
Чӑваш Ен шыв ҫийӗн ҫӳрекен «Валдай» карап туянасси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: республика ертӳҫисем карап туянсан «Шупашкар – Хусан» тата «Шупашкар – Чулхула» маршрутсем уҫас ӗмӗтлӗ. Кунсӑр пуҫне вӗсем Куславккапа Сӗнтӗрвӑррине хутлӗҫ. Карапсене кӑҫал туянмалла. Виҫӗ «Валдай» илме бюджетран 330 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Сӑмах май каласан, карапсене республикӑри ятлӑ-сумлӑ ҫынсен ячӗсене парасшӑн. Ӑна халӑхпа суйлӗҫ. Сасӑлава тӗнче тетелӗнчи «Контактра» ушкӑнра йӗркеленӗ. Карап ятне парассине сумлӑ ҫак ҫынсенчен суйлӗҫ: Андриян Николаев космонавт, Граждан вӑрҫин участникӗ Василий Чапаев, велоспорт енӗпе тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ Валерий Ярды, карап ӑсти Алексей Крылов тата Геннадий Айги поэт.
Сасӑлав нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

Канаш районӗнчи пӗр тӑвансем фермер хуҫалӑхӗ йӗркеленӗ. Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Кармами Выҫҫӑлкки ялӗнчи фермерсемпе вӑл ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, тӗл пулнӑ.
Андрей, Сергей, Виктор, Иван Николаевсем 100 пуҫ ӗне выльӑхлӑх ферма уҫас тенӗ. Сергей Николаев министра каланӑ тӑрӑх, фермер хуҫалӑхне уҫас ӗмӗт тахҫанах амаланнӑ. Палӑртнине пурнӑҫа кӗртме «Ҫемье выльӑх-чӗрлӗх фермине йӗркелесси тата аталантарасси» программӑна хутшӑнни май панӑ. Фермер хуҫалӑхӗ ятарлӑ конкурс витӗр тухса 10 миллион тенкӗ гранта тивӗҫнӗ.

Куславккара ача пахчи валли пристрой тума тытӑннӑ та ӑна паянхи кунччен те вӗҫлеймен. «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсем ку ыйтӑва тишкернӗ.
Хулари «Комаровка» микрорайонта шкул пур, ача пахчи вара ҫук. Ашшӗ-амӑшӗ ачисене хула варринчи ача пахчине илсе ҫӳрет.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче 2-мӗш шкул ҫумне пристрой тунӑ. Унта 40 ача валли вырӑн пулмалла. Анчах шӑпӑрлансем халӗ те унта ҫӳремеҫҫӗ-ха.
Строительство ӗҫӗсем пӗтнӗ-ха, хатӗр-хӗтӗрӗн пӗр пайне туяннӑ, анчах уншӑн тӳлемен. Пӗтӗмпе тата 4 миллион тенкӗ тӳлемелле. 10,5 пин тенкине тӳленӗ.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче маска тӑхӑнман арҫынна икӗ хутчен суд тунӑ. Малтанхи хутӗнче ӑна 1 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Чи малтан вӑл пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче йӗркене пӑснӑ.
Аса илтерер: общество транспортӗнче, лавккасенче, ытти ҫавӑн пек вырӑнта маска тӑхӑнса ҫӳремелле. Теприсем ҫак йӗркене пӑхӑнасшӑн мар, иртен-ҫӳрен асӑрхаттарсан хӗрсе тавлашакансем те тупӑнаҫҫӗ.
Суд хӑйне пӗрремӗш хут штрафланипех ҫрлахман Сӗнтӗрвӑрри арҫынни. Тепӗр ҫур ҫултан, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрринчи лавккасенчен пӗрне маскӑсӑр кӗрсе тӑнӑ. Хальхинче суд ӑна 5 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

«Smartavia» авиакомпани билетсене йӳнӗ хакпа сутмалли акци ирттерет. Вӑл пилӗк кун пырӗ.
Авиабилетсене йӳнетнӗ хакпа туянас тесен нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ӗлкӗрмелле. Акци вӑхӑтӗнче хӑш-пӗр билет хакӗ 990 тенкӗрен пуҫланать. Ӑна ҫуталӑкӑн кирек хӑш тапхӑрӗ валли туянса хума май пур. Ҫула тухас шухӑша ылмаштарсан билет хакне тавӑрса памӗҫ.
Билетсене йӳнетнӗ хакпа 60 маршрутпа сутӗҫ, ҫав шутран 30 процентне — 990 тенкӗпе. Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие «Шупашкар—Симферополь» маршрут та лекнӗ.
Акцие билетсене авиакомпанин сайтӗнче, офиссенче, агентствӑсенче тата «Нордавиа» акционерсен обществин колл-центрӗ урлӑ туянма пулать.

Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тӑватӑ регион федераци хыснинчен укҫа илӗ. Унпа ялсене атлантарӗҫ. Хушӑва РФ премьерӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
Ҫак йышра Чӑваш Ен те пур. Раҫҫейре ялсене аталантарма 2,47 млрд тенӗ уйӑрӗҫ. Вӗсене 22 регион хушшинче пайлӗҫ. Ку укҫапа ялсенче шкулсем, ача пахчисем, спорткомплекссем, бассейнсем тата ытти тӑвӗҫ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, 7 пин ытла ӗҫ вырӑнӗ хатӗрлӗҫ. Кунсӑр пуҫне 1,16 млрд тенкӗ ял ипотекине субсидилеме уйӑрӗҫ.
Чӑваш Енри ялсене аталантарма 14 млн та 105 пин те 400 тенкӗ уйӑрӗҫ.

Чӑваш Ени ял хуҫалӑх предприятийӗсем севок сухан туса илессипе ҫине тӑраҫҫӗ.
Ку культурӑна ӳстерме пулӑхлӑ хура тӑпра кирлӗ. Ҫавӑнпа севок туса илессипе республикӑн кӑнтӑр енче: Елчӗк, Патӑрьел, Комсомольски районӗсенче — тӑрӑшаҫҫӗ. Раҫҫейре туса илекен севокран 68,8 проценчӗ — Чӑваш Ен аграрийӗсен тӳпи. Ҫакӑн пек ӗнентерет республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви.
Ял хуҫалӑх предприятийӗсем хӑйсен продукцине ют регионсене ҫеҫ мар, чикӗ леш енне те ӑсатаҫҫӗ. Чӑваш суханне пӗлтӗр Беларуҫ Республикинче, Казахстанра, Молдавинче туяннӑ. Пурӗ 87,46 пин америка долларӗлӗх.

Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан мӑшӑр ултавҫӑсем пуҫтахланни пирки пӗлмен мар. Апла пулин те пӗр кунхине вӗсем капкӑна ҫакланнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче мӑшӑр патне телефонпа палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, банкри укҫана такамсем вӑрласшӑн тесе тыттарнӑ. Укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫармалла тесе ултавҫӑсем тӗрлӗ номер ҫинчен, пурӗ 30 хута яхӑн, шӑнкӑравланӑ.
Ҫамрӑк мар мӑшӑр ҫамрӑк чухне Ҫурҫӗрте ӗҫлесе тунӑ укҫасӑр юласран хӑранӑ, шӑнкӑравлакансем каланине тӑнланӑ. Ҫапла вара вӗсем пач пӗлмен-туман ҫынсене 2 миллион тенкӗ ытла куҫарса панӑ.

Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Шупашкарти йӗрке хуралҫисенчен 24-ри хӗр пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл вӗсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ултавҫӑсене 40 пин ытла куҫарса панӑ.
Хӗр канмалли кунсене ашшӗ-амӑшӗ патне хӑнана кайнӑ. Ялта пурӑнаканскерсем вӑкӑр сутас ӗмӗтлине, туянакана шыранине каланӑ. Ашшӗ-амӑшне пулӑшас тӗллевпе хӗр пӗр сайтра пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Кӑштахран ун патне палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ, вӑкӑр туянас шухӑшлине, уншӑн задаток куҫарас кӑмӑллине ӗнентернӗ. Хӗре банкомат патне пыма, банк карттипе хӑш-пӗр операци тума ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл картта ҫинчи 40 пин ытларах тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.

Вӑрмарти кайӑк-кӗшӗк фабрики шалупа парӑма кӗнӗ. Ҫавна вырӑнти прокуратура тӗрӗсленӗ май тупса палӑртнӑ. 35 ҫын умӗнче предприяти 390 пин тенкӗ парӑм пухнӑ.
Предприятин гендиректорӗ тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Надзор органӗ унпах ҫырлахман-ха — парӑма шыраса илес тесе суда ҫитнӗ.
«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен те кайӑк-кӗшӗк фабрикинче шалу парӑмӗ пулнӑ. Ун чухне 2020 ҫулхи утӑ уйӑхнчен пуҫласа раштав таран тӳлемен. Уншӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кунсӑр пуҫне 41 ҫынна икӗ уйӑх таран шалу тӳлемен. Парӑма тӳлесе татнӑ хыҫҫӑн пуҫиле ӗҫе хупса хунӑ.
Маларах Федерацин налук службин Чӑваш Енри управленийӗ предприятие панкрута кӑларас тесе суда тухнӑ. Предприятин налукҫасен умӗнчи парӑмӗ 3,8 миллион тенкӗрен иртнӗ. Анчах Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ панкрута кӑларас ӗҫе чарса лартнӑ.
