Чӑваш Енре кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗччен республикӑра 4489 ача ҫуралнӑ. Вӗсенчен 2298-шӗ – арҫын ача, 2191-шӗ – хӗрача.
Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 100 йӗкӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 8 мӑшӑр нумайрах.
Ытларах йӗкӗрешсем Шупашкарта ҫуралнӑ: 58 мӑшӑр. Ҫӗнӗ Шупашкарта 12 йӗкӗреш ҫуралнӑ. Канаш, Улатӑр хулисенче 6-шар йӗкӗреш, Муркаш тата Шупашкар районӗсенче 4-шар йӗкӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Патӑрьел, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне районӗсенче, Ҫӗмӗрлере 2-ше йӗкӗреш ҫуралнӑ.
Регион управленийӗн центрӗ Канашри пысӑк кӳлленчӗке пӗтернине пӗлтернӗ. Асӑннӑ органа пӗлтӗр, ҫулталӑк вӗҫӗнче йӗркеленӗччӗ. Вӑл кӑлтӑксем пирки ҫынсем тӗнче тетелӗнче хыпарланине сӑнаса тӑрать, яваплӑ органсене евитлет.
Маларах «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи пабликсенчен пӗринче Канашри пӗр хастар Пушкин урамӗнчи 46-мӗш ҫурт тӗлӗнче шыв кӳлленчӗкӗ тӑнине хыпарланӑ. Ҫав вырӑна шапасем килӗштернӗ, унта васкаса иленнӗ.
Регион управленийӗн центрӗ кӳлленчӗк пирки Канаш хула администрацине систернӗ, ыйтӑва татса памалли пирки асӑрхаттарнӑ. Унтисем вӑрах кӗттермен — кӑлтӑка пӗтернӗ.
Регион управленийӗн центрӗ Инстаграмра ҫырнӑ тӑрӑх, Канашри шапасен урӑх вырӑн шырама тивӗ.
Федерацин налук службин республикӑри управленийӗ ҫитес вӑхӑтра районсенчи штата чакарассине пӗлтернӗ.
Шӑмӑршӑра, Елчӗкре, Элӗкре, Тӑвайра, Сӗнтӗрвӑрринче, Вӑрмарта, Красноармейскинче, Хӗрлӗ Чутайра, Пӑрачкавра, Етӗрнере тата ытти хӑш-пӗр ҫӗрте территорири ӗҫ вырӑнӗсене пӗтерӗҫ. Ҫапла вара пулӑшу илме малашне Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Улатӑрти, Канашри, Патӑрьелти, Муркашри тата ытти ҫӗрти районсем хушшинчи инспекцисене кайма тивӗ.
Налукҫӑсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, штата чакарас юхӑм Мускавранах килет. Прогреса чараймӑн, компьютерсем ҫынсене хӗссе кӑлараҫҫӗ. Налук тӳлекенсем чылай ыйтӑва хӑйсен уйрӑм пӳлӗмӗсем урлӑ татса параяҫҫӗ.
Канаш хулинчи хӗрарӑм-усламҫӑна автор правине пӑснӑшӑн явап тыттарасшӑн. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ. Хӗрарӑм-усламҫӑ пиратла компьютер программисемпе усӑ курнӑ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, пират программисемпе Канаш хӗрарӑмӗ 2008 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен тытӑнса 2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен усӑ курнӑ. Кунта сӑмах лицензисӗр бухгалтер программисем пирки пырать. Программӑсен чӑн хуҫине усламҫӑ 513 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Канашри хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 146-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑм тӑкака саплаштарнӑ. Пират программипе усӑ курнӑ тӗслӗхе Канашри суд тишкерӗ.
Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Канаш хулинче чукунҫул кӗпер ҫине ҫамрӑк арҫын хӑпарса кайнӑ та вилнӗ. Вӑл 25 ҫулта ҫеҫ пулнӑ.
Карӑклӑ ялӗнче пурӑннӑскер ҫав кун чукунҫул кӗпер ҫине хӑпарса кайнӑ, унта ӑна ток ҫапнӑ. Арҫын вӑйлах пиҫсе кайнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем килнӗ тӗле каччӑ чӗрех пулнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Анчах, шел те, тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Енри журналистсем ӗҫлемешкӗн пӗр-пӗринчен тата урӑх регионсенчи сумлӑ ӗҫтешӗсенчен вӗреннӗ. Республикӑн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисенчен министерстви Инстаграмра паян пӗлтернӗ тӑрӑх, семинар Шупашкарти Пӑр керменӗнче иртнӗ.
Ольга Салтыкова блогер тата персонала суйлас енӗпе ӑста редакци ертӳҫисене ӗҫченсене ӑнтӑлтарас вӑрттӑнлӑха уҫса панӑ. «7k pictures «Studio 17 Agenc» телекомпанин тата видеопродакшн агентствин ертӳҫи Нил Слепухин хальхи вӑхӑтри медиа епле пулмаллипе паллаштарнӑ. Хусанти федераци университечӗн журналистика кафедрин доценчӗ Роман Баканов та хальхи вӑхӑтри журналистика ҫинченех каласа кӑтартнӑ.
Чӑваш Енри хӑш-пӗр журналистран та вӗренме пулать. Сӑмахран, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» издательство ҫурчӗн журналисчӗ Дмитрий Новак тата Канашри Артемий Мясников тиктокер МИХсене тӗнче тетелӗнче сармалли мелсем ҫинчен, телеграмм-канал, соцсетьсенчи аккаунтсене епле тытса пынипе паллаштарнӑ.
Арҫын хӑй ӗҫленӗ предприятие ҫаратнӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет. Вӑл унтан тимӗр-тӑмӑр вӑрланӑ.
35 ҫулти арҫын чукун ҫул предприятийӗнче ӗҫленӗ. Вӑл тимӗр-тӑмӑр упранакан пӳлӗме кӗнӗ те унтан 5 тонна ытла лум вӑрланӑ. Пӗтӗмпе – 120 ытла пин тенкӗлӗх.
Арҫын ӑна хӑйӗн машини ҫине тиесе илсе тухнӑ. Анчах ҫул ҫинче ӑна полицейскисем тытса чарнӑ.
Канаш арҫынни тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл куншӑн колоние 5 ҫул таран ларма пултарать.
Канашри нумай хваттерлӗ ҫуртра пушар тухнӑ хыҫҫӑн ытти ҫӗрти ҫуртсене те тӗрӗслӗҫ.
Асӑннӑ ҫуртра 2019 тата 2020 ҫулсенче юсав ирттернӗ, ҫивиттие те юсанӑ. Ҫав ҫивитти пӗр сехет ҫурӑра кӗлленнӗ. Виҫӗм ҫул унта инженери сечӗсене улӑштарнӑ, пӗлтӗр — ҫивиттие.
Юсав организацийӗ ҫутӑ пӑралукне епле ылмаштарнине, ҫивиттие вут-кӑвартан асӑрхамалли ӗҫе мӗнлерех пурнӑҫланине, епле материалпа усӑ курнине, технологие пӑхӑннине специалистсем ҫывӑх вӑхӑтра тӗрӗслӗҫ. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама республика Элтеперӗ Олег Николаев хушнӑ.
Канашри ҫав ҫурта тӗплӗн юсанӑ компани асӑннӑ хулари тата тепӗр 7 ҫуртра юсав ӗҫӗсем ирттернӗ, Тӑвайӗнче — 1 ҫуртра.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Канаш хулинчи Разин урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра тухнӑ пушар ҫивиттие сиенленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вут-ҫулӑм тӑватӑ подъездлӑ пилӗк хутлӑ ҫуртра ирхи 3 сехет те 30 минут тӗлӗнче алхасма тытӑннӑ. Килсӗр-ҫуртсӑр юлнисене вӑхӑтлӑх вырӑн тупса панӑ. Вырӑнти хыснаран ҫемьесене 10-шар пин тенкӗ уйӑрса панӑ. Халӗ вара вӗсене республика хыснинчен те пулӑшӗҫ. Ҫав тӗллевпе Чӑваш Ен резерв фондӗнчен 3 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Пушар хыҫҫӑн «Таса хула» муниципалитетӑн унитарлӑ предпиятийӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ организаци ӗҫченӗсем ҫурта тивӗҫлипе тытса тӑман тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Канашра Разин урамӗнчи 10-мӗш ҫурт тӑрри ҫунни пирки пӗлтернӗччӗ. Чӑваш Ен прокурорӗ Андрей Фомин ҫулӑм мӗнрен тухма пултарни пирки каланӑ.
Тӗп верси ҫакӑн пек: ҫулӑм виҫӗмӗш подъездри тӑваттӑмӗш тата пиллӗкмӗш хутсен хушшинче оборудовани шахтинчен тухма пултарнӑ. Ахӑртнех, провайдер темӗнле оборудовани лартнӑ, унтан ҫулӑм тухнӑ. Кайран вӑл вентиляци шахтипе ҫурт тӑррине хӑпарнӑ. Ҫанталӑк ҫиллӗ пулнӑран ҫулӑм хӑвартах сарӑлнӑ.
Халӗ пушар вырӑнӗнче следстви ушкӑнӗ ӗҫлет. Паллах, урӑх версисене те пӑхса тухаҫҫӗ. Аса илтерер: ҫур ҫӗр иртни 3 сехетре ҫурт тӑрринче ҫулӑм алхаснине Росгварди ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Пушара ирхи 5 сехет тӗлне сӳнтернӗ. Ҫынсене Канашри 3-мӗш шкула вӑхӑтлӑха вырнаҫтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |