Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫынсене хӑйсен ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ.
Ун патне пыракансенчен кашниех тӗрлӗ ыйту хускатнӑ. Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ ял старости, Шалти ӗссен тытӑмӗнче ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ Юрий Петров ялта клуб ҫуккишӗн пӑшӑрханнине пӗлтернӗ.
Шупашкарӑн Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ микрорайонӗнче пурӑнакан хӗрарӑм Энтузиастсен урамӗнче пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисне уҫтарттарасшӑн. Алькешра пурӑнакан хӗрарӑм хӑй пурӑнакан тӑрӑхра ача-пӑча нумай, вӗсене валли пахча кирлӗ тесе каланӑ.
Муркашри Колесниковсен ҫемйи йышӑнӑва ултӑ ачаран виҫҫӗшне ертсе пынӑ. Малтан вӗсем хӑйсене район центрӗнче 72 тӑваткал метрлӑ хваттер уҫҫине ҫывӑх вӑхӑтра парассине пӗлтерсе тав тунӑ. Аслисемпе йышӑнӑва пынӑ ачасем хӑйсене ЧР Элтеперӗн ёлкине билет пама ыйтнӑ та йышӑнура вӗсене билетлӑ тунӑ.
Сӑнсем (9)
Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявӗ умӗн ырӑ ӗҫ тунӑ. Вӗсем «Донор кунӗ» ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑннӑ.
Кашни тумлам юн ҫын пурнӑҫне ҫӑлать. Ку профессире вӑй хуракансене ҫакна ӑнлантарма кирлӗ мар ӗнтӗ: ҫӑлавҫӑсем хӑйсемех питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ.
Юн пама килекен кашни ҫыннах медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухать. Донортан 450 миллилитр юн илеҫҫӗ. Юлашки 5 ҫулта 50 ытла ҫӑлавҫӑ донор пулнине палӑртмалла. Вӗсем ыркӑмӑллӑх акцийӗсене час-часах хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче кашнинчех юн паракансем нумайланса пыраҫҫӗ.
2011 ҫултанпа ҫӑлавҫӑсем акцие тӑтӑшах хутшӑннӑ. Унтанпа вӗсенчен 400 ытла хутчен юн илнӗ.
Ҫак вӑхӑтра, кӗр вӗҫӗнче тата хӗл пуҫламӑшӗнче, ҫынсем ОРВИпе тата гриппа чирлеме тытӑнаҫҫӗ. Халӗ ав урамра нӑшлатса ҫӳрекен, апчхулатакан ҫын нумай. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи сезонта «грипп эпидемийӗ» кӑрлач уйӑхне лекӗ. Анчах паянхи кун та чирлекенсем самаййӑн.
Паллах, никамӑн та чирлес килмест. Анчах ку аптекӑсемшӗн питӗ тупӑшлӑ тесе калас килет. Ара, Шупашкарта миҫе аптека пулнине шутланӑ-и эсир? Кашни утӑмрах, кашни чарӑнурах… Шутлама пуҫласан ҫухалса кайма пулать. Ҫапах кашни аптекӑнах ҫынсем кӗреҫҫӗ-тухаҫҫӗ… Пурте эмел туянаҫҫӗ. Ӑҫта ан кӗр – пур ҫӗрте те халӑх, пурне те эмел кирлӗ.
Нумаях пулмасть, ҫак кунсенче, юлташӑм чирлерӗ. Иксӗмӗр аптекӑналла ҫул тытрӑмӑр. Пӗр эрне маларах хам та пырпа аптӑраса ӳкнӗччӗ те ӑна «Амброксол» туянма сӗнтӗм. Ара, вӑл хаклах мар-ҫке-ха. Аптекӑна кӗтӗмӗр. «Чи йӳнӗ хаксем» тесе ҫырнине. «Ладушка» текеннине. Халӑхра унта йӳнӗ тесе калаҫаҫҫӗ вӗт. Анчах хӑшӗ-пӗри ҫакна хирӗҫлет. Фармацевтран ҫак эмеле пама ыйтрӑмӑр. Пур тет, анчах темле «гексал» тесе ҫырни.
Паян, раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Шупашкарта халӑх йышлӑ пухӑннӑ акци иртнӗ. «Тухтӑрпа пӗрле уҫӑлса ҫӳретпӗр» акцие нумай ҫын хутшӑннӑ.
Акцие час-часах ирттереҫҫӗ. Ӑна чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсенчен сыхланас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Паянхи акцие 7,5 пин ҫын тухнӑ.
Акцие хутшӑннисен йышӗнче учрежденисенче, предприятисенче, организацисенче ӗҫлекен ушкӑнсем пулнӑ. Старта тухас умӗн шӑм-шака ҫемҫетмелӗх кӑштах зарядка тунӑ.
Ҫул ҫинче ӑшӑнмашкӑн икӗ «кухня» йӗркеленӗ. Унта вӗри чейпе сӑйланӑ. Акци вӑхӑтӗнче Шупашкарти хӑш-пӗр урамра транспорт ҫӳреймен — ҫула пӳлнӗ.
Халӑха пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерес ыйтӑва ҫӗршыв Правительстви ҫирӗп тӗрӗслеве илни пирки ӗнер Кировра иртнӗ канашлура Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи полномочиллӗ пайтаҫи Михаил Бабич каланӑ.
Медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне ӳстерес ыйтупа ҫыхӑннӑ канашлӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, РФ сывлӑх сыхлавӗн министрӗн ҫумӗ Сергей Краевой, Раҫҫей Генеральнӑй прокурорӗн ҫумӗ Сергей Зайцев, Наци медицина палатин президенчӗ Леонид Рошаль тата ыттисем пуҫтарӑннӑ.
Пухӑннисем паянхи пурнӑҫра пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗсен калӑпӑшӗ вӗсене уйӑракан укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗпе тӳр килменнине палӑртнӑ, хӑш-пӗр пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗсемпе тивӗҫтерекенсене уйрӑммӑн укҫа-тенкӗ уйӑрмалли пирки сӳтсе явнӑ. Михаил Бабич сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне кирлӗ пек шайра оптимизацилеменнине палӑртнӑ. «Регионсенче харпӑр хӑй йышӑннӑ методикӑпа килӗшӳллӗн сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсене оптимизацилеме пуҫланӑ, ӑна пула вара хӑш-пӗр ял пачах та объектсемсӗр тӑрса юлнӑ. Раҫҫей Президенчӗ федераци шайӗнче учрежденисене оптимизацилесси пирки методика йышӑнма тӗллев лартнӑ.
Республикӑри пульницӑсенче сестрасен приемӗн пӳлӗмӗсене уҫма палӑртнӑ. Ку пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсемшӗн меллӗ пулӗ.
Ҫӗнӗлӗхе «Пациент ячӗпе» проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫа кӗртӗҫ. Пациентсене йышӑннӑ чухне направлени ҫырса парасси, анализсене тишкересси, рецептсем ҫырса парасси нумай вӑхӑт йышӑнать-ҫке-ха.
Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче вара тухтӑрсене ҫӑмӑллӑх кӳме палӑртнӑ. Ку пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсене пырса тивет. Пульницӑра чирлисене «сортировка» тӑваҫҫӗ. Медаппасем камӑн тухтӑр патне каймаллине палӑртаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрине унӑн пулӑшӑвӗ кирлӗ маррине пӗлтереҫҫӗ. Асӑннӑ пульницӑра медаппасем урлӑ специалист патне ҫырӑнма пулать. Паллах, ку тухтӑр сӑнаса тӑнӑ чухне иртет. Ҫапах ку унӑн вӑхӑтне перекетлеме май парать.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, кун пек йӗркене Шупашкарти пур поликлиникӑра та пурнӑҫа кӗртесшӗн.
Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ тӗп тухтӑрсен шалӑвӗпе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Чӑваш Енри пульницӑсенчи тӗп тухтӑрсен шалӑвӗ ҫулталӑкра 5 миллиона ҫывхарнӑ.
Пуҫлӑхсем ун чухлӗ укҫа илни ахаль тухтӑрсене тӗлӗнтерет пулӗ те, анчах хӑш-пӗр регионта тӗп врачсем тата нумайрах илеҫҫӗ-мӗн.
Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ ҫӗршывӑн 17 регионӗнчи шурӑ халатлисен шалӑвӗпе кӑсӑкланнӑ.
Тӗп тухтӑрпа ахаль медицина ӗҫченӗн ҫулталӑкри шалӑвӗ хушшинчи уйрӑмлӑх 4 хутран пуҫласа 200 хут таран пулнине асӑрханӑ халӑх фрончӗн хастарӗсем.
Чӑваш Енре, Калмӑк Республикинче, Карелинче, Хакас Республикинче, Брянск, Воронеж, Орлов, Пенза облаҫӗсенче тата Камчаткӑра тӗп тухтӑрсен ҫулталӑкри шалӑвӗ 5 мимллиона ҫывхарнӑ. Тувара 65 миллионтан иртнӗ, Тутарстанра 24–25 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
«Русфонд» ыркӑмӑллӑх фончӗ ачасене малалла пулӑшать. Хальхинче Шупашкарта пурӑнакан 11-ти Захар Романова пулӑшу кирлӗ. Вӑл карланкӑн папилломатозӗпе чирлет.
Захара операци темиҫе хут та тунӑ. Анчах сиплев вӗҫленмен-ха. Сывалмашкӑн пулӑшу кирлӗ ӑна. Кун валли 5542 номер ҫине «дети» тесе ҫырса ямалла. СМС ҫыру яма 75 тенкӗ илеҫҫӗ.
Захар мӗн ҫуралнӑранпах йывӑррӑн сывлать. Карланкинче яланах папилломӑсем ӳсеҫҫӗ те сывлав ҫулне пӳлеҫҫӗ. Виҫӗ уйӑхра реанимацие лекнӗ вӑл. Анчах операцисем тусан та лару-тӑру улшӑнман. Ӑна Мускаври тухтӑрсем сиплеме пуҫланӑ. Ку таранччен ӑна 40 ытла операци тунӑ. Кашнине — наркозпа. Халӗ карланкине ятарлӑ пӑрӑх лартнӑ.
Захар шкулта дистанци мелӗпе вӗренет. Унӑн сывалас шанчӑк пур. Анчах укҫа кирлӗ — 3 209 468 тенкӗ. «Коммерсант» хаҫат вулаканӗсем тата Русфонд 552 968 тенкӗ уйӑрӗҫ, «Пӗтӗм тӗнчери финанс клубӗ» банк 280 тенкӗ парӗ. «Пӗрремӗш канал» 2 миллион ытла тенкӗ пухма палӑртнӑ. «Чӑваш Ен» ПТРК 50 пин тенкӗ пухасшӑн.
Онкологи чи усал чиртен пӗрине пурте пӗлеҫҫӗ. Чире вӑхӑтра палӑртса ҫийӗнчех сиплеме ыттӑнсан амака ҫӗнтерме пулать тесе лӑплантараҫҫӗ-ха тухтӑрсем. Шупашкарта вырнаҫнӑ республика шайӗнчи онкологи диспансерӗ ҫумӗнче тума пуҫланӑ хирурги корпусне специалистсем пысӑк шанӑҫпа кӗтеҫҫӗ. Специалистсенчен ытла вӑл чирлисене кирлӗ тесен те тӗрӗс.
Ӗнер, раштавӑн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ултӑ хутлӑ ҫав корпуса тӑвасси епле пынипе паллашнӑ. Ӑна хута янин хакӗ 950 миллион тенкӗпе танлашать. Хирурги объектне 2012 ҫулта тума тытӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра шалти ӗҫсем пыраҫҫӗ-мӗн: стенасене йӗркене кӗртеҫҫӗ, урайсене сараҫҫӗ, электричество, вентиляци, сантехника ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ.
Хирурги корпусне туса пӗтерме килес ҫул федераци хысничнен 294 миллион тенкӗ уйӑрасса шанаҫҫӗ. Республика бюджетӗнче 68,7 миллион пӑхса хӑварнӑ.
Ҫӗнӗ корпуса хута ярсан ҫулталӑкра 5 пин операци тума май килӗ.
Сӑнсем (11)
Шупашкарти «Садовый» микрорайонта поликлиника пулӗ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ун валли вырӑн хатӗр ӗнтӗ.
Ку вырӑн пирки тахҫанах судра тавлашусем пыраҫҫӗ ӗнтӗ. Б.Хмельницкий урамӗнчи 123-мӗш «а» ҫуртра пульница пур-ха. Анчах вӑл пӗчӗк, микрорайона пурӑнма куҫакан халӑха йышӑнса пӗтереймест.
Ку ыйтӑва татса панӑ халӗ. Ҫырла тӑкӑрлӑкӗнчи 2-мӗш ҫурта поликлиника хута ямашкӑн панӑ. Унччен ӑна Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗ илесшӗн пулнӑ.
Поликлиникӑна туса пӗтерсен вӑл аслисене те, кӗҫӗннисене те йышӑнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.01.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -10 - -12 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Славолюбова Зоя Сергеевна, журналист, хӗрарӑмсен совет юхӑмне йӗркелекенни ҫуралнӑ. | ||
| Мазяков Юрий Емельянович, чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |