
Кӑҫалтан ӑмӑртусенче Чӑваш Ен чысне хӳтӗлекен Камилла Нелюбова Японин тӗп хулинче Токиора иртнӗ Kinoshita Group Cup турнирта пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ. Тӳрех палӑртса хӑварар: 18 ҫулти Камиллӑшӑн ку тӗнче шайӗнчи пӗрремӗш ӑмӑрту пулнӑ.
Ҫамрӑк спортсменка кӗске программӑра 76,08 балл пухса виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Унран Японири спортсменкӑсем кӑна иртсе кайнӑ. Икӗ кунри кӑтартӑва илес тӗк, Камилла пиллӗкмӗш вырӑна лекнӗ.
Раҫҫей спортсменӗсен хушшинче чи лайӑххисем Александра Игнатова (иккӗмӗш вырӑн), Анна Фролова (виҫҫӗмӗш вырӑн) пулнӑ.
Камилла Краснодар крайӗнче ҫуралнӑ. Халӗ Чӑваш Ен чысне хӳтӗлет. Унччен вӑл Олимп чемпионӗ Евгений Плющенко патӗнче ӑсталӑхне туптанӑ, халӗ – Аделина Сотникова патӗнче.

Авӑн уйӑхӗн 11-13-мӗшӗсенче Шупашкар хулинче Раҫҫей команда чемпионачӗ тата хӑвӑрт утас енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту иртӗҫ.
Ӑмӑрту Мускав ҫыран хӗрринче пулӗ. Унта ҫӗршыври 150 ытла спортсмен хутшӑнӗ: 16 ҫула ҫитмен каччӑсемпе хӗрсенчен пуҫласа спорт мастерӗсем таранах.
Малтан трасса ҫине 35 тата 20 ҫухрӑм утакансем тухӗҫ. Каҫ енне юниорсем 10, 5 тата 3 ҫухрӑмсенче вӑй виҫӗҫ. 16 сехетре ҫӗнтерӳҫӗсене чыслӗҫ.
Сӑмах май, Шупашкарти хӑвӑрт утакансене хатӗрлекен спорт шкулӗ вун-вун ҫул тӗнчери чи лайӑххи шутланнӑ.

Паян Шупашкар хулинче «Олимпийский» стадионта йӑланӑ кӗнӗ ӑмӑрту иртнӗ – массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫченӗсем, тӳре-шара старта тухнӑ. Ҫапла, унта «Советская Чувашия» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн ӑмӑрту иртнӗ.
Кӑҫалхипе ӑна 88-мӗш хут ирттернӗ. Ӑмӑртӑва Андриян Николаев космонавтӑн ҫуралнӑ кунӗнче, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ирттересси йӑлара.
Кӑҫал пӗрремӗш вырӑна Наци телерадиокомпанийӗн журналисчӗсем йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта «Чӑваш Ен» ПТРК пулнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара «Советская Чувашия» хаҫат ӗҫченӗсем тухнӑ.
Ҫавӑн пекех спорт шкулӗсен ертӳҫисем тата вӗсен ҫумӗсем, общество организацийӗсен представителӗсем старта тухнӑ. Кунсӑр пуҫне VIP-чупу пулнӑ: тӳре-шара чупнӑ.

Ҫак кунсенче Кӑркӑстанра Куҫса ҫӳрекен халӑхсен пӗтӗм тӗнчери вӑййи иртет. Унта Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсем те тухса кайнӑ.
Иркутск облаҫӗнчи делегаци «Иркутск - Ҫӗнҫӗпӗр - Тамчи» маршрута хыҫа хӑварса Кӑркӑстана ҫитнӗ. Йышра — Иркутск тӑрӑхӗнчи кӑркӑссем тата вырӑнти чӑваш автономийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева, Надежда Фидикова пайташ; Бурят культурин центрӗн хастарӗ Оксана Афиногенова.
Куҫса ҫӳрекен халӑхсен пӗтӗм тӗнчери вӑййине кӑҫал улттӑмӗш хутчен ирттереҫҫӗ. Ӑна мӗн тери хӑватлӑн уҫнине телевизор та кӑтартрӗ. «Бишкек-Арена» залра 51 пин ҫын вырнаҫать. Ӑна вӑййа уҫнӑ кун, ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, ӗҫлеттерсе янӑ. Вӑйа авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗччен пырӗ.
Кӑҫалхи вӑййа хутшӑнма 112 ҫӗршыври 3 пине яхӑн спорстмен пырса ҫитнӗ. Ҫав шутра Австралирен, Аргентинӑран, Испанирен, Индинчен, Казахстанран, Монголирен тата ытти нуай ҫӗршывран. Раҫҫей делегацине 33 регионти 236 спортсмен кӗнӗ.

Чӑваш ялӗсем илемленсе хитерленсе пыраҫҫӗ. Красноармейски районӗнчи Упи ялӗнче хальхи вӑхӑтри спорт лапамӗ туса лартнӑ.
«Ӑна пӑхсан куҫ савӑнать», — тесе пӗлтернӗ район администрацийӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Спорт лапамне ниме мелӗпе укҫнӑ. Ку вӑл — республика Элтеперӗ йышӑннӑ программа. «НИМЕ — Народный бюджет» ятлӑскерпе ӗҫ тума шутласан укҫан пӗр пайне халӑхран пуҫтараҫҫӗ, ыттине хыснаран уйӑраҫҫӗ. Ҫав программа пулӑшнипе чылай ҫӗрте асфальт сараҫҫӗ, ҫӑвасене хӑтлӑлатаҫҫӗ, ача-пӑчана вылямалли лапамсем вырнаҫтараҫҫӗ.
Упи ялӗнчи спорт лапамӗн сарлакӑшӗ 43 метр, тӑршшӗ — 47 метр. Ӑна тума 5 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Спорт лапамне вырнаҫтараканни — Константин Прохоров усламҫӑ. Укҫан пӗр пайне республика хыснинчен уйӑрнӑ, «Красноармейски тӑрӑхӗнчи чи лайӑх ял» конкурсра ҫӗнтернӗшӗн панӑ укҫана та унта янӑ, Николай Степанов усламҫӑ 250 пин тенкӗ уйӑрса пулӑшнӑ.

Спортра – тепӗр ҫитӗнӳ! Пирӗн спортсменсем Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртура палӑрнӑ. Хальхинче – армрестлерсем.
Нумаях пулмасть Пенза хулинче «Атӑлҫи кубокӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту иртнӗ. Унта 30 команда тупӑшнӑ. Чӑваш Енӗн армрестлинг енӗпе пӗрлештернӗ команди вӗсен хушшинче тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн ентешсем пӗтӗмпе 12 медаль ҫӗнсе илнӗ.
Харпӑр зачетсенче ултӑ спортсмен ҫӗнтернӗ. Тепӗр улттӑшӗ кӗмӗл тата пӑхӑр медальсем ҫӗнсе илнӗ.
16 ҫулти Егор Розоренова уйрӑммӑн палӑртмалла. Вӑл – Шупашкар хулинчен. Ҫамрӑк спортсмен команда пухмачне ылтӑн медальпе пуянлатнӑ кӑна мар, Раҫҫей спорт мастерӗн нормативне те пурнӑҫланӑ. Кун пек ӳсӗмри спортсменшӑн ку – вӑйлӑ ҫитӗнӳ!

Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ команди спорт туризмӗ енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнче лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ.
Ӑмӑрту ҫурла уйӑхӗн 13-19-мӗшӗсенче Петрозаводск хулинче иртнӗ. Тупӑшӑва ҫӗршыври 26 регионти спортсменсем хутшӑннӑ. Чӑваш Енрен унта 11 ҫӑмал атлет кайнӑ.
Сергей Кузнецов тата Андрей Львов виҫӗ медаль ҫӗнсе илнӗ: вӑрӑм дистанцире – ылтӑн, икӗ дистанцире – кӗмӗл, кӗске дистанцире – пӑхӑр. Кунсӑр пуҫне вӗсем Илья Ивановпа тата Константин Семеновпа пӗрле дистанцие парӑнтарса кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.
Пӗтӗмӗшле зачетра Чӑваш Енен пӗрлештернӗ команди 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ

Шупашкар хулинче пурӑнакан Светлана Тетмукова – чан-чӑн хӑюллӑ паттӑр! Вӑл «За горизонт» марафона хутшӑннӑ, Иртыш юханшывӗнче 48 сехет ишнӗ.
Унпа пӗрле марафона Мускаври Роман Бажок, Екатеринбургри Анастасия Колпакова тата Санкт-Петербургри Дмитрий Егоров хутшӑннӑ. Вӗсем кашни сехетре пӗр-пӗрне улӑштарнӑ: кимме перӗнмен, ҫӗр ҫине тухса канман. Ҫавӑн пек эстафета вӑл: пӗр ҫеккунтлӑха та чарӑнмалла мар.
Шыв температури кӑнтӑрла аванах пулнӑ: 20 градус ӑшӑ. Анчах ҫӗрле сивӗннӗ: 12 градус кӑна ӑшӑ пулнӑ. Юхан шыв ҫийӗн вара ҫӑра тӗтра карса илнӗ. Ҫавна май GPS-па кӑна навигаци пулнӑ. Анчах спортсменсем ҫулран аташса кайман – малалла ишнӗ. Пӗр канмасӑр, ҫывӑрмасӑр... Ҫапла спортсменсем 260 ҫухрӑм ишнӗ.
Пирӗн ентеш тата унӑн команди пурнӑҫра йӑлтах тума пултарнине тепӗр хутчен ӗнентернӗ.

Чӑваш Енре ҫак кунсенче Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсем хушшинче ҫуллахи биатлон енӗпе ӑмӑрту иртет. Унта яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ хутшӑнать.
Ӑмӑртӑвӑн пӗрремӗш кунӗнче пирӗн тӑрӑхри виҫӗ спортсмен медаль ҫӗнсе илнӗ: икӗ ылтӑн тата пӗр кӗмӗл.
10 километра ӑмӑртса Чӑваш Енри Дмитрий Димашов 15-16 ҫулсенчи яшсем хушшинче ылтӑн медальлӗ пулса тӑна.
12,5 километра ӑмӑртса 17-18 ҫулсенчи ҫамрӑксем хушшинче Антон Петров ылтӑн медале тивӗҫнӗ, Артём Вершинин — кӗмӗле.
Ӑмӑрту паян та иртнӗ.
Сӑмах май каласан, ӑмӑртӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма республика Элтеперӗ Олег Николаев та пырса ҫитнӗ. Лапсарти ҫав комплекса уҫассине чылай вӑхӑт кӗтнӗ. Спортсменсем те, биатлонпа кӑсӑкланакансем те. Авӑн уйӑхӗнче унта Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑрту иртмелле.

Ҫӗрпӳри Валерия Кириллова Абу-Дабинчен ылтӑнпа таврӑннӑ.
Вӑл — ММА енӗпе тӗнче чемпионки пулса тӑни Чӑваш Енри пӗрремӗш спортсмен.
Пике ӑмӑртӑва 14–15 ҫулсенчисем хушшинче хутшӑннӑ. Вӑл Раҫҫейри, Израильти тата Анголӑри спортсменсене ӑмӑрту вӗҫленичченех ҫӗнтерме пултарнӑ.
Маттур чӑваш хӗрӗн тренерӗсем — Антон Григорьева тата Андрей Жилкин.
Тӗнче шайӗнчи ӑмӑртура ҫӗнтерсе Раҫҫей ялавӗпе мӑнаҫлӑн тухнӑ вӑл.
Пикене халӑх тетелӗ урлӑ Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев ӑшшӑн саламланӑ. Ҫӗрпӳсем те пикепе мӑнаҫланаҫҫӗ.
Кун пек маттур пикепе, чӑн та, тивӗҫлипех мӑнаҫланмалла. Ӑна эпир те хамӑр енчен малашне те ҫавӑн пек пысӑк ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тума, Чӑваш ҫӗрӗн ятне ҫӳллӗ шайра тытма ырӑ сунар.
