
Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра паян ҫӗнӗ тухтӑр амбулаторине уҫнӑ. Ку савӑнӑҫлӑ уява район 95 ҫул тултарнине халалласа ирттернӗ.
Амбулаторине уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев, республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов тата ыттисем ҫитнӗ.
Влаҫ органӗсен порталӗ хыпарланӑ тӑрӑх ҫӗнӗ ҫурта «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗ шутне кӗрекен «Раҫҫей Федерацийӗнчи (Чӑваш Республики — Чӑваш Ен) сывлӑх сыхлавӗн малтанхи пая ҫӗнетесси» регионти проект пулӑшӑвӗпе ҫӗкленӗ.
«Проектсем ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланаҫҫӗ, ял тӑрӑхӗсенче шкулсемпе пульницӑсене хӑпартатпӑр, юсатпӑр, вӗсен аталанӑвне тӗрлӗ енчен тишкерсе тухатпӑр. Амбулаторире аптека ҫук, ҫапах та эмелсене пульницӑна амбулаторире выртакан чирлӗ ҫынсем ыйтнине шута илсе ҫитерсе тӑрӗҫ», — палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ медперсоналпа тата ял ҫыннисемпе калаҫнӑ май.
Амбулаторине тухтӑр пӳлӗмӗ; процедурӑсем тата прививкӑсем тумалли пӳлӗмсем; тӗрӗсленмелли пӳлӗм; сывӑ ача пӳлӗмӗ тата ытти пӳлӗмсем пур. Кунтах кун ҫутинче икӗ ҫын выртмалӑх палата пур.
Амбулаторие Сӑкӑт ҫыннисем валли тунӑ. Ялта вара 1500 патнелле ҫын пурӑнать.

Ӗнер каҫхи 6 сехет ҫурӑра Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗ ҫывӑхӗнче AGROS 530 маркӑллӑ комбайн ҫунса кайнӑ. Вӑл 2008 ҫулта туса кӑларнӑскер пулнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Шел те, комбайн тӗппипех ҫунса кайнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, техника электрохатӗр тӗрӗс ӗҫлеменнине пула ҫунма пуҫланӑ.

Чӑваш халӑх писательне Юхма Мишшине Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн Тав ҫырӑвӗпе хавхалантарнӑ.
Ҫыравҫӑ ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 85 ҫул тултарнӑ. Юхма Мишши Чӑваш Енӗн Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра ҫуралса ӳснӗ. Вӑл — истори романӗсемпе повеҫсен, халап-калав, очерк, драматурги тата поэзи произведенийӗсен авторӗ. Унсӑр пуҫне чӑваш халӑхӗн историне, фольклорне, мифологине тӗпченӗ.
Аса илтерер: Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ тӗлпулура Чӑваш Республикин Элтеперӗ тӑван чӗлхене упрас ыйтӑва ҫӗкленӗ. Унта чӑваш наци культурине аталантарассишӗн тунӑ пысӑк ӗҫсемшӗн Юхма Мишшине хӑйӗн Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.

Паян, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Александр Кураков 60 ҫулхи юбилейне палӑртать.
Пулас артист Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) вӗренсе тухнӑ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра вӑл кӑсӑклӑ сахал мар сӑнара ӗнентерӳллӗ калӑпланӑ. Тӗслӗхрен, Александр Островский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Белугин авланни» спектакльти Белугина, Валери Туркайӑн пьесипе калӑпланӑ «Ӑҫта эс, ҫӑлӑнӑҫ» спектакльти Ухватова, Борис Аппаевӑн «Хӗрсене ҫапла вӑрлаҫҫӗ» спектаклӗнчи Руслана.

Чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ Юхма Мишши ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 85 ҫул тултарнӑ. Вӑл 1936 ҫулхи акан 10-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра ҫуралса ӳснӗ. Патӑрьелӗнчи вӑтам шкулта, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ пухнӑ. Шкулта ачасене вӗрентнӗ, пӗр хушӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче редакторта ӗҫленӗ.
Юбилей ячӗпе ҫыравҫӑна Мускаври чӑвашсем саламланӑ. «Пурнӑҫ илемӗпе, ачусен, мӑнукусен ырлӑхӗпе савӑнса пурӑнӑр. Эсир пирӗншӗн яланах ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче пулнӑ, 300 ытла кӗнеке ҫырса кӑларнӑ. Малашне те чӑвашлӑхшӑн тӑвакан пархатарлӑ ӗҫӳсем хавхалану кӳччӗр. Вулакансене ҫӗнӗ хайлавсемпе савӑнтарма калем яланах ҫивӗч пултӑр. Сирӗншӗн ҫутаттӑр илемлӗ ҫут ҫӑлтӑр, ҫӗклентӗр ӑшпиллӗ хӗвел, савӑк сар кайӑк ҫӗн юрӑ юрлатӑр», — тесе ҫырнӑ саламра.

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче «Тӑван (чӑваш) чӗлхепе литературӑна вӗретмелли методика» программӑпа професси енӗпе тепӗр пӗлӳ илекенсен стажировки иртнӗ.
Стажировкӑна этнокультура вӗренӗвӗ кафедрин доценчӗ Анна Егорова ертсе пынипе ZOOM хушӑм урлӑ йӗркеленӗ.
Мероприятие вӗренӳ пособийӗсен авторӗсем хастар хутшӑннӑ. Шупашкар районӗн Кӑшавӑш шкулӗн вӗрентекенӗ Евгений Майков тата Йӗпреҫ поселокӗн 2-мӗш шкулӗн вӗрентекенӗ Алена Ядрицова чӑваш сӑмахлӑхне шкулта вӗрентес вӑрттӑнлӑхсемпе паллаштарнӑ.
Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавӑн пекех Хӗрлӗ Чутай районӗн Мишеркасси шкулӗн вӗрентекенӗ Светлана Храмова, Шупашкар хулин хавшак сывлӑхлӑ ачасен 2-мӗш шкулӗнче вӑй хуракан Ирина Матьянова, Шупашкар хулин 33-мӗш шкулӗн вӗрентекенӗ Ирина Диарова, Патӑрьел районӗн Сӑкӑт тата Туҫи шкулӗсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Валентина Яковлевӑпа Надежда Кудряшова,
Елчӗк районӗн Аслӑ Елчӗк шкулӗн вӗрентекенӗ Любовь Адюкова, Элӗк районӗн Чӑваш Сурӑм шкулӗнче вӑй хуракан Алина Петрова хӑйсен ӗҫ опычӗпе паллаштарнӑ.

Паян, утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Станислав Ильин 70 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ӑна поэт-юрӑҫ, публицист, редактор, халӑх пултарулӑхне аталантаракан евӗр пӗлеҫҫӗ. Вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Н. Талвир ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ, юрӑ ҫыракансен Аристарх Орлов-Шуҫӑм ячӗллӗ конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи.
Станислав Ильин Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ Сӑкӑтри ял хорӗн ертӳҫи Петр Ильин пулнӑ.
Станислав Петрович И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Ялти клуб пуҫлӑхӗнче, вӗрентекенте, Чӑваш радиора музыка программисен редакторӗнче, Республикӑн халӑх пултарулӑх ҫуртӗнче информаципе аналитика пайӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ.

Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче пурӑнакан 46 ҫулти арҫын ҫурта газпа хӑй тӗллӗн ҫыхӑнтарнӑ.
Парӑм пухса тултарнӑран унӑн пӳртне ҫутҫанталӑкӑн ҫак ырлӑхне пыма пӗлтӗрех чарса лартнӑ. Анчах вӑл ҫурта газ парӑхӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Ҫавӑншӑн ӑна 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ-ха. Ку вӑл чӳк уйӑхӗнче пулнӑ. Кӑштах вӑхӑт иртсен арҫын каллех газпа усӑ курма тытӑннӑ. Ҫурта хальхинче те газ пӑрӑхӗпе хӑй тӗллӗн ҫыхӑнтарнӑ. Ҫакна газ тытӑмӗнче тӑрӑшакансем кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче тупса палӑртнӑ.
Специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫын газовиксене 25 пин тенкӗлӗх тӑкак кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫынсемшӗн те хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна Патӑрьел районӗнчи суда ярса панӑ.

Патӑрьел районӗнчи нумай ачаллӑ ҫемьене ҫурт туса панӑ. Ҫакӑн пек телее Иванпа Тамара Чунчурскийсем тивӗҫнӗ. Вӗсем Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче пурӑнаҫҫӗ.
Патӑрьел район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Сӑкӑт тӑрӑхӗнче Чунчурскийсемччен те нумай ачаллисене патшалӑх шучӗпе ҫурт-йӗр хӑпартса панӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Асӑннӑ ял тӑрӑхӗнче ун пек ҫемьесен йышӗ тӑваттӑпа танлашнӑ.
Чунчурскийсем 6 ача ӳстереҫҫӗ. Иван Николаевич «Красная Знамя» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Халӗ вӑл — тивӗҫлӗ канура. Тамара Васильевна — кил хуҫи хӗрарӑмӗ, ҫул ҫитмен ачасене ӳстерет.
Ҫемьене пӳрт хӑпартса пама федераци хыснинчен 4 миллион ытларах тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫурт лаптӑкӗ 144 тӑваткал метр ытла.

Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче пурӑнакан арҫын газшӑн укҫа тӳлемен, парӑм пухӑнса кайнӑ. 2018 ҫулта унӑн килне газ пыма пӑрахнӑ – специалистсем парӑмшӑн чарса лартнӑ. Анчах хайхискер хӑй тӗллӗнех газ пӑрӑхне сыпӑнтарнӑ.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн арҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Каҫал ҫуркунне ун патӗнче каллех газ чарса лартнӑ. Арҫын калех хӑйӗн «йӑлине» тунӑ – газ пӑрӑхне хӑй тӗллӗн сыпӑнтарнӑ.
Хальхинче арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Куншӑн ун судра явап тытма тивӗ.
