Чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ Юхма Мишши ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 85 ҫул тултарнӑ. Вӑл 1936 ҫулхи акан 10-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра ҫуралса ӳснӗ. Патӑрьелӗнчи вӑтам шкулта, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ пухнӑ. Шкулта ачасене вӗрентнӗ, пӗр хушӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче редакторта ӗҫленӗ.
Юбилей ячӗпе ҫыравҫӑна Мускаври чӑвашсем саламланӑ. «Пурнӑҫ илемӗпе, ачусен, мӑнукусен ырлӑхӗпе савӑнса пурӑнӑр. Эсир пирӗншӗн яланах ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче пулнӑ, 300 ытла кӗнеке ҫырса кӑларнӑ. Малашне те чӑвашлӑхшӑн тӑвакан пархатарлӑ ӗҫӳсем хавхалану кӳччӗр. Вулакансене ҫӗнӗ хайлавсемпе савӑнтарма калем яланах ҫивӗч пултӑр. Сирӗншӗн ҫутаттӑр илемлӗ ҫут ҫӑлтӑр, ҫӗклентӗр ӑшпиллӗ хӗвел, савӑк сар кайӑк ҫӗн юрӑ юрлатӑр», — тесе ҫырнӑ саламра.