Чӑваш Енре таркӑнсемпе контрактниксем йышланнӑ. Ҫакӑн пирки пӗлтернӗ паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ирхи планеркӑра Чӑваш Ен Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Наталья Тимофеева.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, Шупашкар тата Канаш хулисенче, ҫавӑн пекех Красноармейски, Куславкка, Вӑрнар тата Тӑвай районӗсенче кӗрхи призывпа плана тултарайман.
Ҫав вӑхӑтрах Ҫӗнӗ Шупашкар хули, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Комсомольски, Ҫӗмӗрле районӗсенче плана ирттерсе тултарнӑ. Вӗсене пула республикӑри плана тултарма мйа килнӗ.
Чӑваш Енре иртнӗ ҫулхи кӗрхи призыв вӑхӑтӗнче контрактниксен тата ҫар службинчен тарса ҫӳрекенсен (военкоматсенче ӗҫлекенсем килте тупайман ҫамрӑксен) шучӗ йышланнӑ.
Пӗр талӑкра ултавҫӑсем Чӑваш Енре пурӑнакансене 469 пин тенкӗлӗх улталанӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Шупашкарта пурӑнакан 46 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер хӗрарӑмӑн карточки ҫинчен такам укҫа сӑптӑрма хӑтланни пирки пӗлтернӗ. Лешӗн унта 1 пин тенкӗ кӑна-мӗн. Калаҫнӑ май ултавҫӑ тепӗр счет пирки те пӗлнӗ – унта вара 500 пин тенке яхӑн выртать. Хайхискер хӗрарӑма «вӑхӑтлӑх» счет ҫине 318 пин тенкӗ куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Укҫа куҫнӑ кӑна – «банк ӗҫченӗн» шӑрши-марши ҫухалнӑ. Хӗрарӑм хуйхи пирки полицие пӗлтернӗ.
Канашра пурӑнакан 30-ти хӗрарӑм та шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. Вӑл та телефонпа «банк ӗҫченӗпе» калаҫнине ӗненнӗ. Канаш хӗрарӑмӗ ултавҫа 151 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Чӑваш Енре йӑлари хытӑ каяша уйрӑммӑн пухасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян, кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче, ЧР Патшалӑх Канашне тухнӑ Ҫырура палӑртрӗ ҫак шухӑша.
«Зеленый патруль» (чӑв. Симӗс патруль) экологи организацийӗ пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, пирӗн регион федераицн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионӗсем хушшинче экологи тӑрӑмӗпе 2-мӗш вырӑн йышӑнать, Раҫҫейри танлаштарӑмра — 14-мӗш.
Ҫутҫанталӑк тасалӑхӗшӗн тӑрӑшса йӑлари хытӑ каяша уйрӑммӑн пухмалла тесе шухӑшлать Михаил Игнатьев. Кӑҫал ҫапла майпа республикӑри хуласенче ҫӗнӗлле ӗҫлеме тытӑнмалла, 2021 ҫулта — республикпех.
2020–2023 ҫулсенче Канаш, Етӗрне, Элӗк, Елчӗк, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Шӑмӑршӑ районӗсенчи ҫуп-ҫап вырӑнӗсене пӗтермелле.
Канаш прокуратури тӗнче тетелӗнчи информацие тишкернӗ чухне паспорт сутакан сайт ҫине пырса тӑрӑннӑ. Ведомство ҫак сайта хупмалла тесе суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд ӑна тивӗҫтернӗ.
Суд паспорт сутакан сайт Раҫҫейре сарма юраман информаци йышне кӗнине палӑртнӑ. «Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗрсен ӑна Роскомнадзора Интернет-ресурса блокировка тума ярса параҫҫӗ», - ҫапла пӗлтернӗ прокуратура пресс-служби
Чӑваш Енӗн Стройминӗ йӑлари хытӑ каяша турттармалли ҫӗнӗ виҫене ҫирӗплетнӗ. Хуласемпе хула йышши поселоксенче пӗр ҫын пуҫне ҫав виҫе 1,97 кубла метрпа танлашӗ, ялсенче — 1,57 кубла метрпа. Маларах вӑл пур ҫулталӑкра 2,02 кубла метрпа танлашнӑ.
Йӑлари хытӑ каяша турттарнӑшӑн кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртен 30-мӗшӗччен Улатӑрта, Канашра, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере, Куславккара, Сӗнтӗрвӑрринче, Ҫӗрпӳре, Етӗрнере, Буинск, Вӑрнарта, Йӗпреҫре, Вӑрмарта, Кӳкеҫре пурӑнакансем кашни ҫын пуҫне уйӑхсерен 63,15 тенкӗ тӳлӗҫ.
Ялсенче пурӑнакансене 47,56 тенкӗшер тӳлеттерӗҫ.
Пӗлтӗр хула ҫыннисем уйӑхсерен кашни ҫын пуҫне 76 тенкӗ те 76 пус тӑкакланнӑ, ял ҫыннисен 61 тенкӗ те 56 пус кӑларса хума тивнӗ.
Чӑваш Енри вӗренӳ заведенийӗсем, хальхинче техникумсемпе колледжсем, Раҫҫейре чи лайӑх лайӑххисен йышне лекнӗ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн Ҫутӗҫ министерстви 2019 ҫулта ҫӗршывра кадрсене епле хатӗрленин мониторингне хатӗрленӗ.
Топ-500-е Канашри транспортпа энергетика техникумӗ, Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ, Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗ, Самарти ҫул-йӗрӗн патшалӑх университечӗн Улатӑрти филиалӗ лекнӗ.
Мониторинга хатӗрленӗ чухне вӗренӳ ӗҫне, вӗренсе тухакансен пӗлӳ шайне, учрежденисен инфраструктурине, финанспа экономика ӗҫ-хӗлне, кадрсене, вӗренсе пӗтернисем профессипе ӗҫе вырнаҫнине тата ытти хӑш-пӗр ҫавӑн пек критерие шута илнӗ.
Чӑваш Енри районсенче 15 шкул автобусӗ панӑ, вӗсемпе шкул сумкакне такӑрлатакан ачасене илсе ҫӳрӗҫ.
ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ распоряженире палӑртнӑ тӑрӑх, Канаш, Куславкка, Вӑрмар районӗсенче икшер автобус лекнӗ. Патӑрьел, Йӗпреҫ, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Елчӗк районӗсене, Улатӑр, Канаш тата Шупашкар хулисене пӗрер транспорт панӑ.
Ҫӗнӗ ҫулхи каникулта республикӑра виҫӗ ҫын наркӑмӑшланнӑран пульницӑна лекнӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 11 сехет 20 минутра Вӑрнар районӗнчи пульницӑна 82 ҫулти арҫынна илсе килнӗ. Хайхискер каҫхине хӗрлӗ эрех тесе 100 грамм антифриз ӗҫнӗ.
Тепӗр кунхине, кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче, Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульницине 26-р арҫын лекнӗ. Вӑл йӑнӑшпа эрех вырӑнне 100 грамм уксус ӗҫнӗ.
Канашра та ҫавӑн пек тӗслӗх пулнӑ. 31 ҫулти хӗрарӑм ирхи 4 сехет те 40 минутра эрех вырӑнне йӑнӑшпа уксус ӗҫнӗ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн Чӑваш Ене 32 васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ. Вӗр ҫӗнӗ 30 автомобиле Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Улатӑрти, Канашри, Ҫӗмӗрлери, Патӑрьел, Вӑрнар, Шупашкар районӗсенчи васкавлӑ медпулӑшу подстанцийӗсене панӑ. Тин ҫуралнӑ ачасем валли илсе ҫитернӗ 2 реанимобиле Президент пепкелӗх центрӗ тивӗҫнӗ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов пӗлтернӗ тӑрӑх, васкавлӑ медпулӑшӑвӑн автопаркне 95 процент ҫӗнетнӗ. Ку енӗпе уйрӑмах юлашки виҫӗ ҫулта вӑйлӑ ӗҫленӗ.
Палӑртмалла: республикӑри халӑха талӑкӗпех 100 васкавлӑ медпулӑшу бригади пулӑшу парать. Халӗ служба автопаркӗнче – 190 автомобиль.
Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем планшетпа ӗҫлеме пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: тухтӑрсене планшетсем пациент пирки кирлӗ хыпара васкавлӑн пӗлме кирлӗ. Ҫапла вара фельдшер пӗр-пӗр ҫын хӑҫан ҫуралнине ҫеҫ мар, ун валли хӑҫан тата мӗнле сӑлтавпа васкавлӑ пулӑшу чӗнни таранах пӗлейрет.
Планшетсене хальлӗхе Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Ҫӗрпӳри бригадӑсене валеҫсе панӑ. Апла пулсан унти тухтӑрсем ҫӗнӗлле ӗҫлеме хӑнӑхнӑ ӗнтӗ.
Ҫак кунсенче техникӑна Сӗнтӗрвӑрринчи, Куславккари, Етӗрнери, Элӗкри, Муркашри, Вӑрмарти, Канашри, Патӑрьелти, Вӑрнарти, Йӗпреҫри бригадӑсене валеҫсе панӑ. Асӑннӑ подстанцисенчи тухтӑрсем халӗ планшетпа ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен оборудование Улатӑр, Ҫӗмрле, Пӑрачкав, Хӗрлӗ Чутайри подстанцисене ҫитерсе парӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |