Ыран 13 сехетре, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Ӳнер музейӗнче Варнава митрополит ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа курав уҫӑлӗ. Камӑн пырса курас килет – тархасшӑн, кӗтеҫҫӗ.
Куравра Варнава владыка пирки каласа кӑтартакан сӑнӳкерчӗксем, чиркӳ тата пашалӑх наградисем пулӗҫ. Килекенсем влыдка хӑй аллипе тунӑ митрӑна та (пуҫа тӑхӑнмалли хатӗр) курайӗҫ. Ҫавӑн пекех Варнава митрополит кӗлтунӑ турӑшсем пулӗҫ.
Курав ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Унта тӳлевлӗ кӗртеҫҫӗ. Аса илтерер: Варнава митрополит Рязань облаҫӗнче ҫуралнӑ. «Эпӗ Чӑваш Ене юратрӑм, Чӑваш Ен мана юратрӗ», - тенӗ яланах владыка.
Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 14 сехетре, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалласа калӑпӑшлӑ кӗнеке экспозицйӗ уҫӑлӗ.
Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗ вилӗмсӗр Иван Яковлевпа тӳремӗнех ҫыхӑннӑ. Вӑл тата унпа пӗр шухӑшлӑ хастарсем 1871 ҫулта чӑваш алфавитне йӗркеленӗ. Ӑна тӑван чӗлхемӗрте пур сасӑсене шута илсе хатӗрленӗ.
Вулавӑшра йӗркеленӗ курав алфавит тата чӑваш букварӗ тӗрлӗ тапхӑрта епле аталанса пынипе, ҫав ӗҫе тӳпе хывнисемпе паллаштарӗ; ҫулсем иртнӗҫемӗн чӑваш чӗлхи вырӑс тата ытти чӗлхерен кӗнӗ сӑмахсемпе пуянланса пыни ҫинчен те каласа кӑтартӗ.
Курава вулӑвӑш ӗҫченӗсем тата Олег Улангин художник пӗрле пулса хатӗрленӗ.
«Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон докуменчӗсен архивӗ Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхи юбилейӗ тӗлне «Чӑвашкино» патшалӑх киностуди саккасӗпе хатӗрленӗ Юрий Юман режжисёрӗн «Тайна Дрейней Волги» (чӑв. «Авалхи Атӑл вӑрттӑнлӑхӗ») илемлӗ фильмӑн премьерине курма йыхравлаҫҫӗ. Сценарине ҫыракансем: Юрий Щербаковпа Евгений Соколовский.
Авалхи Атӑл ыр-усала сахал мар курнӑ…
Фильмра XV ӗмӗр варринчи тапхӑра сӑнланӑ, юхӑнса та ҫаралса юлнӑ атӑлҫи пӑлхарсен ҫӗрӗ мирлӗ те ырӑ пурнӑҫ пирки ӗмӗтленет. Пӑлхарсен ертӳҫисем, Шӑптакпа Хусанпай, ӗлӗкхи мӑнаҫлӑ Аслӑ Пӑлхар Патшалӑхне ҫӗклентерес шухӑшпа Ылтӑн Уртан шанчӑкран тухнӑ Улу-Мухамед хан ҫарӗнчен пулӑшу тупать. Анчах, ҫамрӑк Махмутек чингизидӑн, хан ывӑлӗн, амбицийӗсем ытла та пысӑк иккен, хӑй тӗллӗн ҫеҫ хуҫаланма май шыраса вӑл ултавлӑ ӗҫе пуҫӑнать.
Сценарипе ӗҫленӗ май фильм ӳкерекенсем чӑваш халӑхӗн историне нумай ҫул тӗпчекен опытлӑ экспертсене явӑҫтарнӑ. Курӑмлӑ сценӑсене, ҫав шутра ҫапӑҫу саманчӗсене те, ӳкернӗ чухне профессиллӗ актерсене явӑҫтарнӑ, компьютер графикипе усӑ курнӑ.
Фильма 12 ҫултан аслӑраххисем валли хатӗрленӗ.
Чӑваш наци музейне Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Ку хушӑва республика Элтеперӗ, Олег Николаев ӗнер, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Хисеп грамотипе культура учрежденине музей ӗҫне аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, чӑваш хаӑхӗн культура эткерлӗхне упраса хӑварассипе тата сарассипе ҫине тӑнӑшӑн хавхалантрас тенӗ.
Аса илтерер: нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче наци музейӗ 100 ҫулхине савӑнӑҫлӑ мероприятипе уявларӗ. Юбилей ҫулталӑкӗ унпах вӗҫленмен-ха. Паллӑ пулӑма асра тытса ҫулталӑкӗпех тӗрлӗ мероприяти иртӗ.
Сӑмах май каласан, музея 100 ҫулхипе саламласа ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин нарӑс уйӑхӗнче саламлӑ телеграмма янӑччӗ.
Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай, кӑҫалхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 60 ҫул тултараканскер, хӑйӗн черетлӗ юбилейне сумлӑ та пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлӗпе кӗтсе илет — ырми-канми сӑвӑ хыҫҫӑн сӑвӑ ҫырать, тӗрлӗ халӑхсен паллӑ поэчӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарать, вулакана ҫине-ҫинех ҫӗнӗ паха кӗнеке парнелет.
Нумаях пулмасть Шупашкарта вырӑссен ку чухнехи паллӑ поэчӗн Юрий Щербаковӑн (Аҫтӑрхан хули) В.Туркай чӑвашла куҫарнӑ сӑввисен «Казаксен юрри» тата Валери Туркайӑн Раҫҫейри паллӑ сӑвӑҫсем тӗрлӗ ҫулсенче вырӑсла куҫарнӑ сӑввисен «Навсегда я выбрал этот путь» пуххи вулакан патне ҫитрӗҫ. Кӗҫех поэзие юратакансем Тутарстан халӑх поэчӗн, Раҫҫей Патшалӑх премийӗн лауреачӗн Ренат Харисӑн В.Туркай чӑвашла куҫарнӑ сӑввисен «Кӗрхи чечексем» пуххипе паллашма пултарӗҫ.
Тин кӑна Шупашкарта паллӑ сӑвӑҫӑн юлашки вӑхӑтра ҫырнӑ сӑввисемпе Гавриил Державинӑн, Михаил Лермонтовӑн, Анна Ахматован, Иван Бунинӑн, Николай Гумилевӑн, Марина Цветаеван, Борис Пастернакӑн тата Евгений Евтушенкон В.Туркай чӑвашла куҫарнӑ сӑввисен «Ҫунать-ха вучахӑм, ҫунать!...» ятлӑ пуххи кун ҫути курнӑ. Ку ретре вырӑссен аслӑ поэчӗн Гавриил Державинӑн В.
Паян, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Тутарстана гастрольпе тухса кайнӑ.
Кӳршӗллӗ регионта сцена ӑстисем 10 кун пулӗҫ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем Александр Пӑртта пьеси тӑрӑх лартнӑ «Хӑвӑрт укҫа ҫавӑрать пуҫа» камите тата Владимир Илюхов пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Как Настенька чуть кикиморой не стала» юмаха кӑтартӗҫ.
Гастроль Алексевски районӗнчи Алексеевское ялӗнче пуҫланӗ. 10 кунта артистсем Тутарстанри тӗрлӗ сцена ҫине 18 хутчен тухӗҫ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Муркашри тӗп вулавӑшра «Улькка Эльменӗ – пурнӑҫ ҫыравҫи» литературӑпа музыка тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Ӑна ҫыравҫӑн «Упраймарӑм сана» кӗнекин виҫҫӗмӗш пайне халалланӑ.
Улькка Эльменӗ Вӑрнар районӗнчи Авшак Элменре ҫуралнӑ. Мӑшӑрӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ хыҫҫӑн строительство организацине ертсе пыма тытӑннӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ илнӗскер хӑй вӑхӑтӗнче тӑван районӗнчи Калининӑри вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентнӗ, районти «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатра, Санарпуҫри вӑтам шкулта директор ҫумӗнче, район администрацийӗн тӗп специалистӗнче, «Капкӑн» журнал редакцийӗнче ӗҫленӗ.
Унӑн «Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..», «Кая юлнӑ ӳкӗнӳ», «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ» кӗнекисене вулакансем юратса йышӑннӑ. «Упраймарӑм сана» кӗнеке вара виҫӗ пайпа пичетленнӗ.
Паян, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Александр Кураков 60 ҫулхи юбилейне палӑртать.
Пулас артист Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) вӗренсе тухнӑ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра вӑл кӑсӑклӑ сахал мар сӑнара ӗнентерӳллӗ калӑпланӑ. Тӗслӗхрен, Александр Островский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Белугин авланни» спектакльти Белугина, Валери Туркайӑн пьесипе калӑпланӑ «Ӑҫта эс, ҫӑлӑнӑҫ» спектакльти Ухватова, Борис Аппаевӑн «Хӗрсене ҫапла вӑрлаҫҫӗ» спектаклӗнчи Руслана.
Чӑваш халӑх сайчӗн редакторӗ Николай Плотников Никита Бичурин ячӗллӗ ордена тивӗҫнӗ. Ку хыпара республикӑн Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Фейсбукра Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн страницинче пӗлтернӗ.
Асӑннӑ медале «таврапӗлӳ аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» параҫҫӗ. Таврапӗлӳҫӗсен сайтӗнчи хыпар тӑрӑх хакласан, ун пек ордена тӗрлӗ ҫулта Виталий Станьял, Эдуард Бахмисов, Галина Соловьёва, Сантр Пикл, Олег Цыпленков, Николай Казаков тата ыттисем тивӗҫнӗ.
Аҫтахар (Николай) Плотникова Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн пухӑвӗнче чысламалла пулнӑ. Чӑваш халӑх сайчӗн редакторӗ унта хутшӑнайман, ҫавна май каярах чысланӑ. Чӑваш тӗнчин аталанӑвне капашсӑр пысӑк тӳпе хывакан маттур ҫамрӑк кӑкӑр ҫине ордена Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫин ҫумӗ Галина Соловьёва ҫакса янӑ.
Ырӑ хыпарпа Фейсбукра паллашнисем Аҫтахар Плотникова саламласа ҫырнӑ. «Тӗлӗнмелле пысӑк ӗҫ тӑвать чӑвашлӑха упраса хӑварас тесе, патшалӑхран пӗр пус илмесӗр. Турӑ упратӑр пирӗн Микулая», — тесе шӑрҫаланӑ, сӑмахран, Тимӗр Тяпкин.
Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ «Ялан янра, чӑваш чӗлхи!» ятпа онлайн-фестиваль ирттерет. Ӑна ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине тата Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ.
Илемлӗ вулакансен фестивальне чӑваш чӗлхин илемлӗхӗпе пуянлӑхне упраса хӑварас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Аса илтерер: ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫулсеренех Чӑваш чӗлхи кунне уявлаҫҫӗ. Ӑна 1992 ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ. Ку куна ытахальтен суйламан. Ун чухне чӑваш ҫырулӑхне тата алфавитне йӗркеленӗ Иван Яковлев ҫуралнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |