Федерацин налук службин республикӑри управленийӗ ҫитес вӑхӑтра районсенчи штата чакарассине пӗлтернӗ.
Шӑмӑршӑра, Елчӗкре, Элӗкре, Тӑвайра, Сӗнтӗрвӑрринче, Вӑрмарта, Красноармейскинче, Хӗрлӗ Чутайра, Пӑрачкавра, Етӗрнере тата ытти хӑш-пӗр ҫӗрте территорири ӗҫ вырӑнӗсене пӗтерӗҫ. Ҫапла вара пулӑшу илме малашне Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Улатӑрти, Канашри, Патӑрьелти, Муркашри тата ытти ҫӗрти районсем хушшинчи инспекцисене кайма тивӗ.
Налукҫӑсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, штата чакарас юхӑм Мускавранах килет. Прогреса чараймӑн, компьютерсем ҫынсене хӗссе кӑлараҫҫӗ. Налук тӳлекенсем чылай ыйтӑва хӑйсен уйрӑм пӳлӗмӗсем урлӑ татса параяҫҫӗ.
Вӑрмарта ӗнер тӑватӑ хваттерлӗ ҫурт ҫунса кайнӑ. Пушар каҫхи 10 сехетре пулнӑ. Халӗ вӑл мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫурт Совет урамӗнче пулнӑ. Поселокри ҫынсем шутланӑ тӑрӑх, пушар электропралукран тухма пултарнӑ. Тепӗр верси – чӗртсе яни.
Улатӑр районӗнчи Алтышево ялӗнче вара харпӑр ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Патӑрьел районӗнчи Каншел ялӗнче карта ҫуннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна чӗртсе яма пултарнӑ.
Ӗнер кӑнтӑрла йӗрке хуралҫисене Вӑрмар районӗнчи хаҫат редакцийӗ вырнаҫнӑ ҫурта мина хунӑ тесе сисчӗвлентерекен тупӑннӑ. Пакунлисем вырӑна тухса кайнӑ. Ҫурта сирпӗтекен хатӗр тупӑнман.
Шӑнкӑравлакан ҫынна та пӑтӑрмах хыҫҫӑн шырама пикеннӗ.
Суякан ҫын редакцире ӗҫлекен хӗрарӑмӑн мӑшӑрӗ пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл арӑмне кӗвӗҫнӗ, киле хӑвӑртрах таврӑнтӑр тесе ҫурта сирпӗтӗҫ тесе хӑратас тенӗ. 37 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисен тӗлне унччен те леккеленӗ. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче ӳсӗр пуҫпа вӑл темиҫе те ҫакланнӑ. Пӗринче тата арӑмӗ хӗнет тесе йӗрке хуралҫисене суйса шӑнкӑравланӑ.
Ҫуртра мина хунӑ тесе суйнӑшӑн ӑна 200 пинрен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран штрафлама е ирӗкрен виҫ ҫул таран хӑтарма пултарӗҫ.
Чӑваш Енри хӑш-пӗр организаци-предприятире шалу вӑхӑтра тӳлемен тӗслӗхсем халӗ те тӗл пулаҫҫӗ. Ӗҫ укҫин парӑмне кӑҫалхи икӗ уйӑхра 3,5 миллион тенкӗ тӳлесе татнӑ. Республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, парӑма шыраса илессишӗн тӗрлӗ ӗҫ туса ирттерме тивет. Районсемпе хуласен администрацийӗсенчеларусем ирттереҫҫӗ. Республикӑра виҫӗ енлӗ комисси йӗркеленӗ, ведомствӑсем хушшинчи комисси Элтепер ҫумӗнче ӗҫлет.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 6 организацире, сӑмахран, «Шупашкарти промстройпроект» проект институтӗнче, «СУОР» ҫурт-йӗр тӑвакан комбинатра, Вӑрмарти кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнче, парӑма 3,5 миллион тенкӗлех чакарнӑ.
Вӑрмар районӗнчи прокуратура вырӑнти ҫынсем ыйтнипе тротуар пуррипе ҫуккине тӗрӗсленӗ.
Вӑрмарсем надзор органне пӗлтернӗ тӑрӑх, «Вӑрмар-Кавал-Нурлат» ҫул хӗррипе тротуар сарман. Ҫавна май ача-пӑчана ҫӳреме хӑрушӑ, вӗсем машина айне ним мар лекме пултараҫҫӗ. Асӑннӑ ҫул хӗррипе ачасене ашшӗ-амӑшӗ ача пахчине илсе каять, ватӑ ҫынсем чиркӗве кайса килеҫҫӗ, район ҫыннисем те унтан иртсе ҫӳреҫҫӗ.
Кӑлтӑка тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн прокуратура «Чӑвашупрдор» хысна учрежденийӗн директорӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан ячӗпе хут ҫырса панӑ, унта кӑлтӑка пӗтерме хистенӗ. Анчах предприяти ӗҫе тытӑнман. Ҫавна май прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд тавӑҫпа килӗшнӗ, предприятие ҫулталӑкра тротуар сарма хистекен хушу кӑларнӑ.
Шупашкар районӗнчи пульницӑра ӗҫлекен участокри врача кӑшӑлвируса хирӗҫ ӗҫсене кирлӗ пек пурнӑҫламаншӑн явап тыттарӗҫ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Елена Прокопьева оперштабӑн ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Аса илтерер: кӑшӑлвируспа кӗрешекен оперативлӑ штаб эрнекун ларӑва пухӑннӑччӗ.
Шупашкар районӗнчи пульницӑра ӗҫлекен тухтӑр кӑшӑлвирус тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн профилактика ӗҫӗсене пурнӑҫлассипе ҫине тӑман. Чирлӗ ҫынпа хутшӑннӑ ҫынсене вӑл вӑхӑтра шута илмен тата COVID-19 анализне илме яма васкаман.
Направлени пулсан та анализ пама кайманнисем те пулнӑ пирӗн республикӑра. Ун пеккисен тӗлӗшпе иртнӗ эрнере икӗ протокол ҫырнӑ.
Вӑрмарти лавккасенчен пӗринче администратор маскӑсӑр ӗҫленӗ. Ун тӗлӗшпе те протокол ҫырнӑ.
Вӑрмарти Чӑваш урамӗнчи 20-мӗш тата 22-мӗш ҫуртсем ҫывӑхӗнчи картишри ача-пӑча лапамӗсем Вӑрмар хула администрацийӗн балансӗ ҫинче шутланать. Анчах вӗсем шӑпӑрлансене выляма юрӑхсӑр.
Прокуратура ҫав ача-пӑча лапамӗсенче йӗркене кӗртме хушнӑ, администраци тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Ведомство ҫакна мӗнле пурнӑҫланине тӗрӗслесех тӑрать.
Ҫак ача-пӑча лапамӗсене пӑхса тӑманни курӑнать. Вӗсем курӑк ӑшне путнӑ. Ку кӑна мар, хӑш-пӗр лапам ҫывӑхӗнче ҫӳп-ҫап йӑванать, кирпӗч, кантӑк ванчӑкӗсем выртаҫҫӗ.
Чӑваш Енре таркӑнсемпе контрактниксем йышланнӑ. Ҫакӑн пирки пӗлтернӗ паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ирхи планеркӑра Чӑваш Ен Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Наталья Тимофеева.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, Шупашкар тата Канаш хулисенче, ҫавӑн пекех Красноармейски, Куславкка, Вӑрнар тата Тӑвай районӗсенче кӗрхи призывпа плана тултарайман.
Ҫав вӑхӑтрах Ҫӗнӗ Шупашкар хули, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Комсомольски, Ҫӗмӗрле районӗсенче плана ирттерсе тултарнӑ. Вӗсене пула республикӑри плана тултарма мйа килнӗ.
Чӑваш Енре иртнӗ ҫулхи кӗрхи призыв вӑхӑтӗнче контрактниксен тата ҫар службинчен тарса ҫӳрекенсен (военкоматсенче ӗҫлекенсем килте тупайман ҫамрӑксен) шучӗ йышланнӑ.
Чӑваш Енӗн Стройминӗ йӑлари хытӑ каяша турттармалли ҫӗнӗ виҫене ҫирӗплетнӗ. Хуласемпе хула йышши поселоксенче пӗр ҫын пуҫне ҫав виҫе 1,97 кубла метрпа танлашӗ, ялсенче — 1,57 кубла метрпа. Маларах вӑл пур ҫулталӑкра 2,02 кубла метрпа танлашнӑ.
Йӑлари хытӑ каяша турттарнӑшӑн кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртен 30-мӗшӗччен Улатӑрта, Канашра, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере, Куславккара, Сӗнтӗрвӑрринче, Ҫӗрпӳре, Етӗрнере, Буинск, Вӑрнарта, Йӗпреҫре, Вӑрмарта, Кӳкеҫре пурӑнакансем кашни ҫын пуҫне уйӑхсерен 63,15 тенкӗ тӳлӗҫ.
Ялсенче пурӑнакансене 47,56 тенкӗшер тӳлеттерӗҫ.
Пӗлтӗр хула ҫыннисем уйӑхсерен кашни ҫын пуҫне 76 тенкӗ те 76 пус тӑкакланнӑ, ял ҫыннисен 61 тенкӗ те 56 пус кӑларса хума тивнӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Патшалӑх автоинспекцийӗ Вӑрмар районӗнче икӗ арҫынна ҫӑлни пирки Инстаграмри страницине хыпар лартнӑ.
Ҫав кун ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем икӗ арҫын юр ӑшӗнче выртнине асӑрханӑ. Хайхискерсем тӑма та шутламан, выртнӑ. «Пирӗн экипаж пулман тӑк, тен, вӗсем киле таврӑнаймӗччӗҫ», - пӗлтернӗ ведомство. Инспекторсем вӗсене пульницӑна ӑсатнӑ.
Хӗлле, шел те, ҫынсем шӑнса вилнӗ тӗслӗхсем тӗл пулаҫҫӗ. Урамра выртакан ҫынсене курсан ведомство кун пирки 102 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |