Кӑҫал пирӗн республикӑра нумай хваттерлӗ 429 ҫуртри пӗтӗмӗшле пурлӑха юсасшӑн. Тӗплӗ юсавӑн 2016 ҫулхи программине Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай районӗсем, Улатӑр, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле тата Шупашкар хулисем кӗнӗ.
Кӑҫалхи тӗплӗ юсав вӑхӑтӗнче нумай хваттерлӗ 24 ҫуртра ӑшӑ энергине, вӗри тата сивӗ шыва, ҫутта шутлакан счетчиксем вырнаҫтарасшӑн.
Тӗпле юсав программипе кунсӑр пуҫне хӑтлӑхпа ҫыхӑннӑ ытти ӗҫ-пуҫ та ирттерме палӑртнӑ-мӗн. Тӳре-шаран типӗ чӗлхи ҫине куҫсан тата Тӗплӗ юсав фончӗн сайтӗнче илсе кӑтартнӑ пек каласан, 42607 ҫыннӑн пурнӑҫ условине лайӑхлатмалла.
Шкул ачине, тӑм тивтернӗскере, тупнӑ. Вӑл асламӑшӗ патне кайнӑ-мӗн. Халӗ 9 ҫулти ача пульницӑра выртать.
Ку шӑматкун каҫхине пулнӑ. Пуйӑс машинисчӗ Чӑваш Енпе Тутарстан чикки патӗнче ача электричка чарма хӑтланнине дежурнӑй чаҫе пӗлтернӗ. Вырӑна полицейскисем тата чукун ҫул ӗҫченӗсем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Ҫулпа 5 ҫухрӑм утсан та тупайман вӗсем ачана. Йӗрсем дачӑна илсе ҫитернӗ. «Вӑрмар» станцӑ ҫывӑхӗнче кӗрт ӑшӗнче тупнӑ ӑна. Ача тӑнне ҫухатнӑпа пӗрех пулнӑ.
Ачана тӳрех пульницӑна ӑсатнӑ. Халӗ унӑн уринчи пӳрнисене татас ыйтӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Арҫын ача ашшӗпе тата асламӑшӗпе пурӑнать. Килтен кӑнтӑрлах тухса кайнӑ вӑл, кукамӑшӗ патне ҫитме палӑртнӑ. Электричка кӗтсе илеймесӗр ҫухалса кайнӑ.
Кадастр палатин Чӑваш Енри филиалӗ хайӗн офисӗсене хупассине пӗлтерет. Хӑш-пӗр офиса кадастр палати чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен хупӗ. Хупӑнмаллисен списокне Элӗкри Совет урамри 5-мӗш ҫуртри, Тӑвайӗнчи Ленин проспектӗнчи 11-мӗш ҫуртри, Сӗнтӗрвӑрринчи Лазо урамӗнчи 63-мӗш ҫуртри, Пӑрачкаври Октябрь урамри 1-мӗш ҫуртри, Вӑрмарти Свердлов урамӗнчи 18-мӗш ҫуртри лекнӗ.
Вӗсенче ырантан заявленисем йышӑнма пӑрахаҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗ 14-мӗшӗччен йышӑннӑ ӗҫсемпе хутсене чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗ таран парӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗ хыҫӑн хутсене пуштӑпа ярса парӗҫ.
Офиссем хупӑннӑ хыҫҫӑн кадастр палатин пулӑшӑвне илме маларах асӑннӑ район центрӗсенчи нумай ӗҫ тӑвакан центрсене каймалла. Вӗсем кашни район центрӗнчех пур.
Чӑваш халӑх артсистки Нина Яковлева сумлӑ юбилейне паллӑ тунӑ. Чӑваш патшалӑх драма театрӗн артистки нумаях пулмасть 75 ҫул тултарнӑ.
Праски рольне калӑплаканскер юбилейне тӑван тӑрӑхӗнче — Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккасси ялӗнче те — паллӑ тунӑ. Унта Нина Яковлевӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Актрисӑна район центрӗнче те юбилейпе саламланӑ.
Нина Михайловна тӑван тӑрӑхне час-часах килсе ҫӳреймест. Хальхинче вӑл унта театрти ӗҫтешӗсемпе килнӗ. Ентешӗсем вӗсене ҫӑкӑр-тӑварпа, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ.
Нина Яковлева ҫамрӑклӑхне аса илнӗ. Паллӑ спектакльсенчи сыпӑксене кӑтартнӑ. Вӑл чылай сӑнара калӑпланӑ. Ӗҫне кура хисепӗ те. Ентешӗсем унпа мухтанаҫҫӗ.
Унтан актерсем Вӑрмарта чарӑннӑ. Унта та Нина Михайловнӑна саламласа юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ. Унта театр ӗҫченӗсем «Чикагӑри асатте пурлӑхӗ» камите кӑтартнӑ. Нина Яковлева тӗп роле калӑпланӑ.
Ҫак канмалли кунсенче Вӑрмарта велоспорт-шоссе енӗпе республика шайӗнчи ӑмӑрту иртмелле.
Спортсменсем кашни хӑйшӗн ӑмӑртӗҫ. Вӗсене ҫула кура ҫичӗ ушкӑна пайлама йышӑннӑ. 2005 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ачасемпе хӗрачасем пӗр ушкӑна кӗрӗҫ, 2003–2004-мӗш ҫулхисем — тепӗр ушкӑна. 2001–2002-мӗш ҫулхи хӗрупраҫпа яш-кӗрӗм хӑйсен хушшинче тупӑшмалла ярӑнӗҫ, 1999–2000-мӗш, 1997–1998-мӗш ҫулхисене каллех уйрӑмшар ушкӑна кӗртнӗ. 1996-мӗш ҫулта ҫуралнисене тата унран аслӑраххисене те велоспорт-шоссене кӗтеҫҫӗ. Ачасемпе ҫамрӑксем кӑна мар, аслисен те велосипед ҫине ларса тухма ирӗк пур. Арҫынсем валли, ав, ятарлӑ ушкӑн пӑхса хӑварнӑ.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене 5, 10, 15, 20, 40, 80, 100 километра тупӑшмалла. Ҫӗртмен 13-мӗшӗнче кашни хӑйшӗн ӑмӑртӗ. Вырсарникун вӑйлисем ушкӑнпа тупӑшӗҫ. Велосипедҫӑсем Вӑрмар–Тӑвай ҫул ҫинче тупӑшӗҫ. Ӑмӑртӑва шӑматкун поселокри Спорт ҫурчӗ умӗнче 11 сехетре уҫмалла.
Ҫу уйӑхӗн 15–16-мӗшӗсенче Шупашкарта «Купӑс — манӑн чун» Пӗтӗм Раҫҫей фестивалӗ иртнӗ. Унта Тутарстанри, Мари Элти, Чулхула облаҫӗнчи купӑс, баян, аккардеон калакан маттурсем пухӑннӑ.
Фестивале пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртас, вӗсене хавхалантарас тӗллевпе ирттернӗ.
Фестивале Вӑрмарти ачасен ӳнер шкулӗнче вӗренекен маттур арҫын ача Иван Еруков та хутшӑннӑ. Ваня 8 ҫулта кӑна-ха, анчах вӑл конкурсра пултарулӑхне кӑтартма пултарнӑ.
Вӑрмар ачи 9 ҫул тултарманнисен ушкӑнӗнче — баян, аккардеон, купӑс калакан солистсен номинацийӗнче — 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илме пултарнӑ.
Жюри Ваня Еруковӑн пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑ. Арҫын ача музыка пултарулӑхне Валентина Васильевна Павловская патӗнче туптать.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Вӑрмарта пурӑнакан арҫын михӗ тупнӑ. Пушши мар. Унта… пӑшал пулнӑ-мӗн.
56 ҫулти арҫын тӗлӗнмелле миххе тупнӑ хыҫҫӑн полицие ҫитнӗ те кун пирки пӗлтернӗ. Ӑна вӑл хӑйӗн хуралтисем ҫывӑхӗнче тупнӑ-мӗн.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав арҫын Вӑрмар поселокӗ хӗрринчи сарай патӗнче тирпейленӗ чухне туратсем айӗнче михӗ асӑрханӑ. Унта пневматика винтовкисем пулнӑ. Йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем халӗ винтовкӑсем ӑҫтан унта лекнине тӗпчеҫҫӗ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.
Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери Ҫӗр кунне уявлани пирки, ахӑртнех, нумайӑшӗ аса илмест. Анчах ку пӗлтӗрӗшлӗ уяв шутланать. Пирӗн планетӑра ӳсентӑран, чӗрчунсем, кайӑксем, ҫынсем туслӑ пурӑнаҫҫӗ. Этемӗн тӗп тивӗҫӗ — ҫутҫанталӑк пуянлӑхне упрасси. Ачасене те тӑван ҫӗре юратма пӗчӗкренех вӗрентмелле.
Вӑрмарти «Родничок» (чӑв. Ҫӑлкуҫ) ача пахчине ҫӳрекенсемпе воспитательсем вара Ҫӗр кунӗ пирки манман. Вӗсем ӑна хӑйне евӗр уявланӑ та.
Уяв тӗлне ача пахчин ӗҫченӗсем «Вӑрман кӳренни пирки» спектакль хатӗрленӗ. Ачасем юмахри сӑнарсемпе вӑрман лекнӗ. Лука асатте вӗсене вӑрманта хӑйсене мӗнлерех тытмаллине аса илтернӗ. Гришка каскӑн вара тӑван ҫутҫанталӑка упрамаллине ӑнланса илнӗ.
Ачасем юмаха пӑхса ларнӑ кӑна мар, унта хутшӑннӑ та. Пӗчӗкскерсене ҫутҫанталӑк ҫӑлавҫи пулма килӗшнӗ. Чи пӗчӗккисем те ҫутҫанталӑка, юмахри сӑнарсене юратнине палӑртнӑ.
Раҫҫейӗн Федераци миграци службин Чӑваш Енри управленийӗн территорисенчи пайӗсем хӑйсен адресне ылмаштараҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсем унччен тӗпленнӗ вырӑнтан урӑх ҫӗре куҫнипе ҫыхӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, паспорт паракансем унччен шалти ӗҫсен пайӗсемпе пӗр ҫуртра ларатчӗҫ. Халӗ вӗсем тахҫантанпах расна тытӑмсем пулса тӑчӗҫ. Миграци тытӑмӗ паян паспорт панипе кӑна ӗҫлемест.
Пӗлтӗр Вӑрнар поселокӗнчи, Патӑрьелти, Хӗрлӗ Чутайри, Ҫӗмӗрлепе Куславкка хулисенчи пайсем урӑх вырӑна куҫса кайнӑ. Кӑҫал Комсомольскинчи, Шӑмӑршӑри, Вӑрмарти подразделенисем урӑх ҫуртсенче тӗпленнӗ.
Ҫӗнӗ ҫӗре Сӗнтӗрвӑрринчи, Кӳкеҫри, Йӗпреҫри, Пӑрачкаври уйрӑмсем те куҫса каймалла. Ку ӗҫе вӑраха хӑварасшӑн мар, ыйтӑва ытлашши тӑсса ямасӑр татасшӑн.
Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Вӑрмар поселокӗнче Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленипе канашлу иртнӗ. Ӑна чӑваш тумне, унӑн историне тата аталанӑвне халалланӑ.
Ку уява ирттерме ЧНК ЧР Экономика министерствин грантне ҫӗнсе илни питӗ пысӑк пулӑшу пулнӑ. Канашлӑва кашни районтан, хуларан чӑваш тумӗпе кӑсӑкланакан культура ӗҫченӗсем, ӑсчахсемпе халӑх ӑстисем пухӑннӑ. Пӗтӗмпе 19 районти «Нарспипе Сетнер» килнӗ. Тепӗр май каласан — кашни район хӑйсен тумне тӑхӑннӑ каччӑсемпе хӗрсене илсе килнӗ.
Чи малтан пурте Вӑрмарти историпе таврапӗлӳ музейӗпе паллашнӑ. Уйрӑмах анатри чӑвашсен тумӗсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Унтан уяв Вӑрмарти культура центрне куҫнӑ. Унта «Чӑваш тӗрри — чӗре юрри» курав уҫӑлнӑ. Зинаида Воронова, Евгения Жачева, Мария Симакова тата ыттисем хӑйсен коллекцийӗсене курав илсе килнӗ.
ЧР культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова ЧНКна халӑх тумне сыхласа хӑварма, аталантарма тӑрӑшнӑшӑн тав тунӑ. Вӑл 2016 ҫула чӑваш тӗррине халаллама сӗннӗ.
Вӑрмарти культура ҫуртӗнче чӑваш тумӗн театрализациленӗ концерчӗ иртнӗ. Сцена ҫине районсенчен килнӗ «Нарсписемпе Сетнерсем» тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |