Паян, раштавӑн 30-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР спорт министрне палӑртни пирки хушу алӑ пуснӑ. Элтепер адмнистрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку должноҫа Михаил Богаратов йышӑннӑ.
Аса илтерер: Михаил Богаратов чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа паянхи кунччен спорт министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ. Паянтан вӑл – спорт министрӗ.
Михаил Игнатьев ҫӗнӗ ертӳҫе тухӑҫлӑ ӗҫлеме суннӑ, ун умне тӗллевсем лартнӑ. «Чӑваш Республики – спортпа туслӑ регион. Малашлӑхра спортпа туслӑ ҫынсем тата ытларах пуласса шанатӑр», - тенӗ Михаил Васильевич Михаил Богаратова.
«Открытая Россия» (чӑв. Уҫӑ Раҫҫей) обществӑпа политика юхӑмӗн регионти уйрӑмӗ Чӑваш Енри тӳре-шара валли Ҫӗнӗ ҫул парни хатӗрленӗ.
Республика ертӳҫине Михаил Игнатьевшӑн вырӑсла-китайла словарь вырӑнлӑ тесе тӗв тунӑ. «2018 ҫулта тӗрлӗ министерствӑпа ведомствӑри тӳре-шара Китай инвесторӗсемпе тухӑҫлӑ ӗҫлерӗ. Вӗсене ҫӗр пачӗҫ. Ҫулталӑк вӗҫӗнче сирӗн тата сирӗ пӑхӑнакансем Китай ҫыннисене ӑнлансах ҫитерейменни палӑрчӗ», — тесе вӗсем словарь хатӗрленӗ.
Шупашкар хулин сити-менеджерне Алексей Ладыкова «Мафи» вӑйӑ парнелес тенӗ. «Вӑйӑ сире килӗшессе шанатпӑр», — тенӗ хастарсем.
Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский Джордж Оруэллӑн «1984» романне вулатӑр тенӗ. Вӑл Чӑваш Енре ирӗклӗ тата демократиллӗ общество тума пулӑшасса шанаҫҫӗ. ЧР сывлӑх сыхлав министрне Владимир Викторова «Главная книга о женщинах» кӗнеке аван тесе шухӑшланӑ. Ҫав парнене суйланӑ май «Уҫӑ Раҫҫей» хӗрарӑмсен хӗсӗрлӗхӗ пирки Владимир Викторов тахҫан каланине аса илнӗ.
Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма пуҫланӑ. Паян унпа коллектива тата Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева Раҫҫейӗн Федераци хӑрушсӑрлӑх службин кадрсен управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Сергей Шишкалов генерал-лейтенант паллаштарнӑ.
ФХСӑн Чӑваш Енри управленине ертсе пыма Игорь Кобыляченко генерал-майора шаннӑ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Игорь Кобыляченко 1967 ҫулта Чита хулинче ҫуралнӑ. Хӑрушсӑрлӑх службинче 1989 ҫултанпа ӗҫлет. Чӑваш Ене куҫариччен Карачай-Черкесск Республикинче управлени пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Тӗрлӗ патшалӑх наградине тивӗҫнӗ, ҫав шутра — «Тӑван ҫершыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне те. Ҫемьеллӗ. Унӑн пӗр ывӑл.
ФХСн Чӑваш Енри управленине 2011 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпе ертсе пынӑ Сергей Софронова урӑх ӗҫе куҫарнӑ.
Паян Чӑваш Енри чи лайӑх служащисене чысланӑ. Тӳре-шаран конкурсне хутшӑнакансене саламлама хутшӑннӑ ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев служащисен шучӗ юлашки 10 ҫулта чӗрӗке яхӑн чакнине палӑртнӑ. Ҫавна май тӳре-шаран ӗҫӗ нумайланнӑ-мӗн. Паянхи кун йыш 1275 ҫынпа танлашать. Юрий Васильев ӗҫ вырӑнӗсем нумай тапхӑр пушӑ тӑнине, патшалӑх граждан служащийӗсем час-час ылмашни пирки те асӑнса хӑварнӑ.
«Чӑваш Республикинчи патшалӑхӑн чи лайӑх служащийӗ» ята республикӑн Финанс министерствин Казначейство управленийӗн пуҫлӑхӗ Игорь Смирнов тивӗҫнӗ. Муниципалитетсенчи служащисенчен Шупашкарӑн Ленин район администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ Марина Богданова тата Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ял тӑрӑхӗнчи Елена Никитина ҫӗнтернӗ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ объект уҫасси тахҫанах йӑлана кӗнӗ. Пӗлтерӗшлӗ учрежденисене ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма тӑрӑшаҫҫӗ. Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче паян ҫавӑн пек мероприяти иртнӗ. Унета культура ҫурчӗ уҫнӑ.
Ял ҫыннисем валли хӑпартса лартнӑ объекта херлӗ хӑю касса уҫма тӗрлӗ тӳре-шара, депутатсем пырса ҫитнӗ. Вӗсен йышӗнче республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев, чӑваш парламенчӗн депутачӗсем Петр Краснов тата Юрий Попов пулнӑ. Каҫал енче ҫуралнӑ Валери Туркай поэт та тӑван тӑрӑхӗнче пурӑнакансемпе савӑнӑҫа пайлама кайнӑ.
Культура ҫуртне 150 вырӑнлӑ туна. Ун валли хыснаран 16 миллион ытла тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫав шутран пысӑк пайне, 14,2 миллионне, республика уйӑрнӑ.
Паян Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин ертӳҫине тивӗҫне пурнӑҫлама ҫӗнӗ ҫынна палӑртнӑ. Ку ҫын — Алексей Грищенко.
Алексей Алексеевичпа паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура паллаштарнӑ.
Михаил Игнатьев «тивӗҫсене пурнӑҫлакан» статус вӑхӑтлӑх тесе палӑртнӑ. Вӑл Правительство пайташӗсене паян пӗлтернӗ тӑрӑх, кандидатурӑна Раҫҫейӗн Стройминӗнче пӑхса тухса ырламалла-мӗн.
Алексей Грищенко «Честр» строительство компанийӗнче вӑй хунӑ, «Иско-Ч» АУО генеральнӑй пуҫлӑхӗ пулнӑ. Юлашки вӑхӑтра вӑл «ТУС» строительство предприятийӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.
Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа «Уҫӑ хула» порталта транспорт реформин ыйтӑвӗпе сасӑлав иртет. Хальлӗхе Шупашкарти район администрацийӗсенче тӳре-шарапа тата халӑхпа ирттернӗ тӗлпулусем вӗҫленнӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ыйтнипе транспорт маршручӗсен схемине улӑштарас сӗнӳсене сасӑлав мелӗпе йышӑнӗҫ.
«Автобус тата троллейбус маршручӗсене улӑштарма сӗнӳсем килчӗҫ. Раштав уйӑхӗн 25-29-мӗшӗсенче «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерме ыйтатӑп. Ҫынсем сӗннипе маршрутсен схемисене улӑштарма хатӗр», - тенӗ Алексей Ладыков.
Паян Чӑваш Енри патшалӑх служащийӗсене патшалӑхӑн тӗрлӗ чинне пани ҫинчен калакан свидетельствӑсем тыттарнӑ. Ӑна республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑй панӑ.
Хӑшӗсем Чӑваш Республикин патшалӑхӑн 1-мӗш класлӑ чӑн канашҫи, теприсем 2-мӗш, виҫҫӗмӗшӗсем 3-мӗш класлӑ пулса тӑнӑ. Граждан службин чи пысӑк иерархине тивӗҫнисен йышӗнче хӗрарӑмсем те самай. Сӑмах май каласан, республикӑн патшалӑх службинче тӑрӑшакансенчен 70 ытла проценчӗ — хӗрарӑмсем. «Вӗсем Чӑваш Республикинчи халӑхшӑн чӑннипех те тӑрӑшаҫҫӗ», — мухтанӑ Элтепер хӗрарӑм тӳре-шарана.
Ҫакна та палӑртар: паян патшалӑх ӗҫӗнче 1275 граждан служащийӗ вӑй хурать. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, тӳре-шара йышне чакарасси малалла пырать. Юлашки 10 ҫул хушшинче ҫав хисеп 24 процент чакнӑ.
Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчине ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.
Аса илтерер, ҫак пукана Юрий Акиньшин йышӑннӑччӗ. Тилхепене ӑна пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тыттарнӑччӗ.
Юрий Акиньшин Ставропольти ял хуҫалӑх академийӗнче тата Ҫурҫӗр Кавказри патшалӑхӑн техника университетӗнче вӗреннӗ. Ставрополь крайӗнче тата федерацин влаҫ органӗсенче чылай ҫул ӗҫленӗ. Юрий Акиньшин 2009–2013 ҫулсенче РФ Росреестрӗн ертӳҫин ҫумӗнче тӑрӑшнӑ.
Тулли праваллӑ элчӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама полпредӑн ҫумӗ Александр Граблюк пурнӑҫлӗ. Ӑна кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫум пулма Иван Моторин премьер-министр ҫирӗплетнӗччӗ.
Паян Чӑваш Енӗн финанс министрӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ку пукана Ольга Владимировна Метелева йышӑннӑ.
Ольга Метелевӑна министерствӑри яваплӑ пукана шанса парасси ҫинчен калакан йышӑнӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин паян, раштавӑн 19-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута паянах Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑма вырнаҫтарнӑ.
ЧР Финанс министерствинче самай ҫӳллӗ те самай сумлӑ вырӑн йышӑннӑ Ольга Владимировна Метелева пирки ҫак йӗркесен авторӗ асӑннӑ ведомство сайтӗнчи хыпар тупаймарӗ. Анчах тӗнче тетелӗнчи уҫӑ ҫӑлкуҫсене тишкерсен Метелина унччен те Финанс министерствинче ӗҫлени паллӑ пулчӗ. Унта Ольга Владимировна хысна политикин пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |