Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 15 ҫулти пикене ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе шыранине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Вӑл ҫӗтсен йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ.
Аса илтерер: Софья Бараева килтен тухса кайнӑ хыҫҫӑн Шупашкара ҫитнӗччӗ. Унтан Хусана тухса кайнӑччӗ. Унта вӑл тусӗсем патӗнче пурӑннӑччӗ.
Халӗ хӗр татах ҫухална. Паян Ҫӗмӗрле районӗнчи «Вперед» хаҫат йӗрке хуралҫисем ҫак хӗре шыранине пӗлтернӗ.
Хальхинче пике килтен утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 13 сехетрен пуҫласа 19 сехетчен тухса кайма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Хӗр ҫутӑ хӑмӑр хулӑн кофта, хура кроссовки тӑхӑннӑ, тӗксӗм симӗс тӗслӗ рюкзакпа. Хӗр паспорт тата 800 тенкӗ укҫа чиксе тухса кайнӑ.
Пикене курнисене йӗрке хуралҫисене пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Журналист ҫум ҫумланинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук-ха. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫатӑн Инстаграмри страницинчи хыпарта район центрне тасатманни пирки каланӑ.
«Паян мана: «Ӳкерсе ҫӳреме ҫеҫ пӗлетӗн, ҫум курӑк пӑшӑрхантарать пулсан тыт та ҫумла», – терӗҫ. Эпӗ ҫумларӑм...», – ҫырнӑ постра.
Журналист Инстаграмра сторис вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн тепӗр пилӗк минутран Хӗрлӗ Чутай ял тӑрӑхӗнчи рабочисем ҫум ҫумлама тухнӑ...
Район центрӗн тӗп лапамне нумаях пулмасть ҫӗнетнӗ, илемлетнӗ. Анчах вӑл ҫӳп-ҫап айне пулма пуҫланӑ. Хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри, усӑ курнӑ медицина маскисем ӑна илемсӗрлетеҫҫӗ. Ирпе вара ҫав лапама пӗрре пуҫтарнӑ...
Паян «Россия 1» (чӑв. Раҫҫей 1) ирхи 9 сехет те 30 минутра Галина Изратова ӳнерҫӗне халалланӑ фильм эфира тухнӑ.
«Илемлӗ ҫынччӗ Галя. Черчен чунлӑ чечен хӗрарӑмччӗ. Унӑн тӑмран, кӗҫҫерен, пусмаран ӑсталанà кӗлеткисем ытла та селӗмччӗ – чӗм вӗрсе кӗртетчӗ тейӗн вӗсене маҫтӑр...», – тесе ҫырнӑ Фейсбукра Марина Карягина тележурналист, сценарист.
«Халӑх хӗрӗ» ярӑмри фильма пӑхма сӗнетӗп. Ӑна Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗ Галина Изратова ӳнерҫӗ пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑранпа 3 ҫул ҫитнине асӑнса хатӗрлес терӗм», – пӗлтернӗ чӑваш тӗнчинчи пултаруллӑ та кӑсӑклӑ ҫынсемпе паллаштаракан тележурналист.
Галина Изратова Елчӗк районӗнчи Кавалта ҫуралнӑ. Галинӑн аппӑшӗ Татьяна Шаркова та – ӳнерҫӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Галина Васильевна хӑйӗн пуканийӗсене тӑмран, кӗҫҫерен, ҫӗтӗкрен, йывӑҫран тунӑ. Вӗсем чунлӑ-юнлӑ тейӗн пулса тухнӑ. Ӑста пурнӑҫран йывӑр чире пула уйрӑлнӑ.
Семён Матвеевич Ислюков вӑтӑр ҫул ытла Автономиллӗ Чӑваш Республикине КПСС обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ, Верховнӑй Совет Президиумӗн председателӗ тата премьер-министр пулса ертсе пынӑ. Ҫак хушӑра халӑх хуҫалӑхӗ хӑвӑрт аталанса пынӑ. Республикӑра электротехника предприятийӗсем, пир-авӑр комбиначӗ, хими завочӗсем ӳссе ларнӑ. Вӑл сӗннипе РСФСР Министрсен Совечӗ Чӑваш АССРӗн халӑх хуҫалӑхне малалла аталантарас енӗпе Постановлени кӑларнӑ. Шупашкарта университет уҫас тесе те вӑл Мускава татӑш чупнӑ иккен. Ҫак пысӑк ӗҫсем ӑна мухтава кӑларнӑ.
Анчах… Ислюков влаҫра ларнӑ чухне начар ӗҫсем те пулкаланӑ. Ҫав ӗҫсене ертӳҫӗ хӑй йӗркелесе ертсе пынӑ. Сӑмахран, ҫак пуҫлӑх пуҫарнипех чӑваш чӗлхине хисепрен кӑларас тесе те «вирлӗ» ӗҫленӗ.
Паллах, ҫӳлтисем «халӑх ыйтнипе» каҫӑхса кайсах тӑван чӑлхене пусарнипе пурте килӗшмен. Вӗсенчен пӗри – чӑваш халӑх поэчӗ Ҫемен Васильевич Элкер. Вӑл хӑйне кнеҫ пек туякан ертӳҫӗрен ҫак пӳтсӗр политикӑна улӑштарма ыйтса ӳкӗтленӗ. Анчах Ислюков ӑна ӑнланасшӑн пулман, обкома чӗнсе «ӑшши» панӑ анчах мар, ватӑ ҫыравҫӑн сӑвви-калавӗсене хаҫат-журналта кӑларма чарнӑ, тӗрлӗ пленумсенче ӑна политика тӗлӗшӗнчен кая юлнӑ ҫын тесе те айапланӑ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан, унти культурӑпа кану центрӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлекен хӗрарӑм Пӗрремӗш каналпа эрнекунсерен кӑтартакан «Полес чудес» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш уйӗ) кӑларӑма хутшӑннӑ.
Наталья Годовикова кӑларӑма парнепе кайнӑ. Ӑна, сӑмах май, хӑйне те парне секторӗ лекнӗ, анчах вӑл ӑна суйламан, малалла выляс тенӗ. Ентешӗмӗр, шел те, хӑйӗн ушкӑнӗнче ҫӗнтереймен.
«Эсир кунта килессине пӗтӗм Ҫӗмӗрле пӗлнӗ-и?» — сӑмахланнӑ телекӑларӑм ертӳҫи Леонид Якубович. «Ҫапла... чылайӑшӗ», — хуравланӑ хӗрарӑм. «Ӑсатрӗҫ-и?» – калаҫтарнӑ кӑларӑм хӑнине Якубович. «Ҫапла, хаваслӑн ӑсатрӗҫ. Виҫӗ баян каласа», – ҫӗтсе кайман хӗрарӑм.
Наталья Годовикова хӑйӗн ҫемйи ҫинчен те каласа кӑтартнӑ. Унӑн хӗрӗ, мӑшӑрӗ, упӑшкин амӑшӗ ҫуралнӑ кунӗсене пӗр кунта уявлаҫҫӗ иккен.
ЮТВ телеканал (унӑн хуҫи – Юрий Гурьянов) Тӗмен тӑрӑхӗнчи йӑхташсем патне тухса кайнӑ. Ку хыпара асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен ассоциацийӗн ертӳҫи пулса ӗҫленӗ Ираида Маслова Фейсбукра пӗлтернӗ.
Уйрӑм ҫыннӑн ҫак каналӗ тӗрлӗ регионта тӗпленнӗ ентешсен наципе культура автономийӗсемпе туслӑ ҫыхӑну йӗркеленӗ.
Халӗ асӑннӑ канал Тӗмен тӑрӑхӗнче сюжетсем ӳкерет. Телеканала кӗтсе илес ӗҫе тивӗҫлипе йӗркелессишӗн асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен «Тӑван» пӗрлешӗвӗн президенчӗ Н.Н. Герасимов нумай тӑрӑшнине пӗлтернӗ Ираида Маслова. Хальлӗхе «ЮТВ» Горьковка ялӗнче пулнӑ, «Земляки» (чӑв. Ентешсем) телепроект валли сюжетсем ӳкернӗ.
Тӗменти чӑваш культурин область центрӗнче культура, ӳнер, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем пуҫтарӑннӑ. Йӑхташӑмӑрсем юрланӑ та, ташланӑ та, наци апат-ҫимӗҫӗпе хӑналанӑ.
Унчченхи пек пурӑнма, сипленме, канма, курса ҫӳреме кансӗрлекен кӑшӑлвирус пурне те йӑлӑхтарса ҫитерчӗ пулӗ. Ют ҫӗршыва мар, хӑш-пӗр региона та йӑпӑр-япӑр каяймӑн. Карели Республикинче, сӑмахран, чару мерисене ҫак уйӑхӑн 10-мӗшӗччен тӑснӑ. Унти паллӑ парксем, туристсем кӑмӑллакан вырӑнсем ӗҫлеҫҫӗ-ха, анчах хальлӗхе унта туристсен 10-20 ҫынлӑ ушкӑнӗпе ҫеҫ кайма юрать. Кун пирки ҫак йӗркесен авторне Карели Республикин оперштабӗнче уҫӑмлатма май килчӗ.
Ҫав вӑхӑтрах ырӑ хыпар та пур. Паянтан Раҫҫейӗн чылай хулинчен самолетсем Краснодар тӑрӑхне, Крыма вӗҫме тытӑннӑ. Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен Байкал тӑрӑхне чартер рейссем хутлама тытӑнӗҫ. Ҫакӑн пирки «Российская газета» хаҫата Ростуиизм ертӳҫи Зарина Догузова пӗлтернӗ.
Вкладсен чи пысӑк ставки 5 процентран чакнӑ. Ку хыпара «Российская газета» хаҫат Раҫҫей банкӗ хыпарланине тӗпе хурса пӗлтернӗ.
Топ-10 банк шутне кӗрекен банксен вклачӗсем кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн иккӗмӗш вунӑкунӗнче 4,99 процентпа танлашнӑ.
Депозит ставки епле пуласси Раҫҫей банкӗ ҫирӗплетекен тӗп ставкӑран нумай килет. Пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнченпе ҫав ставка чакса пырать. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче ӑна 1,5 пункт чухлӗ пӗчӗклетсе 4,5 процент хӑварчӗҫ.
Топ-10 йышне кӗрекен банксен чи пысӑк ставки ҫулталӑк пуҫланӑранпа 1 пункта яхӑн пӗчӗкленнӗ. Инфляци виҫи пӗчӗккине пула депозитсем ҫапах та тупӑшлӑ тесе ӗнентереҫҫӗ.
Вкладсен процент ставки чакнӑ вӑхӑтра ҫынсем хаклӑ хутсен рынокне куҫ хываҫҫӗ.
Республика кунне уявланине Наци телекуравӗ пӗлтӗр те тӳрӗ эфирта кӑтартнӑччӗ. Кӑҫал юбилей – 100 ҫулхи. Кӑшӑлвирус ӑна малтан шухӑшланӑ пек анлӑн уявлама кансӗрлерӗ. Массӑллӑ мероприятисене ҫурла уйӑхне куҫарнӑ. Апла пулин те ыранхи кун хӑш-пӗр пулӑмпа асра юлӗ. Хӑшӗсене онлайн йӗркелӗҫ, хӑшӗсене Чӑваш Ен Наци телекуравӗ кӑтартӗ.
9 сехет те 30 минутра Хӗрлӗ Чутайӗнче Ҫӗнӗ урамра аллея тата Ҫӗнтерӳ лапамӗ уҫӗҫ. 21 сехетре Шупашкарти Хӗрлӗ лапама юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн уҫӗҫ, ҫутӑ фонтанӗ те ӗҫлесе кайӗ.
15 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен Аслӑ экономика канашӗн ларӑвне кӑтартӗҫ.
Мероприятисене YouTube видеохостингра та курма май килӗ. Наци радиовӗпе Тӑван радио та тӳрӗ эфира тухма палӑртаҫҫӗ.
Килте ларса ӗҫлесси ҫӗршывра кӑшӑлвиурс алхасма тытӑнсан анлӑн сарӑлчӗ. IT-специалистсем ҫеҫ мар, тӗнче тетелӗнчи лавккасемпе журналистсем тата ытти хӑш-пӗр предприяти ӗҫе офисра лармасӑр унччен те йӗркеленӗ-ха. Халӗ вара вӗсем кӑна-и, вӗренӳ тата культура учрежденийӗсем те инҫет мелпе ӗҫлеме пултарнине кӑтартса пачӗҫ. РФ Патшалӑх Думине инҫет-ҫыхӑну мелӗпе ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ саккун проекчӗ те тӑратнӑ.
ОТР телеканал Чӑваш наци музейӗ онлайн-мелпе ӗҫленипе паллаштарнӑ. Культура учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Ирина Меньшикова музейре 90-а яхӑн ҫын ӗҫленине пӗлтернӗ. Инҫет мелпе 10 ҫын тӑрӑшать. Пай пуҫлӑхӗсемпе коллекци управҫисем эрнере темиҫе хутчен ӗҫе пырса каяҫҫӗ тенӗ вӑл.
Эпидемиологи тӑрӑмӗ йӗркеленсен те музей пуҫлӑхӗ онлайн-хастарлӑха пӗтермессине каланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |