Ҫӗрпӳ районӗнчи пульницӑра ӗҫлекен тухтӑрсенчен пӗри хӗрарӑма чирлет тесе пульница хучӗ памалла тунӑ. Ырӑ кӑмӑллӑ тухтӑра лешӗ 2 пин тенкӗ укҫа тыттарнӑ.
Усалпа вӗҫленнӗ ҫак ӗҫ пӗлтӗрхи ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Чирлӗ мар ҫынах хӑйне чирлӗ пек кӑтартас тенӗ. Пулӑшма килӗшекен тухтӑра вӑл ӗҫ пӳлӗмӗнчех укҫа тыттарнӑ.
РФ Тӗпчев комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби хӑйӗн сайтӗнчи кӗске хыпарта мӗнпур вӑрттӑнлӑха уҫӑмлатман та, суя ҫиеле епле тухни паллӑ мар. Анчах 2 пин тенкӗлле ырӑ тӑвас тени тухтӑршӑн хакла ларнӑ. Сӗтев илнӗ тесе ун пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарса 110 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Унсӑр пуҫне тухтӑрӑн 1,5 ҫул хушши шурӑ халат тӑхӑнма май килмӗ — шӑпах ҫав вӑхӑтлӑха ӑна врачра ӗҫлеме чарнӑ.
Ҫак кунсенче Шупашкарта медицина апписен канашлӑвӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Тухтӑрсен тӗп пулӑшуҫисене Пӗтӗм тӗнчери медаппасен кунӗпе саламласа парнесемпе хавхалантарнӑ.
ЧР сывлӑх министрӗ Алла Самойлова сывлӑх сыхлавӗ медицина апписемсӗр ӗҫлейменнине палӑртнӑ. Тухтӑрсем вӗсемсӗр хӑйсене алӑ ҫук пекех туяҫҫӗ.
Опытлӑ медаппасем вара, унчченхипе танлаштарсан, халӗ ӗҫлеме ҫӑмӑлрах пулнине палӑртнӑ. Халӗ тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗр, пӗр хутчен усӑ курмалли инструментсем пур-ҫке.
Паян куҫӑн мар майпа аслӑ пӗлӳ те илме май пурри лайӑх. Унччен куҫӑн-куҫӑн мар майпа ҫеҫ вӗрентнӗ. Ун чухне районсенчи медаппасем каҫхине вӗренме килеймен.
Республикӑра медицина апписем валли вӗренӳ семинарӗсем, конференцисем иртеҫҫӗ. Паллах, йывӑрлӑхсем те ҫук мар. Хӑш-пӗр пульницӑра ҫамрӑк специалистсем ҫитмеҫҫӗ. Ҫапах шурӑ халатлисем халӑха май килнӗ таран пулӑшу кӳме тӑрӑшаҫҫӗ.
Ку вырсарникун, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, «Раҫҫей 1» телеканал эфирӗнче Дмитрий Киселевӑн «Вести недели» автор программинче Чӑваш Республикине халалланӑ ятарлӑ репортаж тухӗ.
Телеканалӑн ӳкерӳ ушкӑнӗ Тӑвай тата Ҫӗрпӳ районӗсенче пулса курнӑ. Вӗсем унта хресчен фермер хуҫалӑхне, акушер пунктне кӗрсе тухнӑ.
Кунсӑр пуҫне федераци телеканалӗн телекамера объективне Шупашкарти федераци травматалоги, ортопеди тата эндопротезировани центрӗ, Трактор савучӗ, «Олимпийский» стадион, Чӑваш драма театрӗ тата ыттисем лекнӗ.
«Вести недели» вырсарникун эфира каҫхи 8 сехетре тухӗ.
РФ Сывлӑх министерствин ҫӗнӗ хушӑвӗ ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, малашне профессионал водительсене те, ҫав шутра харпӑр усламҫӑсене те, рейса тухас умӗн тухтӑр тӗрӗслӗ. Пассажирсене тата сиенлӗ тиев турттаракансен вара рейс хыҫҫӑн та тӗрӗсленме тивӗ.
Тӗнче тетелӗнчи канашлура ҫынсем ҫакна ырласа йышӑннӑ. Сисчӗвленмелли пурах ҫав. Ав нумаях пулмасть Шупашкарти Эльмен урамӗнче 37-мӗш маршрут водительне тытса чарнӑччӗ. Ҫынсене ир-ирех ӳсӗр турттарнӑ-мӗн вӑл.
Ӗҫпе тивӗҫтерекенсен кунашкал медтӗрӗслевсене хӑйсен укҫипе ирттерме тивӗ. Медиксен лицензиллӗ пулмалла. Тӗрӗслеве ятарлӑ службӑсен водителӗсем, васкавлӑ шӑнкӑравпа ҫула тухаканскерсем, ҫеҫ хутшӑнмасан та пултараҫҫӗ.
Ведомство хушӑвӗнче тӗрӗслев мӗнле иртессине те палӑртнӑ: ӳт температурине, чӗре мӗнле тапнине, юн пусӑмне виҫӗҫ, ӳсӗр пулнипе пулманнине тӗрӗслӗҫ.
Алкотестер юнра алкоголь пулманнине ҫирӗплетет, анчах тухтӑр иккӗленет пулсан водителӗн шӑкне анализ тума пултарӗҫ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, ку ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑха ӳстерме пулӑшӗ.
Тухтӑрсене хатӗрлемелли институт ҫумӗнче вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи медицинӑна халалланӑ экспозици уҫӑлать. «Медицина историйӗ» музей ыран, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ӗҫлеме тытӑнӗ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.
ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, музее Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалласа уҫӗҫ. Пӗрремеш экспозицие вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи медицинӑна халаллӗҫ.
Курава килнӗ хӑнасем тухтӑрсен, медицина сестрисен сӑнӳкерчӗкӗсене, вӗсен япалисене, ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, Чӑваш Енри 16 эвакогоспитальте ӗҫленӗ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи санинструкторсене курма пултареҫ.
Кунсӑр пуҫне унта килнисем палата, медсестра пӳлӗме, эвакогоспиталь пуҫлӑхӗн пӳлӗме мӗнлерех пулнисене курма пултарӗҫ. Музее уҫнӑ ҫӗре медицина ӗҫченӗсем — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем — хутшӑнӗҫ.
Чӑваш Енре «Авто-МотоДонор» акци иртет. Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗччен республикӑра пурӑнакансене ҫул ҫинчи инкекре суранланнисене пулӑшмашкӑн юн пама чӗнеҫҫӗ.
Республикӑри юн илекен станцире авто- тата мотоклубсен пайташӗсене, профессионал водительсене, ҪҪХПИ ӗҫченӗсене тата пурне те, кӑмӑл пуррисене, кӗтеҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗччен донор пункчӗ Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра ӗҫлӗ. Регистратурӑна 8(8352) 45-37-05 номерпе шӑнкӑравлама пулать. Юн илекен станцие пыракансен хӑйсемпе пӗрле паспорт пулмалла. Вӗсен Чӑваш Енре регистрацире ҫур ҫултан кая мар тӑмалла.
«Авто-МотоДонор» акцие республикӑра пӗр ҫул кӑна ирттермеҫҫӗ. Медицина ӗҫченӗсем юн паракан ҫыннӑн станцие тепӗр ҫур ҫултан пырса анализсем памаллине асӑрхаттараҫҫӗ. Ку вӗсен юнӗ хӑрушлӑх кӑларса тӑратманнине ҫирӗплетӗ. Ара, ӑна сипленмелли учрежденисене яраҫҫӗ-ҫке-ха.
Савӑнӑҫлӑ ҫак пулӑм маларахах пулса иртнӗ-ха. Акан 15-мӗшӗнче. Анчах Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен порталӗнче кун пирки ӗнер хыпарланӑ.
Маларах асӑннӑ ҫав кун РФ Сывлӑх сыхлав министерствин пӗтӗмлетӳллӗ коллегийӗ иртнӗ. Унӑн вӑхӑтӗнче Раҫҫейӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Вероника Скворцова маттур тухтӑрсенсен пӗрисене патшалӑх наградисемпе чысланӑ. Пысӑк шайри хисепе тивӗҫнисен шутӗнче Чӑваш Енри тухтӑр та пулнӑ. Ку вӑл — Татьяна Зольникова неонатолог. Татьяна Васильевна Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче кӗҫӗн ҫулхисен уйрӑмне ертсе пырать. Сывлӑх сыхлавӗнчи унӑн стажӗ — 37 ҫул. Пысӑк квалификациллӗ тухтӑра «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ врачӗ» хисеплӗ ят панӑ.Т. Зольникова ача тухтӑрӗ ку ят хӑйшӗн кӗтменлӗх пулнине палӑртнӑ.
Ака уйӑхӗн иккӗмӗш ҫурринче ҫулсерен иммунизаци эрни иртет. Унпа килӗшӳллӗн кӑҫал тухтӑрсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене прививка тӑвӗҫ.
Ку вакцина пневмококковлӑ инфекцие хирӗҫ пулӗ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, микробсем ватӑ ҫынсен ӳпкине шыҫӑнтараҫҫӗ. Кунашкалли ан пултӑр тесе шурӑ халатлӑ специалистсем прививка тума сӗнеҫҫӗ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн тата социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ Наиля Зинетуллина каланӑ тӑрӑх, вакцинопрофилактика халӑха 80 процентран кая мар хӳтӗлет.
Ҫитес вӑхӑтра республика хыснинчен пневмококковлӑ вакцина туянмашкӑн 3 миллион тенке яхӑн уйӑрӗҫ. Республикӑри мӗнпур ветерана прививкӑна тӳлевсӗр тӑвӗҫ.
Пульницӑна никамӑн та йӑпӑр-япӑр каяс килмест. Тунтикунтан пуҫласа эрнекунччен ӗҫлекен ҫынсен уйрӑмах йывӑр унта ҫитме. Кӑҫалтан республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин медицина учрежденийӗсем ҫынсем валли шӑматкунсерен Уҫӑ алӑксен кунне ирттерессине пӗлтереҫҫӗ. Тӗплӗнрех ку графикпа ҫак каҫӑпа cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=11&id=1995590 иртсе паллашма пулать.
Уҫӑ алӑксен кунӗнче пульницӑна ҫитесе тесен малтаналаса ҫырӑнмалла мар тесе ӗнентерет республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерстви хӑйӗн сайтӗнче. Паспорт тата медицина полисӗ вара кирлех.
Тухтӑрсем патне ҫитнӗ май хӑвӑра пӑшӑрхантаракан ыйтусене уҫӑмлатма май килӗ. Ансӑр специалистсем (кунта офтальмолог, кардиолог, эндокринолог, онколог, фтизиатр тата ыттисем кӗреҫҫӗ) канашпа пулӑшӗҫ.
Пурнӑҫра кирлӗ эмелсен йышне кӗрекен препаратсене малашне хаклӑрахпа сутлӑха кӑларма тытӑнӗҫ. Кун пирки Раҫҫейӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Вероника Скворцова ТАСС ирттернӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ.
Маларах асӑннӑ списока кӗрекен эмелсен чи йӳнӗ хакӗ хальлӗхе 50 тенкӗрен йӳнӗрех, вӑтам хаклисем — 50 тенкӗрен пуҫласа 500 тенкӗ таран тӑраҫҫӗ.
«Улшӑнӑва ҫирӗплетнӗ, тивӗҫлӗ саккуна кӑларнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра правительство йышӑну кӑлармалла. Чи пӗчӗк хаклисем 30 процент таран хӑпармалла, вӑтам сегмента кӗрекеннисем — 11,4 процент», — ӑнлантарнӑ сывлӑх министрӗ.
Пурнӑҫра кирлӗ эмелсен переченьне кӗрекен эмелсене кӑларасси хальхи вӑхӑтра тӑкаклине кура вӗсене пачах та кӑларма пӑрахӑҫласран шикленнипе хака ӳстерме йышӑннӑ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Матвеев Тимофей Матвеевич, чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӳкеҫре хут вӗрентекен шкул уҫнӑ. | ||
| Ухсай Мария Дмитриевна, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Митта Петр Егорович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗнӗ ял» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Иванов Владимир Миронович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимухха Хӗветӗрӗ, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ГУЛАГ лагерӗнче вилнӗ. | ||
| Митта Петр Егорович, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Егоров Василий Георгиевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Николаев Георгий Николаевич, доцент, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |