Ҫапла ҫырнӑ «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Киремет tv» ушкӑнра. «Наци телевиденийӗ уҫӑлсан савӑннӑччӗ — ҫур ҫул курнӑ хыҫҫӑн курма пӑрахрӑм — кичемлӗх! Наци радиовӗ уҫӑлсан - итлерӗм, Олег Прокопьев тухса кайсан — каллех кичемлӗх! Тӑван радио уҫӑлсан та савӑннӑччӗ — ҫур ҫул шанса пурӑнтӑм, малалла — кичемлӗх! «Киремет» ушкӑн уҫӑлсанах шанчӑк ҫуралнӑччӗ, хӑш-пӗр чӑваш эстрада юрӑҫисен тавракурӑмне куртӑм та — чӑваш пулас килми пулчӗ...», — чун ыратӑвӗ сисӗнет ҫак йӗркесенче.
Ҫак поста вулакансенчен пӗри, Наталья Корнеева, темӑна сӳтсе явнӑ май ҫапла ҫырса хунӑ: «Поэт-писательсем ҫинчен передача ертсе пыраҫҫӗ — пӗр интонаци, пӗр эмоци ҫук вӗт каласа параканӑн... Мӗнле пӑхмалла ҫавӑн пек чунсӑр передачӑсене...».
Паян Чӑваш Енри тата тепӗр ача Пӗрремӗш каналпа пыракан «Лучше всех» (чӑв. Лучше всех) кӑларӑма хутшӑнчӗ. Хальхинче ку вӑл пиллӗкри Лев Гренадерский пулчӗ. Пӗчӗкскер географие аван пӗлнипе тӗлӗнтерчӗ.
«Пӗрре те йӑнӑшмарӑн», ырларӗ ӑна телешоу ертӳҫи Максим Галкин. Унтан вӑл ачана медаль сӗнчӗ. Анчах ача хӑй пултарулӑхне, ӑс-тӑнне тата кӑтартма хатӗррине палӑртса: «Эпир Ҫурҫӗр Америкӑпа паллаштарман», — тесе хуравларӗ.
Географие юратаканскер дипломат пулма ӗмӗтленет, мӗншӗн тесен вӑл «туслӑ мар ҫӗршывсене пулӑшасшӑн».
Мускава ача ашшӗ-амӑшӗпе пуйӑспа кайнӑ. Нумай-нумай ҫӗршыв ҫинчен каласа кӑтартма хатӗр пӗчӗк арҫын ача ют ҫӗршывсенчен хальлӗхе Грецире пулса курнӑ. Мускавра вӑл — иккӗмӗш хут.
Аса илтерер, маларах ку телешоуна Канашри Мария Хушкина тата Шупашкарти Максим Казынкин хутшӑннӑччӗ.
«НТВ» телеканалпа кӑтартакан «Поедем, поедим» проект ертӳҫи Джон Уоррен Чӑваш Енре пулнине Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, телеканал пирӗн тӑрӑхра пуш уйӑхӗн 11–14-мӗшӗсенче ӗҫлерӗ.
Кунта Джон Уоррен амазонкӑсемпе паллашнӑ, чӑваш сӑри вӗретнӗ, чӑваш мунчинче ҫӑвӑнса тасалнӑ. Кӑсӑклӑ ытти самант та унӑн чылай пулнӑ ҫав кунсенче. «Трактор савучӗсем» концернӑн трактор музейӗнче хӑна Харьковра 1952 ҫулта кӑларнӑ «ХТЗ-7» маркӑллӑ тракторпа ярӑннӑччӗ, Джон Уоррер авалхи техникӑна ҫӑмӑллӑн чӗртнине те хыпарланӑччӗ.
НТВ телеканал Чӑваш Енре ӳкернӗ кӑларӑм эфира тухассине ыран тухассине анонсланӑ. Ӑна ыран, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, 13 сехет те 5 минутра кӑтартӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева ӗҫрен кӑларӗҫ текен сӑмах черетлӗ хутчен тухнӑ. Ҫапла, черетлӗ хутчен. Кун пек сӑмаха унччен те сарнӑччӗ. Эпир астӑвасса пӗрре кӑна та мар. Халӗ тата ҫыракансем тупӑннӑ. Хальхинче — «МК» хаҫатӑн нумаях пулмасть пичетленнӗ номерӗсенчен пӗринче.
Материал авторӗ — Актуаллӑ экономика институчӗн пуҫлӑхӗ Никита Исаев. 1978 ҫулта Мускавра ҫуралнӑ ҫак ҫынпа тӗнче тетелӗнчи уҫӑ ҫӑлкуҫсенче политолог, экономист, усламҫӑ, телеертӳҫӗ, юрист тата преподаватель тесе паллаштараҫҫӗ. Вӑл юридици ӑслӑхӗсен кандидачӗ иккен, юрисконсульт, Раҫҫейӗн ҫамрӑксен енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитетӗнче, Регионсен аталанӑвӗн министерствин ятарлӑ программӑсемпе территорие аталантаракан проектсен департаментӗнче ӗҫленӗ-мӗн.
Суйлав хыҫҫӑнхи лару-тӑру пирки ҫырнӑ май «Кузбаса, Якут Республикине, Чӑваш Ене, Пушкӑртстана, Брянска, Калининграда, Тулӑна, Ӗренпура, Иваново облаҫне, Алтай тата Краснодар тӑрӑхӗсене ӑмсанаймӑн. Вӗсенчен хӑшӗсен кӗпӗрнаттӑрӗсен чӑматан хатӗрлеме вӑхӑт», — ҫавӑрттарнӑ ҫав ҫын хай шухӑшне. «Центр шанӑҫне Чӑваш Ен ертӳҫи Михаил Игнатьев та ҫухатнӑ.
Ыран, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗ хальхи пек тӗрлӗ тӗслӗ пулмӗ. Кемӗрти суту-илӳ центрӗнче пысӑк инкекре шар курнисене асра тытнине, вӗсемпе пӗрле хурланнине пӗлтерсе сайт хурапа шурӑ тӗс ҫине куҫӗ. Турра шӗкӗр (усаллинчен ыр хӑватсем хӑтарччӑр), яланлӑха мар. Пӗр кунлӑха.
Ыран пирӗн ҫӗршывӗпех Хурлӑх кунӗ тесе йышӑннӑ. Кун пирки Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Вӑл хӑй те Кемӗрте пулнӑччӗ.
Сӑмах май, унта ҫынсем митинга тухнӑ. Пухӑннисем ҫӑлавҫӑсен ӗҫӗпе кӑмӑлсӑрланса калаҫнӑ. Ҫӗршыв пуҫлӑхӗ яваплисене тупмаллине, право енчен хак памаллине хытарса каланине федераци телеканалӗсем ирех пӗлтерчӗҫ-ха.
Ҫӗршыв прокуратури регионсенчи суту-илӳ центрӗсенче тӗрӗслев ирттерме хушнӑ.
Чӑваш наци радиовӗпе кӗҫнерникун каҫсерен «Ҫичӗ юрӑ» радиокӑларӑм эфира тухнине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем, тен, пӗлеҫҫӗ те пулӗ. Иртнӗ эрнеринче унта Алина Изман журналист пулнӑ. «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗн тивӗҫне пурнӑҫлаканскер радиоэфира ҫамрӑксене килӗшекен юрӑсемпе ҫитнине пӗлтерчӗ.
Радиоэфирта Алексей Алексеевӑн «Эп манас ҫук сана», Владимир Шинжаевӑн «Хуларан», Полина Борисован «Мӗн манса хӑвартӑм-ши?», Александр Редӑн«Каҫар мана», Сергей Лекеровӑн «Батыревӑра», Петр Ермолаевпа Андрей Шадриковӑн «Все значит», Алина Егорован «Юлар-ха калаҫса» юррисем шӑранчӗҫ.
Юрӑҫсене Алина Изман талантлисем тата хӑюллисем тесе пайларӗ. «Сцена ҫине хӑпарса ҫав хӑюллисене туртса антарас килмест-и?» – ыйтрӗ радиоертӳҫӗ хаҫатҫӑран. «Мӗнле кӑмӑлпа тата кампа кайнинчен килет», – хуравларӗ калем ӑсти.
«Ҫичӗ юрӑ» тӳрӗ эфирта янӑранӑ май кӑларӑма шӑнкӑравланисем те паянхи эстрада шайӗпе кӑмӑлсӑррине пӗлтерчӗҫ. Культура министерстви ӑҫта пӑхать тесе тулашакансем те пулчӗҫ.
Паян И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультечӗн аудиторийӗсенчен пӗринче «Хаҫат сайтне чӑвашла тытса пырасси: чӑрмавсене сиресси» темӑпа семинар иртрӗ. Ӑна Чӑваш халӑх сайчӗн администраторӗ Николай (Аҫтахар) Плотников тата аслӑ шкулӑн журналистика уйрӑмӗ пӗрле йӗркеленӗ.
Сайтсене чӑвашла йӗркелеме тата тытса тӑма вӗрентессине Аҫтахар Плотников пӗр пуссӑрах йӗркелерӗ. Семинара итлеме Чӗмпӗрти «Канаш» хаҫатран та, Тутарстанри «Сувартан» та ҫитнӗччӗ. Унсӑр пуҫне ку тема республикӑра тухса тӑракан район хаҫачӗсене те кӑсӑклантарни палӑрчӗ — Муркаш, Элӗк, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар район хаҫачӗсенчен килнӗччӗ.
Чӑваш халӑх сайтне 13-мӗш ҫул ӗнтӗ хӑй тӗллӗн, патшалӑх укҫисӗр тытса тӑракан Аҫтахар Плотников чӑваш чӗлхиллӗ сайтсене аталантарма паян нимӗнле чӑрмав та ҫуккине пӗлтерчӗ. Программҫӑ пулнипе ҫеҫ мар, тӗнче тетелӗнче чӑваш чӗлхи сахаллине ӑнланса илнӗ хыҫҫӑн вӑл тӑван чӗлхеллӗ ресурса — сайта — аталантарма пуҫланӑ. Функционал енчен сайт пуян пулин те халӑха илӗртес енӗпе ку ҫителӗксӗр пулнине каларӗ.
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче пулнӑ чӑваш биатлонистки Татьяна Акимова биатлон енӗпе иртекен 2017/2018 ҫулсенчи тӗнче кубокӗн Норвегири тапхӑрне хутшӑнмассине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ӑмӑртусем Холменколлентра пуш уйӑхӗн 15—18-мӗшӗсенче иртнӗччӗ. Чӑваш биатлонистки Инстаграмра чирленине пӗлтернӗччӗ. Унччен вӑл Финляндири Контиолахтинчи тапхӑра та кайманччӗ. Паян пуҫланакан Тӗнче кубокӗн Тӗменти тапхӑрӗнче те Татьяна Акимова пулмӗ.
«Спорт-Экспресс» хаҫатра ӗнер ентешӗмӗрӗн унчченхи тренерӗпе Виталий Норицынпа интервью пичетленнӗ. Унта чӑваш биатлонстки Раҫҫейӗн хӗрарӑм биатлонистсен пӗрлештернӗ командине таврӑнассине каланӑ. Тренерсемпе спортсменка пӗр чӗлхе тупасса шаннине пӗлтернӗ. Аса илтерер, Кӑнтӑр Корейӑри Олимп вӑййинчи масс-стартра тӑрса пенӗ чух Татьяна пилӗк хутчен йӑнӑшнӑччӗ. Кайран «Спорт-Экспресс» хаҫата панӑ интервьюра вӑл тренерсене кӳренсе калаҫнӑччӗ.
Унчченхи ҫулсенчи ырӑ йӑлана тӑсса пӗтӗм чӑваш диктантне кӑҫал та ҫырӑпӑр. «Чӑваш чӗлхи кунне тата И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат редакцийӗ, Чӑваш наци радиовӗ, Чӑваш наци телекуравӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ акци ирттересси ҫинчен пӗлтереҫҫӗ», — хыпарланӑ ӗнер ЧПГӐИ.
Диктант ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче чӑвашсем пурӑнакан тӗрлӗ вырӑнти ял-хулара иртмелле.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ кӑҫалхи диктант тексчӗн конкурсне ирттерет. Текстра 160-а яхӑн сӑмах ҫеҫ пулмалла. Вӗсене ҫырупа е электронлӑ почтӑпа ҫитерме пулать.
Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем: 45-07-87, 45-02-58, 45-06-26; e-mail: human2000@yandex.ru. Институт адресӗ: 428015, Шупашкар хули, Мускав проспекчӗ, 29/I, ЧПГӐИ.
«Пока я жив, я должен заниматься чувашской драматургией». Ҫакӑн ятпа питех те кӑсӑклӑ интервьюна Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ кӑларса тӑракан «Страстной бульвар, 10» журналӑн кӑҫалхи 5-205-мӗш номерӗнче пичетленӗ. Унта Раҫҫейӗн гуманитари институчӗн театрпа кино кафедрин доценчӗ, «Современная драматургия» журналӑн критикӑпа теори пайӗн ертӳҫи, искусствоведени кандидачӗ Полина Богданова Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӗп режиссерӗпе Иосиф Дмитриевпа калаҫнӑ.
Ум сӑмахра Иосиф Александрович театр енӗпе актер тата режиссер пӗлӗвӗллӗ пулнине, пӗрремӗшне вӑл Ленинградра (хальхи Питӗрте. — Т.Т.), теприне Мускавра илнине каланӑ.
Интервьюна вуласан Иосиф Дмитриевӑн чун ыратӑвӗпе пӑшӑрханӑвӗ, савӑнӑҫӗпе талпӑнӑвӗ куҫ умне тухать. Вӑл, тӗслӗхрен, Чӑваш Енре театр критики ҫуккишӗн пӑшӑрханать. (_Сӑмах май, ку шухӑша темиҫе ҫул каяллах Борис Чиндыков драматург та вӗҫӗмех калатчӗ_). Наци драматургине лартма ӑнтӑлни пирки ыйтсан Иосиф Александрович ҫапла хуравланӑ: «Хам сывӑ чух манӑн чӑваш драматургине лартмалла».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |