Самартан Шупашкара килекен автобус паян ҫул ҫинчех ҫунма тытӑннӑ. Ку Комсомольски районӗнчи Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ.
Телее, пассажирсене салонран кӑларма ӗлкӗрнӗ. Салонра пулнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, автобус 15 сехетре ҫунма пуҫланӑ. Алексей Казанцев арӑмӗпе тата ачипе мотор ҫывӑхӗнче ларнӑ. Вӗсем шаплатнине илтнӗ. Унтан тӗтӗм йӑсӑрланма пуҫланӑ. Ҫулӑм сӳнтермелли хатӗрсем пулӑшман, автобус вӑйлӑ ҫунма тытӑннӑ.
Уявпа ҫыхӑннӑ канмалли кунсем пулнӑран салонра халӑх нумай пулнӑ. Пассажирсен хӑш-пӗр япали ҫунса кайнӑ. Пассажирсем Шупашкара урӑх транспортпа ҫитнӗ.
Вырӑна ИӖМ ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Автобусран нимӗн те юлман: тимӗр каркас ҫеҫ.
Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин ветеранӗ Александр Латвинов Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ умӗн 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл — юрӑ пуххисен авторӗ.
Александр Латвинов Самарта ҫуралнӑ. Вӑл 1942 ҫулхи раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа 1945 ҫулхи юпан 1-мӗшӗччен ҫар объекчӗсене сыхланӑ. Кайран Вӑрмар районӗнче тата Шупашкарта вӑй-хал культурин тата ӗҫ урокӗсене ертсе пынӑ.
Александр Латвинов пушӑ вӑхӑтра карҫинкка, панно ҫыхать. Вӑл халӗ те сӑвӑ ҫырать, юрӑ хайлать. Ветеран темиҫе диск кӑларнӑ ӗнтӗ. Унта патриотлӑх тата ача-пӑча юррисем кӗнӗ.
«Хавал» уйлӑха кӑҫал та пуҫтарӑнӗҫ. Ун пирки халӑх тетелӗсенчен пӗринче асӑннӑ ушкӑн ӗнер пӗлтернӗ. Чӑваш чӗлхине пӗр-пӗринпе калаҫса хаваслӑн вӗренес текенсенчен нарӑсӑн 28-мӗшӗччен йӗркелӳ взносне йӳнӗ хакпа пухаҫҫӗ.
5 ҫулчченхи ачасемшӗн укҫа илмӗҫ, 5–12-рисемшӗн 200 тенкӗ тӳлемелле, шкул ачисен — 300 тенкӗ, студентсен — 400 тенкӗ, ыттисен — 500 тенкӗ. Тӗлпулу тӗллевӗ — чӑваш чӗлхине ҫине тӑрса тата хӑвӑрт ӑша хывасси. Унсӑр пуҫне — тӑван халӑхӑмӑрӑн культурипе, историйӗпе, йӑла-йӗркипе паллаштарасси те.
Йӗркелӳ взносне Шупашкарта Алпарух (Александр Блинов), унӑн телефонӗ — 89023285051, йышӑнать; Самарта — Тӑшман (Антон Вечкунин), унӑн номерӗ — 89608420924; Мускавра — Салампи (Оксана Антонова), телефон номерӗ — 89680799852. Ытти хулара пурӑнакансем ыйтӑва ҫак каҫӑпа уҫамлатайӗҫ: cv-haval.org/ru/node/89.
Шупашкарти МТВ-центрта ҫак канмалли кунсенче сайра тӗл пулакан ӑратлӑ кушаксен «Восточное котопати» куравӗ ӗҫленӗ. Унта илсе килнӗ Кироври, Самарти, Хусанти, Йошкар-Олари, Ижевскри, Пензӑри, Мускаври, Беларуҫ Республикинчи тата ытти вырӑнти хаклӑ ӑратлӑ кушаксене кӗрсе курассишӗн аслисем 130 тенкӗ, ачасем 70 тенкӗ тӳленӗ, 5 ҫултан кӗҫӗнреххисене укҫасӑрах кӗртнӗ.
Курава пӗтӗмпе 160 ҫын хӑйӗн тӑватӑ ураллӑ тусне кӑтартма кӑмӑл тунӑ. Пурӗ вара икӗ теҫетке ытла ӑратпа паллаштарнӑ. Владислав Смирнов «Про город» интернет-хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна кӗске ураллӑ кушак-такса, ҫветтуй бирма тата Египетри мау уйрӑмах тӗлӗнтернӗ. Мау ӑрат 100 пин тенкӗ таран тӑрать. Унӑн хуҫисем каланӑ тӑрӑх, ку кушак Раҫҫейре 47 пуҫ кӑна.
Чӑваш Party е Самарти чӑвашсем клуб пурнӑҫӗ ҫӗнӗ трендне пуҫарать тесе пӗлтернӗ «Аван | Самар калаҫу клубӗ» «Контактра» тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Нумаях пулмасть унта пуҫласа чӑвашсен ташӑ каҫӗ иртнӗ. Уява вӑл тӑрӑхри 120 ҫын пырса савӑннӑ.
Культура мероприятине Александр Моисеев чӑваш пуҫарнӑ. Савӑнӑҫлӑ уявсене Александр унччен те йӗркеленӗ, анчах чӑвашсене пӗр ҫӗре пуҫтарса капла каҫра пӗрремӗш хут савӑнтарма пултарнӑ. Пуҫаруллӑ ҫамрӑка Самар тӑрӑхӗнчи чӑваш ҫамрӑкӗсен «Аван» пӗрлешӗвӗ пулӑшнӑ.
«Аван» клуб юпа уйӑхӗн 23-мӗшенче чӑваш тӗррипе мастер-класс йӗркеленине, тӗрӗ ӑсталӑхӗпе кӑсӑкланакансем валли тӳлевсӗр занятие Галина Цыганкова ертсе пынине маларах эпир пӗлтернӗччӗ.
Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче чӑвашсен Акатуйне ирттерме палӑртса хунӑ. Уява ҫӗртмен 11-мӗшӗнче унти «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) культурӑпа кану паркне пухӑнӗҫ.
Акатуя чӗмпӗрсем Пушкӑртстанран, Тутарстанран, Чӑваш Енрен, Сарту тата Самар облаҫӗсенчен пырасса шанаҫҫӗ. Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи Николай Угаслов тата чӑваш парламенчӗн ертӳҫи Юрий Попов та унти чӑвашсем ҫитессе кӗтеҫҫӗ.
Уяв вӑхатӗнче харӑсах темиҫе сцена ӗҫлемелле. Вӗсен шутӗнче — «Ача-пӑча Акатуйӗ», «Молодежная «Сарпике» (чӑв. Ҫамрӑк «Сарпике»), «Национальные игры» (чӑв. Наци вӑййисем).
Акатуй йӗркелӳҫисем наци апат-ҫимӗҫне астивсе пӑхма та, декораципе практикӑллӑ пултарулӑх хатӗрӗсемпе тата чӑваш литературипе паллашма та май туса пама шантараҫҫӗ.
Шупашкартан Самара пуйӑс ҫулӗ туни экономика тӗлӗшӗнчен усӑллӑ. Кун пек шухӑшланӑ май «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен уҫӑ обществи ҫак икӗ хулана пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳрекен ҫулпа ҫыхӑнтарма сӗнет-мӗн.
«Самар — аэропорт Курумоч — Тольятти» маршрутпа пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳремелли чукун ҫул тӑвас проекта сӳтсе явнӑ май Шупашкар пирки аса илнӗ. «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» обществӑра «Мускав – Хусан» маршрута «Шупашкар – Чӗмпӗр» йӗрпе ҫыхӑнтарсан кӑна укҫа хывнин усси пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн.
Аса илтеретпӗр, «Мускав — Хусан» пысӑк хӑвартлӑхлӑ магистраль проектне тума Китай пулӑшассине пӗлтернӗ. Ҫакна Китай Халӑх Республикин посолӗ Ли Хуэй каланӑ. Ли Хуэй Китайра пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистраль строительстви енӗпе пысӑк опыт пуррине палӑртнӑ. Унта кирлӗ технологисем те пур-мӗн.
Канашри машиностроени савутӗнче хальхи йышши лифтсем кӑларма тытӑнӗҫ. Предприяти саккас илнӗ ӗнтӗ: 100 лифт кӑлармалла.
Канашри савут ҫӗнӗ производствӑна алла илет. Ытларах вӑл унччен сортлакан хатӗр-хӗтӗрӗ кӑларӗ. «Канмаш» ҫулталӑкне 1200 кабина тӑвӗ.
Раҫҫейре лифтсем питӗ кирлӗ. Ӑна лайӑх туянаҫҫӗ. Лифта темиҫе савут ҫеҫ кӑларать. Чылайӑшӗ кивелнӗ ӗнтӗ, вӗсене тахҫанах улӑштармалла. Ҫулталӑкне 35 000 лифт кирлӗ.
Канашра лифт кӑларма тытӑнас ӗҫе 300 миллион тенкӗ инвестици хывнӑ. Савут директорӗ каланӑ тӑрӑх, вӗсен пахалӑхӗ ют ҫӗршывра кӑларнисенчен япӑх пулмӗ. Лифтсем 400–1250 килограмм чӑтаканнисем, видеосӑнавпа тата сенсор экранпа пулӗҫ.
Саккас панӑ 100 лифта Хусана, Самара, Мари Республикине ӑсатӗҫ, Шупашкарта та хӑварӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Карачура ялӗнчи Алексей Дудкин йытӑ кӳлсе Пӗтӗм тӗнче шайӗнчи ӑмӑртӑва тухса кайнӑ.
«Волга Квест–2016» ят панӑ тупӑшу пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Самар облаҫӗнчи Тольяттинче уҫӑлнӑ.
Карачурара ҫуралнӑ А. Дудкинӑн Раҫҫейри, Финляндинчи тата Польшӑри спортсменсемпе тата вӗсен тӑватӑ ураллӑ тусӗсемпе ӑмӑртма тивнӗ.
Паян спортсменсем тепӗр хутчен тупӑшӑва тухнӑ. Дистанцие чи малтанах Тӗменти Михаил Фатеев тухнӑ, ун хыҫҫан тепӗр 21 минту та 8 ҫеккунтран — Войтек Сигула поляк, вӗсем хыҫҫӑн Мускаври Вячеслав Демченко тата Чӑваш Енри Алексей Дудкин старта тӑнӑ. Спортсменсен 200 километр ытла тӑршшӗ инҫӗше ҫӗнмелле.
Хӑйне евӗр спорт тупӑшӑвне Тольяттинче уҫнӑ та йытӑ кӳлнӗ ҫынсем «Самар Луки» наци паркӗ тӑрӑх вирхӗнсе иртнӗ. Пӗтӗмпе 14 команда хутшӑннӑ ӑмӑртӑва. Кӑҫал ӑна иккӗмӗш хут йӗркеленӗ. Пӗрремӗш хут икӗ ҫул каялла, 2014-мӗшӗнче, ирттернӗ. Ун чух Германирен килнӗ Сильвия Футваенглер ҫӗнтернӗ.
Республикӑн тулашӗнче пурӑнакан хастар чӑвашсем тӑван халӑхӑмӑрӑн культурине манманни, ӑна хӑйсем пӗлнӗ тата пултарнӑ таран аталантарма тӑрӑшнине палӑртма кӑмӑллӑ. Самар тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсем те ку енӗпе хастар.
Ҫитес уйӑхӑн 12-мӗшӗнче, акӑ, вӗсем пултаруллӑ сцена ӑстисене палӑртма конкурс ирттерме шухӑшласа хунӑ. Вӑл Чӑваш Енре ҫулсерен иртекен «Кӗмӗл сасӑ» эстрада фестивальне хутшӑнма тивӗҫ юрӑҫа суйламалли ӑмӑрту пулӗ. Фестиваль хулари Воронеж урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ Туслӑх ҫуртӗнче 11 сехетре пуҫланмалла. Самар тӑрӑхӗнчи чӑвашсем кунашкаллине кӑҫалхипе 14-мӗш хут ирттереҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл тӑрӑхри маттур йӑхташӑмӑрсем чӑваш хореографи ушкӑнӗсене «Чӑваш ташши» фестиваль-конкурса йыхравлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гордеев Денис Викторович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |