Чӑваш Енри тӳре-шара кӑҫалхи Ҫӗнӗ ҫула хаваслӑ лару-тӑрура кӗтсе илмӗ.
Ҫулталӑкри чи асамлӑ уява ача-пӑча кӗтет кӑна мар, ӑна аслисем сӗтел хушшинче саркаланса палӑртаҫҫӗ. Тӗрлӗ предприяти-организацире, учрежденире ӗҫлекенсем Ҫӗнӗ ҫул умӗн корпоратив текен уява пухӑнаҫҫӗ. Пӗр-пӗр чаплӑ кафе-ресторантах хавасланаҫҫӗ вӗсем. Сӗтел ури авӑнмалла апат-ҫимӗҫ саккас панипех ҫырлахмаҫҫӗ, пӗри тепринчен шукӑль тумланса сӑрланма, ҫӳҫе хитрелетме ӑнтӑлать.
Чӑваш Енӗн Правительствинче вара кӑҫал саркаланса ларас темен. Кун пирки Александр Белов журналист пӗлтерет.
Ӗнер иртнӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи сессине пухӑннӑ депутатсем те уявласа ларман — вӗсене корпоратив пулмассине систернӗ.
Прокуратура Красноармейски районӗнчи ял тӑрӑхӗсен администрацийӗнче ӗҫлекен тӳре-шарана тӗрӗсленӗ. Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тупӑшӗсем тата банк счечӗсем пирки суя информаци тӑратнӑ-мӗн. Ку пуҫлӑх пуканне йышӑннӑ чухне иртнӗ конкурсра тата 2017 ҫулшӑн тӑкаксемпе тупӑшсене кӑтартнӑ чухне пулнӑ.
Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне коррупципе кӗрешекен саккуна пӑснӑшӑн явап тыттарӗҫ. Прокуратура пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑха дисциплинарлӑ майпа явап тыттарӗҫ.
Паян, раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнчи Яковлевсен нумай ачаллӑ ҫемйине икӗ хутлӑ ҫӗнӗ кирпӗч ҫурт уҫҫине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Кун пирки райадминистраци сайчӗ хыпарланӑ.
Ҫӑраҫҫи пама райадминистраци пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Станислав Никитин, вырӑнти культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем пынӑ. 108 тӑваткал метрлӑ ҫурта ҫул ҫитмен пилӗк тата ытларах ача ӳстерекен ҫемьесен пурӑнмалли условийӗсене лайӑхлатма пулӑшакан ятарлӑ программӑпа килӗшӳллӗн вырӑнти усламҫӑран 3 миллион тенкӗпе туянса панӑ.
Палӑртса хӑвармалла, Патӑрьел районне кӑҫал ҫак программӑпа килӗшӳллӗн 8 миллион тенкӗ ытларах уйӑрса панӑ. Ку нухратпа пысӑк йышлӑ виҫӗ ҫемьене ҫуртлӑ тума палӑртнӑ. Икӗ ҫемьене уҫӑ панӑ ӗнтӗ, теприсем раштав вӗҫӗнче ҫӗнӗ ҫурта куҫӗҫ.
Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗн тивӗҫне ӗнертенпе Светлана Ананьева пурнӑҫлать. Маларах вӑл Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑччӗ. Ун хыҫҫӑн ӑна Чӑваш Енӗн Элтеперне Михаил Игнатьева пулӑшма шанчӗҫ. Ҫав должноҫре вӑл кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе тӑрӑшрӗ.
Ӗнер Светлана Ананьевӑна пулӑшуҫӑ должноҫӗнче хӑтарнӑ. Ӗнерех ӑна экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑ.
Чӑваш Енӗн вице-министрӗнче тата министрта тӑрӑшнӑ Владимир Аврелькин тӗлӗшпе Раҫсейӗн Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин тӗпчевҫисем нумаях пулмасть пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ Владимир Аврелькина следстви вӑхӑтӗнче икӗ уйӑхлӑха хупма йышӑннӑ. Министра нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗччен арестленӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Ен пуҫлӑхӗн пресс-секретарьне тата Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн администрацийӗн ертӳҫин ҫумне ҫирӗплетнӗ. Икӗ должноҫре ӗҫлеме «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналистне Валентина Алексеевӑна шаннӑ. Валентина Алексеевӑпа килӗшӳ алӑ пуснӑ, унта палӑртнипе килӗшӳллӗн документ Михаил Игнатьев республика пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ тапхӑрта вӑйра тӑрать.
Палӑртса хӑвармалла, юлашки икӗ уйӑх Михаил Васильевич пресс-секретарьсӗрех ӗҫленӗ. Ҫак должноҫре 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен вара вӑй хунӑ Светлана Каликовӑна юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ӗҫрен хӑтарнӑччӗ. Халӗ вӑл Чӑваш Енӗн информполитика министрӗн ҫумӗнче тимлет. ЧР пуҫлӑхӗн администрацине куҫиччен те Светлана Каликова ҫак министерствӑрах, ҫак должноҫрех ӗҫленӗччӗ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн пулӑшуҫине Надежда Беловӑна ҫирӗплетнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерчӗ-ха.
Ҫак ҫамрӑк хӗрарӑма пысӑк яваплӑ должноҫе шаниччен ку тивӗҫе Светлана Ананьева пурнӑҫланӑччӗ.
Аса илтерер, Элтепере пулӑшма ӑна кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Михаил Игнатьев ҫирӗплетнӗччӗ. Унччен Светлана Ананьева республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑччӗ.
Ӗнер Михаил Игнатьев Элтепер Светлана Ананьевӑна ӗҫрен кӑларасси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ документра ҫырса хунӑ тӑрӑх, Светлана Ананьевӑна урӑх ҫӗре куҫнӑ май ӗҫрен кӑларнӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем республика правительствине шансах каймаҫҫӗ. Анчах пурте мар. Оппозици текен хӑш-пӗр партин хӑш-пӗр депутачӗ.
Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, паян чӑваш парламенчӗн президиумӗн ларӑвӗ иртнӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин парламентри фракцийӗн пайташӗ Игорь Моляков республика Элтеперне Михаил Игнатьева правительствӑна шаннипе шанманни пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗнче тухса калаҫма сӗннӗ. Парламентари республика ертӳҫине ыранхи сессире калаҫтарасшӑн пулнӑ. Игорь Моляков ыйтӑвӗ Чӑваш Енӗн вице-премьерне Владимир Аврелькина йӗрке хуралҫисем тытса чарнине кура ҫуралнӑ.
Парламентӑн президиумӗн паянхи ларӑвне хутшӑннӑ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗсем Игорь Моляков сӗнӗвне ырламан.
Ҫӗмӗрле хулинче темиҫе кун ӗнтӗ тӗтӗм йӑсӑрланать, ҫынсене ку шӑршӑ йӑлӑхтарнӑ. Хӑшӗ-пӗри палӑртнӑ тӑрӑх, Ленин урамӗнчи кивӗ свалка раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнчех ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑмпах ялкӑшмасть-мӗн, ҫӗр айӗнчи ҫӳп-ҫап тӗтӗм кӑларса йӑсӑрланать.
Ҫӗмӗрлесем кӑмӑлсӑр, сывлама кислород ҫителӗксӗр теҫҫӗ. Хула администрацийӗ свалка ҫунни пирки пӗлет, ӑна сӳнтерес тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать.
Администрацири тӳре-шара ӑнлантарнӑ тӑрӑх, свалка хӑйне хӑй ҫунма пуҫланӑ. Унта пушарнӑйсем те ӗҫлеҫҫӗ. Хальлӗхе ҫулӑма йӑлтах сӳнтереймен.
Полицейскисемпе тӳре-шара Шупашкарта тара паракан хваттерсене шырама тухнӑ. Кунашкал рейда малтанах ирттерме тытӑннӑ, халӗ вӑл малалла пырать.
Ленин районӗн администрацийӗнче тӑрӑшакансем сайтра отчет тунине курма пулать. Ку эрнере вӗсем Иван Яковлев проспектӗнчи 10/1 ҫуртра пулнӑ, 6 хваттере кӗрсе тухнӑ. Вӗсенчен пӗрине пӗр ҫын тара илсе пурӑннӑ, хуҫисем тупӑшшӑн налук тӳлемен. Хваттерте пурӑнаканран объянительнӑй илнӗ, кун хыҫҫӑн хуҫинчен налук недочечӗ тӑвӗҫ.
Палӑртмалла: тӳре-шара налук тӳлемен ҫынсене шыраса лавккасем тӑрӑх та ҫӳрет. Ҫапла майпа вӗсем официаллӑ мар тупӑш илекен, нулук тӳлемен ҫынсен йышне чакарасшӑн.
Паян ЧР экономика министрне Владимир Аврелькина Хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем тытса чарни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Министр тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ Владимир Аврелькина следстви вӑхӑтӗнче икӗ уйӑхлӑха хупма йышӑннӑ. Министра нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗччен арестленӗ.
Владимир Аврелькин ЧР Экономика министерствине 2013 ҫултанпа ертсе пынӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |