Вӑрмар районӗнчи спорт шкулӗн инструкторне судпа айӑпласшӑн. Унӑн айӑпне пула арҫын бассейнра путса вилнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ку пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, Вӑрмар поселокӗнчи спорт шкулӗн инструкторӗ хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗнчен кайнӑ, ҫавӑнпа бассейна ӳсӗр арҫын ним мар лекнӗ. 52 ҫултискер ишнӗ вӑхӑтра шывпа чыхӑнса кайнӑ та путнӑ.
Бассейнра пулнӑ тепӗр арҫын ӑна туртса кӑларнӑ, пӗрремӗш медпулӑшу панӑ. Шел те, ӳсӗрскере ҫӑлма май килмен.
Ҫак пӑтӑрмахшӑн инструктора ҫынна асӑрханмасӑр вилӗм кӳнӗшӗн айӑпласшӑн. Тӗрӗслев хыҫҫӑн Вӑрмар район администрацийӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Пуҫиле ӗҫе вара суда пӑхса тухма янӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 10 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура ҫурчӗ умӗнче старта пухӑнӗҫ. Унта велосипедпа ҫитмелле. Спортсменсем Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗ таран кайӗҫ.
Старта пирӗн ентеш, СССР летчик-космонавчӗ Андриян Николаев космоса ҫӗкленнӗренпе 55 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Ӑна республикипех паллӑ тӑвӗҫ.
Сӗнтӗрвӑрри хулинчен тата Вӑрмар поселокӗнчен те старта тухӗҫ. Вӗсем Шуршӑл ҫывӑхӗнчи стела-ракета ҫывӑхӗнче 11 сехет ҫурӑра тӗл пулӗҫ, центра пурте пӗрле кӗрӗҫ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «республикӑри чи таса мар вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗ — Вӑрмар». Асӑннӑ муниципалитетра юхӑнса выртакан ҫӳп-ҫап куписем ҫав тери нумай иккен. Ҫавна пулах ӑна Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн регионти уйрӑмӗн пайташӗсемпе республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян тӗл пулнӑ чухне «Генеральная уборка» (чӑв. Тӗплӗ тирпейлӳ) проектӑн кураторӗ Владимир Михайлов вӑрмарсене начар енпе асӑнса хӑварнӑ.
Калаҫу вӑхӑтӗнче вӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри Халӑх фрончӗн проекчӗсем епле пурнӑҫланнине сӳтсе явнӑ. Тавралӑха тирпей-илем кӗртес, ҫулсем ҫинчи путӑксене вӑхӑтра тупса палӑртас тата ытти хӑш-пӗр саманта тишкернӗ, ҫитменлӗхсене вӑраха хӑвармасӑр пӗтермелли пирки калаҫнӑ.
Тутарстанра кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнине нумаях пулмасть Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ҫавна май Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ тимлӗхе самантлӑха та ҫухатмасть, республикӑри кайӑк-кӗшӗк предприятийӗсене тӗрӗслесех тӑрать.
Ҫак кунсенче Вӑрмарти кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнче тӗрӗслев пырать. Виҫӗ юрдици сӑпачӗ тата хресчен-фермер хуҫалӑхӗ тӗлӗшпе те планпа палӑртман тӗрӗслевсем пулӗҫ. Кунсӑр пуҫне Чӑваш Ене грипп ан лектӗр тесе санкцилемен вырӑнсенче кайӑк-кӗшӗк сутма чарма сӗнеҫҫӗ.
Республикӑра кайӑк-кӗшӗк грипӗ пуҫланни экономика тӗлӗшӗнчен 570 миллион тенкӗ ытла тӑкак кӳрет. Аса илтерер: Тутарстанра ку амака пула 15 пин чӑх вилнӗ.
Ӗнер ҫӗрле, нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Вӑрмарта хӗрачана пуйӑс ҫапса кайнӑ. Пуйӑс машинисчӗ ӑна асӑрхасан хӑвӑрт чарӑнма тӑрӑшнӑ, анчах ӗлкӗреймен.
Ку инкек 23 сехетре пулнӑ. Машинист каланӑ тӑрӑх, 19 ҫулти хӗрача, Вӑрмарта пурӑнаканскер, чукун ҫул ҫинче ларнӑ, пуйӑс кӑшкӑртнине илтмен е илтмӗш тунӑ. Шел те, машинист чарӑнса ӗлкӗреймен, ӑна таптаса кайнӑ.
Халӗ ку тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Хӗрача чукун ҫул ҫине хӑйӗн ҫине алӑ хурас тесе ларман-и? Ҫак версие те тишкерӗҫ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ.
Шупашкарти автобус водителӗсемпе кондукторӗсем ӗнер забастовка тунӑ: вӗсем рейса тухман. Пассажирсене турттаракансем шалу ҫур ҫула яхӑн илеймесӗр ывӑннипе ҫавӑн пек кутӑнлашас тенӗ. «Чӑвашавтотранс» предприятири пирки Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе те хыпарланӑччӗ. Пӗррехинче унӑн Вӑрмарти филиалӗн водителӗсем рейса тухманччӗ, каярах вӑл предприятие хупса хунӑччӗ.
«Чӑвашавтотранса» финанс тата экономика тӗлӗшӗнчен сыватас тесе Михаил Игнатьев Элтепер ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине, Юстици министерствине, Экономика министерствине предприятине финанс тӗлӗшӗнчен сыватмалли план хатӗрлеме хушнӑччӗ.
Ӗнер, нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, предприятин 200 ытла ӗҫченӗ рейса тухман. Ҫав кунах РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ шалу тӳлемен фактпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ укҫи парӑмне татас тӗллевпе бюджетран субсиди уйӑрма йышӑннӑ.
Хальхи ҫамрӑксене пирӗнтен хӑшӗсем ҫӑмӑлттай, вӗсене ним кирлӗ мар тесе хурлама пӑхаҫҫӗ. Вӗсем йытӑ хӑваласа кӑна ҫӳреҫҫӗ текенсем йӑнӑшнине ӗнер «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» туслӑ йышӗпе Вӑрмар районӗнче пулнӑ чух хам куҫпа курса тепӗр хут ӗнентӗм.
Мускав хулинчи аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен каччӑ пӗр ик ҫул каяллах: «Пирус туртни халӗ модӑра мар. Ҫамрӑксен трендне пӗлместӗн эсӗ», — тени асра юлнӑччӗ-ха. Музейсемпе театрсене ҫӳреме юратакан ҫав яш ҫӗршывӑн тӗп хулинче кӑна мар, тӑван тӑрӑхне килсен те хӑш культура учрежденийӗнче мӗнле премьера пынипе кӑсӑкланать. Мускавра пӗрле вӗренекен, ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакан юлташӗпе Чӑваш Ене ҫитсен те вӗсем тӳрех театра ҫул тытаҫҫӗ. «Вӗсем ҫӳреҫҫӗ пуль-ха. Ялта пурнӑҫ ҫапах та урӑхла. Тунсӑхпа аптӑранӑ ҫамрӑксем эрехпе айкашаҫҫӗ», — шухӑшлать пӗлӗшӗм.
Вӑрмар районӗнчи Ҫӗнӗ Пинер ял тӑрӑхӗнче пултӑмӑр та унта пурнӑҫ урӑхла вӗрени кӑмӑла ҫӗклерӗ. Пире савӑнтарни: ҫамрӑксен шухӑшлавӗ-ӑнтӑлӑвӗ ылмашни. Ҫакна асӑрханине вӑл енчи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Василий Шуйский те палӑртрӗ.
Вӑрмар районӗнче раштавӑн 24-мӗшӗнче йӗлтӗрҫӗсем черетлӗ сезон уҫнӑ. Йӗлме йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӗрлӗ ҫулхисем: районти шкулсенче вӗренекенсем, спорт ветеранӗсем, аслисем — тӑнӑ. Старта тухнисене ӑмӑртура ӑнӑҫу сунма райадминистраци пуҫлӑхӗ Александр Тихонов ҫитнӗ.
Йӗлтӗр сырнисене пӗрисем хавхалантарнӑ вӑхӑтра теприсем Спорт ҫуртне пуҫтарӑннӑ. Ҫапла, вӑрмарсем харӑсах икӗ мероприяти ирттернӗ. Йӗлтӗрҫӗсем Хисеп грамотисемшӗн тата чун киленӗҫӗшӗн тупӑшнӑ вӑхӑтрах волейболистсем те ӑмӑртӑва пуҫтарӑннӑ. Вӗсем Вӑрмарти Спорт ҫуртӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн мечӗк ҫапнӑ. Хастар спортсменсене Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе чысланӑ, малашне те тӑрӑшуллӑ пулма суннӑ.
Ҫак статьяна ҫырма ҫӑмӑл мар лару-тӑрури «Чӑвашавтотранс» предприятире пуҫлӑха каллех ылмаштарни хистерӗ. Вӑл предприятипе эпӗ пачах та ҫывӑх ҫын мар. Пӗлӗшсем хушшинче водительте е кондукторта ӗҫлекен те, кантурта ларакансем те ҫук. Сӑмахӑм пулӑ пуҫран ҫӗрет каларӑш пирки темелле-ши? Тата пур чухне те вӑл пуҫранах ҫӗрет-ши?
«Чӑвашавтотранса» кӑҫалхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа ҫӗнӗ пуҫлӑх, Сергей Аказеев, ертсе пыма тытӑннӑччӗ. Ун умӗн ПУПа 2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе Евгений Мореплавцев тилхепене тытнӑччӗ.
Патшалӑхӑн унитари предприятийӗ шутланакан автотранспорт организацийӗнче ҫӑмӑл мар лару-тӑру пулнине массӑллӑ информаци хатӗрӗсем, ҫав шутра Чӑваш халӑх сайчӗ те, пӗлтерсех тӑчӗ. Предприяти ӗҫченӗсене вӑхӑтра шалу тӳлеменрен Вӑрмарти филиалти водительсем чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче забастовка ирттернӗччӗ: ирпе 10 ҫын ӗҫе тухманччӗ. Ҫапла хӑтланма ӗҫ укҫине тӑватӑ уйӑх илейменни хистенӗччӗ.
Ҫӗрпӳ район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта хӑш-пӗр маршрутпа автобус ҫӳреттерессине «Чӑвашавтотранс» ҫӗнӗрен пуҫарса янӑ. Раштавӑн 16-мӗшӗнчен тытӑнса, акӑ, «Чебоксары-1 — Степаново» (чӑв. Шупашкар-1 — Ямаш) маршрутпа турттарма тытӑннӑ. Раштавӑн 22-мӗшӗнчен пуҫласа «Чӑвашавтотранс» автобусӗсем 175-мӗш номерлӗ маршрутпа «Цивильск—Словаши» (чӑв. Ҫӗрпӳ—Славаш) тата 217-мӗш маршрутпа «Вурумсют—Цивильск—Чебоксары» (чӑв. Вӑрӑмҫут—Ҫӗрпӳ—Шупашкар) ялӗсене хулапа ҫыхӑнтарӗҫ.
Сӑмах май, иртнӗ уйӑхӑн 29-мӗшӗнче «Чӑвашавтотрансӑн» Вӑрмарти пассажирсен автотранспорт предприятийӗн водителӗсем забастовка ирттернӗччӗ: ирпе вӗсем ӗҫе тухманччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫапла хӑтланма ӗҫ укҫине тӑватӑ уйӑх илейменни хистенӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |