Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -17.7 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Политика

www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Раҫҫейӗн ЮТ ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствин Шупашкарти уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ пулма Андрей Синицкие ҫирӗплетнӗ. Унччен вӑл Тӗп федераци инспекторӗн канашҫи пулнӑ, тата маларах «КоммерсантЪ» хаҫатра ӗҫленӗ.

Ҫӗнӗ ертӳҫӗпе Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Раҫҫейӗн ЮТ ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствин Чулхулари пайташӗ Сергей Малов паллаштарнӑ.

 

Политика

ЧР вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумне Алевтина Буданцовӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва Сергей Артамнов премьер-министр паян алӑ пуснӑ.

Вӑл министрӑн пӗрремӗш ҫумӗнче 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. 55 ҫулти Светлана Буданцова шкул умӗнхи, пӗтӗмӗшле пӗлӳ тата хушма професси пӗлӗвӗ енӗпе вӑй хунӑ. Унччен вара вӑл Шупашкарти професси колледжне ертсе пынӑ, тата маларах 39-мӗш шкул директорӗ пулнӑ.

Халӗ вӗренӳ министрӗн икӗ ҫум юлнӑ: Марина Лежнина тата Светлана Скочилова.

 

Политика
«Правда ПФО» архивӗнчи сӑн
«Правда ПФО» архивӗнчи сӑн

«Пенсионерсен социаллӑ тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей партийӗн» регионти уйрӑмӗн ертӳҫи Николай Степанов ку дожноҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе каясси пирки заявлени ҫырнӑ. «Правда ПФО» интернет-хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл парти председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Ворожцов ӗҫӗсемпе килӗшменнипе каять.

Сӑмах май, нумаях пулмасть Игорь Молякова тата Владислав Солдатова «Тӗрӗслӗшӗн Раҫҫейрен» партие дискредитациленӗшӗн кӑларнӑ.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн конкурентла политика тата тариф службин ертӳҫин ҫумӗ пулма Ирина Щукинӑна ҫирӗплетнӗ. Кун пек йышӑнӑва республикӑн премьерӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Асӑнна службӑри ҫав пукан кӑҫалхи ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ҫав ӗҫрен Татьяна Копеева кайсан, пушанса юлнӑ.

Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнченпе ку ӗҫре Ирина Щукина тимлеме тытӑннӑ. Вӑл тарифсене йӗркелес ыйтушӑн яваплӑ пулӗ. Асӑннӑ ведомствӑра вӑл 2013 ҫултанпа право ыйтӑвӗсене йӗркелесе пынӑ.

 

Политика

ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, ЧР ӗҫлев министрӗн пӗрремӗш ҫумне ӗҫрен кӑларнӑ. Ку должноҫре Лариса Арсентьева 8 ҫул ӗҫленӗ.

Ку должноҫре вӑл 2017 ҫултанпа вӑй хунӑ. Унччен маларах ҫулталӑк ытла вӑл ЧР Элтеперӗн администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. Тата кӑшт маларах вара Шупашкар район администрацийӗнче ӗҫленӗ.

 

Политика

Чӑваш Енӗн Правительствинче иртнӗ эрнере кадр улшӑнӑвӗсем пулса иртнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, икӗ министерствӑн ертӳҫисен тивӗҫӗсене пурнӑҫлакансене ҫирӗплетнӗ.

Сывлӑх сыхлав министрӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама Олеся Игнатьевӑна шаннӑ.

Республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама Лариса Рафиковӑна ҫирӗплетнӗ.

 

Политика
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрне Дмитрий Краснова та ӗҫрен кӑларнине республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче хыпарланӑччӗ. Вӑл та, Владимир Степанов пекех, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Ун пек хушӑва Олег Николаев Элтепер паян алӑ пуснӑ.

 

Политика
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне — сывлӑх сыхлав министрне Владимир Степанова ӗҫрен кӑларнине эпир пӗлтернӗччӗ-ха.

Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи документра Владимир Степанова ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен ӗҫрен хӑтарма йышӑннине палӑртнӑччӗ.

Паянтан вӑл

Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ пулма шаннӑ.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне — сывлӑх сыхлав министрне Владимир Степанова ӗҫрен кӑларнине маларах хыпарларӑмӑр-ха. Паянах тепӗр хушупа Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тепӗр ҫумне — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрне Дмитрий Краснова та ӗҫрен кӑларнӑ. Вӑл та ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен ҫемҫе пукана пушатӗ.

Дмитрий Краснов та ӗҫрен хӑй кӑмӑлӗпе каяс тенӗ-мӗн.

Министр хӑйӗн Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл Олег Николаев командинчех юлӗ.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне — сывлӑх сыхлав министрне Владимир Степанова ӗҫрен кӑларнӑ.

Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Степанова ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен ӗҫрен хӑтарма йышӑннӑ.

Вице-премьер ӗҫрен хӑй каяс тенӗ-мӗн. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ хушура палӑртса хӑварнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, ... 207
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир тӑва та тепӗр май ҫавӑрма хатӗр. Анчах хӑш чухне чӑтӑмлӑрах пулса плансене каярахпа пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынпа хутшӑннӑ чухне компромисс тупма ӑнтӑрӑр, кашни утӑма шутласа тӑвӑр — васкаса йышӑнусем тума кирлӗ мар. Канмалли кунсенче сире интереслӗ паллашусемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ.

Нарӑс, 06

1938
88
Чекушкин Виталий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем