Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Спорт

Спорт

Чӑваш Ен спортсменки Полина Андреева Беларуҫре ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 49 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче мала тухнӑ.

Беларуҫри Минск хулинче йывӑр атлетика енӗпе пӗтӗм тӗнчери турнир иртет. Полина икӗ енлӗ кӗрешӳре пӗтӗмӗшле 166 килограмм ҫӗкленӗ. Ӑна ҫитекенни пулман. Спортсменка Геннадий Иванов тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать.

Полинӑн ку пӗрремӗш награди мар. Кӑҫал ҫулла вӑл йывӑр атлетика енӗпе иртнӗ Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнче 23 ҫула ҫитменнисен йышӗнче ылтӑн медаль илнӗ, сакӑр рекорд лартнӑ.

 

Спорт
ШӖМ архивӗнчи сӑн
ШӖМ архивӗнчи сӑн

Адлерта опытлӑ спортсменсен хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе ҫуллахи чемпионат иртнӗ. Унта пирӗн ентеш, шалти ӗҫсен органӗсен ветеранӗ Виктор Семенов 2 медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту авӑн уйӑхӗн 23-25-мӗшӗсенче иртнӗ.

Чемпионата 500 яхӑн ветеран-ҫӑмӑл атлет хутшӑннӑ. Тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Виктор Семенов 5 тата 10 ҫухрӑмсене чупса 70-73 ҫулсенчи спортменсен хушшинче икӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81991
 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ку вырсарникун, юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, республикӑра Пӗтӗм Раҫҫейри утмалли кун иртӗ. Шупашкарта вӑл «Олимпийский» стадионта пулӗ.

ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, спорт уявӗ 10 сехетре пуҫланӗ. 10 сехет ҫурӑра массӑллӑ старт пулӗ. Унта хутшӑнакансем 1 ҫухрӑм утӗҫ.

Финиша ҫитсен уява хутшӑннӑ ҫынсене асӑнмалӑх парнесемпе хавхалантарӗҫ.

 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Раҫҫейре, ҫав шутра Чӑваш Енре те, «Наци кросӗ» иртнӗ. Ҫанталӑк ҫумӑрлӑ пулсан та спорта юратакансем старта тухнӑ.

Паян республикӑри 24 муниципалитетра кросс пулнӑ. Пӗтӗмпе 34 пин ытла ҫын чупнӑ. Ӳсӗме, ҫын мӗнле хатӗрленнине кура 1-12 ҫухрӑма парӑнтарнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломпа, парнепе хавхалантарнӑ.

Шупашкарта кроса 1770 ҫын хутшӑннӑ.

 

Спорт

Татьяна Акимова биатлонистка 2022-2023 ҫулсенчи сезона хутшӑнмассине пӗлтернӗ. Спортсменка каланӑ тӑрӑх, ку ҫемьери лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ, вӑл кайран пысӑк спорта таврӑнӗ.

Татьяна Акимова халӗ Тӗмен облаҫӗн командинче тупӑшать. Команда тренерӗ Максим Кугаевский спортсменка спортран вӑхӑтлӑха кайни ача кӗтнипе ҫыхӑнма пултарассине каланӑ. 2019 ҫулта хӗрне Аделинӑна ҫуратнӑ хыҫҫӑн, 2020 ҫулта, Татьяна спорта таврӑннӑ. Ҫав ҫулах кӗркунне Тӗмен облаҫӗшӗн ӑмӑртма тытӑннӑ. 2021-2022 ҫулсенчи сезонра Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗме хӑтланнӑ, анчах икӗ хутӗнче те чирленине пула лекеймен.

Палӑртмалла: Татьяна Акимова Ҫӗнӗ Лапсарта ҫуралса ӳснӗ. Халӗ вӑл 31 ҫулта.

 

Спорт
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Кӑҫал «Наци кросӗ» авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртӗ. Унта кашни ҫулах спорта юратакансем, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакансем пухӑнаҫҫӗ.

Унта хутшӑнакансен 1-12 ҫухрӑма чупма май пур. Старта тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем тухӗҫ. Шупашкарта старт Мускав ҫыранӗ хӗрринче пулӗ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, «Наци кросӗнче» ҫӗнтернисене медальпе, дипломпа, парнепе чыслӗҫ. Вӗсем – РФ Спорт министерствинчен.

 

Статистика
Виктория Жилина ҫӑмӑл атлетка. manez.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Виктория Жилина ҫӑмӑл атлетка. manez.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре Раҫҫейӗн спорт мастерӗсен шучӗ йышланнӑ. Ҫак йышра — пирӗн республикӑри тепӗр ҫичӗ спортсмен.

Раҫҫейӗн спорт мастерӗ ята спортӑн ултӑ енне суйласа илнӗ 7 маттур тивӗҫнӗ. Списокра — Виктория Жилина (ҫӑмӑл атлетика), Вероника Григорьева, Анастасия Чернова (мас-рестлинг), Никита Александров (самбо), Никита Васильев (спорт аэробики), Юлия Кириллова (спорт кӗрешӗвӗ), Ксения Пушкина (спорт гимнастики).

 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Шупашкарти кӳлмекре ҫурма марафон иртнӗ. Кунашкалли пӗрремӗш хут пулнӑ. Ку ӑмӑртӑва виҫӗмҫулах ирттерме палӑртнӑ, анчах кӑшӑлвирус сарӑлнине пула май килмен.

Ҫурма марафона ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ. Хутшӑннӑ кӑна мар, вӑл 21,1 ҫухрӑм тӑршшӗ дистанцие парӑнтарнӑ. Ҫурма марафона пӗтӗмпе 650 ҫын чупнӑ.

Олег Николаев ҫакнашкал ӑмӑрту авӑн уйӑхӗн пӗрремӗш декадинче кашни ҫулах иртессине, ӑна Андриян Николаев космонавт-летчике халаллассине пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81394
 

Спорт
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ

«Советская Чувашия» хаҫат каллех эстафетӑна чӗнет. Ӑмӑрту ку шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, иртӗ.

Эстафетӑра 14 комплект медальшӗн спортмсенсем 11 ӳсӗм ушкӑнӗнче тупӑшӗҫ. Унта кирек кам та хутшӑнма пултарать: ачасем те, аслисем те.

Старта 10 сехетре тухӗҫ. Хаҫат журналисчӗн Александр Егоровӑн кубокне те выляттарӗҫ. Вӑл спорт журналистикин кубокӗ пулӗ.

Палӑртмалла: ӑмӑртура вакцинаци тумалли мобильлӗ пункт та ӗҫлӗ.

 

Спорт

Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта ҫурмамарафон иртӗ. Спортсменсем кӳлмекре тата Мускав ҫыранӗнче чупӗҫ.

Ку ҫурмарафона 2020 ҫултах ирттерме палӑртнӑ. Анчах кӑшӑлвирус сарӑлнине пула урӑх вӑхӑта куҫарма тивнӗ. Акӑ тинех иртӗ вӑл.

Спортсменсем 3 дистанцие парӑнтарӗҫ: 5, 10 тата 21,1 ҫухрӑма. Ӑмӑртӑва хутшӑнма тӳлевлӗ. Хальхи вӑхӑтра кирлӗ чухлӗ спортсмен пухнӑ: 500 ҫын. Авӑнӑн 3-мӗшӗнче заявкӑсене татах йышӑнӗҫ, анчах пушӑ вырӑнсем тупӑнсан кӑна.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, ... 139
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 18

1987
37
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи