Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: УОЧНКА

КӐР
31

Чӗмпӗрти чӑвашсем ҫӗнӗ ҫурта куҫрӗҫ
 Йелмел Микулайе | 31.01.2013 09:27 |

Чӗмпӗрти чӑваш ҫурчӗ
Чӗмпӗрти чӑваш ҫурчӗ

Чӗмпӗр хулинче Чӑваш ҫурчӗ уҫӑлчӗ. Адресӗ: Лев Толстой урамӗ, 12-мӗш cурт. Ун хуҫи — Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ (УОЧНКА). Халӗ ун председателӗ — В.И.Сваев — кунта ларать.

Чи малтан кунта «Канаш» хаҫат редакцийӗ куҫса килчӗ. Ҫӗнӗ вырӑнта пӗр номер хаҫат кӑлартӑмӑр ӗнтӗ. Ҫаплах ку ҫуртра «Еткер» телекӑларӑм редакцийӗ тата Кӗрешӳ федерацийӗ вырнаҫнӑ.

Чӑваш ҫурчӗ И.Я. Яковлев палӑкӗ патӗнче, урам урлӑ чалӑш ларать — 50 метрта ҫеҫ. Пӗр хутлӑ ҫурта юсаса ҫӗнетме УОЧНКА ҫумӗнчи чӑваш арӗсен «Эртел» ушкӑнӗ нумай укҫа-тенкӗ тӑкакларӗ.

Ҫапла вара УОЧНКА чӑвашсене пӗр йӑвана пухрӗ.

 

«Канаш» хаҫат пӗлтерет:

 

Чӗмпӗрти Мемцентрта И.Я.Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халалланӑ уявра УОЧНКА председателӗ В.И. Сваев Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑваш юхӑмӗн 43 хастарне асӑну медалӗпе чысланӑ пирки хаҫат вулаканӗсене пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Мӗнле медаль вӑл?

 

Ӑна И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халалласа хатӗрленӗ, вӑл сарӑрах тӗслӗ металран. Медале кама парассине УОЧНКА президиумӗнче ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пӑхса тухнӑ. Ӑна илме тивӗҫлисен шутӗнче - облаҫре ӗҫлесе пурӑнакан хастарсем: ҫыравҫӑсем, журналистсем, юрӑҫсем, тӗрлӗ шайри пуҫлӑхсем, усламҫӑсем, вӗрентӳ ӗҫченӗсем. Сӑмах май, ку списокра С.И. Морозов кӗпeрнаттӑр, Саккунсем кӑларкан Пуху председателӗ Б.И.Зотов, Ульяновск Хула Думин председателӗ В.А. Гвоздев, С.Н. Ермаков мэр та пур.

Медалӗн Положенийӗ тӑрӑх, ӑна чӑваш наци культурине ҫӗклес тесе нумай вӑй хуракансене кӑмӑл-сипет енчен хавхалантарас тесе параҫҫӗ.

Ҫакна та палӑртса хӑвармалла: ку УОЧНКАн 10 ҫулхи историйӗнче – пӗрремӗш медалӗ.

 

Николай ЛАРИОНОВ

 

ҪӖР
02

Ҫӗнӗ вырӑнти пысӑк калаҫу
 "Канаш" хаcат | 02.06.2008 15:00 |

«Канаш» хаҫат пӗлтерет:

 

Тираж ыйтӑвӗ паянхи кунччен – чи ҫивӗч ыйтусенчен пӗри

Икӗ уйӑх каялла пирӗн редакци ҫӗнӗ вырӑна – Пушкинская урамри 11-мӗш ҫурта, куҫрӗ. “Канаш” вулаканeсене хамӑр еплерех вырнаҫнине кӑтартас шутпа, ҫаплах ӗҫри йывӑрлӑхсемпе, редакцири лару-тӑрупа паллаштарас тӗлӗшпе “Ҫавра сӗтел” ирттертӗмӗр. Кӗтнӗ тата чӗннӗ чухлӗ хӑна килеймерӗ. Мӗн тӑвaн, чӑвашӑн нихӑҫан та ӗҫ пӗтмест. Анчах пирӗн пата килме вӑхӑт тупнисене тата уҫӑ калаҫӑва хутшӑннисене чун-чӗререн тав тӑватпӑр.

“Канаш” хаҫат редакцийӗ 18 ҫул хушшинче тиража ӳстерессишӗн тӗрлӗ майсемпе ӗҫлесе пӑхнӑ. Ҫапах та тираж ыйтӑвӗ паянхи кунччен – чи ҫивӗч ыйтусенчен пӗри. Ахальтен мар Николай Ларионов директор хaйӗн сӑмахне ҫакӑнтан пуҫларӗ.

— Юлашки темиҫе ҫулта чӑваш хаҫачӗн тиражӗ кӑна чакмасть, облаҫри, Раҫҫейри пур хаҫатсем те кун пирки ӳпкелешеҫҫӗ. Ҫынсем хаҫат вулама чарӑннинче темиҫе сӑлтав – телевидени те, компьютер та, интернет та, урам та, вӑхӑт ҫукки те. Ку саманара пурте нумайрах укҫа ӗҫлесе илме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав хушӑрах халӑх хушшинче пире пулӑшакансем те сахал мар.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир вӑй кӗнине туятӑр, таврарисене хӑвӑр мӗн пултарнине ӗнентерес килӗ. Ҫӑлтӑрсем ҫирӗппӗн, анчах васкамасӑр ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ — йӑлтах тӳрех пулмӗ. Юратура кӑмӑллӑ улшӑнусем пулма пултарӗҫ, уйрӑмах — пуҫарулӑх кӑтартсан. Укҫа енчен йӗркеллех, анчах пысӑк япаласем туянмалла мар.

Юпа, 24

1910
115
Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1920
105
Мусорин Николай Павлович, вӗрентекен, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1921
104
Зайцев Михаил Васильевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1941
84
Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1955
70
Иванов Николай Иванович, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1957
68
Вӑрнарти аш-какай комбинатне никӗсленӗ.
1990
35
ЧССР патшалӑх суверенитечӗ пирки деклараци йышӑннӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын