Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Шупашкар-Сӑр» автоҫула юсама республика хыснинчен 271 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Унта сӑмах ҫулӑн Пӑрачкав тӑрӑхӗнчи участокӗ пирки пырать.
Ҫула юсакана палӑртма «Чавашупрдор» икӗ конкурс ирттересси пирки пӗлтернӗ. Подрядчика кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗччен палӑртмалла.
Пӗрремӗш контрактӑн пуҫламӑш хакӗ —113 млн тенкӗ. Унпа ҫула 3,25 км тӑршшӗ юсамалла. Ӗҫе 2026 ҫулхи ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче тата 2027 ҫулхи ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче пурнӑҫламалла.
Иккӗмӗш контрактӑн пуҫламӑш хакӗ — 158 миллион тенкӗ. Вӑл укҫапа ҫула 4,7 км тӑршшӗ юсамалла. Ӗҫе 2026 ҫулхи ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче тата 2027 сулхи ҫӗртме-ҫурла уйӑхӗсенче пурнӑҫламалла.
