Пирӗн республикӑра чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен тата шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсенче ӗҫлекен воспитательсен конкурсӗ малалла пырать. Кун пирки ЧР Вӗренӳ институчӗ паян, пуш уйӑхн 10-мӗшӗнче, аса илтернӗ.
Конкурс номинацийӗсем: «Ҫӗнӗ мел шутласа кӑларакан учитель» (новатор), «Ӑстаҫӑ учитель», «Ҫамрӑк учитель», «Шкулчченхи вӗренӳ организацийӗн чӑваш чӗлхипе кӑсӑклантаракан чи лайӑх воспитатель», «Меслетлӗх ӗҫӗсен пултаруллӑ авторӗ». Кунсӑр пуҫне «Тӑван чӗлхен хастар управҫи» ятарлӑ номинаци пӑхса хӑварнӑ.
Конкурс материалне чӑвашла та, вырӑсла та ҫырса тӑратма юрать. Конкурс кӗретсӗр тата кӗретлӗ майпа иртет.
Шупашкарти «Промтрактор» заводра ӗҫлекенсен ачисем — «Четруша» клуб членӗсем — хӑйсен ашшӗ-амӑшӗ тата предприяти ветеранӗсем пулӑшнипе фильм хатӗрленӗ. Ӑна Алексей Платонов конструктора халалланӑ. Видеоӗҫ «ТехноФест» ятпа иртнӗ ӑслӑлӑхпа популярлӑ фильмсен пӗтӗм Раҫҫейри VII фестивалӗнче лауреат ятне тивӗҫнӗ.
Алексей Платонов гусеницӑллӑ трактор валли ятарлӑ тытӑм хатӗрленипе палӑрнӑ, ҫав ӗҫе «русская каретка» (чӑв. вырӑс каретки) тенипе пӗлеҫҫӗ.
Трактор историйӗн музейӗн директорӗпе Альберт Сергеевпа пӗр шухӑшлӑ пулса ачасем музей умӗнчи скверта ДТ-54 тракторпа конструктор барельефне вырнаҫтарасшӑн.
Алексей Платонов 1907 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти рабфакра, Донти политехника институтӗнче, Мускаври Бауман ячӗллӗ механикӑпа машиностроени институтӗнче вӗреннӗ.
Шупашкарта кӑҫал «Сарпике» конкурса пуҫласа ирттерӗҫ. Республика шайӗнчи пултарулӑх ӑмӑртӑвне чӑвашсен пӗрремӗш хӗрарӑм-композиторне Олимпиада Агаковӑна халалланӑ. Конкурс пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Шупашкарти ача-пӑча 3-мӗш музыка шкулӗ йӗркеленӗ.
Олимпиада Яковлевна 1918 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Ҫуткассинче вӗрентекен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. Етӗрнери педагогика училищинче, Шупашкарти музыка училищинче вӗреннӗ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче, Григорий Хирпӳ патӗнче радио хорӗнче ӗҫленӗ. 1960-1974 ҫулсенче вӑл Республикӑри культурӑпа ҫутӗҫ училищинче (Ҫӗрпӳ) вӗрентнӗ, пианистка концертсене хастар хутшӑннӑ. Унӑн репертуарӗнче классика оперисенчи арисем, романссем, чӑваш юррисем пулнӑ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ сценарисен «Чӑвашла уяв янратӑр!» конкурсне ирттернӗ.
Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса мухтава тивӗҫнӗ ентешсене халалланӑ чӑвашла мероприятисен сценарийӗсене виҫӗ номинаципе йышӑннӑ: «Класс сехечӗн сценарийӗ», «Уроксем хыҫҫӑнхи мероприятисен сценарийӗ», «Ача садӗнче ирттермелли уяв сценарийӗ».
Конкурса пурӗ 174 сценари килнӗ. Чи хастаррисен шутӗнче Елчӗк, Етӗрне, Йӗпреҫ, Вӑрнар, Вӑрмар, Канаш, Куславкка, Патӑрьел, Тӑвай, Шупашкар, Элӗк районӗсенче, Канаш, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче ӗҫлекен педагогсем пулнӑ. Жюри 75 ҫӗнтерӳҫӗпе призёра палӑртнӑ.
Чӑваш халӑхӗн культурине ҫемьере тытса пырас, йӑли-йӗркине, ӑсталӑхне упраса хӑварас тата аталантарас тӗллевпе Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Несӗл эткерлӗхӗ» видеороликсен конкурсне ирттерет.
«Конкурса чӑваш эткерне упракан чи пултаруллӑ ҫемьесене кӗтетпӗр», — пӗлтернӗ йӗркелӳҫӗсем.
Конкурса хутшӑнас текенсен ҫак номинацисенчен пӗринпе видеоролик хатӗрлемелле: «Эпир – туслӑ кил-йыш» (роликсенче хальхи ҫемьен пурнӑҫне, йыш тӗп вырӑна мӗне хунине, иртнӗ тапхӑра мӗнле хакланине кӑтартмалла); «Эпир тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркисене кил-йышра тытса пыратпӑр!» (роликсенче чӑваш наци традицийӗн, чӗлхин, культурин уйрӑмлӑхӗсене уҫса памалла); «Пирӗн тӑван кӗтес» (видеороликсенче тӑван ял, хула, республика, вӗсен паллӑ выранӗсем ҫинчен каламалла); «Ӗмӗр-ӗмӗр янра эс, тӑван чӗлхем!» (видеороликра сӑмах чӑваш чӗлхи ҫинчен, унӑн историйӗ, унпа хальхи вӑхӑтра уявсенче, литературӑра, ӳнерте, кашни кунхи хутшӑнура усӑ курни ҫинчен, пуплев культурине тытса пырасси ҫинчен пымалла).
Видеороликсене ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Конкурса тӑратнӑ материал чӑвашла пулмалла.
Шупашкар районӗнче администраци пуҫлӑхне суйлӗҫ. Иртнӗ уйӑхӑн юлашки кунӗнче Депутатсен пухӑвӗн 14-мӗш черетсӗр ларӑвӗ иртнӗ. Унта депутатсемпе пӗрлех структура подразделенийӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ. Райадминистраци пуҫлӑхӗ Николай Хорасев та пулнӑ. Пухӑва район пуҫлӑхӗ Виктор Михайлов ертсе пынӑ.
Кун йӗркине кӗртнӗ ыйту Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне суйлас енӗпе конкурс комиссийӗ ирттересси пулнӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхне суйламалли конкурс комиссине ӗнер, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, республика шайӗнче те ҫирӗплетнӗ.
Шупашкарти «Садовӑй» микрорайонти ҫӗнӗ шкул валли директор шыпаҫҫӗ. Конкурс ыран, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, 14 сехетре иртмелле.
Конкурс условийӗнче палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, шкул директорӗн пуканне йышӑнас кӑмӑллӑ ҫыннӑн аслӑ пӗлӳллӗ пулмалла. Дипломпа диплом пӗр мар. Шкул директорӗн е патшалӑхпа муниципалитет управленийӗ енӗпе, е менеджмент тӗлӗшпе, е персонала ертсе пырассипе ятарлӑ пӗлӳ илни кирлӗ. Ҫав вӑхӑтрах педагогра 5 ҫултан кая мар ӗҫленине шута илӗҫ.
Конкурс иртесси ҫинчен Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ.
Кӑҫал Чӑваш Енре – Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ пулнине пэир пурте пӗлетпӗр-ха. Асӑннӑ ҫулталӑкӑн логотип тата брендбук пулассине эпир унччен хыпарланӑччӗ. Ӑна конкурс ирттерсе суйланӑ.
Чӑваш Енӗн Культура министерстви ирттернӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвне логотиппа брендбукӑн 23 вариантне ярса паракан тупӑннӑ. Халӗ вӗсене пӑхса тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ тесе
Дмитрий Сырова палӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫе 200 пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ.
Дмитрий Сыров ИЯ. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Полиграфи дизайнӗпе урамри реклама енӗпе 15 ҫула яхӑн ӗҫлет. 2014 ҫулта унӑн ӗҫӗ «Шупашкар — сывӑ хула» элем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Кӑҫал Чӑваш Енре – Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗ. Ҫавна май логотип тата брендбук пулӗҫ. Мӗнлисем? Ӑна конкурс ирттерсе палӑртӗҫ.
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса логотипӑн 23 варианчӗ килнӗ. Вӗсене комисси пайташӗсем пӑхса тухӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫӗнтерӳҫе 200 пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫе нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Эппин, эпир кӑҫал мӗнлерех логотип пулассине кӗҫех пӗлӗпӗр.
«Героям – быть!» (чӑв. Паттӑрсем пулмалла!) пӗтӗм ҫӗршыври проекта Чӑваш Енри ҫын та хутшӑнать.
Асӑннӑ проект социаллӑ яваплӑ ҫынсемпе паллаштарать. Проект йӗркелӳҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, пирӗн ҫӗршыври ҫӗршер пин ҫын машина тӑвас, металлурги, энергетика, нефтехими, йывӑр промышленноҫӑн ытти отраслӗнче тӑрӑшать. Кӑткӑс та яваплӑ ӗҫре вӑй хуракан ҫав ҫынсем йывӑр смена тата ӗҫ кунӗ хыҫҫӑн нимеҫӗ пулса тӗрлӗ енӗпе тимлеҫҫӗ. Ҫав йышра Шупашкарти Трактор историйӗн музейӗн директорӗ Альберт Сергеев та вӑл. Проекта вӑл «Оберегая планету» (чӑв. Планетӑна сыхласа) номинацире хутшӑнать.
Альберт Николаевич тӑван тӑрӑхӗшӗн, Элӗк районӗнчи Анаткас Татмӑш ялӗшӗн, тӑрӑшать. Вӑл унти чылай вырӑна хӑтлӑх кӗртнӗ. Черетре — Атӑк ҫӑлӗ. Ялти хастарсемпе энтузиаст ӗҫе пуҫӑннӑ ӗнтӗ.
Альберта Сергеевшӑн ҫак каҫӑпа https://clck.ru/aruR5 сасӑламалла. Ҫак ӗҫе нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗччен туса ӗлкӗрмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |