Ӗнер, раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Пӗрремӗш каналпа иртнӗ «Что? Где? Когда?» ӑс-тӑн вӑййине Шупашкарти 18-мӗш шкулта акӑлчан чӗлхи вӗрентекен Ольга Тихонова ыйтӑвӗ телкеуравҫӑсен ушкӑннӗ вӑййӑн ӑстисене ҫӗнтерме пулӑшнӑ. Шупашкар хӗрарӑмӗн ыйтӑвне вӑйӑ 5:5 шутпа танлашнӑ хыҫҫӑн пачӗҫ.
Ольга Тихонова хӑй ыйтӑвне 2015 ҫултах хатӗрленӗ. Вӑл тӑсӑкла ҫемҫе теттепе ҫыхӑннӑ. Телевӑййа хутшӑнакансем ку тетте йӗлтӗре транспортра тӑхӑнтартмалли хатӗр тесе шухӑшларӗҫ. Анчах вӑл фонендоскоп (этемӗн шалти органӗсене итлесе пӑхмалли хатӗр) инструмента ачасенчен, вӗсем хӑрасран, пытарма шухӑшласа кӑларнӑ иккен.
Телекуравҫӑсен ушкӑнне кашнине 461 пин те 463-шер тенкӗ тивӗҫрӗ. Ҫав шутра — Шупашкарти Ольга Тихоновӑна та.
Хусан ҫывӑхӗнчи Залесный поселокӗнче пурӑнакан Николай Губанов мечӗтре сурӑх пуснине вӑл тӑрӑхри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче ҫырса кӑтартнӑ.
Николай Губанов «ҫитмӗлтисен шутне ҫак уйӑхра кӑна кӗнӗ-ха», хыпарлать Константин Малышев. Тахҫанах асатте тата кукаҫей ятне илтнӗскерӗн тӗп хулара пурӑнма тытӑнни те пайтах пулать, ӗҫӗ те ҫӑмӑлли пулман иккен.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче вӑл Хусанти 2-мӗш профтехучилищӗре вӗреннӗ. Ҫартан таврӑнсан ҫул-йӗр техникумне пӗтерет те «Казаньстройтрансӑн» автогаражӗнче слесарьте ӗҫлеме пуҫлать. Унтан бригадирта, механикра, участок пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
Ӗҫе тирпейлӗ пурнӑҫланӑран ӑна тутарсем сурӑх пусма чӗнеҫҫӗ иккен, вырӑнти мечете кайса та ҫак ӗҫе пурнӑҫлать вӑл.
Мускавра пурӑнакан, чӑвашлӑхшӑн ҫунакан чи паллӑ ҫынсенчен пӗри — Владимир Болгарский — Раҫҫей тӗп хулинче Патшалӑх Думи умне пӗчченле пикетпа тухнине Чӑаш халӑх сайчӗ пӗлтернине вулакансем астӑваҫҫӗ пулӗ. Унпа пӗр шухӑшлӑ пулса Валерий Сунгуров та тепӗр плакат йӑтса тӑнине хыпарланӑччӗ ун чух.
Владимир Болгарский пикета тухнине вырӑсла интернет-кӑларӑмсенчен (ӑна рекламӑлас мар тесе ятне асӑнмӑпӑр) пӗринче те ҫырнӑ. Вӑл материала 50 ҫын ытла комментарилеме ӗлкӗрнӗ. Вӗсен самай пайӗн шухӑшӗ, тӗпрен илсен, пӗр пекрех: чӑвашла вӗрентме ыйтса вырӑссене хӗсӗрлеҫҫӗ.
Хама питӗ тӗлӗнтернӗ комментарисенчен пӗрне ҫакӑнта илсе кӑтартасах килчӗ. Ятне кӑтартман этем ҫырнӑ тӑрӑх, иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулсенче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар вокзалӗсенче ҫеҫ чӑвашла калаҫнине илтме тӳр килнӗ. 70-мӗш ҫулсенче Шупашкарта чӑвашсем ҫурринчен те сахалрах пулнӑ. Ун чухне наци шкулӗ е пулнӑ, анчах чӑвашсем хӑйсен ачисене унта вӗрентесшӗнех пулман. Чӑваш чӗлхишӗн янӑрашакансен ачисем чылай чухне Мускавра пӗлӳ илнӗ.
«Эпир шӑпах вырӑнтисем тата кӑк шупашкарсем е ҫӗнӗ шупашкарсем, пирӗнтен чылайӑшӗ чӑваш мар е чӑвашла ӑнланаҫҫӗ, анчах чӑвашла калаҫмаҫҫӗ.
«Чӑваш халӑх сайчӗ» электронлӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗн тӗп редакторӗ тӗлӗнмелле пӑтӑрмаха лекнӗ. Аҫтахар (Николай) Плотников паян, раштавӑн 21-мӗшӗнче, Шупашкарти Вокзалҫум урамри 1А адреспа вырнаҫнӑ ҫурта ЕТК (пӗрлехи транспорт картти) ҫине укҫа хума кӗнӗ. Ҫавӑнта ларакан хӗрарӑма Чӑваш Республикин тӗп хулинче клиент хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗн чӗлхипе, чӑвашла, калаҫни тарӑхтарнӑ.
«Саккун ирӗк панӑ тӑрӑх эпӗ унта ларакан хӗрарӑмпа калаҫӑва чӑвашла пуҫларӑм. Вӑл вара мана ҫакӑншӑн тем те пӗр каласа пӗтерчӗ, чӑвашла калаҫса эп каппайланса ҫӳретӗп, ЕТК карточки ҫине укҫа хума чӑвашла ыйтни ӑна хисеплеменни пулать терӗ. Ку ҫеҫ те мар, чӑвашла калаҫнӑшӑн вӑл мана Китая куҫса кайма ыйтрӗ», — тесе пӗлтернӗ Николай Плотников Шупашкар троллейбус управленийӗн пуҫлӑхӗ тата Чӑваш Енӗн транспорт министрӗ ячӗпе шӑрҫаланӑ ҫырура.
Тӑван республикӑра тӑван чӗлхепе калаҫнишӗн хӑртса пӗтернӗ хӗрарӑма ӗҫрен хӑтармах ыйтнӑ.
Ҫырӑва янӑ хыҫҫӑн тепрер сехетрен Аҫтахар Плотников Троллейбус управленийӗнчен шӑнкӑравланине, унта вӗсем ЕТКшӑн яваплӑ маррине пӗлтернине систерчӗ. Чӑн та, ЕТК — уйрӑм организаци, апла пулсан пӑтӑрмах пирки унта ӑнлантарассине кӗтме тивӗ.
Пӗрремӗш каналпа пыракан «Лучше всех» телепроекта иртнӗ вырсарникун, раштав ууйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Енри тата тепӗр ача хутшӑннӑ. Авӑн уйӑхӗнче Канашри Мария Хушкинӑна кӑтартнӑччӗ-ха.
«Ҫӑлтӑрсем тата Галактика пирки вӑл йӑлтах пӗлет. паян вӑл хӑй те чӑн-чӑн ҫӑлтӑр пулса тӑрӗ. Вӑл планета пӗлтерӗшлӗ ыйтусене пӗлет», — ҫапларах паллаштарчӗ Шупашкарти 110-мӗш ача пахчине ҫӳрекен пилӗк ҫулти Максим Казынкинпа кӑларӑм ертӳҫи Максим Галкин.
Планетӑсем юрӑ юрлакан мультфильма пӑхнӑ хыҫҫӑн ача планетӑсемпе космос ҫинчен мульфильмсем пӑхма, кӗнекесемпе тата карттӑсемпе паллашма пуҫланӑ. Халӗ вӑл ӑслӑлӑх фильмӗсемпе кӑсӑкланать.
Кӑларӑма ачана амӑшӗ Катя тата ашшӗ Сергей илсе пынӑ.
Швецинчи Эстерсунд хулинче иртнӗ Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗнче, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, хӗрарӑмсем 7,5 километра спринта чупнӑ чух Дмитриев Губерниев телекомментатор Татьяна Акимова Чӑваш Енре биатлон центрне тума май килменнишӗн пӑшӑрханса калаҫнине тӳрӗ эфирта |пӗлтернӗччӗ. Ун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ, сӑмах май, тепӗр кунне ҫырнӑччӗ. Дмитрий Губерниев каланӑ тӑрӑх, Инстаграмра тата ытти халӑх тетелӗнче ун патне ачасем пулӑшу ыйтса ҫыраҫҫӗ-мӗн.
Ҫак кунсенче Францинче биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ иртрӗ. Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче хӗрарӑмсем спринта тухсан Дмитриев Губерниев каллех Чӑваш Енри биатлон центрӗ кирлине Раҫҫейӗпех калаҫҫӗ тесе ӗнентернӗ телекомментатор.
Сӑмах май, Михаил Игнатьев Элтепер битлон центрӗ тӑвас ыйтӑва иртнӗ эрнере Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура хускатнӑ. Укҫа уйӑрнӑ иккен, анчах ҫӗр ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ саманта пула строительство урӑх вӑхӑта куҫнӑ — биатлон центрне килес ҫул хута ярасшӑн.
Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти «Космос» клубра арҫынна вӗлернине Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе хутчен те пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫуралнӑ кун хыҫҫӑн каҫхи клуба кайнӑ ушкӑн, йышра тӑвансем те пулнӑ, пӑтӑрмаха лекнӗ. Хуралҫӑсемпе сиксе тухнӑ ӑнланмалӑх 35-ри арҫын вилнипе вӗҫленнӗ.
Малтанласа йӗрке хуралҫисем хуралҫӑ кӑна каҫхи клубри хӑнана асӑрханмасӑр вӗлернӗ пекрех пӗтӗмлетнӗччӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫемье Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Мужское и женское» телекӑларӑма ҫитнӗччӗ. Унта вӗсем пӑтӑрмах пирки каласа кӑтартрӗҫ. Каҫхи клубра унччен те ҫынсене хӗненӗ, урайне ӳкерсе пусса лартнӑ тӗслӗхсем пулнӑ тесе вӗсем тата каҫхи клубра пулнӑ ҫынсем федераци телеканалӗпе каласа кӑтартнӑччӗ.
Халӗ тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗсе суда ярса панине пӗлтерчӗҫ. Унта хуралҫӑ тата кану заведенийӗнче ӗҫленӗ тепӗр ҫын тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнине пӗлтернӗ.
Тӑван чӗлхемӗре упраса хӑварассипе ҫыхӑннӑ паян ҫивӗч тӑракан ҫак темӑна черетлӗ хутчен сӳтсе явасси Тутарстанри «Сувар» хаҫатӑн «Пӗр класрисем» ушкӑнӗнче хаҫат ҫырӑнма чӗнсе каланинчен пуҫланса янӑ.
«Нумай ҫӗре ҫитетӗн те тӗлӗнмелле япалапа тӗл пулатӑн. Чӑваш ялӗсенче ӗҫлекен бюджетниксене «Сувар» хаҫата ҫырӑнма сӗнетӗн те вӗсем ҫапларах хуравлаҫҫӗ: «Пире районран тутарла хаҫат ҫырӑнма хушаҫҫӗ, квитанцин копине сканласа ярса памалла, отчет ыйтаҫҫӗ. Ҫырӑнмасӑр пултараймастпӑр. «Сувара» тетӗр-и?.. «Суваршӑн» вӑрҫакан ҫук вӗт, ҫырӑнмасан та юрӗ-ха...» Ҫак сӑмахсене чӑвашсенчен илтме тивни уйрӑмах кӳрентерет», — ҫырнӑ «Сувар» хаҫат хӑйӗн старницинче.
«Эпир, чӑвашсем, 40—30 ҫул каялла вырӑс чӗлхи пирӗн пурнӑҫра ҫапларах вырӑн йышӑнать тесе шутламан та. Тутара куҫас хӑушлӑх ҫукчӗ, ҫавӑнпа та хуларан каникула килекен ачасем чӑвашла калаҫнинчен пирӗн хушӑра тӗлӗнекен ҫукчӗ. Ун чухне чӗлхе ҫухаласси ҫинчен никам та шутламан. Мӗншӗн тесен ун пек хӑрушлӑх ҫукчӗ. Глобализаци веҫех вырӑна лартрӗ. Паянхи кун ҫак хӑрушлӑх куҫ умӗнчех – ялта чӑваш ашшӗ-амӑшӗ «вырӑс» ачине ӳстерет.
Ҫулсерен иртерекен пресс-конференцие РФ Президенчӗ Владимир Путин кӑҫал раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Вӑл 12 сехетре пуҫланмалла.
РФ Президенчӗн сайтӗнче пресс-конференцие хутшӑнакан журналистсен списокне пичетленӗ. Аккредитациленисен списокӗнче Чӑваш Енри виҫӗ МИХ пур: «Правда ПФО» интернет-хаҫат, Наци телерадиокомпанийӗ тата «Советская Чувашия» хаҫат.
Владимир Путин пресс-конференцине 1640 журналист хутшӑнӗ. Чӑваш Енрисенчен ҫак йышра – «Советской Чувашия» хаҫат корреспонденчӗ Джульетта Федорова, НТРК шеф-редакторӗ Галина Титарчук тата телеоператорӗ Александр Петров, «Правда ПФО» интернет-хаҫатӑн экономика тишкерӳҫи Андрей Иванов.
Пресс-конференцие «Россия-1», «Россия-24» тата Пӗрремӗш канал телеканалсем, «Маяк», «Вести ФМ» и «Радио России» радиостанцисем трансляцилӗҫ.
Пирӗн ҫӗршывра кӑҫал пуҫласа юридици диктантне ҫырӗҫ. Ӑна Раҫҫейри юристсен ассоциацийӗн йӗркелет. Хӑйне евӗр акцин тӗп тӗллевӗ — ҫынсен юридици пӗлӗвне тӗрӗслесси.
Пӗтӗм Раҫҫейри юридици диктанчӗ раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускав вӑхӑчӗпе 10 сехетре пуҫланать. «Апла пулсан, Хабаровскра 17 сехетре парттӑ умне ларӗҫ, Калининградра — ирхи 9-та», — хыпарлать кун пирки «Российская газета» хаҫат.
Раҫҫейри Юристсен ассоциацийӗн правленийӗн ертӳҫи Владимир Груздев ҫынсен грамматика йӑнӑшне мар, право ӑс-тӑнне хаклассине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енре ку диктанта ӑҫта тата епле ирттересси пирки ӑнлантарса панине хальлӗхе асӑрхама май килмерӗ. Ӗнер юристсемпе иртнӗ «ҫавра сӗтелте» ку диктант пирки те асӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |