Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Етӗрнери 3-мӗш шкулта 1-мӗш класра вӗренекенсем, «Искорки» ҫамрӑк патриотсен шкулне ҫӳрекенсем, Етӗрнери ача-пӑча вулавӑшӗ ирттернӗ «Чӑваш культурин еткерӗ» таврапӗлӳ сехетне хутшӑннӑ.
Ачасем Иван Яковлев пирки пӗлнӗ. Ҫавӑн пекех шӑпӑрлансем Константин Иванов пултарулӑхӗпе пурнӑҫӗпе паллашнӑ. Пӗчӗкскерсем вулавӑш ӗҫченӗ чӑвашсен паллӑ ҫыннисем пирки каласа панине тимлӗн итленӗ. Иван Яковлев Чӗмпӗрте шкул уҫнине, унта Константин Иванов вӗреннине пӗлнӗ.
Ачасем «Силпи — поэзи ҫӑлкуҫӗ» электрон хӑтлав урлӑ Ивановӑн Слакпуҫӗнче иртнӗ ачалӑхӗпе, унӑн сӑввисемпе, сӑнӳкерчӗксемпе паллашнӑ.
Ачасем К.Ивановӑн «Сентти» пуххинчи сӑвӑсене, И.Яковлев пирки вуланӑ. Таврапӗлӳ сехечӗ «Илемлӗ, илемлӗ…» юрӑпа вӗҫленнӗ.
Ку курав Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче уҫӑлнӑ, ӑна Константин Иванов ҫулталӑкне халалланӑ. Мероприятие уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх унта Чӑваш художникӗсен пӗрлӗхӗн ӗҫӗсене тӑратнӑ — живопиҫ пур, графика.
Вернисажа ЧПГӐИ ӗҫтешӗсем хутшӑннӑ. Кӳртӗм сӑмахпа ӳнер тӗпчевҫи Юрий Викторов тухса калаҫнӑ. Хӑйсен шухӑшӗпе ҫавӑн пекех ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗн председателӗ Валентин Фёдоров, экс-председателӗ Василий Кузьмин тата ыттисем паллаштарнӑ. Виталий Яковлев сӑрӑ ӑсти вара Константин Ивановӑн ҫуралнӑ ялӗ — Пелепей районӗнчи Сӑлакпуҫ — ӑна епле кӗтсе илни пирки каласа кӑтартнӑ.
Аса илтеретпӗр, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи Константин Иванов ҫу3лталӑкне халалланӑ мероприятисем тата та пулмалла. Тӗслӗхрен, ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче «Константин Иванов тата чӑваш тӗнчи» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ уҫӑлмалла.
Сӑнсем (7, Тимӗр Акташ)
Пушӑн 27-мӗшӗнче, иртнӗ эрнекун, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн Хальхи ӳнер центрӗнче Николай Садюковӑн персоналлӑ куравӗ уҫӑлнӑ. Кун пирки пире Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет. Курава ӳнерҫӗ 75 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ.
Ӳнерҫе саламлама чылай ҫын пухӑннӑ — ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем, художниксем, журналистсем, ӳнер тӗпчевҫисем. Вӗсем хушшинче культура министрӗ Вадим Ефимов, Чӑваш Ен ӳкерӳҫисен пӗрлӗхӗн председателӗ Равель Фёдоров, ӳнер тӗпчевҫисем Алексей Трофимов, Михаил Кондратьев, Юрий Викторов, Антонина Мордвинова тата ыттисем пулчӗҫ. Министр вырӑнӗнче малтан вӑй хунӑ Герольд Алексеев юбилярпа пӗрле Мускавра антикварлӑ ӳкерчӗксене епле туянни пирки аса илнӗ. Юрий Броницын сӑвӑҫ вара пуш алӑпа килмен — вӑл Николай Садюкова халалланӑ сӑвва вуласа панӑ.
Кураври ӗҫсене илес пулсан — вӗсем тӗрлӗ енлӗ. Кунтах социаллӑ пурнӑҫӑн сӑнӗсем, кунтах — халӑхӑн йӑлисене кӑтартаканнисем. Ҫавӑн пекех Николай Иванович ӳкерчӗкӗсем хушшинче Шупашкар, Кавал тата инҫетри Слакпуҫ сӑнӗсене курма пулать. Куравра Крымри Гурзуф сӑнӗсемпе те паллашма май пур — унта ӳнерҫӗ 1986 ҫулхи ҫулла ӗҫленӗ пулать.
Нумаях пулмасть Ӗпхӳри П.М. Миронов ячӗллӗ чǎваш вырсарни шкулӗнче ǎс пухакан ачасем Ахмет-Заки Валиди ячӗллӗ Наци вулавǎшӗнче Пушкǎртстанра ҫуралса ӳснӗ чǎваш ҫыравҫисемпе тӗл пулнǎ. Ǎнсǎртран мар ку пулǎм ҫак кунсенче иртнӗ. Вǎл асǎнупа ҫыхǎннǎ. 100 ҫул каярах, пуш уйǎхӗн 26-мӗшӗнче, тǎван ялне таврǎннǎ поэтӑн Константин Ивановӑн чӗри тапма чарǎннǎ.
Асǎну мероприятине уҫнǎ май вулавǎш ӗҫченӗсем Фирдаус Тангатаровапа Марина Каторгина (сǎмах май каласан, вǎл Слакпуҫ шкулӗнче вӗреннӗ) тата вырсарни шкулӗн вӗренекенӗ Олег Федоров чǎваш литературине никӗсленӗ чаплǎ классикӑн кун-ҫулне тата вышкайсǎр ҫитӗнӗвне аса илнӗ. Шкул ачисем Константин Ивановǎн ӗҫӗсенчен илнӗ сыпǎксене пǎхмасǎр каланӑ тата выляса кӑтартнӑ. Екатерина Ермолаевапа Сергей Петров «Ҫǎлкуҫ умӗнче» сыпǎк инсценировкине кӑтартнӑ, Аделина Петрова «Асамат кӗперӗ» юрǎпа савǎнтарнӑ, Семен Виниченко, Кирилл Зайцев, Анна Михайлова, Илья Никитин, Антон Дмитриев, Настя Тихонова, Вероника Никитина, Никита Кузьмин тата ыттисем поэт сǎввисене янǎратнӑ.
— Константин Иванов мана — физика учительне — ватлǎх енне тайǎлсан ҫӗнӗрен тǎван чӗлхе патне тавǎрса тǎратрӗ темелле.
Вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗн К.В. Ивановӑн 125 ҫулӗ ҫывхарса килнӗ май хатӗрленӳ ӗҫӗсем хӗрсе пыраҫҫӗ. Ҫакна Пушкӑртстанри Пелепей район администрацийӗнче йӗркеленнӗ канашлу та ҫирӗплетет тесе пӗлтерет асӑннӑ тӑрӑхри Юрий Михайлов Чӑваш наци конгресӗн сайтӗнче.
Пухӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Мурмилов ертсе пынӑ. Канашлӑва Пушкӑртстан тата Чӑваш Республикисен культура министрӗсем Амина Шафиковапа Вадим Ефимов хутшӑннӑ.
— Юбилей кунне чыслӑ ирттерме Пелепей ҫӗрӗ хатӗр. Пелепей район администраци пуҫлӑхӗн ятарлӑ хушӑвӗпе уявӑн йӗркелӳ комитетне, тӑкаксен сметине палӑртнӑ. Слакпуҫӗнчи К. Иванов музейне тата ялти сӑваплӑ вырӑнсене юсаса ҫӗнетме бюджетран 1,5 млн тенкӗ укҫа уйӑрнӑ, — пӗлтернӗ район администрацийӗн социаллӑ аталану управленийӗн пуҫлӑхӗ Олег Данилин.
Юбилей уявӗ май уйӑхӗн 29-мӗшӗнче иртмелле. Слакпуҫ ял администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Беляев Слакпуҫ республика шайӗнчи историпе культура центрӗ пулмаллине палӑртнӑ. Сӑмах май каласан‚ асӑннӑ ыйтӑва пӗрре мар хускатнӑ.
Юбилей ыйтӑвне Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Пушкӑртстанри тулли праваллӑ элчи Владимир Портнов, республикӑри Чӑваш наципе культура автономийӗн ертӳҫи Виталий Викторов хускатнӑ, сӗнӳсем панӑ.
Кӑҫал Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май ҫул пуҫлансанах ЧНК хастарӗсем поэт ҫуралнӑ тӑрӑха — Пушкӑртстанри Слакпуҫ ялне — ҫитсе килнӗ. Унта ку ҫулталӑка ҫӳллӗ шайра ирттерессине сӳтсе явнӑ.
Делегацие Слакпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Беляев, шкул директорӗ Ольга Иванова ӑшшӑн кӗтсе илнӗ. ЧНК президиумӗн пайташӗ Эдуард Бахмисов ҫу уйӑхӗнче Слакпуҫра уява тӗнче шайӗнче ирттерме май пуррине пӗлтернӗ.
ЧНКан культура комитечӗн ертӳҫи Зинаида Воронова конгресс чӑваш культурине мӗнле аталантарни пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсем слакпуҫсене те пулӑшма хатӗр-мӗн.
Нина Пӑрчӑканпа Лидия Сарине слакпуҫсене хӑйсен сӑввисене вуласа панӑ. Куславкка районӗнчи Энтри Пасар ялӗнчи шкулта вӗрентекенре ӗҫлекенсем шкулта К.Иванов ҫулталӑкне мӗнле ирттерессипе паллаштрнӑ. Комсомольски районӗнчи «Каҫал» ушкӑн ертӳҫи купӑсне тӑсса янӑ та слакпуҫсем хӗрӳллӗн алӑ ҫупнӑ.
Тепӗр кун ЧНК хастарӗсем Слакпуҫри музейпе паллашнӑ. Кӑнтӑрла шкула ҫавра сӗтеле пухӑннӑ.
Раштавӑн 16-мӗшӗнче Шупашкарти филармони залӗнче «Юхать юхӑм шыв» вокалпа хореографи композицийӗн премьера кӑтартӑвӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Элтеперӗн Гранчӗпе сцена ҫине кӑларнӑ.
Филармонин тулли залне чӑваш фольклорне юратакансем пуҫтарӑннӑ. Ҫав йышра тӗрлӗ ҫулхисем пулнӑ. Концерт пуҫланас умӗн халӑх умне тухнӑ ансамблӗн ертӳҫи, Раҫҫей халӑх артисчӗ Юрий Васильев проектпа паллаштарнӑ. Музыка хайлавне пухма тӳпе хывнисене вӑл ятран асӑнса хӑварнӑ. Вӗсен шутӗнче фольклора пухакансем те, композиторсем те пур. Сӑмахран, Зинаида Козлова, Лолита Чекушкина, Елена Шурту, Александр Осипов.
Куракансем ҫӗнӗ юрӑсене кӑмӑлтан итленипе, ташӑсемпе киленнипе пӗрлех ҫӗнӗ тумтире те асӑрханах. Ара, ку композици валли ҫӗнӗрен ҫӗлеттернӗ. Пӗтӗмпе 80-а яхӑн костюм ҫӗлеттернӗ, 110 ытла мӑшӑр пушмак туяннӑ. Концерт «Слакпуҫӗнчи туй» вокалпа хореографи сюитипе вӗҫленнӗ.
«Шухӑшлава палӑртакан тата ӗмӗрӗн талпӑнӑвне палӑртакан евӗр асра юлнӑ поэт», — тесе ҫырнӑ республикӑн Культура министерстви ку хыпара пӗлтернӗ май.
Чӑн та, Ухсай Яккӑвӗ пиркиех ку. 1911 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пелейпей районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче ҫуралнӑскерӗн хайлавӗсем вилӗмӗсӗр.
Ухсай Яккӑвне ача-пӑча ҫыравҫи евӗр те, литература критикӗ пек те, публицист тесе те халӑхра пӗлеҫҫӗ. Пушкӑрт чӑвашӗ 1940 ҫултанпа Шупашкарта пурӑннӑ. Унӑнӑ «Юратрӑм эп, хирсем, сире» сӑввине аслӑрах ҫулхисем ҫӗрле тӑратса лартсан та пӑхмасӑр каласа параяҫҫӗ-тӗр. Е тата «Кӗпук мучи» поэмӑна кам пӗлмест-ши!
Ҫӗнӗ кӗнекене 1941 ҫулта ҫырнӑ «Тутимӗр» трагедии, 1952 ҫулта хайланӑ «Ту урлӑ ҫул» сӑвӑлла роман, 1939 ҫулхи «Ӑраскаллӑ драма» пьеса кӗнӗ. Вӗсене автор орфографине ылмаштармасӑр пичетленӗ. Кӑларӑма сӑвӑҫӑн хӗрӗ Ольга Ухсай пухнӑ. Поэтӑн ҫырнисен 6-мӗш пуххине 2 пин экземплярпа пичетленӗ. Кӗнекене Владимир Гончаров художник илемлетнӗ.
Ӗнер утӑн 9-мӗшӗнче Чунҫӳрев–2014 8 200 ытла ҫухрӑм ҫаврӑнса ҫӳресе Шупашкара таврӑнчӗ. 25-мӗш хут йӗркеленнӗ ҫак ҫулҫӳрев иртнӗ уйӑхӑн 29-мӗш кунӗнче тапраннӑччӗ.
Чунҫӳрев кӑҫал Пушкӑрт республикинчи Сӑлакпуҫа кӗрсе концерт лартрӗ, унтан Чӑваш сӑрчӗ патнелле ҫул тытрӗ. Кунта ҫитсен икӗ пӑшӑрхануллӑ хыпар кӗтсе илчӗ — пӗрре сӑрт ҫамкине пӑсса 7 метр ҫӳллӗш саспаллисем ҫырнӑ иккен, тепре — археологи палӑкӗсене ҫӗмӗрсе темле труба бетонласа лартнӑ. Кунта юпа лартсан та ӑна никам та сыхламӗ тесе вара Абалак текен кану базине лартма йышӑнчӗҫ. Сӑмах май, Ермак пырса кӗнӗ вӑхӑтра Абалакра та чӑваш ялӗ пулнӑ. Халӗ вара кунта паллӑ мӑнастир вырнаҫнӑ тата ӗлӗкхилле йӗркеленӗ кану бази. Юпана така пуссах, кунта пуҫ хунӑ мӑн асаттесене асӑнсах лартрӗҫ.
Унтан чунҫӳревҫӗсем Алтай республикинче иртекен Эл ойын уява ҫул тытрӗҫ. Ҫул хӗрринчех Василий Шукшинӑн ялӗ вырнаҫнӑран унта та кӗрсе тухрӗҫ. Пирӗн тӗпчевҫӗсем ӑна чӑваш юнӗллӗ тесе шутлаҫҫӗ пулсан, вырӑнтисем вӑл мӑкшӑ халӑхӗнчен теҫҫӗ. «Эл ойын» уявӗнче чунҫӳревҫӗсем концерт программине хутшӑнчӗҫ, икӗ ҫул маларах лартнӑ юпа патӗнче чӑвашла ятсем йышӑнчӗҫ.
Кӑҫалхипе 25-мӗш хут иртекен Чунҫӳрев валли Твиттерта ятарлӑ тӗвӗт ҫӑмхине уҫнӑ — вӑл twitter.com/ cunsurev адреспа вырнаҫнӑ. Унта эсир Чунҫӳрев епле иртнипе паллашма пултарайратӑр.
Кӑҫалхи чунҫӳрев маршручӗ: Вӑта Сӑвар (Шупашкар, 05:30 Ленин плӑкӗ умӗнче пуҫтарӑнаҫҫӗ) — Хусан (иртсе каяҫҫӗ кӑна) — Чӑваш Хурамалӗ (Пушкӑртстан, кунта концерт лартмалла) — Чӑваш сӑрчӗ (Чувашская гора, Тобольск, юпа лартаҫҫӗ) — Ело (Туҫи Алтай, Эл Ойын) — Сростки (паллӑ совет ҫыравҫи Василий Макарович Шукшин ҫуралнӑ ял) — Слакпуҫ (Пушкӑртстан) — Силпи (Пушкӑртстан, «Нарспи» поэма вырӑнӗ) — Патраклӑ (Тутарстан, концерт лартаҫҫӗ) — Пӳлер — Сӑвар — Пӑлхар — Вӑта Сӑвар (Шупашкар).
Чунҫӳрев ыран 05:00-06:00 сехетре тапранать те утӑ уйӑхӗн 9–10-мӗшӗнче таврӑнать.
//сӑмах май: сайтри модераци (т-х: шухӑшсем) Чунҫӳреврен таврансан кӑна ӗҫлесе кайӗ
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |