Республикӑра апат-ҫимӗҫ хакӗ сасартӑк хакланнишӗн хӑш-пӗр ертӳҫӗсем ӗҫ вырӑнӗсӗр юлма пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пек асӑрхаттарнӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика правительствин паянхи ларӑвӗнче. Унта пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе епле пулмаллине сӳтсе явнӑ.
Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта асӑннӑ виҫе пӗрремӗш кварталтинчен 7,7 процент хӑпарса 6968 тенкӗпе танлашнӑ. Вӑй питтисен вӑл — 7402 тенкӗ, пенсионерсен — 5689 тенкӗ, ачасен — 6980 тенкӗ.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталну министерстви апат-ҫимӗҫ туянса тӑкакланнин виҫи 213 тенкӗ ӳснӗ имӗш. Ҫӗрулми хакӗ, сӑмахран, 6 тенкӗ те 33 пус хакланнӑ, ҫавна пула тӑкакасем 40 тенкӗ те 55 пуса ҫити хӑпарнӑ пулать. Пахчаҫимӗҫ тӑкакӗ 83 тенкӗ те 17 пус хӑпарнӑ, аш-какай илме 56 тенкӗ те 52 тенкӗ ытларах кӑларса хума тивет иккен, улма-ҫырла валли — 15 тенке яхӑн, сӗт-турӑхшӑн — 10 тенкӗ те 52 пус. Ҫӑмарта, пулӑ, тип ҫу кӑштах йӳнелнине кура вӗсене туянса тӑкакланнин виҫи 11 тенкӗ те 8 пуслӑх сахалланнӑ пулать.
Канцеляри, медицина таварӗ, строительство материалӗ хакланнине пула апат-ҫимӗҫ мар хаксемшӗн те ытларах кӑларса хума тивет.
Ҫурлан пӗр кунӗнче Елчӗкри культурӑпа кану центрне Раҫҫей тата чӑваш эстрадин «ҫӑлтӑрӗсем» пуҫтарӑннӑ. Вӗсен хушшинче Алла Пугачева та, Филипп Киркоров та, хӑй вӑхӑтӗнче Евровиденире ҫӗнтернӗ Дима Билан та тата ыттисем пуҫтарӑннӑ. Анчах вӗсем чӑн-чӑн артистсем мар, вӗсене евӗрлекенсем пулнӑ. Районти тӗрлӗ клубран пухӑннӑскерсем «Один в один» шоу-концерт кӑтартнӑ.
Уява канӑва йӗркелес енӗпе ӗҫлекен методист Марина Кузьмина Алла Пугачеван «Эй, вы там» юррипе пуҫланӑ. Ун хыҫҫӑн сцена ҫине Натали (ӑна Екатерина Цыганова евӗрленӗ), Николай Басков (Диана Кириллова), Ирина Аллегрова (Екатерина Федотова), Григорий Лепс (Анастасия Барская) хӑпарнӑ. Елена Пыркина Витас пек юрланӑ, Лидия Скворцова — Надежда Кадышева пек. Тепӗр тесен пурне те асӑнса пӗтереймӗн. Вырӑнтисем концерт пурне те килӗшнине ӗнентереҫҫӗ.
Сӑнсем (24)
Елчӗкре ҫарпа тинӗс флочӗн кунӗ умӗн Елчӗк районӗнчи моряксене халалланӑ палӑк уҫнӑ. Ӑна Елчӗк районӗнчи моряк ветерансен канашӗ пуҫарнипе тунӑ.
Палӑк плити ҫине ҫапла ҫырса хунӑ: «Морякам Яльчикского района за веру и правду, мужество и стойкость на боевой службе Отечеству. Сывӑ пултӑр Тинӗс-Ҫар флочӗ».
«Ӑна ентеш моряксем ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ караппа пӗр пек тунӑ. Эпир пӗтӗм архивра шырарӑмӑр, кашни хӑйӗн карапне аса илчӗ. Унтан ҫарта моряк пулнӑ ентешсем канмалли кунсенче те, каҫхине те ӗҫлерӗҫ. Пурте пӗрле палӑк архитектурипе ӗҫлерӗмӗр, пӗрле ҫывӑхри лаптӑка хӑтлӑх кеӗтрӗмӗр», — тенӗ палӑка тӑвӑкансенчен пӗри Леонид Князев.
Моряксене халалланӑ палӑка елчӗксем «Елчӗк» крейсер» ят панӑ.
Республикӑри чи лайӑх вӗрентекенсене укҫа парса хавхалантарасси «Вӗренӳ» приоритетлӑ наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пулса пырать. Укҫа ҫӗнсе илессишӗн тупӑшса вӗрентекенсем хӑйсен тӗп тӗллевне – ачасене пӗлӳ тӗнчине илсе кӗрессине тата воспитани парассине – манаҫҫӗ текен шухӑш та пур-ха халӑхра. Ҫапах та хавхалантарни тата тӑрӑшуллӑрах ӗҫлеме хистессе шанас килет.
Кӑҫал 21 муниципалитетри 65 вӗрентекен укҫана илессишӗн конкурса хутшӑнвӗсенчен вуннӑшне укҫан премипе хавхалантарма йышӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫисем ҫаксем: Шупашкарти 5-мӗш гимназире вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Горашова, Шупашкарти 10-мӗш шкулти пуҫламӑш классен учителӗ Надежда Григорьева, Елчӗкри вӑтам шкулти физикҫӑ Алексей Данилов, Куславккари 3-мӗш вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литературин учителӗ Валентина Ефимова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри биолог Надежда Захарова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназири вырӑс чӗлхипе литературин учителӗ Марина Картозия, Шупашкарти 4-мӗш лицейри химик Евгения Лаптева, Тӑвайӗнчи вӑтам шкулти географи тата экономика учителӗ Елена Павлова, Шупашкарти 2-мӗш лицейри биолог Лариса Тихонова, Улатӑр районӗнчи Кувакинӑри историпе экономика учителӗ Тамара Тренюшева.
Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Елчӗкре «Чӑваш чӗлхи, тӑван ен культури, чӑвашлӑх ыйтӑвӗсем» темӑпа семинар иртрӗ. Ӑна йӗркеленӗ Елчӗк районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ассоциацийӗн ертӳҫи Нина Левая пулчӗ.
Ӗҫлӗ калаҫӑва Шупашкартан «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗ, чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ А.П.Леонтьев, «Тӑван ен культури» кӗнекесен авторӗ Е.А.Михайлова (Енькка), ЧР учителӗсен ассоциацийӗ ҫумӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен секцийӗн ертӳҫи Г.Н.Никифоров, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сотрудникӗ Эктор Алос-и-Фонт, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн доценчӗ Н.Г.Иванов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ В.М. Семенов килсе ҫитрӗҫ. Ҫавӑн пекех Елчӗк, Шӑмӑршӑ, Комсомольски районӗсенчи чӑваш чӗлхипе литератури, тӑван ен культури, истори вӗрентекенӗсем, таврапӗлӳҫӗсем, культура ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ. Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.П. Миллин канӑшлава хутшӑнакансене Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламларӗ, ӑнӑҫу сунчӗ.
«Тӑван чӗлхене юратакансем — чӑн-чӑн телейлӗ ҫынсем. Вӗсем ҫак вӗҫӗ-хӗррисӗр тӗнчен мӑнаҫлӑхне ӑнкарса чӑваш халӑх шӑпине, йӑли-йеркине, тӑван чӗлхен сапӑрлӑхне ӑша хываҫҫӗ, малалла пурӑнма вӑй-хал пухаҫҫӗ», — тесе шухӑшлаҫҫӗ Елчӗкри тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем.
Тӑван чӗлхе эрнинче Елчӗкри тӗп вулавӑшра тӗрлӗ мероприяти иртет-мӗн.
Район шайӗнче ирттернӗ чӑваш чӗлхин уявӗнче, сӑмахран, вулавӑш ӗҫченӗсем «Чӑваш чӗлхи — чӗкеҫ чӗлхи» анлӑ кӗнеке куравӗпе паллаштарнӑ. Куравра Иван Яковлев чӑваш халӑхне пехиллесе хӑварнӑ чун халалӗ те тивӗҫлӗ вырӑн йышӑннӑ, Халӑха ҫутта кӑларасшӑн пӗтӗм пурнӑҫне халалланӑ ҫын хӑйӗн тивлетне Турӑ ирӗкӗ пек ӑнланса чӑвашсене таса чунлӑ та мал туртӑмлӑ пулма пилленӗ-ҫке.
Тӗнчипех паллӑ ӑсчаха, педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторне, Патӑрьел ҫӗрӗ ҫинче амаланса-аталанса ӳснӗ Геннадий Волкова халалласа Лидия Филиппова ҫырнӑ «Пророк земли чувашской» кӗнеке хӑтлавне те йӗркеленӗ.
Ҫавӑн пекех кӗнеке куравӗнче чӑваш чӗлхин пуянлӑхне уҫса паракан тӗрлӗ тӗпчевҫӗн, сӑмах ӑстин тата Елчӗк тӑрӑхӗнчи ҫыравҫӑсен пултарулӑхӗпе паллашма май килнӗ.
Чӑваш халӑх сайчӗ, Тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» каналпа «Шкул ТВ» канал, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлне йӗркеленӗ «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен конкурсне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ.
Ку ӑмӑртӑва пурӗ 173 ӗҫ ҫитрӗ. Вӗсенчен 157-шне хакларӑмӑр. Хаклав калӑпӑшӗ пысӑк пулнӑран кая юлса ҫитнӗ ӗҫсене хак пама ӗлкереймерӗмӗр. Анчах пӑшӑрханма кирлӗ мар — вӗсем те хутшӑнни пирки ӗнентерӳ хутне илӗҫ.
Хаклав ӗҫне виҫҫӗн ирттертӗмӗр: тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» телеканалӑн ертӳҫи Олег Цыпленков (вӑл видео пахаларӗ), Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай Плотников (ӳкернӗ чухне усӑ курнӑ фона хак пачӗ), Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Кириллова (интонаци тӗлӗшӗпе хакларӗ). Хаксене парса тухнӑ хыҫҫӑн эпир ҫапла пӗтӗмлетӳ турӑмӑр: интонацишӗн 100%, видеошӑн — 70%, фоншӑн — 50%. Интонацие мала лартнине ҫакӑнпа сӑлтавларӑмӑр — ача е хутшӑнакан сӑвва лайӑх вулать пулсан видео пахалӑхӗ япӑхрах пулсан та ӑна тепре ним мар чаплӑ техникӑпа ӳкерме пулать. Тивӗҫлӗ шайра сӑвӑ калаймана вара вӗрентме — йывӑртарах, кунта нимӗнле техника та ҫӑлаймӗ.
Октябрь урамӗнче вырнаҫнӑ районти прокуратура умӗпе утса иртме кӑмӑллӑ тесе пӗлтерет Елчӗк район администрацийӗ.
«Саккун хушнипе пурӑнма хистекен прокуратура ӗҫченӗсем хӑйсем те кулленхи пурнӑҫри кашни кунхи ӗҫе пысӑк яваплӑха туйса пурнӑҫлама хӑнӑхнӑ. Иртнӗ кунсенчи уяр ҫанталӑкпа усӑ курса ушкӑнпа тухса территорие тирпей-илем кӗртни те ҫакнах ҫирӗплетсе пачӗ. Ҫак ӗҫе вӗсем ыттисенчен маларах, районта ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче экологи уйӑхӗ пуҫланичченех тума ӗлкӗрчӗҫ», — шӑрҫаланӑ райадминистраци сайтӗнчи информацире.
«Ҫуркуннехи илеме маларах курас килнипе вӑхӑта васкатса урама тасатма, тирпейлеме тухрӑмӑр», — тенӗ иккен прокуратурӑра тӑрӑшакансем.
Ӗнер Елчӗкре пурӑнакан Евгения Семеновна Кушникова 100 ҫул тултарнӑ. Паллах, сумлӑ ҫак юбилейпе Елчӗкри тӳре-шара саламланӑ: Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Леонард Левый, Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Сайкин, РФ Пенси фончӗн Елчӗк районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи Зинаида Яковлева тата ыттисем саламланӑ.
Леонард Левый Евгения Семеновнӑна РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ ҫырӑвне панӑ. Юбиляр патне ҫитнӗ Силуан иеромонах Евгения Семеновнӑна 100 ҫул каялла Лаш Таяпари храмра шыва кӗртнине пӗлтернӗ. Хӑйӗн прихучӗ ятӗнчен вӑл турӑш реликвие парнеленӗ.
Сӑнсем (9)
Елчӗк тӑрӑхӗ тӗрӗпе пуян. Унти халӑх чӑвашсен ҫак йӑлинчен писмен-ха. Пушӑн 15-мӗшӗнче Елчӗкри культурӑпа кану центрӗнче чӑваш тӗррин «Ҫӗр пин тӗрӗ тӗнчинче» ачасен II республика конкурсӗ иртнӗ. Йӗркелӳҫи — ЧР Халӑх пултарулӑх ҫурчӗ.
Конкурса ачасене чӑваш тӗррипе паллаштарас, ӑна аталантарас тӗлӗшпе йӗркеленӗ. Паллах, кунашкал конкурссем ӳсекен ӑрӑва тӗрӗпе ҫывӑхлатать. Унта чи пултаруллисене тупса палӑртнӑ.
Конкурса пур ӳсӗмри шкул ачи те хутшӑннӑ. Ача-пӑча студийӗсем, ӳнер шкулӗсем тата ыттисем хӑйсен ӗҫесемпе паллаштарнӑ. Кавалти Мария Смирнова, Курнавӑшри Елена Васильева, Ольга Сидорова, Татьяна Курчина, Анастасия Гладкова, Анастасия Круглова, Евгения Мясникова, Кӗҫӗн Таяпари Элина Иванова, Валерия Ашмарина, Татьяна Изосимова, Елчӗк ялӗнчи Анастасия Чернова, Екатерина Архипова, Вырӑскассинчи Ольга Лисицына, Аслӑ Шӑхальти Инесса Павлова хутшӑннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене Шупашкарта «6х7» галерейӑра республикӑри пӗтӗмлетӳ куравӗ уҫӑлнӑ чухне чыслӑҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |