Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Муркаш

Вӑрнар районӗнчи Малтикас Шӗкӗр ялӗ ҫумӗнче икӗ ферма тума тытӑннӑ — вӗсенче пурӗ 1000 ӗне вырнаҫма пултарӗ. Вӗсене иккӗшне 40 ӗне харӑс сума май паракан пӳлӗм пӗрлештерсе тӑрӗ.

Хӑвӑрт ӗҫлеҫҫӗ — пӗрремӗш пайне кӑҫалах, чӳк уйӑхӗнчех туса пӗтерсе хута ярасшӑн. 2012 ҫулта пӗтӗм ӗҫе вӗҫлемелле. Хальхи вӑхӑта илес пулсан никӗсне ярса пӗтернӗ, тимӗр кӑшкарне хатӗрлеҫҫӗ. Фермӑсене туса ҫитерсенех хуҫалӑх ӑратлӑ ӗнесем туянма палӑртать.

Хуралтӑсен пӗтӗмӗшле хакӗ 177 миллион тенкӗпе танлашать.

Пӗр пин ӗне вырнаҫтарма юрӑхлӑ ҫӗнӗ фермӑсене илес пулсан — республикӑра ку виҫҫӗмӗш пулӗ. Пӗри Тӑвай районӗнче ӗҫлет, иккӗмӗшне Муркашра хӑпартаҫҫӗ. Ял хуҫалӑх министерстви шаннӑ тӑрӑх кунашкал хуҫалӑхсем республикӑра сӗт суса илессине самай пысӑклатма пултарӗҫ.

 

Муркашри тӗп район пульницине никӗсленӗренпе 75 ҫул ҫитрӗ. Унӑн кун-ҫулӗ 1923 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫланать — вӑл вӑхӑтра ӗнтӗ кунта фельдшер пункчӗ уҫӑлнӑ.

Ҫак юбилее халалласа нумай пулмасть районти культура ҫуртӗнче чаплӑ уяв иртрӗ.

Чи малтан уява пухӑннӑ ҫынсене Муркаш район пуҫлӑхӗ Юрий Александрович Иванов тата пульница тӗп тухтӑрӗ Владислав Григорьевич Данилов сӑмах тухса каларӗҫ. Тӗрлӗ вӑхӑтра тӗп тухтӑр вырӑнне йышӑннӑ Аршуткин Н.А, Ильина В.А., Куликов Н.Ф., Огурцов Г.М., Виноградов В.В. вӑл вӑхӑтри пурнӑҫпа паллаштарчӗҫ.

Уява килнӗ хӑнасене юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Ача-пӑча хороографи ушкӑнӗпе «Расна» фольклор ушкӑнӗн пултарулӑхӗ уйрӑмах кӑмӑла кайрӗ. Пульница ӗҫченӗсем те хӑйсен ачисемпе пӗрле юрласа та ташласа кӑтартрӗҫ — вӗсене алӑ ҫупса саламларӗҫ.

 

Истори:

Муркашри тӗп район пульницин кун-ҫулӗ 1923 ҫулта уҫнӑ фельдшер пунктӗнчен пуҫланать. 1930 ҫулта ялти тухтӑр участокне йӗркеленӗ, стационар вӑл вӑхӑтра пулман. 1933 ҫулта 25 вырӑнлӑ пульница туса лартнӑ. 1950 ҫулта вырӑн шучӗ 50 ҫитнӗ — ун валли уйрӑм йывӑҫ ҫуртсем лартнӑ пулнӑ. 1960-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче пульница валли котельнӑй хатӗрленӗ, шыв кӗртнӗ.

Малалла...

 

Нумай пулмасть республикӑра чи ешӗл те чи хӑтлӑ ял-хуласене суйласа илнӗ. 2-мӗш категоринче Муркаш сали пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ку категоринчи иккӗмӗш вырӑна Елчӗк, виҫҫӗмӗш вырӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Малти Чиперуй йышӑннӑ.

Паллах, Муркаш ахальтен мар ку ята илнӗ — ялти ҫуртсем кӑна мар, предприятисемпе организаци ҫурчӗсем те ҫулран ҫул илемленсех пыраҫҫӗ. Муркаш варринче вырнаҫнӑ физкультурӑпа сывлӑха упракан центр та ӑна самай илем кӳрет!

 

Ытти категорисенче ҫак ял-хулапа вырӑнсем мала тухрӗҫ:

1 категори:

I. Улатӑр хули.

II. Ҫӗмӗрле хули.

III. Канаш хули.

 

3 категори:

I. Шупашкарти «Эверест» компани ушкӑнӗ.

II. Ҫӗнӗ Шупашкарти ГУП ЧР БОС.

III. Шӑмӑршӑ районӗн федераллӑ казначействӑн управленийӗ.

 

4 категори:

I. Ҫӗмӗрлери 3-мӗш вӑтам шкул.

II. Куславкка районӗнчи Елчӗк шкулӗ.

III. Етӗрне районӗнчи Кӑташ шкулӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, [15]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.10.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне хӑвӑра аталантарма, карьерӑра хӑпарма майсем туса парӗ. Сирӗн лидер пулас килет — лару-тӑру та сирӗн майлӑ пулса пырӗ. Анчах ҫынпа хутшӑннӑ чухне ытлашши кӑнттам ан пулӑр. Ӗҫре хӑвӑрӑн пултарулӑха кӑтартма пултаратӑр. Анчах хӑвӑр ҫине ытлашши нумай ӗҫ ан илӗр. Харпӑр пурнӑҫра ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнӑва йӗркелеме май пулӗ. Вӑй-хал халӗ сирӗн нумай, анчах ӑна кирлӗ ҫӗре ямалла: спорт: вӗренӳ, пултарулӑх.

Юпа, 03

1926
99
Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1985
40
Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2018
7
Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть