Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Вӑрнар

Алӗҫ ӑстисен куравӗнче
Алӗҫ ӑстисен куравӗнче

Ӗнер, Чӑваш Республикин кашни районӗнче Акатуй иртрӗ. Михаил Игнатьев элтепер (президент) Чӗмпӗрти Акатуя кайрӗ пулсан районти уявсене ытти чиновниксем хутшӑнчӗҫ. Сӑмахран, Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Олег Макаров вӑрнарсен Акатуйӗнче пулчӗ.

Олег Витальевич Вӑрнар поҫҫолкӑри «Вӑрнар» вӑй-халпа сывлӑх ҫирӗпленӗвӗн комплексӗпе, «Химик» стадионпа, Вӑрнарти хутӑш препаратсен савучӗн цехӗсемпе паллашрӗ. Кӗҫӗн Ҫавал ҫинчи пӗве хӗрринче шыв тасатӑвӗн станципе шыв пӑрӑхӗсене тӑвасси епле пынине те пӑхса тухрӗ. Станцине пӗтӗмешле 2013 ҫулта уҫма палӑртаҫҫӗ — вӑл хула ҫыннисемпе предприятисене таса шывпа тивӗҫтерӗ, шыв ыйтӑвне татса парӗ.

Чи малтанах ӗнтӗ Министрсен Кабинечӗн Председателӗ район пуҫлӑхӗпе пӗрле Акатуйра халӑх ӑстаҫисен куравӗпе паллашрӗ. Анатолий Кузьмина та, Олег Макарова та район ҫыннисен хатӗрленӗ япаласем питӗ килӗшрӗҫ — туянмарӗҫ пулин те нумайӑшне алӑпа тытса пӑхрӗҫ.

Малалла...

 

Вӑрнар станцийӗ
Вӑрнар станцийӗ

2011 ҫулта Вӑрнар поселокӗнче ҫӗнӗ садик тума палӑртнӑ. Район администрацийӗн строительство тата ЖКХ пайӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх шкул ҫулне ҫитменнисен 140 вырӑнлӑ учрежденийӗн никӗсне хывма вырӑн тупнӑ. Вӑл «Вӑрнар ял хуҫалӑх техники» предприятин пулнӑ территорире вырнаҫӗ. Садик ҫеҫ мар, кунта тата пурӑнмалли виҫӗ хутлӑ икӗ ҫурт лартма йышӑннӑ. Ясли-сад йышӑнакан лаптӑк 624 тӑваткал метрпа танлашать. Кунсӑр пуҫне ун таврашӗнчи 1 200 тӑваткал метра яхӑн лаптӑкра ачасене вылямалли хатӗрсем вырнаҫтарӗҫ.

Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра поселокра — 298, районта пӗтӗмпе 395 пепке садик черетӗнче тӑрать.

 

Стелла никӗсне хатӗрлеҫҫӗ
Стелла никӗсне хатӗрлеҫҫӗ

Вӑрнарӑн тӗп урамӗнче стелла тума тытӑннӑ. Вӑл К. Маркс урамӗнче, посёлока Шупашкар енчен транспорт кӗнӗ вырӑнта вырнаҫӗ. Стеллӑна калӑплаканӗ — Геннадий Дубровин художник-дизайнер (вӑл Хапӑсран). Монумент кӳлепине хатӗрлеме Питӗр хулинчи А.Л. Штиглиц ячӗллӗ ӳнерпе промышленность академийенче вӗренекен ывӑлӗ те пулӑшнӑ.

Геннадий Дубровин пӗлтернӗ тӑрӑх монумента «сграффито» техникипе тӑвӗҫ. Панно ҫинче Вӑрнар посёлокӗн кун-ҫулне кӑтартма палӑртнӑ. Монумент йӗри-тавра чечексем, тӗмӗсем лартса тухӗҫ — вӗсем хӑй илемӗпе таврана хитрелетӗҫ.

Хальхи вӑхӑтра «Вӑрнарски МСО» АХО стеллӑн никӗсне хатӗрлет — строительсем тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ.

 

Вӑрнар училищи кивӗ сӑнӳкерчӗкре
Вӑрнар училищи кивӗ сӑнӳкерчӗкре

Вӗрентӳ учрежденийӗсем хушшинче чи лайӑх сайт — вӗсен. «Ҫӗнӗлле ӗҫлекен ҫулталӑкри чи лайӑх учреждени», «Аслӑ Атӑл ҫамрӑклӑхӗ», «Объектив», киновидео творчествин «Ҫамрӑксем кӑтартаҫҫӗ...» республикӑри конкурссенче кӗмӗле тивӗҫнӗ. 2009 ҫул Вӑрнарти 29-мӗш училище коллективӗпе вӗренекенӗсемшӗн тухӑҫлӑ та ӑнӑҫлӑ иртрӗ. Маларахри ҫулсене илес пулсан та, кӑтартуллӑ ӗҫлени куҫ умӗнче — тӗрлӗ Кубоксем, дипломсемпе грамотӑсем ҫитӗнӳсене мӑнаҫлӑхпа ҫирӗплетеҫҫӗ.

Вӗрентӳпе воспитани процесӗ ҫулсерен ҫӗнелсе пырать, професси вӗрентӗвӗ пурнӑҫ ыйтнине тивӗҫтерет, кунтан тухакансем ӗҫе вырнаҫасси тивӗҫлӗ шайра, культурӑпа массӑллӑ ӗҫ — лайӑххисен шутӗнче. Туслӑ коллектив палӑртнӑ задачӑсене пурнӑҫлассипе тӗллевлӗ ӗҫлет. Корпоративлӑ культурӑна аталантарассипе темиҫе ҫуллӑха хатӗрленӗ программа училище имиджне ӳстерессине кӑна мар, вӗренекенсен пур енлӗ аталанӑвне, вӗсен ӗҫ рынокӗнчи тупӑшаслӑх вӑйне ӳстерессине те тӗпе хывнӑ. Вӗрентӳ пахалӑхне пӗтӗм тӗнчери стандарта ҫитерессипе чылай тимлеҫҫӗ.

Малалла...

 

2007 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Вӑрнарта чукун ҫул вокзалӗ ҫӗнӗрен уҫӑлчӗ. Вӑл Чӑваш республикипе Чулхулари чукун ҫулне пӗрлештерет. Уҫнӑ май "станци халь Вӑрнарӑн илемӗ", - терӗ Н. Федоров президент. Ҫуртне 1917 ҫулта туса лартнӑ. Пӗлтӗр август уйӑхӗнче ӑна юсама пуҫланӑ. Унта пуйӑс кӗтмелли пӳлӗм, касса, тавар пӳлӗмӗсем пулаҫҫӗ. Влаҫсем чӑваш чӗлхине упраманнишӗн асӑрхаттарманни ҫирӗпленнӗ йӑла ӗнтӗ, ҫапах та ҫурт ҫинчи станци ятне вырӑсла кӑна "Вурнары" тесе ҫырни тӗлӗнтерет.

 

Страницӑсем: 1 ... 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, [24]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере лӑпкӑ ритмпа ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫӑниччен киввисене вӗҫлӗр. Ӗҫтешсемпе тата конкурентсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать, анчах сирӗн чатӑмлӑхӑра пула ку лару-тӑру хирӗҫӗве ҫаврӑнмӗ.

Авӑн, 18

1947
78
Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ.
1962
63
Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть