ЧР ШӖМӗн наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен управленин оперуполномоченнӑйӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна должноҫӗпе усӑ курнӑшӑн, юраман препаратсене сутма тӑнӑшӑн айӑпласшӑн.
Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Шупашкарта пӗлӗшӗ урлӑ 300 пин тенкӗпе усӑ курма юраман япаласем, 1 килограмм ытла, сутма хӑтланнӑ. Хайхискер хӗрарӑм патне киле укҫа илме пынӑ. 50 пин тенкӗ илсен арҫын лӑпланман – наручниксемпе усӑ курса татах ыйтнӑ.
Оперуполномоченнӑя халӗ тытса чарнӑ. Вӑл следовательсене каласа кӑтартма килӗшмен. Халӗ ӑна шалти ӗҫсен органӗсенчен ӗҫрен кӑларас, дисциплинарлӑ майпа явап тыттарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.
Чӑваш Енри гимнаста тата унӑн тренерне пӗлтӗрхи ҫитӗнӳшӗн кӑҫал преми пама йышӑннӑ. Сӑмах Владислав Поляшов спорт гимнасчӗпе Анатолий Васильев тренер пирки пырать.
Иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 21-24-мӗшӗсенче Германири Котбус хулинче Спорт гимнастики енӗпе иртнӗ тӗнче кубокӗнче Владислав ҫӗнтернӗччӗ. Уншӑн ӑна республика хыснинчен 75 пин тенкӗ преми парӗҫ, Анатолий Васильева — 37500 тенкӗ.
Йышӑнӑва паян, нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Ен премьер-министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче Владислав Поляшова Михаил Игнатьев Элтепер тӗл пулӑва чӗннӗччӗ. Раҫҫейри арҫынсен команди (йышра ентешӗмӗр те пулнӑччӗ) пӗлтӗрхи кӗркунне тӗнче чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ май Михаил Игнатьев В. Поляшова саламланӑччӗ. Ылтӑн медале тивӗҫнӗ ятпа спортсменсем патне ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин телеграмма янӑччӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ 66 ҫулти хӗрарӑм икӗ чикана хӳтте илнӗ те укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
Хайхискер чикансемпе Шупашкарти пасарта паллашнӑ. Лешсем хулана ҫӑматӑ сутма килнине, ниҫта та ҫӗркаҫма вырӑн ҫуккине пӗлтернӗ. Ҫитменнине, хайхискерсем шӑнса кӳтнӗ, выҫса ҫитнӗ имӗш. Ватӑ хӗрарӑм чикансене шеллесе хӑйӗн килне чӗннӗ.
Киле утнӑ май хӗрарӑм чикансене йывӑр пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Лешсем вара ҫакӑн сӑлтавне тупнӑ: хӗрне пӑснӑ-мӗн. Хваттере ҫитсен хӑнасем пӑснине сирмелли йӑла-йӗркене тума пуҫланӑ, усси пултӑр тесе минтер ӑшне 150 пин тенкӗ хумалла-мӗн, ӑна 2 кун тытмалла мар.
Хӗрарамӑн кун чухлӗ укҫа пулман, вӑл 75 пин тенкӗ кредит илнӗ. Унтан вӑл ылтӑнӗсене, укҫине хаҫатпа чӗркенӗ те минтер ӑшне ҫӗлесе хунӑ. Кӑштахран хӑнасем кайнӑ, кил хуҫи минтере уҫса пӑхнӑ – нимӗн те ҫук!
Чикансенчен шар курнӑ хӗрарӑм 18 пин тенкӗ пенси илет, ҫав укҫаран 15 пин тенкине халӗ кредитшӑн тӳлемелле унӑн.
Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти арҫын 2 миллион тенке яхӑн пухнӑ та… ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Кун пирки вӑл ӗнер полицие пӗлтернӗ.
Арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан номертен «Банкӑн хӑрушсӑрлӑх ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ. Хайхискер унӑн карточки мӗнле хисепсемпе вӗҫленнине те пӗлнӗ. Палламан ҫын карточкӑран такам укҫа сӑптӑрма хӑтланни пирки пӗлтернӗ, укҫана «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма сӗннӗ.
Арҫын хайхискере ӗненнӗ, укҫине, 2 миллион тенке яхӑн, куҫарнӑ. Анчах ҫав ҫын нимӗнле банк ӗҫченӗ те пулман, ултавҫӑ кӑна!
Пӗр талӑкра ултавҫӑсем Чӑваш Енре пурӑнакансене 469 пин тенкӗлӗх улталанӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Шупашкарта пурӑнакан 46 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер хӗрарӑмӑн карточки ҫинчен такам укҫа сӑптӑрма хӑтланни пирки пӗлтернӗ. Лешӗн унта 1 пин тенкӗ кӑна-мӗн. Калаҫнӑ май ултавҫӑ тепӗр счет пирки те пӗлнӗ – унта вара 500 пин тенке яхӑн выртать. Хайхискер хӗрарӑма «вӑхӑтлӑх» счет ҫине 318 пин тенкӗ куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Укҫа куҫнӑ кӑна – «банк ӗҫченӗн» шӑрши-марши ҫухалнӑ. Хӗрарӑм хуйхи пирки полицие пӗлтернӗ.
Канашра пурӑнакан 30-ти хӗрарӑм та шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. Вӑл та телефонпа «банк ӗҫченӗпе» калаҫнине ӗненнӗ. Канаш хӗрарӑмӗ ултавҫа 151 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Шупашкарта тепӗр фонтан тума палӑртнӑ. Вӑл унччен «Ҫеҫпӗл» кинотеатр пулнӑ ҫурт умӗнче пулӗ. Халӗ унта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ вырнаҫнӑ.
Фонтан унта унччен те пулнӑ-ха, халӗ вара ӑна ҫӗнетесшӗн. Ҫамрӑксен театрӗн директорӗ Елена Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, театр умӗнче Кадет корпусӗ умӗнчи пекех илемлӗ хальхи йышши светодиодлӑ фонтан пулӗ.
Аса илтерер: Ҫамрӑксен театрӗ ку ҫурта 2016 ҫулта куҫнӑ. Пӗлтӗр «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн унта тӗплӗ юсав ирттернӗ. Халӗ вара театр умӗнчи лапама хӑтлӑлатмалла тата илемлетмелле. Кун валли 10 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансен ача ҫуратма тӑрать. Вӗсем ҫӗршывра паракан амӑш укҫине ҫеҫ мар, республикӑра уйӑраканнине те илейреҫҫӗ. Вӑл укҫана ҫемьере виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан параҫҫӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухрӗ. Унта вӑл хускатнӑ самантсенчен пӗри ачаллӑ ҫемьесемпе ҫыхӑннӑччӗ. Михаил Васильевич ачаллӑ ҫемьесене малашне республикӑн амӑш (ҫемье) капиталне хальхи пек 100 пин тенкӗ мар, 150 пин тенкӗ пама йышӑннине пӗлтерчӗ.
Аса илтерер: амӑшӗн капиталне Раҫҫейре 2007 ҫултанпа параҫҫӗ. 2015 ҫултанпа вӑл 453 026 тенкӗпе танлашать, мӗншӗн тесен унӑн виҫи тӑватӑ ҫул ӳсмен. Амӑшӗн капиталӗпе ҫурт-йӗре лайӑхлатма, ача вӗреннӗшӗн тӳлеме е амӑшӗн пенсине пысӑклатма пулать.
Чӑваш Енре пурӑнакан 9 уйӑхри ачана хаклӑ йышши эмел кирлӗ пулнӑ. Медицина комиссийӗ вӑл чирлӗ пулнине, унӑн пурнӑҫне тытса пыма эмел кирлине палӑртнӑ. Анчах ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине пула вӑл ҫак эмеле, спинраза ятлӑскере, тивӗҫмен.
Прокуратура айккинче юлман, ача правине хӳтӗленӗ. Кун хыҫҫӑн министерство ача валли эмел туяннӑ. Вӑл йӳнех тӑмасть: 23 миллион тенкӗ.
Прокуратура ачана ҫак эмелпе вӑхӑтра тивӗҫтерменнине тупса палӑртнӑ, ку вара унӑн пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Прокуратура министерство тӗлӗшпе эмеле пӗр тӑхтамасӑр туянмаллине палӑртса представлени ҫырнӑ. Министерство кун хыҫҫӑн 23 миллион ытла тенкӗ тӑракан препарата туяннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын ултавҫӑсен аллине лексе пысӑк укҫа ҫухатнӑ. Вӑл кун пирки полицие пӗлтернӗ.
36 ҫулти арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан арҫын шӑнкаравланӑ та фонд пасарӗнче укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Хайхискер шанчӑка кӗмешкӗн Шупашкар арҫыннин телефон номерӗ ҫине 3 пин тенкӗ куҫарнӑ.
Арҫын фейк-сайтра регистрациленнӗ те кӑтартнӑ счет ҫине тӗрлӗ сумма кӑтартма тытӑннӑ. Пӗтӗмпе вӑл 333 пин тенкӗ куҫарнӑ, харпӑр кабинет урлӑ укҫа сумми мӗнле ӳснине сӑнанӑ. Ӑнсӑртран сайт хупӑннӑ. Кун хыҫҫӑн палламан ҫын та ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ.
Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче ЧР правительствин председателӗ Иван Моторин шкул тата ача-пӑча ҫурчӗсен ертӳҫисене ҫӗнӗ шкул автобусӗсен уҫҫисене тыттарнӑ. Республикӑна пӗтӗмпе 15 транспорт илсе ҫитернӗ.
Ҫӗнӗ автобуссем кивелнисене улӑштарӗҫ. 15 транспорта республикӑри 11 района парӗҫ.
Ҫӗнӗ автобуссем хӑтлӑ: ГЛОНАСС, тахограф, хӑвӑртлӑха тытса пыракан тата навигаци приборӗсем пур. Кашни ларкӑч ҫине хӑрушсарлӑх пиҫҫиххине ҫирӗплетнӗ.
Палӑртмалла: кӑҫал шкул автобусӗсем туянмашкӑн республика хыснинчен 16 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |