2018 ҫулта Корейӑри Пхенчханра хӗллехи Олимп вӑййисем иртӗҫ. Унта кайма пултаракан спортсменсене укҫа парса хавхалантарӗҫ.
Ҫак кунсенче Иван Моторин премьер-министр чӑваш спортсменӗсене стипенди парасси пирки распоряжение алӑ пуснӑ. Документпа килӗшӳллӗн, Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ спортсменсем 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗччен уйӑхсерен 30 пин тенкӗ стипенди илӗҫ.
Ҫав йыша Татьяна Акимова биатлонистка, Дмитрий Мулендеев фристайлҫӑ кӗнӗ. Резерва кӗнӗ спортсменсем уйӑхсерен 15 пин тенкӗ илӗҫ. Вӑл йышра — Лана Прусакова фристайлҫӑ тата Вячеслав Акимов биатлонист.
Пур стипендиат та Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Лапсар ялӗнче ӗнер ял уявӗ иртрӗ. Ӑна спортпа ҫыхӑнтарчӗҫ. Сӑлтавӗ те ҫук мар — ку ялта спортпа туслӑ ҫынсем сахал мар. Спорт мастерӗсене ял сахал мар ӳстернӗ.
Чи малтанах спорт уявне ачасем уҫрӗҫ — вӗсем ӑмӑртмалла велосипедпа ярӑнчӗҫ. Шкула каяканнисем те, ача пахчине ҫӳрекенсем те педаль ҫавӑрчӗҫ.
Ял уявӗ вырӑнти тӳре-шарасӑр иртмерӗ. Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Иванов пухӑннӑ халӑха уяв ячӗпе саламларӗ, ялти хастар ҫынсене хисеп хучӗсемпе чысларӗ. Уйрӑм парне ялти чи ватӑ кинемее лекрӗ. Ӑна вӑрӑм кун-ҫул тата ҫирӗп сывлӑх сунчӗҫ.
Ял уявне вӗтӗ ҫумӑр пӗрре те кансӗрлемерӗ, ял халӑхӗ пӗчӗк концертра савӑнчӗ.
Паян Рио-де-Жанейрӑра Паралимп вӑййисем пуҫланнӑ. Унта пирӗн ҫӗршыв командине кӗртменнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
Ҫутҫанталӑк ахаль те кӳрентернисене Пӗтӗм тӗнчери паралимп комитечӗ те кӳрентерни тӗлӗнмелле пек те, анчах пысӑк пуҫлӑхсене, ҫитменнине, политикӑпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене хирӗҫ спортсменсем хӑйсем тӗллӗн кӑна тӑраймӗҫ. Уйрӑмшар ҫӑхав ҫырни те пӳлӑшман.
Паралимп вӑййисене хутшӑнма тивӗҫ спортсменсене кӑштах та пулин хавхалантарас тесе пирӗн ҫӗршывра ҫак уйӑхӑн 7—9-мӗшӗсенче Мускав облаҫӗнче тупӑшусем иртмелле.
Раҫҫейри ӑмӑртӑва Лондонри Паралимп вӑййисенче виҫӗ хутчен ылтӑн медале тивӗҫнӗ ҫӑмӑл атлетка Елена Иванова (Свиридова) та хутшӑнӗ.
Елена Ивановӑччен пирӗн республикӑри спортсменсем Паралимпиада медальне илсе курман. Елена мӑшӑрӗ Владимир Свиридов та 2012 ҫулта Паралимп вӑййинче инҫӗшне сикессипе бронза медале ҫӗнсе илнӗ.
Ҫак кунсенче Патӑрьел районӗнче «Авангард» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. «Паттӑр» стадиона спорта юратакансем пухӑннӑ.
Ӑмӑртӑва 600 ытла ҫын хутшӑннӑ. Тупӑшӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ май вырӑнти «Олимп» командӑна чысланӑ. Вӑл Чӑваш Енре хоккей енӗпе чемпион пулса тӑнӑ. Команда лигӑра 14 вӑйӑ вылянӑ.
Чемпионсем ӑмӑртӑва та хастар хутшӑннӑ. Ун чухне 11 номнацире тупӑшнӑ. Ача пахчисен хушшинче Пӑлапуҫ Пашьелти ҫӗнтернӗ. Республикӑри эстафетӑна каймашкӑн вара Ишлӗ тата Аслӑ Арапуҫ командисем тивӗҫнӗ.
Тӗп редактор Нина Мазякова ку ӑмӑрту хаҫата рекламӑлани кӑна мар, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма хӑнӑхтарни те пулнине палӑртнӑ. Кӗҫех «Советская Чувашия» хаҫат эстафета ирттерет. Ку ӑмӑрту вара патӑрьелсемшӗн тӗп репетици пулнӑ.
Нумаях пулмасть тӗнче шайӗнче шашка енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Пирӗн ентешсем унтан таврӑннӑ. Пушӑ алӑпа килмен вӗсем.
Ӑмӑрту Болгарире ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ та авӑнӑн 2-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. Унта 17 ҫӗршыври 260 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Шашка енӗпе Азербайджан, Беларуҫ, Болгари, Латви, Литва, Эстони, Польша, Германи, Франци, Израиль, Украина, Молдова, Румыни, Казахстан, Узбекистан, Туркменистан тата Раҫҫей спортсменӗсем вӑй виҫнӗ.
Чӑваш шашисчӗсем ӑмӑртуран 5 ылтӑн медаль илсе килнӗ. 8 ҫулти Артем Тихонов черетлӗ ҫитӗнӗвӗпе савӑнтарнӑ. Вӑл 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Даниил Леонидов та каллех маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. Вӑл ылтӑн тата кӗмӗл медальсене тивӗҫнӗ.
Авӑн уйӑхӗн 14–18-мӗшӗсенче велоспорт-шоссе енӗпе Европа чемпионачӗ иртет. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн арҫынсен пӗрлештернӗ командине Чӑваш Ен спортсменӗ кӗртнӗ.
Францире иртекен ӑмӑртӑва Чӑваш Ен тата Раҫҫей чысне хӳтӗлемешкӗн Павел Брутта кайӗ. Вӑл кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче Раҫҫей чемпионатӗнче кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.
Павелсӑр пуҫне Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине тепӗр 7 спортсмен кӗнӗ. Харпӑр тата ушкӑнпа кам чупассине хальлӗхе палӑртман.
Раҫҫейри спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ Михаил Мамиашвили чӑваш спортсменкинчен Инна Тражуковӑран иккӗмӗш хут каҫару ыйтнӑ. Хальхинче спортсменка ӑна йышӑннӑ, тавӑҫа каялла илнӗ.
Аса илтерер: Мамиашвили Тражуковӑна Олимп вӑййисенче пӑхӑр медаль илменшӗн ҫутӑлтарса янӑ. Инна вӑл пӗрремӗш хут каҫару ыйтсан йышӑнман.
Тражуковӑн тренерӗсенчен пӗри Борис Чернов спортсменка тавӑҫа каялла илнӗшӗн тӗлӗннӗ. Ара, Инна Мамиашвилие питӗ кӳреннӗ, мӗншӗн тесен лешӗ ӑна Тӑван ҫӗршыв сутӑнчӑкӗ тесе каланӑ.
Инна халӗ — Чӗмпӗр облаҫӗнче, Чӑваш Енре унӑн тӑванӗсем юлман. Инна Риори ӑнланманлӑх пирки калаҫасшӑн мар. Тавӑҫа каялла илнине унӑн ашшӗ те ырланӑ. Инна халӗ лайӑх канса тепӗр Олимпиадӑра медаль ҫӗнсе илме ӗмӗтленет.
2004 ҫултанпа авӑн уйӑхӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Андриян Николаев космонавта халалласа велучупу иртет. Кӑҫал спортсменсем авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫула тухӗҫ, Ҫӗнӗ Шупашкартан Шуршӑла ҫитӗҫ.
Кӑҫал ҫулсене юсанӑ май спортсменсем хулара вӗлесипедпа ярӑнмӗҫ, тӳрех космонавт ҫуралнӑ яла кайӗҫ. Старт «Химик» культура керменӗ умӗнче пуҫланӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкартан Шуршӑла ҫитсе килмешкӗн — 40 ҫухрӑм. Ҫавӑнпа ҫак дистанцие парӑнтарма пултаракан велочупуҫӑсене старта чӗнеҫҫӗ.
Кӑҫал велоколоннӑна Юрий Степановпа Павел Попов ертсе пырӗҫ. Ҫӗрпӳри Владимир Николаев унта пӗрремӗш хут хутшӑнӗ. Вӑл педале сылтӑм урипе ҫеҫ ҫавӑрӗ. Юрий Степановпа Павел Попов вара педале ятарлӑ хатӗрпе ҫавӑрӗҫ, вӗсен хенбайк пулӗ.
Кӑҫал Андриян Николаев пурӑннӑ пулсан 87 ҫул тултарӗччӗ. Ҫавна май тепӗр старт пулӗ. Вӗсем Шуршӑлтан Кӳкеҫе, 87 ҫухрӑмран кая мар, велосипедпа кайӗҫ, Шупашкар районӗнчи паллӑ вырӑнсемпе паллашӗҫ.
Рио-де-Жанейрӑра иртекен Паралимп вӑййисене Раҫҫей спортсменӗсем хутшӑнаймӗҫ. Ҫутҫанталӑк вӗсене ахаль те кӳрентернӗ… Ӑмӑртӑва яманни чылайӑшӗн чунне хуҫнӑ.
Анчах хӑшӗ-пӗри пуҫ усман. 100 ытла паралимпиец Пӗтӗм тӗнчери Олимп комитетне ыйту ҫырнӑ. Вӗсене хӑҫан пӑхса тухасси паллӑ мар-ха.
Чӑваш Ен спортсменки, Лондонри Олимп вӑййисенче виҫӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ Елена Ивановӑн (халӗ — Свиридова) та медальсемшӗн кӗрешмеллеччӗ. Вӑл Риона каяс тесе комитета ҫыру ҫырман. Пӗр ача амӑшӗ кун пирки вуҫех калаҫасшӑн мар.
Паралимпиецсене Рио-де-Жанейрӑна кайма ирӗк паманнине кура РФ Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫей шайӗнче тупӑшу йӗркелеме сӗннӗ. Елена Ивановӑна унта кайма сӗнсен вӑл иккӗленсе тӑмӗ — ҫула тухӗ.
Паян Чӑвашран тухнӑ пӗрремӗш Олимп чемпионӗ Валериан Соколов 70 ҫул тултарнӑ.
Вӑл 1946 ҫулта Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинер ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти чылай арҫын ача евӗрех спорта юратнӑ. Техникумра вӗренме тытӑнсан вӑл вӑхӑтра анлӑ сарӑлнӑ бокс секцине кӗме ӗмӗтленнӗ, анчах унта ӑна тӳрех илмен. Ырханкка кӗлеткине курсан ку ачаран нимӗн те пиҫмӗ тенӗ пулинех? Ҫапах та кӑштахран хыткан яш Николай Лукин тренер аллине лекнех.
Тӑрӑшни сая кайман: СССР тава тивӗҫлӗ спорт маҫтӑрӗ, 1968 ҫулта Мехикора иртнӗ XIX Олимп вӑййинче чемпион ятне тӑватӑ хутчен СССР чемпионӗ ята тивӗҫнӗ.
Пысӑк спортран кайнӑ хыҫҫӑн Валериан Соколов Ленинградри физкультурӑн ҫар институтӗнчен вӗренсе тухса педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн ятне илнӗ. Халӗ те вӑл Мускавра пурӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |