав вӑхӑтра банкнотӑсенчен пӗр пайне вӑрласа юлнӑ. Суту-илӳ точкисене вӑл 8 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.
Сӑнпа пӑхсан арҫын 50-55 ҫулсенче, 175-180 сантиметр ҫӳллӗш.
Арҫынна паллакансене йӗрке хуралҫисене 8 937 959 79 99 е 102 телефонпа шӑнкӑравласа пӗтерме ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 52 ҫулти хӗрарӑм чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхине банк карточки ҫинчи 50 пин ытла тенки ҫухалнине асӑрханӑ та тӳрех полицие кайнӑ. Кӑштахран йӑлтах уҫӑмланнӑ: 9 ҫулти мӑнукӗ телефонра вӑйӑ вылянӑ иккен.
Ача вӑйӑ валютине тата суперпӑшал илес тесе палламан ҫын мӗн ҫырнине йӑлтах пурнӑҫланӑ. Ҫапла вӑл 52-ри хӗрарӑмӑн банк карттин реквизичӗсене пӗлтернӗ. Счет ҫинчи укҫа ҫийӗнчех ҫухалнӑ.
Ачан амӑшӗ кун пирки пӗлсен телефонри вӑййа тасатнӑ.
Шупашкар муниципалллӑ округӗнче пурӑнакан учитель ултавҫӑсене укҫа куҫарса парас тесе такси тытса хулана тухса кайнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 51 ҫулти хӗрарӑм патне такамсем шӑнкӑравланӑ. Вӗсем ӑна каланӑ тӑрӑх, вӑл кредит илме банка заявка панӑ, заявкӑна ҫирӗплетсе памалла. Хӗрарӑм кредит илме палӑртман тесе хуравланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ӑна вӑл ултавҫӑсен аллине лекнӗ тесе ӗнентернӗ.
Кӗҫех «Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ. Вӑл ултавҫӑсене тытса чарас тесен кредит илсе парӑма тӳлемелле тенӗ. Анчах кун пирки никама та пӗлтерме хушман.
Телефонпа калаҫаканни такси чӗнсе панӑ. Хӗрарӑм унта 250 пин тенкӗ кредит илнӗ, ӑна ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Кайран тепӗр банка кайса хӗрарӑм 450 пин тенкӗ кредит илнӗ. Ӑна та темле счёт ҫине куҫарса яма тӑнӑ та, анчах банкомат операцие чарса лартнӑ.
Чӳк уйахӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче, «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ ҫывӑхӗнче, «Бысто-деньги» текен офиса ҫаратнӑ. Унта микрозаймсем параҫҫӗ.
Темӗнле арҫын таксирен аннӑ та офиса вирхӗнсе кӗнӗ. Хайхискер хачӑпа хӑратса унти укҫана йӑтса тухса тарнӑ. Ҫав таксиех ларса вӗҫтернӗ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынна тытса чарнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ултавҫӑсем шӑнман пӑрпа такама та лартса яма пултараҫҫӗ. Вӗсен капкӑнне вӗреннисем те, вӗренменнисем те ҫакланаҫҫӗ.
Шупашкарти аслӑ пӗлӳ паракан учрежденисенчен пӗринче ӗҫлекен доцента: «Санӑн укҫу Украинӑна каять», — тесе хӑратнӑ. 64 ҫулти хӗрарӑм патне шӑнкӑравлаканни хӑйӗнпе Федерации хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ.
Хӗрарӑма ҫав этем укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫарса яма ӳкӗте кӗртнӗ. Ученӑй степеньлӗ хӗрарӑм ултавҫӑна ӗненнӗ — 2 миллион тенкӗ ытла укҫана такамсене куҫарса панӑ. Асӑннӑ суммӑн самай пайне вӑл банкран кивҫен илнӗ.
Омск облаҫӗнче пурӑнакан пӗр арҫын Канашри хостелта хӑйӗн япалисене ҫухатнӑ. Унӑн телефонӗ тата музыка колонки ҫӗтнӗ. Унсӑр пуҫне унӑн банк картти ҫинчи 20 пин тенкӗ укҫа та ҫухалнӑ.
Йӗрке хуралҫисем кӗҫех вӑрра тупса палӑртнӑ. Омск облаҫӗнчи рабочин япалисене Краснодар тӑрӑхӗнчи 26 ҫулти рабочи вӑрланӑ иккен. Вӗсем иккӗшӗ те пӗр хостелта пурӑннӑ. Ӗҫе вӗҫленӗ хыҫҫӑн тӑван тӑрӑхӗсене тухса кайма пуҫтарӑннӑ. Краснодар тӑрӑхӗнчи каччӑна Шупашкарта тытса чарнӑ.
Ултавҫӑсем пирки темӗн чухлӗ асӑрхаттарсан та вӗсен капкӑнне ҫакланакансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 74 ҫулти кинемей пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Ватӑ ҫын патне пӗри банк ӗҫченӗ тесе шӑнкӑравланӑ, эсир карттӑпа ҫыхӑнтарнӑ телефон номерне ылмаштарма заявка паман-и тесе кӑсӑкланнӑ. Кинемей ҫук тесе хуравласан, телефонпа шӑнкӑравлаканни ватӑ ҫыннӑн укҫи хӑрушлӑхра, ӑна шанчӑклӑ счёт ҫине куҫарса хумалла тесе ӗнентернӗ.
Пенсионер ҫапла майпа 1 миллион тенкӗ ытла укҫине такамсене куҫарса панӑ хыҫҫӑн шӑнкӑравлаканни: «Сирӗнпе ӗҫ вӗҫленчӗ. Сирӗн укҫӑр ют ҫӗршыва куҫса кайрӗ», — тесе сӗмсӗррӗн пӗлтернӗ.
Сӑмах май каласан, кинемей кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче пӗрре улталаннӑ. Ун чухне вӑл 10 пине яхӑн тенке такамсене куҫарса панӑ.
Пирӗн ҫӗршывра ӗҫлекен карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗсем: «МегаФон», «Билайн» тата «Tele2» — Wi-Fi ҫыхӑнӑвӗпе ытти хатӗрсене ҫыхӑнтарнӑшӑн укҫа илме пӑрахнӑ.
Унччен вӗсене ҫавӑншӑн Федерацин монополипе кӗрешекен служби кун пирки асӑрхаттарнӑ. Асӑннӑ тытӑмра пӗлтернӗ тӑрӑх, «МегаФон» вай-файшӑн юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнченпе укҫа илме пӑрахнӑ.
«Tele2» чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен ҫӗнӗ абонентсенчен укҫа ыйтмӗ, раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен ыттисене те тӳлеттермӗ. Интернет лимичӗ пӑхса хӑварнӑ абонентсене «Билайн» раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тӳлеттерме чарӑнӗ.
«МТС» вара абонентсен правине хӗсӗрлемен тесе хушӑва пурнӑҫлама килӗшмен.
18 ҫулти студент, Шупашкарта аслӑ шкулта вӗренекенскер, полицие пырса заявлени ҫырнӑ. Вӑл ултавҫӑсен аллине лекнӗ.
Вӑл каланӑ тӑрах, Ватсапра ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер банк ӗҫченӗ имӗш. Вӑл каланӑ тӑрӑх, каччӑ ячӗпе такам кредит илесшӗн, ҫавӑнпа хӑйӗн кредит илсе ку ӗҫе пӑчлантарма пулӑшмалла имӗш. Каччӑна телефонӗ ҫине ятарлӑ сарӑм вырнаҫтарма хушнӑ. Ҫапла ултавҫӑсем унӑн онлайн-банкӗпе усӑ курнӑ, ҫамрӑк ячӗпе 100 пин ытла тенкӗ кредит илнӗ.
Шупашкарти 53-ри хӗрарӑм ултавҫӑсене ӗненнӗ. Вӑл ун патне ФСБ ӗҫченӗ шӑнкӑравлать тесе шутланӑ.
Хӗрарӑм такамсем ун ячӗпе кредит илме хӑтланнӑ тенине ӗненнӗ. Ҫапла вӑл банкра 5 млн тенкӗлӗх кредит илнӗ те куҫарса панӑ. Банк ӗҫченӗ асӑрхаттарнине те хӑлхана чикмен.
Кун хыҫҫӑн та ултавҫӑсем унран хӑпман. Икӗ пӳлӗмлӗ хваттерне 4,7 млн тенкӗпе сутса ярса укҫине куҫарма хушнӑ. Хваттер сутни хут ҫинче кӑна имӗш, кайран вӑл таврӑнмалла.
Хваттере туяннӑ арҫын пырса тӑнӑ, хӗрарӑм ку манӑн хваттер тесе ӑна кӗртмен. Ара, вӑл ӑна хут ҫинче кӑна сутнӑ-ҫке-ха. Арҫын полицие кайнӑ. Хӗрарӑм пакунлисен умӗнче ҫав палламан ҫын номерӗпе шӑнкӑравланӑ та хӑй чӑнах та ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ. Ҫапла вӑл хваттерсӗр тӑрса юлнӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 5 млн кредит тӳлемелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |