Чӑваш Ен каччи Никита Васильев велосипедпа ҫулҫӳреве пӗлтӗрех тухнӑ. Ҫак тапхӑрта вӑл тӗнче курса ҫӳренӗ.
Ҫак кунсенче, ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Никита Васильев Шупашкара таврӑннӑ. Ҫак кун кӑнтӑрла иртсен вӑл республика чиккине ҫитнӗ.
Никита ҫулҫӳревре 14 уйӑх пулнӑ. Ҫак тапхӑрта вӑл 12 пин ҫухрӑм парӑнтарнӑ. Вӑл Самар, Чӗмпӗр, Волгоград облаҫӗсенче, Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пулса курнӑ.
Ҫавӑн пекен чӑваш каччи Грузие, Владикавказа ҫитнӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл малтан палӑртнӑ тӗллевсене 200 процент пурнӑҫланӑ.
Никита Васильев чи юлашкинчен Тольяттире, Чӗмпӗрте пулнӑ. Тольяттире ӑна Татищев ячӗллӗ Тӗп вулавӑша «Шанчӑк» культурӑпа ҫутӗҫ обществи мероприятире тухса калаҫма чӗннӗ.
Никита Васильев Чӑваш Енри чӑваш ялӗсене те курса ҫӳреме палӑртать.
Пурнӑҫ вӑйлӑ тапса тӑрать те этемӗн вӗҫӗмех таҫта васкас, пур ҫӗре ҫитес-ӗлкӗрес килет. Кун пек чухне инҫе ҫула автобусра е пуйӑсра темиҫешер сехет силленсе пырса ҫыннӑн вӑхӑта сая ярас килмест. Кун пек чух ҫитес ҫӗре самолетпа вӗҫтерсен вӑхӑта самай перекетлеме пулать.
Паянхи куна илсен Шупашкарти аэропортран Мускаври Домодедово, Внуково аэропортсене, Симферополе, Петӗре, Ӗпхӗве, Самара тата Турцинчи Антали хулине ҫитме пулать. Шупашкартан вӗҫекен самолетсен расписанийӗпе аэропорт сайтӗнче паллашма пулать. Телефонпа шӑнкӑравласан та ҫын хӑйне кӑсӑклантаракан информацие, ҫав шутра — ӑҫта ҫтме билет мӗн чухлӗ туни пирки те, уҫӑмлатайӗ. Телефон номерӗсем ҫапларах: 301-241, 301-487.
Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинчи яваплӑ пуканран пӗрне хӗрарӑма шаннӑ. Вӑл пӗр-пӗр пай е управлени пуҫлӑхӗ те мар — министрӗн ҫумӗ.
Ҫак яваплӑ та хисеплӗ ӗҫе Ольга Кузнецова ятлӑ ҫынна шаннӑ. Хӗрарӑм унччен министрӑн ҫумӗн должноҫӗнче вӑхӑтлӑх шутланнӑ. Нумаях мар — кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн ҫурринчен тытӑнса. Харӑсах Ольга Викторовна ЧР ШӖМӗн Следстви управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
52 ҫулти Кузнецова юстици полковникӗ шутланать. 1995 ҫулта вӑл Самарти патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ. Шалти ӗҫсен тытӑмӗнче 1988 ҫултах ӗҫлеме тытӑннӑ. Чӑваш Ене кӑҫалхи нарӑсра куҫса киличчен 2007 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен тытӑнса Самар хулинчи шалти ӗҫсен управленийӗнче следстви пайне ертсе пынӑ.
Паян Шупашкарта WorldSkillsRussia — 2015 Чӑваш Ен чемпионачӗ пуҫланать. Унта рабочисем хутшӑнӗҫ. Конкурс тӑватӑ куна тӑсӑлӗ, уйӑхӑн 6-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Чемпионата техникумсемпе коллеждсенче вӗренекенсем тата ҫамрӑк рабочисем хутшӑнмалла. Вӗсен ҫулӗ 18-тан тытӑнса 22-ччен пулмалла.
Чемпионата 9 компентенципе ирттерме шухӑшласа хунӑ: «Плитка хурасси», «Кирпӗч хурасси», «Электромонтаж», «Веб-дизайн», «Сеть тата тытӑм енчен администрацилени», «Шӑратмалли технологисем», «Парикмахер ӑсталӑхӗ», «Кондитер ӗҫӗ», «Повар ӗҫӗ».
Ӑмӑртӑва харӑсах Шупашкарти темиҫе вӗренӳ учрежденийӗнче: Апатлану технологийӗн тата коммерцин техникумӗнче, Транспорт тата строительство технологийӗн техникумӗнче, Экономикӑпа технологи колледжӗнче, электромеханика коллеждӗнче — ирттереҫҫӗ.
Регионта ҫӗнтернисем Атӑлҫи федераци округӗнчи чемпионатра хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗслеме пултарӗҫ. Вӑл ака уйӑхӗнче Самарта иртӗ. Наци чемпионатне каярах Хусанта пуҫтарӗҫ.
Атӑлҫи федераци округӗнче пӗр регионтан тепӗр региона самолетсем малалла вӗҫеҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, регионсем хушшинчи авиацие аталантарасси пилотлӑ проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать.
Шупашкартан самолетсем асӑннӑ округри хуласене вӗҫме чарӑнӗҫ текен сас-хура та тухнӑччӗ пӗр вӑхӑтра. Анчах ку вӑл пустуй сӑмах кӑна пулчӗ. Шупашкартан Самара тата Ӗпхӗве унччен епле вӗҫнӗ, халӗ те вӗҫме пулать.
Нарӑсӑн 7–13-мӗшӗсенче кӑна асӑннӑ маршрутсемпе 4-шар рейс тунӑ. Самартан Шупашкара 2 ҫын вӗҫсе килнӗ, кунтан унта 5-ӗн кайнӑ. Ӗпхӳрен Шупашкара килекенсем те, каякансем те ытларах, 12-ӗн килнӗ, 13-ӗн кайнӑ.
Аса илтеретпӗр, ку маршрутпа ҫӳрекенсене ҫул укҫине пӗтемпех тӳлеттермеҫҫӗ — такакӑн ҫуррине хыснаран саплаштараҫҫӗ.
Тулай чӑвашӗсем вӑхӑта ахаль ирттерменни, унти йӑхташӑмӑрсене пӗтӗҫтерме тӑрӑшни пирки «Чӑваш халӑх сайчӗ» унччен те хыпарланӑччӗ.
Тольяттинчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ «Кӗмӗл сасӑ» юрӑ конкурсӗ ирттерме шут тытнӑ. Конкурса хутшӑнас кӑмӑллисен автономин ертӳҫине А.П. Бикмурзин ячӗпе заявка памалла. Унпа 89272688113 номерпе ҫыхӑнма сӗнеҫҫӗ. Автономин секретарӗ Н.В. Панфиленко та заявка йышӑнать. Унӑн телефон номерӗ — 89372309634.
Тольяттинче конкурсра ҫӗнтернисем каярах Самар хулинче иртекен ӑмӑртӑва хутшӑнайӗҫ.
Раҫҫей вулавӑш ассоциацийӗн вулав секцийӗ Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне халалласа тӗнче тетелӗнче «Литература сӑнарне — палӑк» акци ирттерет.
Тӗнче тетелӗнчи сасӑлав кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа пушӑн 31-мӗшӗччен иртӗ. Литературӑри йӑла-йӗрке пирки, хӑш хайлава килӗштерни ҫинчен ҫак сайтра сӳтсе явма пулать: www.rba.ru/content/news/vid_news_str.php?id=4048.
Республикӑра хӑш сӑнара палӑк лартма сӗнетӗр — пӗлтерӗр. Пӗтӗмлетӗве секци ларӑвӗнче Самар хулинче 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 17–22-мӗшӗсенче тӑвӗҫ.
Ырантан Шупашкартан Самара тата Ӗпхӗве самолетсем вӗҫме чарӑнӗҫ. Самолетсене ку линипе ҫӳреттернӗ «АК БАРС АЭРО» компани хӑйӗн ытти вӗҫевне те чарса лартассине пӗлтернӗ. Ҫакна унӑн хуҫисем самолетсене вӗҫтерме тӑкаклипе сӑлтавланӑ.
Раштавӑн ҫурринче аэрокомпани билет сутассине кӑралчӑн 12-мӗшӗччен сахаллатма йышӑннӑ. Раштавӑн 29-мӗшӗнче вӑл асӑннӑ кун хыҫҫӑн вӗҫеве чарса лартма йышӑннӑ. Хыснаран субсидилекен программӑна хутшӑнма вӑл заявка тӑратманнине кура (Шупашкартан Самарпа Ӗпхӗве уҫнӑ маршрут шӑпах ҫав программӑпа килӗшӳллӗн пулса пыраканскер) рейссене вӑл ырантанах хутшӑнмасси пирки пӗтӗмлетме пулать.
«АК БАРС АЭРО» компани хӑй панкурта тухманнине, ӗҫе вӑхӑтлӑха кӑна чарнине ӗнентерет иккен. Тӗп сӑлтавӗ — тенкӗ хӑй хакне ҫухатни-мӗн.
Кӑҫал ҫав компани Шупашкартан 500 ытла рейс хутлаттарнӑ.
Самарта наци культурисен «Самар хумӗсем» фестиваль иртнӗ. Унта облаҫсен наци центрӗсем хутшӑннӑ. Концерт курма, тӗрлӗ халӑх культурипе паллашма нумаййӑн пухӑннӑ. Фестивале ирттерессине йӑлана кӗртесшӗн.
Тӗрлӗ халӑх юррисемпе кӗввисем Атӑл хӗрринче янӑранӑ. Унта Мюнхенран, Эрменрен тата ытти тӑрӑхран килнӗ. Фестивале килнисене Самар хула пуҫлӑхӗ Дмитрий Азаров саламланӑ. Вӑл Самар хули кӗҫех 428 ҫул тултарнине палӑртнӑ. Ӑна уявласси ҫак фестивальрен пуҫӑннӑшӑн хӗпӗртенӗ.
Дмитрий Азаров каланӑ тӑрӑх, Самарта 100 ытла наци ҫынни пурӑнать. Ку — вӗсен пуянлӑхӗ. Фестиваль пурин кӑмалне те кайнӑ. Сцена ҫинче юрӑсем янӑранӑ, ташӑсем лартнӑ, наци костюмӗсен дефели иртнӗ. Фестивальпе нумайлӑха сывпуллашман — тепӗр ҫулччен ҫеҫ.
ЧР Информаци политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен форумӑн официаллӑ сайтӗнче 188 проект регистрациленӗ. Вӗсемпе Атӑлҫи федераци округӗн «iВолга» ҫамрӑксен канашлӑвӗнче паллаштарӗҫ. 25 проект — «Арт-тӑваткал», 17 проект — «Ман хыҫҫӑн чуп», 48 проект — «Инноваци тата техника пултарулӑхӗ», 17 проект — «Информаци юхӑмӗ», 15 проект — «Манӑн Тӑван ҫӗршыв — пысӑк пултарулӑх», 5 проект «Политика», 48 проект — «Ырӑлӑх технологийӗ», 14 проект «Эсӗ — усламҫӑ» енӗсемпе. Чӑваш Енӗн хӑш проекчӗ форума лекессине экспертсен канашӗ йышӑнӗ.
Атӑлҫи федераци округӗн «iВолга» ҫамрӑксен форумӗ — «Селигер — 2014» вӗренӳ форумне хатӗрленмелли тапхӑр. Конкурсра ҫамрӑксен инноваци тата социаллӑ программӑсен проекчӗсем пулӗҫ.
Кӑҫал канашлу ҫӗртмен 18–28-мӗшӗсенче Атӑлӑн сулахай енче Самарпа Тольятти хулисен хушшинче пулӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, унта 2 000 ытла ҫамрӑк хутшӑнӗ. Чӑваш Енрен 90 ҫын хутшӑнӗ. Канашлӑва Китайран 200 яхӑн ҫын килмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |