Чӑваш Ене килмелли 80 миллиона пирӗн региона ярса памӗҫ. Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи хавассӑр хыпара Александр Белов журналист паян «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтернӗ.
Пирӗн тӑрӑха уйӑрма палӑртнӑ 79,6 миллион ытларах тенке касса илесси пирки хушӑва РФ финанс министрӗ Антон Силуанов раштавӑн 16-мӗшӗнчех кӑларнӑ. Ун пек тума федераци министрӗ Чӑваш Ен спорт объекчӗсене хӑпартма хӑй енчен укҫа уйӑрманнипе сӑлтавланӑ.
Маларах республика пирӗн тӑрӑхри культура отраслӗ валли федералсем уйӑрма палӑртнӑ 150 миллионсӑр тӑрса юлнӑ. Вӑл укҫана Чӑваш патшалӑх филармони ҫуртне юсама ярасшӑн пулнӑ. Анчах хут ӗҫӗнчи кӑлтӑксене пула федераци хыснинчен ҫав укҫа килеймен. Ун чухне «кӗмӗл» республикӑн Культура министерстви ӗҫлесе ҫитерейменнипе катӑлса юлнӑ-мӗн.
Челепи облаҫӗнче слоупстайл енӗпе Раҫҫей кубокӗн пӗрремӗш тата иккӗмӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Пирӗн ентеш унта ҫӗнтернине пӗлтерме питӗ кӑмӑллӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Лана Прусакова хӗрсен йышӗнче мала тухнӑ. Унӑн тренерӗ — республикӑри 2-мӗш спорт шкулӗнче ӗҫлекен Никита Васильев.
Тепӗр ентеш Дмитрий Мулендеев пӗрремӗш тапхӑрта иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ, иккӗмӗш тапхӑрта — виҫҫӗмӗш вырӑн. Лана Прусаковӑпа Дмитрий Мулендеев 2018 ҫулта Кӑнтӑр Корейӑра иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнма пултарӗҫ. Сӑмах май, Лана пӗлтӗр Раҫҫей чемпионки пулса тӑнӑ.
Республикӑри физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсенче ҫынсене уйӑхра пӗр хутчен тӳлевсӗр йышӑнаҫҫӗ. 2014 ҫултанпа пыракан ырӑ йӑлана килес ҫул та пӑрахӑҫламӗҫ. Чӑваш Енӗн Правительствин Пуҫлӑхӗ Иван Моторин кун пирки хушу кӑларнӑ.
ФСКсене тӳлевсӗр кӗме юрӗ тесе ҫапла вара ҫак кунсене йышӑннӑ: кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшне, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшне, пуш уйӑхӗн 25-мӗшне, ака уйӑхӗн 22-мӗшне, ҫу уйӑхӗн 20-мӗшне, ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшне, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшне, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшне, авӑн уйӑхӗн 16-мӗшне, юпа уйӑхӗн 21-мӗшне, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшне, раштав уйӑхӗн 16-мӗшне. Республикӑн Спорт министерстви Физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсене ҫул тытиччен ҫапах та малтан вырӑнти ФСКсемпе ҫыхӑнса кунӗ вӑйрах пулнипе пулманнине палӑртма сӗнет.
Ҫӗрпӳ районӗнчи шкулсенче вӗренекенсем республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Николай Курчаткинӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн волейболла вылянӑ.
Депутат ачасем умӗнче тухса каланӑ чухне спортӑн ҫак енӗ кӑсӑклӑ та нумай енлӗ вӑйӑ пулнине палӑртнӑ. Унти кӑтарту ушкӑнри кашни ҫын епле вылянинчен килет.
Николай Курчаткин парламентари парнине ҫӗнсе илессишӗн ултӑ ушкӑн ӑмӑртнӑ. Вӗсем пурте вӑййа лайӑх хатӗрленнӗ. Ҫапах та Кӑнарти вӑтам шкулти ушкӑна ҫитекен пулман. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗрпӳри 1-мӗш вӑтам шкул команди тухнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — Опытный поселокри волейболистсем.
Муниципалитетри ӑмӑртура ҫӗнтернӗ Кӑнар шкулӗнч волейболистсен ушкӑнӗ Чӑваш Республикин шкулти волейбол лигинче ӑсталӑха кӑтартӗ.
Вӑрмар районӗнче раштавӑн 24-мӗшӗнче йӗлтӗрҫӗсем черетлӗ сезон уҫнӑ. Йӗлме йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӗрлӗ ҫулхисем: районти шкулсенче вӗренекенсем, спорт ветеранӗсем, аслисем — тӑнӑ. Старта тухнисене ӑмӑртура ӑнӑҫу сунма райадминистраци пуҫлӑхӗ Александр Тихонов ҫитнӗ.
Йӗлтӗр сырнисене пӗрисем хавхалантарнӑ вӑхӑтра теприсем Спорт ҫуртне пуҫтарӑннӑ. Ҫапла, вӑрмарсем харӑсах икӗ мероприяти ирттернӗ. Йӗлтӗрҫӗсем Хисеп грамотисемшӗн тата чун киленӗҫӗшӗн тупӑшнӑ вӑхӑтрах волейболистсем те ӑмӑртӑва пуҫтарӑннӑ. Вӗсем Вӑрмарти Спорт ҫуртӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн мечӗк ҫапнӑ. Хастар спортсменсене Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе чысланӑ, малашне те тӑрӑшуллӑ пулма суннӑ.
Шупашкарти Мичман Павлов урамӗнче вырнаҫнӑ Ирина Солдатова ячӗллӗ ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗн раштавӑн 22-мӗшӗнче уҫӑлнӑ физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче теннисла выляссипе республикӑри ӑмӑрту иртнӗ.
«Сӗтелҫи тенниса юратакансем пурте чӑн-чӑн парнеллӗ пулчӗҫ. Профессионал-спортсменсене те, спорт ветеранӗсене те спортпа туслӑ пулма тата сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пыма тепӗр май уҫӑлчӗ. Ҫӗнӗ комплексран ҫӗнӗ чемпионсемпе спорт мастерӗсем тухасса шанас килет. Чӑваш Енри сӗтелҫи теннисӑн иккӗмӗш пурнӑҫӗ пуҫланчӗ!», — хавасланнӑ ЧР Сӗтелҫи теннис федерацийӗн президенчӗ Максим Малов.
Ҫӗнӗ ФСКн лапамӗ – 1500 тӑваткал метр. Унта харӑсах 64 спортсмен валли вырӑн ҫитет, кун каҫипе — 680-а яхӑн.
Чӑваш Республикин физкультурӑн тата спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне А.П. Убасева (вӑл районти Спорт ҫуртӗнче чылай ҫул тренерта ӗҫленӗ вӑхӑтра сумлӑ нумай спортсмен хатӗрленӗ) ӗнер спорт куртки парнеленӗ. Ӑна тыттараканӗсем — Елчӗк районӗнче ӗнер иртнӗ йывӑр атлетсен ӑмӑртӑвне ирттерме пулӑшнӑ спонсорсем.
Турнира спортӑн ҫак енне вӑл тӑрӑхра пуҫарса янӑ Николай Малькова асӑнса йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи йӑлана кӗнӗ тупӑшӑва алла яхӑн спортсмен пырса ҫитнӗ. Ӑмӑртӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма Елчӗк ҫӗрӗ ҫинчи йывӑр атлетика спорчӗн федерацийӗн ертӳҫи П.А. Скворцов, ӑмӑртӑвӑн ертӳҫи Р.Н. Григорьев, СССР спорт маҫтӑрӗ Б.Д. Клементьев хутшӑннӑ.
Спортсмен-каччӑсем 34, 38, 42, 46, 50, 56, 62, 69 килогамчченхи тата 69 килограмран йывӑртарах, хӗрсем 48 килограмчченхи тата унран йывӑртарах виҫесенче ӑмӑртнӑ.
Паян Каҫал ҫӗрӗ ҫинче ентешлӗх кунӗ иртнӗ. Комсомольскисем уява ҫӗршыври Кино ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне хупнине халалласа ирттернӗ. Мероприяти районти Тӗп клуб тытӑмӗн концерт залӗнче иртнӗ.
Каҫал тӑрӑхӗнчисем тата хаклӑ хӑнасем Комсомольскине ирхи тӑхӑр сехете пырса ҫитнӗ. 9 сехет те 30 минутра вӗсем шкул ачисемпе тӗл пулнӑ. 11 сехетре Мухтав монуменчӗ патне чечек кӑшӑлӗ хунӑ.
Спортпа туслисене каҫалсем 11 сехет те 30 минутра вӑрман хӗрринчи йӗлтӗр йӗрӗ ҫине йыхравланӑ. Футбол кӑмӑллакансем те хӑйсем валли чун канӑҫӗ тупнӑ. Вӗсене «Кӗтне» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнчи футзала 12 сехет те 15 минутра пуҫтарнӑ. «Кӗтнери» тепӗр залта волейбол та вылянӑ.
Мероприятин савӑнӑҫлӑ уявне Тӗп клуб тытӑмӗн залӗнче ирттернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта паян авиацин генерал-лейтенанчӗн, Раҫҫей Геройӗн Николай Гавриловӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн Ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвӗ пуҫланнӑ.
Ҫулсерен иртекен тупӑшӑва, ӑна ача-пӑчапа ҫамрӑксен 3-мӗш спорт шкулӗнче йӗркеленӗ, ҫӗршывӑн вунӑ регионӗнчи тата Чӑваш Енӗн хулисемпе районӗсенчи спортсменсем пырса ҫитнӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакан 100-е яхӑн спортсмен 8 комплект медальшӗн вӑй виҫӗ. Хӑйсен йывӑрӑшне кура вӗсене 57, 61, 65, 70, 74, 86,97, 125 килограмчченхисем ҫине уйӑрнӑ.
Паян, ирхи 10 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен, малтанхи тата йӑпатмӑш ӑмӑртусем иртнӗ. Ыран ирхине, 10 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен, бронза медале выляттарӗҫ. Турнира савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура 13 сехетре уҫнӑ хыҫҫӑн ылтӑн медальшӗн кӗрешӗве тухӗҫ.
Биатлон енӗпе иртекен тӗнче кубокӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗнче чӑваш биатлон шкулӗн воспитанници Татьяна Акимова икккӗмӗш хут пьедестал ҫине хӑпарӗ. Халӗ кӑна, темиҫе минут каялла, финиша вӑл виҫҫӗмӗш ҫитрӗ.
Пӗлтерер, ҫак самантра биатлонистсем пасьютра (хӑваласа ҫитмелле) 10 километра тупӑшаҫҫӗ. Старта пӗрремӗш тӑнӑ Татьяна Акимова выртса пенӗ чухне пӗрремӗш ҫаврӑмра мишене пӗр хутчен лектереймерӗ. Кайран вӑл кашнинчех тӗл пеме пултарчӗ.
Татьяна Акимова финиша виҫҫӗмӗш ҫитрӗ. Пӗрремӗш вырӑна хрантсус спортсменки Анаис Шевалье (пенӗ чухне вӑл пӗр хутчен йӑнӑшрӗ) тухрӗ, иккӗмӗшне — Итали биатлонистки Доротея Вирер. Пирӗн Татьяна Акимована Америка спортсменки Сьюзен Данкли хӑваласа ҫитет пуль тесе шикленни тӳрре килмерӗ.
Ӗнерхи спринтра Татьяна Акимова Тӗнче кубокӗнче пуҫласа ылтӑн медале тивӗҫрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |