Шупашкартан ҫитес ҫул ҫӗнӗ авиарейссем уҫӑлас шанчӑк питех те пысӑк. А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, Росавиаци патшалӑх субсидилекен авиамаршрутсен списокне пичетленӗ. 266 маршрут шутӗнче Шупашкартан ытти хулана каякан 4 авиарейс та пур. Вӑл хуласем ҫаксем: Краснодар, Екатеринбург, Минеральные Воды тата Ҫӗнӗ Уренгой.
Ҫӗнӗ маршрутсене уҫас тӗллевпе аэопорт самай ӗҫ калаҫу ирттернине ӗнентерет. Ҫав шутпа авиакомпанисемпе, республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствипе, республикӑн Элтеперӗпе темиҫе те калаҫнӑ.
«ИрАэро» авиакомпани Краснодар, Минеральные Воды тата Ҫӗнӗ Уренгой хулисене Шупашкар ҫыннисене ҫулталӑкӗпех турттарма хатӗр. «Руслайн» авиакомпани Екатеринбурга ҫулла вӗҫме килӗшнӗ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн тӗп художникӗ Валентин Федоров кӑ,алхи утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 60 ҫул тултарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Юбилее театрта ӗнер паллӑ тунӑ. Унта Петр Чайковскин «Спящая красавица» балетне кӑтартнӑ.
Художник тӗрлӗ жанрлӑ (опера, балет, оперетта, мюзикл, драма спектаклӗ, концерт) ӗҫсене илемлетнӗ. Вӗсене Мускаври, Ҫӗнҫӗпӗрти, Курскри, Екатеринбургри, Чулхулари, Улан-Удэри, Аҫтӑрханти, Кемӗрти, Шупашкарти ҫеҫ мар, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи сценӑсем ҫинче лартнӑ. Ӳнер ӑстисем каланӑ тӑрӑх, «Спящая красавица» балет художникӑн ҫапах та чи вӑйлӑ ӗҫӗсенчен пӗри шутланать. Унпа Пӗтӗм тӗнчери XX балет фестивальне уҫнӑ.
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа Екатеринбургри Б.Н.Ельцин Президент центрӗнче «Эткер» регионти пӗрремӗш интерактивлӑ форум иртнӗ. Унта 2 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӑл 5 патшалӑхпа ҫӗршывӑн 11 регионӗнче пурӑнакансене хӑй патне илӗртнӗ.
Форума Свердловскри чӑвашсен культура центр йӗркеленӗ. Йӗркелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие ирттерни Свердловск тӑрӑхенче пурӑнакан йӑташӑмӑрсен культруине упраса хӑварассипе тата аталантарссипе ҫыхӑннӑ. Форума ирттерме тӗрлӗ ҫӗрти чӑвашсен ентешлӗхӗсем тата культура учрежденийӗсем кӑна мар, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та пулӑшнӑ.
Екатеринбургра Граждан вӑрҫин паттӑрне Василий Чапаева асӑнса палӑк лартасшӑн. Палӑксем тӗрлӗ вӑрҫа: Граждан вӑрҫинче, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче, Афганистанпа Чечня вӑрҫисенче тата Украинӑра ҫапӑҫнисене – хутшӑннисене асра тытнине палӑртӗҫ.
Палӑксем ҫар комиссариачӗ умӗнче пулмалла.
Композицисен авторӗ – Виктор Мосиелев скульптор. Скульптурӑсен ҫӳллӗшӗ – 2,2 метр. Кашнине хатӗрлеме пӗр тонна таран бронза кайнӑ. Композици тӑватӑ тонна таять. Палӑксем пирки хыпарланӑ e1.ru порталта хыпарланӑ тӑрӑх, кун пек скульптура композицине лартассине ҫынсем ырламан.
Сӑмах май, Василий Чапаев 1887 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкар уесӗнчи Будайкӑра хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ҫак вырӑс ялне XX ӗмӗрте Шупашкар хулине кӗртнӗ. 1897 ҫулта Чапаевсен ҫемйи Самар кӗпӗрнинчи Балаковӑна тухса кайнӑ.
Паян тӑван республикӑмӑр хӑйӗн 100 ҫулхине уявлать. Кӑшӑлвируса пула ӑна анлӑн, пысӑк йышпа палӑртма мйа килмест пулин те ку дата пирӗншӗн чӑннипех те мӑнаҫлӑх кунӗ. Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа хамӑр ҫӗршыври пултарулӑх коллективӗсем ҫеҫ мар, Эстонирен те видеосалам килнӗ. Хамӑр ҫӗршыври пултарулӑх коллективӗсене илсен саламсем Пушкӑртстанран, Тутарстанран, Красноярск тӑрӑхӗнчен, Иркутск, Ленинград, Мурманск, Чулхула, Самара, Чӗмпӗр, Тӗмен облаҫӗсенчен, Чулхула, Самара, Санкт-Петербург, Екатеринбург, Сургут, Ӗпхӳ хулисенчен ҫитнӗ.
Чӑваш Ен ҫыннисене республикӑн Культура министерстви видеосаламсемсене хӑйсен страницсене #ВместеПӗрле #чувашия #100летЧувашии хештегсемпе вырнаҫтарма ыйтать.
2019 ҫулта «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен тулли мар обществин Горькинчи чукун ҫулӗн Хусанти регионӗнче 72 пассажир платформипе 3 вокзала юсанӑ. Ҫак йӗркесен авторне кун пирки Горькинчи чукун ҫулӑн корпоратив коммуникацийӗн службин ӗҫченӗ Алена Чернышева пӗлтерчӗ.
Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, Хусанти регионта виҫӗ станцире юсав ирттернӗ. Вӗсенче пассажир платформисене ҫӗнетнӗ. Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ станцийӗнче те пӗлтӗр юсав ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Хальхи вӑхӑтри юсав программипе 2019 ҫулта 72 объекта ҫӗнетнӗ, вӗсенчен 4-шӗ – Чӑваш Енре.
Сӑмах май ҫакна палӑртмалла: асӑннӑ станци Энӗшпуҫӗнчен кӑнтӑр еннелле 1 километрта вырнаҫнӑ. Вӑл «Мускав — Хусан — Екатеринбург» лини ҫинче шутланать.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗн вӗҫӗнче Крыма ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулинчен пуйӑспа ҫитме май килӗ. Маларах «Санкт-Петербург - Севастополь» тата «Мускав - Симферополь» маршрутсемпе пуйӑссем ҫӳреме тытӑннӑччӗ. «Таврия» пуйӑссемпе хальлӗхе 130 пин ҫын усӑ курнӑ та. Ҫӗнӗ направление пассажирсем кӑмӑлласа йышӑннине кура «Гранд Сервис Экспресс» компани ҫӗнӗ маршрутсем уҫма йышӑннӑ. «Таврия» пуйӑспа Симферополе Кисловодскран, Екатеринбургран тата Мурманскран ҫитме май килӗ.
«Екатеринбург - Симферополь» пуйӑс эрнере темиҫе хут ҫӳрӗ. Анчах кашнинче тӗрлӗ ҫулпа: ҫурҫӗр (Хусан, Канаш, Саранск, Пенза урлӑ — ҫул ҫинче 64 сехет те 15 минут иртӗ) тата кӑнтӑр (Челепир, Ӗпхӳ, Самар, Сарту тата Волгоград урлӑ — ҫул ҫинче 67 сехет те 35 минут иртӗ) маршрутпа. Пӗрремӗш состав ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 22 сехет те 35 минутра Екатеринбургран (Самар урлӑ) ҫула тухӗ.
Свердловск облаҫӗнчи Чӑваш культура центрӗн ертӳҫи Герман Пупин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кун пирки Тӗмен хулинчи наци культурине аталантарма пулӑшакан «Землячество-Ентешлӗх» фонд ертӳҫи Алексей Павлов Фейсбукра пӗлтернӗ.
Герман Пупин Елчӗк районӗнчи Турхан ялӗнче ҫуралнӑ. Екатеринбург хулинче тата Свердловск облаҫӗнче чӑваш культурине, йӑли-йӗркине аталантарас тӗлӗшпе вӑл сахал мар ӗҫ туса ирттернӗ.
Маларах асӑннӑ Алексей Павлов Герман Пупин ҫемйипе тата ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле чунтан хурланнине пӗлтернӗ.
Герман Пупин, сӑмах май каласан, — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗн Петр Пупинӑн тӑванӗ. Пупинсен ашшӗ те ӳнере ӑнланакан ҫын пулнӑ. Вӑл хӑй тӑватӑ класс ҫеҫ пӗтернӗ пулин те Васнецовӑн, Нестеровӑн, Левитанӑн тата ыттисен картинисене кӑмӑлланӑ.
«Ан-12» ҫарпа транспорт самолечӗ Екатеринбургра васкавлӑн анса ларнӑ. Самолета хулари Кольцово аэропортӗнче антарса лартма йышӑннӑ. Хыпара «Новости» Раҫҫейӗн информаци агентстви регионти экстренлӑ тытӑмсем пӗлтерни тӑрӑх хӑйӗн лентине вырнаҫтарнӑ.
Никам та аманман. Ку вӑл —малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх.
Самолет васкавлӑ мӗншӗн анса ларнине авиаци специалисчӗсем палӑртӗҫ.
Baza телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, бортра 17 ҫын пулнӑ. Самолета лартнӑ чух унӑн шасси темшӗн уҫӑлман. Мӗншӗн уҫӑлманнин сӑлтавӗ хальлӗхе паллӑ мар. Самолет «хырӑм» ҫине анса ларнине официаллӑ ведомствӑсем ҫирӗплетмен.
Ҫарпа транспорт авиацийӗн самолечӗпе сиксе тухнӑ пӑтӑрмахӑн сӑлтавне авиаци специалисчӗсем ҫеҫ уҫӑмлӑн калайӗҫ.
Свердловск облаҫӗнче чӑваш юмахӗсем тӑрӑх лартнӑ «Иван батыр» (чӑв. Иван паттӑр) мультфильм кӑтартнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 15-16-мӗшӗсенче асӑннӑ тӑрӑхра «Чувашская книга на Уральской земле» (чӑв. Урал ҫӗрӗ ҫинче чӑваш кӗнеки) акци–тифлотурне иртнӗ. Ӑна «Екатеринбург – Билимбай – Сысерть — Екатеринбург» маршрутпа йӗркеленӗ. Сысерть районӗнчи П.Г. Зуев ячӗллӗ культура ҫуртӗнче Чӑваш Ен хӑнисене вырӑнти тутарсен йӑлипе —чак-чакпа — кӗтсе илнӗ.
Куҫ начар куракансене наци литературипе тивӗҫтерес тата Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетес тӗллевпе ирттернӗ турнене Чӑваш Ери Халӑхсен ассамблейин канашӗн ертӳҫин ҫумӗ, Елена Светлая ҫыравҫӑ; Куҫсӑррисен Пӗтӗм Раҫҫейри обществин пайташӗ, «Вокал» номинацире пӗтӗм ҫӗршыври тата тӗнчреи конукрссенче лауреат ятне тивӗҫнӗ Галина Никитина; Л.Н. Толстой ячӗллӗ республикӑри ятарлӑ вулавӑшӑн пай заведующийӗ Галина Афанасьева хутшӑннӑ.
Мероприятие «Иван батыр» мультфильм кӑтартнипе (тифлокомментаторӗ — Мария Белькова) вӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |