Паян ирпе Шупашкарта пассажир автобусӗ хыпса илнӗ. Инкек республикӑн тӗп хулинчи Кӑнтӑр поселокӗ тӗлӗнче пулса иртнӗ.
«Чӑваш Ен» патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Кӳкеҫрен Шупашкара 162-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобусра сиксе тухнӑ. ПАЗикра ирхине 10 ҫын ларса пынӑ. Тӗрлӗ ӗҫпе тӗрлӗ ҫӗре васканӑ вӗсем.
Тӗлӗнмелле те савӑнмалла: инкек вӑхӑтӗнче водитель ҫухалса кайман — автобус алӑкне уҫнӑ, ҫынсем салонтан тухса тарма ӗлкӗрнӗ. Ҫулӑма пула ҫапла вара никам та шар курман, таса сывӑ.
Водитель ҫулӑма хӑех сӳнтернӗ. Анчах транспортӑн салонӗ йӑлтах сиенленнӗ.
Чӑваш Енӗн ҫул-йӗр инспекторӗсем «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанине пӗлтернӗ тӑрӑх, автобусӑн двигателӗ юсавсӑр пулнӑ.
«Сирӗн йытӑ ҫук-и?» — «Апла эпир сирӗн пата пыратпӑр», — шӳтлеҫҫӗ юлашки вӑхӑтра кӳкеҫсем.
Хӑйсен кӑмӑлсӑрланӑвне палӑртма темиҫе сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ. Унта район центрӗнчи тӑхӑр хутлӑ ҫӗнӗ ҫуртсем патӗнчи коттеджсенчен пӗрин умӗнче хӑйсене хуҫа евӗр туякан ушкӑн сӑнарланнӑ. Пӗрре-иккӗ те мар. Ҫичӗ йытӑ. Хури те пур, хӑмӑрри те, ули те. Анчах вӗсен илемӗпе киленеймӗн. Хуҫасӑр ҫӳрекенскерсем хӑратмаллипех хӑратаҫҫӗ.
Кӳкеҫри Совет урамӗнчи 89-мӗш ҫурт патӗнчи ҫӳп-ҫап контейнерӗсене те вӗшле йытӑсем иленнӗ.
Хуҫаллисем те пуҫтахланаҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Кӳкеҫ поселокӗн общество канашӗ» страницӑра ӑратлӑ пӗр йытӑ теприне ҫурса тӑкнӑ видеона вырнаҫарнӑ. Тӑватӑ ураллин хуҫи хӑйӗн «тусне» урама ҫӑварлӑхламасӑр илсе тухнӑ. Кайран ҫеҫ, инкек хыҫҫӑн, арҫын хӑйӗн усал йыттине ҫавӑтса кайнӑ.
Паян Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ психиатри пульницинчен обществӑшӑн хӑрушӑ пациент тухса тарнӑ. Ку 11 сехет тӗлнелле пулнӑ.
Атмалкин Александр Алекссевич унта суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн сипленнӗ. Вӑл 1991 ҫулта ҫуралнӑ, Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнче пурӑнать. Атмалкин А.А. 2010 ҫулта ҫаратнӑшӑн, вӑрланӑшӑн тата машина хӑваласа тарнӑшӑн судпа айӑпланнӑ.
Тухса тарнӑ арҫын 170 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ хӗрлӗ сарӑ, кӗске. Хӑй ӗҫ тумне тӑхӑннӑ пулнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, парламентӑн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн ертӳҫин ҫумӗ Александр Андреев Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри пӗрремӗш шкулта пулнӑ. Унта вӑл шкул ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ.
Вӗрентекенсемпе калаҫнӑ май Александр Андреев ашшӗ-амӑшӗ пилӗк кунлӑ вӗренӳ кунӗ ҫине куҫарма ыйтнине пӗлтернӗ.
Ҫынсен шухӑшне шута илсе 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ыйтӑм ирттерме палӑртнӑ. Тивӗҫлӗ йышӑну тусан ҫӗнӗлӗх ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен пурнӑҫа кӗме тытӑнӗ.
Пилӗк кунлӑ вӗренӳ эрни тусан хӑш-пӗр предмета сахалрах вӗрентме тытӑнассине асӑрхаттараҫҫӗ.
Депутат шкул стадионне тӑвас ыйтӑва та хускатнӑ. Ӑна е тир хыҫӗнче тумалла, е хальхи стадион вырӑнӗнче.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Кӳкеҫ поселокӗнче веломобиль ӗҫлеме тытӑннӑ. Мӗн япали вӑл тетӗр-и? Виҫӗ кустӑрмаллӑ велосипед ҫине карҫинкка ҫаклатнӑ, унта кӗнекесем хунӑ. Веломобиль поселокри урамсем тӑрӑх ҫӳрет, ҫынсене кӗнекесемпе паллаштарать тата вӗсене киле пырса парать.
Ара, вулавӑша хӑй тӗллӗн ҫитме пултарайман ҫын сахал мар вӗт: сусӑрсем, ветерансем, тивӗҫлӗ канурисем. Веломобиль пулӑшнипе вара вӗсем те килтен тухмасӑрах кӗнеке вулайӗҫ.
Кӳкеҫсем ку проекта вулакан ҫынсен йышне ӳстерес тӗллевпе пуҫарнӑ. Анчах веломобиль хӗлле ӗҫлемӗ. Вӑл урамсем тӑрӑх ҫуркуннерен пуҫласа кӗр варриччен ҫӳрӗ. Ҫулла веловулавӑш ача-пӑча лапамӗсенче те пулӗ.
Кӳкеҫ поселокӗ юлашки ҫулсенче сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пырать. Унта пӗрин хыҫҫӑн тепри нумай хутлӑ ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ. Поселок аталаннипе пӗрлех ӑна хӑтсӑрлатакансем те тупӑнсах тӑраҫҫӗ.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Общественный совет поселка Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӗн халӑх канашӗ) страницӑра паян ирпе сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑ. Пост авторӗ ҫырнӑ тӑрӑх, ҫӳп-ҫап контейнерӗсем патӗнчи лаптӑк ҫӑрӑлакан вырӑна ҫаврӑннӑ. Ҫавӑншӑн айӑплисем — автомобильсем.
Нумаях пулмасть район центрӗнче спорт лапамӗ йӗркеленӗ. Анчах ун патӗнчи курӑк ҫине те машинӑсем хӑпарса кайма тытӑннӑ. Вӗсем хӑйсен автомобилӗсене малтан ҫӑрса пӗтернӗ вырӑна лартасшӑн мар иккен. «Аплах пулсан ку ҫерем те ҫӑрӑлчӑка ҫаврӑнӗ», — пӑшӑрханать Татьяна Степанова ятлӑ хӗрарӑм.
«Кӳкеҫ лицейӗнчи пухура пултӑм. Лицей ертӳҫисем тӳрре тухма сӑлтав тупни тӗлӗнтерет», — тесе ҫырнӑ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче «Общественный совет пос. Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӗн халӑх канашӗ) страницӑра ятне пытарма ыйтнӑ пӗр ҫын.
Пост авторӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗренӳ учрежденийӗн ертӳҫисем шкул ҫивиттине юсассишӗн подрядчик айӑплӑ, пахалӑхсӑр апатшӑн — ҫӗнӗ поварсем тата ытти те тесе тӳрре тухнӑ имӗш.
Пост авторӗ лицей Шупашкар районӗнчи чи лайӑх шкулсенчен пӗри шутланнине асӑннӑ. Асӑннӑ поселокри 1-мӗш шкул пирки те ҫырнӑ. Унта ертӳҫӗ улшӑннӑ иккен. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑранпа пӗр уйӑх ҫеҫ пулин те ашшӗ-амӑшӗ лайӑххине кӑна каланине ҫырнӑ.
Пост авторӗ лицее вӗренме вырнаҫассипе, унти столовӑйӗнчи апат пахалӑхӗ начаррипе ҫыхӑннӑ кӑмӑлсӑрлану пуррине те палӑртнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри лицейри апат пирки тавлашу сиксе тухнӑ. «Ҫак апат 50 тенкӗ тӑма пултараймасть», — ҫырса хунӑ поста вырнаҫтарнӑ автор. Сӑмахне ӗнентерме вӑл сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ. Унта — темиҫе турамран тӑракан шаркку, пӗр касӑк помидор.
«Урӑх нимӗн те ҫитермеҫҫӗ-им: яшка, иккӗмӗш блюдо, компот?» — тӗлӗннӗ пӗри. «Капла гастритпа чирлеме те часах», — хушса хунӑ тепри.
Ирхи апат 23 тенкӗ тӑрать имӗш, кӑнтӑрлахи — 46 тенкӗ. Пӗр амӑшӗ ӗнентерме тӑрӑшнӑ тӑрӑх, Кӳкеҫ лицейӗнче пилӗкмӗш ҫул ӗнтӗ (унӑн ачи шӑпах ҫавӑн чул унта вӗренет-мӗн) начар апатлантараҫҫӗ. Кӑмӑлсӑрлансан та усси ҫук тесшӗн вӑл. Ҫав вӑхӑтрах теприсем ачасем сиенлӗ тӗрлӗ апата (васкавлӑ пӗҫерекен макарона, газлӑ пылак шыва...) хӑнӑхса лартнипе тиркесшӗн тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шкул администрацийӗ тавлашӑва хутшӑнман — унта унӑн официаллӑ хуравӗ ҫук.
Шупашкар районӗн хаҫачӗ «Тӑван Ен» пӗлтернӗ тӑрӑх, Кӳкеҫ поселокӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере арҫын виллине тупнӑ.
Шупашкар районӗн уполномоченнӑй участковӑйсен тата ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Сергей Петров хаҫата каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, эрнекун, ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан арҫын Кӳкеҫ пӗвине пулӑ тытма кайнӑ.
Тепӗр кунхине, ҫурлан 4-мӗшӗнче, пӗвере унӑн виллине тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын эпилепсипе чирленӗ.
Палӑртмалла: ҫулла пуҫланнӑранпа Шупашкар районӗнче 4 арҫын путса вилнӗ.
Паян,ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 10 сехет ҫурӑра Кӳкеҫ поселокӗнче комбайнпа пӑтӑрмах пулнӑ. Ку ял хуҫалӑх ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ вӑхӑтра пулса иртнӗ.
Комбайн штурвалӗ умӗнче ларакан водитель темле майпа хиртен тухса кайнӑ. Техника ҫӗмӗрӗлнӗ, водитель вара суранланнӑ.
«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ хыпарланине ӗненес тӗк, 1969 ҫулта ҫуралнӑ арҫын пуҫне суранлатнӑ, пуҫ мими чӗтреннӗ, хырӑмӗ аманнӑ, аяк пӗрчисем хуҫӑлнӑ. Ӑна Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ.
Халӗ комбайнпа мӗнле майпа пӑтӑрмах сиксе тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |