
Патӑрьелти 1-мӗш шкул ачисем Китайри фестивале хутшӑннӑ.
Вӗсем Бэйдайхэ хулинче иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери наци культурисен фестивалӗнче пулнӑ.
Чӑваш Енри ачасем Китайра чӑваш культурипе, тумӗпе, юрри-ташшипе паллаштарнӑ.
Фестиваль йӗркелӳҫисем Никита Бичурин востоковед Чӑваш Енрен пулнине каласа кӑтартнӑ.

Пӑрачкавра та Вилӗмсӗр ҫулӑм ҫунма пуҫланӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑҫинче пуҫ хунисене асра тытса лартнӑ мемориалта авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче чӗртнӗ.
Вӑрҫа ҫав тӑрӑхри 8 519 ҫын тухса кайнӑ, 5 230-шӗ каялла таврӑнайман.
Мемориала 1967 ҫултах уҫнӑ. Ӑна газификацилеме халӗ 83 метр тӑршшӗ газ пӑрӑхӗ хунӑ.
Вилӗмсӗр ҫулӑм пирӗн республикӑра ҫапла вара 13 ҫӗрте ҫунать: Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал паркӗнче тата 1-мӗш масар ҫинчи тӑванла вил тӑпри ҫинче, Канашра, Кӳкеҫре, Ҫӗрпӳре, Патӑрьелте, Красноармейскинче, Шӑмӑршӑра, Етӗрнере, Куславкка районӗнче уҫнӑ Сӑр чиккине чавнисене асра тытса уҫна мемориалта, Шупашкар районӗнчи Урай Макаҫра.

Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Патӑрьелте шаплатнӑ сасӑ илтӗннӗ. Ҫынсем хӑраса кайнӑ, кун пирки йӗрке хуралне пӗлтернӗ.
Кун хыҫҫӑн ҫулсене пӳлнӗ, тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Мӗн пулнӑ-ха унта? Патӑрьелти пӗр ҫурт никӗсӗ аннӑ иккен. Ҫавна май темиҫе чӳрече ҫурӑлнӑ.
Йӗрке хуралҫисем вырӑна тӗрӗслесен нимӗнле сирпӗнекен хатӗр те тупман. Патӑрьел администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, лару-тӑрӑва куҫран вӗҫӗртмеҫҫӗ.

Патӑрьелте 73 ҫулти хӗрарӑма таптаса кайнӑ.
32 ҫулти водитель «Лада Приора» автомобильпе ватӑ ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Хӗрарӑм ҫав вӑхӑтра ҫуран ҫӳрекенсене каҫса ҫӳремелли ҫулпа утса пынӑ.
Инкек район центрӗнчи Ленин проспектӗнчи 47-мӗш ҫурт патӗнче пулса иртнӗ. Суранланса пӗтнӗ ватта пульницӑна ӑсатнӑ.

Патӑрьел округӗнче рысак лашасен «Ҫӗнтерӳ кубокӗ» ӑмӑртӑвӗ иртнӗ.
«Солнечный» ипподромра иртнӗ тупӑшӑва республика округӗсенчи 21 лаша хутшӑннӑ. Тӗп парнене – Ҫӗнтерӳ кубокне – «Чацкий» ятлӑ тиха ҫӗнсе илнӗ. Унӑн хуҫи – Шӑмӑршӑ округӗнчи Илья Хлюкин.

Патӑрьелте Вӑрҫӑ ачисене халалланӑ палӑк уҫӑлнӑ. Вӑл «Юбилейный» паркра вырнаҫнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан ҫав ҫулсенче ҫуралнӑ ачасен ачалӑхӗ пӗтнӗ. Вӗсем те аслисемпе тан тӑрса колхозра ӗҫленӗ, Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ.
Патӑрьелти палӑка савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ, унта вӑрҫӑ ачисене чӗннӗ.

Чӑваш Енре ҫурхи сунар тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Вӑл паянтан пуҫласа ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ.
Сӑмах май каласан, пирӗн тӑрӑхра сунар улӑх-ҫаранне икӗ зонӑна уйӑрнӑ: пӗрремӗш тата иккӗмӗш. Кашни зонӑра сунар тапхӑрне палӑртнӑ.
Пӗрремӗш зонӑна Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк тӑрӑхӗсем кӗреҫҫӗ.
Иккӗмӗш зонӑра — Элӗк, Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне, Тӑвай районӗсем.

Патӑрьелте повара шалу тӳлемен. Ӗҫлекен ҫынна кӳрентерекенни — Патӑрьелти усламҫӑ. Пӑтӑрмаха прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ чухне тупса палӑртнӑ.
2024 ҫӳлхи чӳк уйӑхӗн усламҫӑ хӗрарӑма кафене ӗҫе илнӗ. Анчах унпа вӑл ӗҫ килӗшӗвне алӑ пусман. Хӗрарӑм тепӗр уйахран ӗсрен каяс тенӗ. Усламҫӑ ӑна раштав уйӑхӗнче темиҫе кун ӗҫленӗшӗн тӳлемен. Парӑм 10 пин тенкӗ пулнӑ.
Усламҫӑ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна штрафланӑ. Херарӑма вара шалӑва тӳлесе татнӑ.

2023 ҫулта Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ ҫумне Патӑрьелти агропромышленноҫ, Сӗнтӗрвӑрринчи технологи тата Етӗрнери агротехника техникумӗсене пӗрлештерме тытӑннӑ. Ҫитес вӑхӑтра Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумне ҫак шӑпа кӗтет.
Реорганизаци хыҫҫӑн пӗр пек специальноҫсене пӗтерӗҫ. 2030 ҫулччен влаҫ вӗренӳ корпусӗсене тӗпрен юсама, техника базине ҫӗнетме, вӗренӳ пахалӑхне лайӑхлатма палӑртнӑ. 5 ҫултан техникумра 4,5 пин ҫын вӗренмелле. Хальхи вӑхӑтра – 3 пин студент.

5-11-мӗш классенче вӗренекен ачасен хушшинче чӑваш чӗлхипе, литературипе тата культурипе интернет олимпиада иртнӗ. Унта 33 ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ.
Кӑҫалхи олимпиадӑна Чӑваш Республикин тата республика тулашӗнчи вӗренӳ организацийӗсен 5–11 класӗсенче вӗренекен тӑват ҫӗр ытла ача хутшӑннӑ, ҫав шутра – республика тулашӗнчен – 26 ача.
Олимпиадӑна ирттернӗ Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «пӗтӗмӗшле илсен, интернет олимпиадӑна кӑҫал пысӑк хастарлӑхпа Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен, Патӑрьел, Вӑрнар, Вӑрмар, Канаш, Куславкка, Йӗпреҫ, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Тӑвай, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар округӗсен шкул ачисем хутшӑннӑ».
