Муркаш муниципаллӑ тӑрӑхӗнче муниципалитет служащине шанчӑкран тухнӑ тесе ӗҫрен хӑтарнӑ. Кун пирки прокуратура пӗлтернӗ.
Муркашри пӗрлехи дежурствӑпа диспетчер службин ертӳҫи хӑйӗн тупӑшӗ, пурлӑхӗ пирки кирлӗ сведени паман. Вӑл арӑмӗпе ҫул ҫитмен ачисем пирки те пӗлтермен.
Коррупцие хирӗҫ саккуна пӑхӑнманшӑн тӳре-шарана ӗҫрен кӑларнӑ. Кӑлтӑк пирки район администрацие прокуратура асӑрхаттуру пулса иртнӗ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, каҫ енне Патӑрьел округӗнчи Ҫӗньялта ҫын путса вилнӗ. Арҫыннӑн виллине водолазсем тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче вара Муркаш округӗнчи Ятман ялӗнчи пӗвере 55 ҫулти арҫын шыва кӗнӗ чухне путнӑ. Атӑл леш енчи санатори ҫывӑхӗнче икӗ ҫамрӑкӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Унта 19-ти тата 21 ҫулти студентсем путса вилнӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 21 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ – ачасем.
Ӗнер Атӑл леш енче икӗ каччӑ путни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: ун чухне ҫил вӑйланнӑ та хумсем пысӑкланнӑ. Каччӑсем шыв айӗнчен тухайман.
Вӗсене ӗнер шырама пуҫланӑ. Паян виллисене тупса ҫыран хӗррине кӑларнӑ. Вӗсем - 2003 тата 2005 ҫулсенче ҫуралнӑ, Шупашкара вӗренме килнӗ студенсем. Ҫамрӑксем шыв хӗрринче ушкӑнпа каннӑ. Шалалла ишсе кӗрсен каялла иккӗше кӑна тухнӑ. Тепӗр иккӗшӗ ҫухалнӑ. Шел те, вӗсем путса вилни ҫирӗпленнӗ.
Мари Элта пурӑнакан, судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ ҫын сусӑр арҫынна 800 пин тенкӗ ытла кредит илтерттернӗ. Ӳкӗте кӗртме ӑна тепӗр ҫын та пулӑшнӑ-ха (унпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе уйрӑм тӗпчеҫҫӗ).
65 ҫулти арҫын инсульт тӳссе ирттернӗ хӑйне начсар туйа. Ултавҫӑсем ҫавӑнпа усӑ курнӑ та ӗнтӗ. Вӗсем ӑна автокредита хӑйӗн ячӗпе илме ӳкӗте кӗртнӗ, укҫана хӑйсем тӳлесе тӑма шантарнӑ.
Сусӑр арҫын итленӗ, Шупашкарти салонсенчен пӗринче кредитпа машина туяннӑ.
Паян ирхи 9 сехетре Шупшкарти «Садовый» микрорайонта рабочи ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Вӑл 10 метртан персе анса вилмеллех суранланнӑ.
Халӗ ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Ҫакӑ паллӑ: 47 ҫулти арҫынна монтаж ӗҫне тӑвакан предприниматель тара тытнӑ. Ӑна документсене йӗркеллӗ хатӗрлесе ӗҫе илмен. Унӑн ятарлӑ пиҫҫиххи те пулман, унпа инструктаж та ирттермен. Прокуратура Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗпе пӗрле тӗрӗслев ирттерет.
Шӑрӑх ҫанталӑкра нумайӑшӗ шыв хӗрринче канать, шыва кӗрет. Шел те, инкек ҫине-ҫинех пулать. Ӗнер кӑна Ҫӗмӗрлере ватӑ арҫын путса вилни пирки пӗлтернӗччӗ.
Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Канаш муниципаллӑ округӗнчи Асхва ялӗнче инкек пулнӑ. Ун ҫывӑхӗнчи пӗвере хӗрарӑм путса вилнӗ. Вӑл 39 ҫулта пулнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ. «Ушкӑнпа каннӑ чухне пӗр-пӗрне асӑрхӑр. Ӳсӗр чухне шыва кӗме, инҫете ишме ан хӑтланӑр», - теҫҫӗ вӗсем.
Паян Шупашкарта Хулаҫум урамӗнчи 3-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Галактика» лавкка ҫуннӑ. Пушар 14 сехет ҫурӑра тухнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем килнӗ тӗле иккӗмӗш хутра ҫӑра тӗтӗм сарӑлнӑ. Ҫулӑм 500 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Пушарнӑйсем 1 ҫынна ҫӑлнӑ. Тепӗр 15 ҫын урама хӑй тӗллӗн тухнӑ.
Ҫулӑма 10 техника, 31 ҫын сӳнтернӗ. 16 сехет те 53 минутра пушара йӑлт парӑнтарнӑ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шӑмӑршӑ округӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ шкулӗнче пушар пулнӑ. Ҫулӑм тухни пирки 15 сехет те 35 минутра пӗлтернӗ.
Пушар технологи пӳлӗмӗнче тухнӑ. Вӑл пӗрремӗш хутра вырнаҫнӑ. Ҫулӑма икӗ техника сӳнтернӗ. Пушарта станок, тумба, урай сиенленнӗ. Юрать-ха, никам та шар курман. Пушар 3 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснине палӑртнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 715 пушар пулнӑ, вӗсенче 35 ҫын вилнӗ, 39-ӑн суранланнӑ.
Шӑрӑх ҫанталӑк пуҫланчӗ. Шел те, каллех путса вилекенсем пулнӑ. Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче каҫхине Ҫӗмӗрлери пӗверен ватӑ арҫын виллине кӑларнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 1954 ҫулта ҫуралнӑ арҫын техника пӗлтерӗшлӗ шывра путнӑ. Сӑмах май, Ҫӗмӗрлере кунашкалли – виҫҫӗмӗш тӗслӗх. Малтанхи икӗ ҫын, 54-ри арҫын тата 35 ҫулти хӗрарӑм, Статуев пӗвинче путнӑ.
Улатӑр тӑрӑхӗнчи прокуратура Чӑвашупрдор предприяти Улатӑртан Патӑрьеле каякан ҫул хӗррине йӗркеллӗ тытса тӑманнине тупса палӑртнӑ.
Аслӑ ҫул хӗррипе йывӑҫсемпе тӗмсем тӳнсе кайса ҫӗрсе выртнӑ, халь-халь персе анас пек усӑнса ларакансем те пулнӑ. Пластик савӑт-сапа, целлофан хутаҫ йӑваланса выртнӑ.
Кӑлтӑка пӗтерме ыйтса надзор органӗ Чӑвашупрдор ячӗпе асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |