Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Сӑкӑт

Ҫутҫанталӑк Инкеке лекнисене епле пуҫ ватмалли пирки пуҫлӑхсем пуҫ ватаҫҫӗ
Инкеке лекнисене епле пуҫ ватмалли пирки пуҫлӑхсем пуҫ ватаҫҫӗ

Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑтри вӑтам шкул ӗнер ҫивиттисӗр юлнӑ. Ӑна вӑйлӑ ҫил илсе кайнӑ. Ҫав ялти райпо лавккин те ҫивиттийӗ сиенленнӗ. Инкек 18 хуҫалӑха пырса тивнӗ.

Шкул ҫивиттине икӗ эрнере юсаса пӗтерме шантараҫҫӗ, строительсем ӗҫе кӳлӗннӗ. Ачасене хальлӗхе Сӑкӑтри тата Алманчӑри шкулсенче вӗрентме йышӑннӑ.

Ӗнерхи вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл патӑрьелсене кӑна мар, елчӗксемпе шӑмӑршӑсене те шар кӑтартнӑ. Шӑмӑршӑ районӗнче ҫутӑ пӑралукӗсем татӑлнӑ, тӑватӑ ял ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Елчӗк районӗнчи Тип Тимӗшре хушма хуҫалӑхсен хуралтисене илсе кайнӑ, Тӑрӑмра 120 кил ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ.

Чӑваш Енӗн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев инкеке лекнисене пӑрахмассине, пулӑшассине пӗлтернӗ. Ҫакна вӑл инкеклӗ лару-тӑрӑва пӗтермелли пирки канашлама пухӑннӑ паянхи канашлура палӑртнӑ.

 

Чӑваш чӗлхи

Патӑрьел районӗнчи Турхан шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсен III методика фестивалӗ иртнӗ.

Ӑна Литература тата Константин Иванов ҫулталӑкӗсене халалланӑ. Фестивальпе килӗшӳллӗн уҫӑ уроксем тӗрлӗ темӑпа иртнӗ. Уҫӑ урок ирттерессипе Турханти Лариса Осиповӑпа Валентина Самарова, Нӑрваш Шӑхальти Нина Павлова, Патӑрьелӗн 1-мӗш шкулти Елена Переплкина, Надежда Михайлова тата Елена Бабаева, Патӑрьлӗн 2-мӗш шкулти Татьяна Дмитриева, Галина Хлебникова, Сӑкӑтри Елена Анюрова мала тухнӑ.

«Чи лайӑх чӑваш литературин урокӗ» номинацире Аслӑ Арапуҫри Валентина Савинова, Патӑрьелти 2-мӗш шкулти Марина Иванова, Алманчӑ шкулӗнчи Галина Генералова, Хирти Пикшик ялӗнчи Альбина Пестрова маттур пулнӑ.

Класс тулашӗнче мероприятисем ирттерсе Патӑрьелти 1-мӗш шкулти Наталия Путякова, Алманчӑри Светлана Чихина палӑрнӑ.

Фестиваль ҫӗнтерӳҫисене Патӑрьел район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн дипломӗсемпе хавхалантарнӑ.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи

Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗ — Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ. Ҫакна Чӑвашра 2000 ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ.

Кӑҫал Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт шкулӗнче уяв ячӗпе уҫӑ урок иртнӗ. Ҫиччӗмӗш урокӑн темине «Чун туйӑмӗ» ят панӑ. Ӑна Надежда Климентьевна Тинюкова ертсе пынӑ. Ачасене ӑнланмалла пултӑр тесе вӑл тӗрле мелпе усӑ курнӑ.

«Чун туйӑмӗ» калаври ӗҫсем шӑпах 7-мӗш классемпе пулса иртеҫҫӗ. Класс ҫуралнӑ куна уявлама пухӑнать, анчах пӑтӑрмах сиксе тухать. Светлана чунри туйӑмсене кун кӗнекине ҫырса пынӑ. Анчах вӑл класри пуҫтах хӗрачасен аллине лекет. Ӗҫ-пуҫ инкек-синкекпе вӗҫленме те пултарнӑ. Светлана пульницӑна лекет.

Григорий Луч ҫырнӑ калав ачасен туйӑмне чӑннипех те хускатнӑ. Хайлаври ӗҫ-пуҫа тӗрӗс ӑнлантарма уҫӑ урока А.П.Тинюкова психолога та чӗннӗ. Вӑл ачасене кулленхи пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынне епле пулӑшмалли пирки каласа кӑтартнӑ.

Сӑнсем (7)

 

Чӑваш чӗлхи

Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньял шкулӗнче Геннадий Айхин тата Константин Иванов пултарулӑхӗсене юратакансем «Айхи вулавӗсем» сӑвӑ конкурсне тӑххӑрмӗш хут пухӑннӑ.

Геннадий Айхи ҫак ялта 1934 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Унӑн сӑввисем 1940-мӗш ҫулсенче пичетленме тытӑннӑ.

Кӑҫал «Айхи вулавӗсем» конкурс 3–9-мӗш классен хушшинче виҫӗ номинаципе иртнӗ. Г.Айхин чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ сӑввисене вуласси, Константин Иванов хайлавӗсене чӑвашла вуласси.

Конкурса район шкулӗсенчен 108 вӗренекен килнӗ. Самаййӑн хутшӑннӑ, ҫавна май жюрие ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма ҫӑмӑл пулман. Жюри комиссийӗнче Ева Лисина, Марина Карягина, Чӑваш наци музейӗн ӗҫченӗ Надежда Селиверстрова пулнӑ.

Айхин сӑввисене чӑвашла вуласа Татмӑшри Василий Михайлов, Хирти Пикшикри Дмитрий Полюдов, Патӑрьелӗнчи Кристина Козлова, Туҫари Павел Кузнецов малти вырӑнсене йышӑннӑ.

Айхин сӑввисене вырӑсла вуласа Ҫӗньялти Данил Егоров, Аслӑ Чементи Ирина Дубинина, Сӑкӑтри Виктория Елагина мала тухнӑ.

Малалла...

 

Спорт

Сурхури кунӗнче Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра асӑннӑ ялта ҫуралнӑ Алексей Казачкова асӑнса хоккейла выляссипе турнир ирттернӗ. Вырӑнтисем хыпарланӑ тӑрӑх, Алексей Петрович «пурте юратакан тата хисеплӗ» ача-пӑча тухтӑрӗ пулнӑ. Пурнӑҫран ир уйрӑлнӑ ҫыннӑн ятне асра тытса педиатрӑн шӑллӗ-пиччӗшӗсем тата тӑванӗсем кӑҫалхипе пиллӗкмӗш ҫул ӗнтӗ турнир ирттереҫҫӗ. Вӗсен пуҫарӑвне ял тӑрӑхӗпе район администрацийӗ те ырласа йышӑннӑ май йӗркелеме пулӑшать иккен.

Ырласа тенӗрен, турнира, чӑн та, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов, «Красное Знамя» ял хуҫалӑх кооперативӗн ертӳҫи, вӑл чӑваш парламенчӗн депутачӗ те, Петр Никифоров, Патӑрьел районӗнчи депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Владимир Глухов, Сӑкӑт ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Толстов пырса ҫитнӗ.

Хоккейла Сӑкӑт тата Тутар Сӑкӑт ял тӑрӑхӗсен ушкӑнӗсем вылянӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов хӑй те вылянӑ. Ӑна «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ» номинацире палӑртнӑ.

Сӑнсем (27)

 

Чӑвашлӑх Петр Метин профессор
Петр Метин профессор

Раштавӑн 4-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта «Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентессин ҫивӗч ыйтӑвӗсем» темӑпа филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Сӑкӑт ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Петр Метин профессор астӑвӑмне халалланӑ ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх семинарӗ иртнӗ.

Семинара И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш чӗлхипе литературин кафедрин доценчӗсем Николай Осипов, Ольга Скворцова тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культурологи профессорӗ Галина Ермакова, Патӑрьел районӗнчи шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хутшӑннӑ.

Тӗлпулӑва пухӑннисем чи малтанах Сӑкӑт масарӗнче канлӗх тупнӑ Петр Метин вил тӑприне ҫитсе пуҫ тайнӑ, чечек ҫыххи хунӑ. Ӗҫтешӗсем Петр Николаевича ырӑ сӑмахсемпе аса илнӗ.

Семинар малалла Сӑкӑт вӑтам шкулӗнче иртнӗ. Районти вӗрентӳ пайӗн информаципе методика центрӗн методисчӗ Елена Перепелкина семинара уҫнӑ май чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштанӑ, Петр Николаевичӑн тӗпчев ӗҫӗсене, вӑл кӑларнӑ кӗнекесемпе вӗрентекенсем хӑйсен кулленхи вӗрентӳ ӗҫӗнче усӑ курнине ҫирӗплетнӗ.

Малалла...

 

Культура Сӑкӑтри халӑх хорӗ
Сӑкӑтри халӑх хорӗ

Нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче пысӑк мероприяти иртнӗ. Халӑха культура ҫуртне пухӑнмалли сӑлтав та пулнӑ — унти халӑх хорӗ 80 ҫул тултарнӑ.

Сӑкӑтри хор — Чӑвашри аслӑ, паллӑ хорсенчен пӗри. Вӑл 1934 ҫулта йӗркеленнӗ. Хор республика тата Раҫҫей шайӗнче иртекен фестивальсене, пултарулӑх куонкурсӗсене хутшӑнса малти вырӑнсене пӗрре мар ҫӗнсе илнӗ. Кунта хормейстерӑн тата композиторӑн Петр Ильинӑн тӳпи питӗ пысӑк. Вӑл хора 30 ҫул ертсе пынӑ. Унччен ӑна Федор Нрти, Вениамин Телюков, Николай тата Игорь Медведевсем ертсе пынӑ. Халӗ ҫак тивӗҫе Николай Толстов пурнӑҫлать.

Уяв каҫӗнче чӑваш тата Раҫҫей композиорӗсен юррисене шӑрантарнӑ, чӑваш халӑх юррисене юрланӑ. Пултарулӑх ҫыннисене ЧР Патшалӑх Канашӗн элчисем, Патӑрьел районӗн тата Сӑкӑт ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем, Чӑваш Енри композиторсен ассоциацийӗ саламланӑ.

 

Республикӑра Варринчи — Николай Глухов
Варринчи — Николай Глухов

Халӗ тӳресемпе чиркӳ ҫыннисене час-часах юнашар курма пулать. Ҫӗршыв пуҫлӑхӗсем, ав, пысӑк уявсене чиркӗве кайнине телевизорпах кӑтартаҫҫӗ. Маларах тӗне кӗрес тесен те чиркӗве вӑрттӑн кайнӑ та, халӗ атеизм самани мар — чармаҫҫӗ.

Нумаях пулмасть Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов чиркӳ ҫыннисен хисепне тивӗҫнӗ. Ӑна сӑваплӑ Сергий Радонежскийӗн 700 ҫулхине халалланӑ партиарх паллипе чысланӑ. Ӑна Улатӑр тата Пӑрачкав епископӗ Феодор ҫурлан 20-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче пулнӑ чух ҫакса янӑ. Сӑкӑт тӑрӑхӗнче пулнӑ май чиркӳ ҫынни Патӑрьелти район пульницине те ҫитнӗ. Унта ӗҫлекенсем, сипленекенсем тата районта пурӑнакансем укҫа пухнипе ҫавӑнта сӑваплӑ Николай ячӗллӗ часовня уҫнӑ.

 

Республикӑра

Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт шкулӗ ҫумӗнче лагерь ӗҫлет. Нумаях пулмасть уна конкурс ирттернӗ. «Хӗвелпи» ачисем ирхине пухӑнса хӑйсен тӑрӑхӗнчи тавралӑха тӗпчес тӗллевпе экскурсие ҫула тухнӑ.

Ачасем Шӑнкӑртам, Марака юханшывӗсем хӗррипе ӳсекен курӑксен ячӗсем чӑвашла тата вырӑсла мӗнле пулнине пӗлнӗ. Вожатӑйсем ҫак курӑксем мӗнпе усӑллӑ тата пӗлтерӗшлӗ пулнине каласа кӑтартнӑ. Ҫак ӗҫре ачасене воспитательсем те пулӑшнӑ.

Ачасем анра ҫарӑка тӗл пулнӑ. Сар чечеклӗ ҫум курӑк чылай ҫӗрте ӳсет. Ку таранччен ачасем унӑн ятне пӗлмен те. Вырӑслине — пушшех те. Сурепка иккен. Пӗчӗкскерсем анра ҫарӑк чечекне пыл хурчӗсем юратнине пӗлнӗ. Суккӑр вӗлтӗрен мӗншӗн «суккӑр»? Йытпыршине мӗншӗн ҫапла каланӑ? Вун-вун ыйту ҫуралнӑ. Ачасем вӗсен хуравӗсене илтнӗ, астуса юлнӑ.

Экскурси вӗҫленсен шкулта конкурс ирттернӗ. Ачасем улӑх-ҫаранра пухнӑ курӑксенчен чечек ҫыххи ӑсталанӑ. Пӗтӗмпе тӑватӑ ҫыхӑ пулнӑ. Чи капӑрри — «Травушка-муравушка». Ӑна чи кӗҫӗннисен отрячӗ хатӗрленӗ. Иккӗмӗш вырӑна «Асамат кӗперӗ» йышӑннӑ. «Ҫӑлтӑрчӑк» тата «Чечексем» отрядсем — 3-мӗш вырӑнта.

Малалла...

 

Вӗренӳ «Хӗвелпи» лагерьте канакансем
«Хӗвелпи» лагерьте канакансем

Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт шкулӗн 1–4-мӗш класӗсенчен вӗренсе тухнӑ хӗрачасемпе арҫын ачасем каникулӑн малтанхи уйӑхне шкул ҫумӗнче уҫӑлнӑ «Хӗвелпи» лагере ҫӳреме пикеннӗ. Унта вӗсем ирхи 8 сехет ҫурӑ тӗлне пуҫтарӑнаҫҫӗ. Малтанах ачасем линейкӑна тӑраҫҫӗ, унтан ирхи хусканусем тӑваҫҫӗ.

Ирхи апат хыҫҫӑн тӗрлӗ конкурс, вӑйӑ, ӑмӑрту иртет. Кӑнтӑр апачӗ хыҫҫӑн юрӑ-ташӑ, клуб сехечӗсем йӗркелеҫҫӗ.

Ачасемпе пӗрлех вожатӑйсем (вӗсем — 7, 8-мӗш класра вӗренекен хӗрачасем), воспитательсем (кусем — шкулта вӗрентекенсем) кунӗпех пӗрле. Пурте вӗсем вӑхӑт кӑсӑклӑ, сисӗнмесӗр ирттӗр, лагерь кунӗсем асра юлччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ тесе ӗнентерет Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ял тӑрӑхӗ.

Сӑнсем (20)

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере кӑштах хӑвартлӑха чакарса пӗччен пулас, тӗллевсем пирки шутлас килӗ. Шлати сасса итлесе тӗрӗс йышӑну тӑвӑр — кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр. Пулӑмсене ан васкатӑр — кашнин хайӗн вӑхӑчӗ.

Пуш, 25

1897
129
Трофимов Захар Трофимович, генерал-майор ҫуралнӑ.
1898
128
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор ҫуралнӑ.
1909
117
Иванова Мария Петровна, чӑваш актриси, режиссёрӗ ҫуралнӑ.
1923
103
Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ ҫуралнӑ.
1926
100
Николаев Георгий Николаевич, доцент, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ ҫуралнӑ .
1927
99
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1933
93
Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1936
90
Юрьев Элли Михайлович, чӑваш халӑх художникӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Алферова Надежда Валентиновна, чӑваш халӑх артистки ҫуралнӑ.
1952
74
Виноградова Людмила Геннадьевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ промышленность ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1960
66
«Шупашкар керамики» савута хута янӑ.
1961
65
Гордеев Николай Васильевич, театр актёрӗ, чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1971
55
Красноармейски районӗнче Ҫурткасси ялне пӗтернӗ.
1977
49
Марков Борис Семёнович, чӑваш артисчӗ, режиссёрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1993
33
Улатӑрти ӳнер музейне уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын