Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Политика

Республикӑра
https://chuvti.ru/ сайтран илнӗ скриншот
https://chuvti.ru/ сайтран илнӗ скриншот

«Чӑваштехинвентаризаци» хысна учрежденийӗн директорӗ пулма Оксана Ивановӑна ҫирӗплетнӗ.

Асӑннӑ организаци республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине пӑхӑнса тӑрать.

Директора ҫирӗплетесси ҫинчен калакан документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑмра паян. чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, хыпарланӑ. Йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Унччен Оксана Николаевна Чӑваштехинвентаризацин директорӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Асӑннӑ оранизацин директорӗ пулнӑ Александр Башков кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӗҫрен пӑрахнӑ. Вӑл республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерствине куҫнӑ, халӗ унта министр ҫумӗ пулса тӑрӑшать.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи пулса ӗҫлекен Вячеслав Борисова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑмра вырнаҫтарнӑ.

Документра каланӑ тӑрӑх, Вячеслав Аркадьевича Чӑваш Ен ырлӑхӗшӗн нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн ҫавӑн пек чыслас тенӗ.

Сӑмах май каласан, унччен Вячеслав Борисов Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленине чылай ҫул ертсе пынӑччӗ.

Нумаях пулмасть вара вӑл ӗҫрен пӑрахать текен сӑмах тухнӑччӗ. Ун вырӑнне Алексай Ладыков йышӑнасси пирки сӑмах-юмах ҫӳрет.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паянтан, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен, Алексей Шурчанов Сӗнтӗрвӑрри округӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑ.

Ӗнер вара унчченхи ертӳҫӗ Владимир Петров хӑйӗн ирӗкӗпе отставкӑна кайнӑ. Паян вара Шурчанов-кӗҫӗнни унӑн пуканне йышӑннӑ.

Муниципалитет пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Алексей Шурчанов пӗрремӗш ӗҫ кунӗнче адиминистраци коллективӗпе паллашнӑ, пӗрлехи ӗҫсен тӗп енӗсене палӑртнӑ.

Сӑмах май, 2025 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Шурчанова КПРФран кӑларнӑ, вӑл партин ҫӳлти органӗсен йышӑнӑвӗсене пурнӑҫламан, устава пӑснӑ имӗш. Кӑҫал ҫуркунне вара вӑл «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн» праймеризне хутшӑннӑ, анчах Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулайман.

Алексей Шурчанов 1975 ҫулта Шупашкар хулинче ҫуралнӑ. Вӑл – КПРФӑн регионти уйрӑмне 1993 ҫултан пуҫласа мӗн виличчен, 2020 ҫулччен, ертсе пынӑ Валентин Шурчановӑн ывӑлӗ.

 

Политика
Контактри «Срочности» страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк
Контактри «Срочности» страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри Элӗк муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Александр Терентьев отставкӑна кайнӑ. Пуҫлӑх хӑйне ӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени ҫырнӑ. Вырӑнти Депутатсен пухӑвӗ Александр Терентьев кӑмӑлне тивӗҫтернӗ.

Кун пек йышӑнӑва Элӗк тӑрӑхӗнчи халӑх тарҫисем чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тунӑ. Пуҫлӑх ҫемҫе пукана мӗншӗн пушатас тенине кӗске хыпарта асӑнса хӑварман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-235936046_3796
 

Персона

Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи пулса тӑрӑшакан Вячеслав Борисов ӗҫрен пӑрахать текен сӑмах тухнӑ. Кун пирки «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Срочности | Урмары | Новости» (чӑв. Васкавлӑн/ Вӑрмар / Хыпарсем) пабликра пӗлтернӗ.

Унта хыпарланӑ тӑрӑх, Вячеслав Аркадьевич отпуск хыҫҫӑн хӑйӗн пуканне пушатӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи пулма Алексей Ладыкова ҫирӗплетӗҫ.

2025 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Вячеслав Борисова республикӑн парламентӗнче хӑйӗн тулли праваллӑ элчи пулма ҫирӗплетнӗччӗ. Хушӑва республика ертӳҫи юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче алӑ пуснӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-235936046_4127
 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян Чӑваш Республикин правительствинче каллех пӗчӗк улшӑнусем пулнӑ, ку кадрсене пырса тивет.

ЧР ял хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумне палӑртнӑ. Хушӑва республика премьер-министрӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ку пукана Ольга Кудрявцева йышӑннӑ. Унччен вӑл ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулнӑ.

Ольга Кудрявцева министр ҫумӗнче 4,5 ҫул каялла ӗҫлеме пуҫланӑ. Унччен вӑл ҫак ведомствӑрах ял территорийӗсен аталанӑвӗн пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.

Сӑмах май, унччен ял хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ Инна Волкова ку должноҫрен юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кайнӑ, паянхи кун ЧР Экономика министерствине ертсе пырать.

Халӗ ял хуҫалӑх министрӗн Андрей Макушевӑн икӗ ҫум: Ольга Кудрявцева тата Анатолий Такмаков.

 

Политика
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлама Татьяна Рябининӑна шаннӑ.

Ӗнер Чӑваш халӑх сайтӗнче Софья Савнеш автор ҫав хӗрарӑма Элтепер ӗҫрен кӑларнине пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: вӑл ку должноҫре Рябинина 6 ҫул ҫурӑ вӑй хунӑ. Татьяна Рябинина унччен министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ.

Паян вара республика Элтеперӗ Олег Николаев Рябининӑна министр тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑ. Ку йышӑнӑва Чӑваш Республикин Конституцийӗн 72-мӗш статйин 6-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн тунине палӑртса хӑварнӑ. Хушу ӑна алӑ пуснӑ кунран, тепӗр майлӑ каласан, паянтан, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен, вӑя кӗнӗ.

157-мӗш номерлӗ документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑмра вырнаҫтарнӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сайтри сӑн сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ пулма Василий Петрова ҫирӗплетнӗ. Хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Аса илтерер: Василий Петрова ӗнер спорт министрӗн пуканне пушатнӑ. Ку ӗҫрен вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Ку должноҫре Василий Петров 6 ҫул ҫурӑ ӗҫленӗ.

Василий Петров Ҫӗнҫӗпӗрте 1963 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн машиностроени факультетӗнче вӗреннӗ. 1980 ҫулсен вӗҫӗнче кёкусинкай каратэпе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Спорт министрӗ пулма ӑна 2020 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче лартнӑ. 2023 ҫулта ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.

Паянтан вӑл тата пысӑкрах вырӑн йышӑннӑ.

 

Политика
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.

Ҫак йӗркесен авторӗ кӑҫал ҫак Ҫырӑва итлемен, анчах пурне те тенӗ пек пӗлсе тӑракан тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫатра хыпарланӑ тӑрӑх, Олег Николаве 2027 ҫулхи республика хысни пирки сӑмах хускатман. Унӑн проектне республика Правительстви хатӗрленӗ иккен-ха. Хыснара рекордла 17 миллиард тенкӗ дефицит пӑхса хӑварнӑ.

Республика Элтеперӗ Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухнӑ чухне ку ыйтӑва та тишкерессе хӑш-пӗр депутат питех те шаннӑ-мӗн, анчах Олег Николаев ун пирки калаҫса тӑман. Сӑмах май каласан, вӑл спорт пирки самай чарӑнса тӑнӑ, республикӑри Хӗрарӑмсен канашӗ (ӑна Элтеперӗн арӑмӗ ертсе пырать) пирки те асӑнса хӑварнӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян ЧР спорт министрӗ Василий Петрова ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Вӑл ку должноҫре 6 ҫул ҫурӑ ӗҫленӗ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ алӑ пуснӑ.

Ҫавӑн пекех спорт министрӗн пӗрремӗш ҫумне те Татьяна Рябининӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Вӑл та ку должноҫре 6 ҫул ҫурӗ вӑй хунӑ.

Василий Петров Новосибирскра 1963 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн машиностроени факультетӗнче вӗреннӗ. 1980 ҫулсен вӗҫӗнче кёкусинкай каратэпе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Спорт министрне Василий Петров 2020 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ларнӑ. 2023 ҫулта ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.

«Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, ырантан спорт министрӗн пуканне Татьяна Рябинина йышӑнма пултарӗ. Василий Петров вара вице-премьер креслине йышӑнмалла.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 215
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 28

1927
99
Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
88
Александр Аксар, чӑваш ҫыравҫи, литература тӗпчевҫи, журналист ҫуралнӑ.
1954
72
Порфирьев Николай Анатольевич, чӑваш журналисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1957
69
Людмила Сачкова, чăваш çыравçи çуралнă.
1966
60
Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри вилнӗ.
1986
40
Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1990
36
Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та